
Ӗнер Чӑваш Республикин Композиторсен ассоциацийӗн, Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществин пайташне, музыканта, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Анатолий Шакина юлашки ҫула ӑсатнӑ.
Анатолий Шакин – Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Патӑрьел районӗнчи шкулсенче музыка тата юрӑ учителӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑлах 1970 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Культура ҫуртӗнче юрӑпа ташӑ ансамбльне йӗркелесе кӑҫалчченех ертсе пынӑ. Анатолий Шакин — вокалпа хореографи сюитисен, хор хайлавӗсен авторӗ, халӑх юррисене илемлетнӗ. Районти пӗрлештернӗ хорӑн дирижёрӗ пулнӑ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗна» орден медалӗпе наградӑланӑ.

Александр Волков ҫӑлавҫӑ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӑлав службине чылай ҫул ертсе пынӑ.
Чӑваш Республикинчи ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Волкова кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче юлашки ҫула ӑсатнӑ.
Александр Волков республикӑн тава тивӗҫлӗ ҫӑлавҫи шутланнӑ. Хисепле ҫак ята ӑна 2008 ҫулта панӑ. Хӑй вал Мари Элтан. Унти пел ялта 1956 ҫулта ҫуралнӑ. 1978 ҫулта водолаз пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, чӑваш тӗнчи хӑйӗн мухтавлӑ икӗ ентешпе сывпуллашӗ. Кун пирки Лидия Филиппова журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Вӗсем — Иван Дубанов тата Валерий Лаврентьев. Иван Степанович — учитель, географ, краевед. 20 ытла кӗнеке авторӗ. Валерий Лаврентьев — радиоинженер, офицер, физик, математик.

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анастасия Андреева куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Вӑл «Паха тӗре» фабрикӑра тӗп художник пулнӑ.
Халӑх ӳнер промыслисен ӑсти хӑйӗн пурнӑҫне 41 ҫул ытла ӳнер ӗҫне тата чӑваш халӑхӗн культура еткерлӗхне упраса хӑварассине халалланӑ. Вал 1977 ҫулта Алкешри «Паха тӗрӗ» фабрикӑра ӗҫлеме тытӑннӑ, унта алшӑллисенчен пуҫласа наци костюмӗсем таранах илемлетсе наци сӑнӗ кӗртнӗ.
Анастасия Васильевнӑпа ыран, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 10 сехетре Кӳкеҫри чиркӳре сывпуллашӗҫ.

Чӑваш Енӗн Культура министерствинче бухгалтер учёчӗн тата ревизи пайӗн пуҫлӑхӗ — тӗп бухгалтерӗ пулнӑ Галина Смелова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Галина Александровна министерствӑра 17 ҫул, 1991 ҫултан пуҫласа 2008 ҫулччен, тӑрӑшнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫейӗн Культура минситерствин Хисеп грамотине те тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтерне тӑрӑх, Галина Александровна яланах пысӑк профессионал та ӗҫчен ҫын пулнӑ.

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ирина Угаслова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Лидия Филиппова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл тӑван чӑваш культурине, йӑли-йӗркине, чӗлхине упрас, аталантарас ӗҫе нумай ҫул халалланӑ, халӑхсен пӗрлӗхне ҫирӗплетес, ӳссе пыракан ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӑл «Пӗртӑван Малинасем» ушкӑна ертсе пынӑ. Ушкӑна Чӑваш Енре ҫеҫ мар, Раҫҫейри ытти регионта та лайӑх пӗлнӗ, хакланӑ, юратнӑ.

Чӑваш Енри паллӑ журналистӑн, Алёна Оленован, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Алёна Дмитриевна 66 ҫулта пулнӑ, вӑл чылай вӑхӑт чирленӗ.
Алена Ткач (Оленова) 1958 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чита облаҫӗнчи Петровск-Забайкальский хулинче ҫуралнӑ. Мускаври М.В. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх унивреситечӗн журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Журналистикӑри карьерине вӑл «Советская Чувашия» хаҫатран пуҫланӑ, 1988 ҫултанпа «Чӑваш Ен» ПТРКра тӑрӑшнӑ. 2004-2006 ҫулсенче РФ Пичет ӗҫӗн, телерадиовещанин тата МИХ енӗпе ӗҫлекен министерствӑра тӑрӑшнӑ. Кайран «Отличное телевидение» тӗп редакторӗ пулнӑ, унтан каллех «Советская Чувашия» хаҫата таврӑннӑ.

Улатӑрти хӗрарӑмсен Киев-Николаев мӑнастирӗнче 15 ҫул ытла пурӑннӑ Любовь Стриженева актриса ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 83 ҫулта пулнӑ. Кун пирки Аристоклий Набокин манах хыпарлани тӑрӑх «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ.
Любовь Васильевна 1940 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. 1963 ҫулта МХАТӑн шкул-студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Мускаври художество академи театрӗнче, вӑл икке пайланса Горький ячӗллӗ МХАТра ӗҫленӗ. 1997 ҫулта ӑна Раҫҫей халӑх артисткин ятне панӑ.
Пултаруллӑ артистка СССР Патшалӑх телерадиокомпанийӗн Пӗтӗм союзри радиовӗнче «Взрослым о детях» кӑларӑма ертсе пынӑ. «Вечный зов», «Каникулы Кроша», «Земля, до востребования», «Стежки-дорожки», «Бесы» тата ытти кинокартинӑра вылянӑ.
2008 ҫулта мӑнастире тухса кайнӑ, унта Иудифь ятпа Турра юрӑхлӑ пулса пурӑннӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Владимир Земляникин тата Олег Стриженов паллӑ актерсен арӑмӗ пулнӑ. Любовь Стриженеван ывӑлӗ Александр Стриженов.

Шупашкарти «Акация» культура ҫуртӗнчи «Локинэ» эстрада ташшин халӑх ансамблӗн ертӳҫи Елена Елисеева пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Унӑн кун-ҫулӗ утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче татӑлнӑ. Вӑл 59 ҫулта пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви Елена Альбертовна ӑшӑ кӑмӑллӑ та пулӑшма хатӗр ҫын, пултаруллӑ педагог, хӑйӗн ӗҫӗнче чӑн-чӑн профессионал пулнине палӑртнӑ.
Елена Елисеевӑна паян юлашки ҫула ӑсатӗҫ.

Чӑваш Енӗн сывлӑх тата социаллӑ министрӗн ҫумӗ пулнӑ Людмила Рулькова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗ тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Людмила Ивановна Канашра 1956 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пӗтӗм союзри юридицин куҫӑнсӑр институтӗнче вӗреннӗ. Аслӑ пӗлӳ илсен вӑл ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх сферине ӗҫлеме тытӑннӑ.
2005-2013 ҫулсенче вӑл сывлӑх тата социаллӑ министрӗн ҫумӗ пулнӑ.
