Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Унччен синоптиксем пуш уйӑхӗн сивӗ тата юрлӑ пулассине систернӗччӗ. Халӗ вара прогноз урӑхларах.

Пуш климат норминчен кӑштах ӑшӑрах пулӗ. Сивӗсем, ахӑртнех, ака уйӑхӗнче кӑна таврӑнӗҫ. Ҫу уйӑхӗ вара климат нормипе килӗшсе тӑрӗ.

Пуш пуҫламӑшӗнче юр сахал мар ҫумалла. Ҫапах кӑҫал юр сахал пулнӑран вӑл хӑвӑрт, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне, ирӗлсе пӗтӗ.

Сӑмах май, 5 ҫул каялла хӗлле юр сахал пулнӑ чухне вӑл пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне ирӗлсе пӗтнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн сивӗ тата юрлӑ пулӗ. Ҫапах 2008 тата 2013 ҫулсенчи пекех сивӗ пулмӗ. Ун чухне вӑтам температура 8-9 градус сивӗ пулӗ.

Пуш уйӑхӗнче вӑтам температура 6,5 градуспа танлашӗ. Нӳрӗк ытти чухнехинчен кӑшт нумайрах пулӗ. Ҫил ытларах ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Пӗрремӗш декадӑра циклон хуҫаланӗ. Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 20 сантиметртан иртӗ.

Пушӑн юлашки кунӗсенче ҫуркуннехи ҫанталӑк ҫитӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Хӗллен юлашки эрни мӗнле пулӗ? Паян уяр та сивӗрех ҫанталӑк тӑрать. Ыран кӑштах юр ҫӑвӗ. Юнкун каллех хӗвел тухӗ.

Кӗҫнерникун циклон ҫитӗ, юр нумай ҫӑвӗ. Ку эрнери чи ӑшӑ кун пулӗ вӑл – термометр 0 градус кӑтартӗ. Анчах ҫил вӑйланнӑран сивӗрех пек туйӑнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне вӗҫӗнче каллех антициклон килӗ, хӗвел пӑхӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ. Кӑнтӑрла – 3-5 градус, ҫӗрле 15 градус таран сивӗ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫитес эрнере Ҫӑварни пулать. Синоптиксем ун чухне ҫанталӑк ӑшӑ пулассине калаҫҫӗ.

Паян-ыран атмосфера пусӑмӗ пысӑк, ҫил лӑпкӑ. Ыран, шӑматкун, тӗтре карса илӗ. Канмалли кунсенче уяр та сивӗрех ҫанталӑк пулӗ. Ҫӗрле – 13-18, кӑнтӑрла 5-10 градус сивӗ тӑрӗ.

Ытларикунран пӗлӗтленме, ӑшӑтма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла – 0, ҫӗрле 5-7 градус сивӗ пулӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, нарӑсра нӳрӗк сахал. Юлашки икӗ кунра кӑна юр ҫӑвӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш сивӗ тата юрлӑ киме пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсем юрлӑ пулӗҫ. Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсенче 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать, Шупашкарта – 3-5 сантиметр.

Шӑматкун ҫил майӗпен вӑйланӗ. Вырсарникун 17-22 градус таран сивӗ пек туйӑнӗ. Тунтикун 22-27 градус таран сивӗтнӗ пек туйӑнӗ.

Ҫитес эрне ку хӗллехи чи сивӗ эрне пулмалла. Шупашкарта кӑнтӑрласерен 10-15 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен – 20 градус. Хӑш-пӗр районта тата сивӗрех пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра тӗтреллӗ ҫанталӑк паян тата ыран пулӗ. Юнкун ҫил вӑйланӗ, тӗтре сирӗлме тытӑнӗ.

Эрнен иккӗмӗш ҫурринче юр ҫукалӗ, ҫил-тӑман тухӗ. Шупашкарта 5 сантиметр хулӑнӑш юр ҫӑвӗ.

Канмалли кунсенче Арктика енчен сывлӑш килме пуҫлӗ. Тинех хӗвел тухӗ. Каҫсерен 20 градус таран сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне тӑршшӗпех сивӗ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Тинех сивӗтет. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗр сывлӑш 1-6 градус таран сивӗнӗ. Ҫил лӑпланӗ.

Ытларикун каҫхине тата ҫӗрле юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман та тухӗ. Икӗ кун самай юр ҫунӑ хыҫҫӑн антициклон ҫитӗ. Пӗлӗтсем юнкун каҫхинех сирӗлме пуҫлӗҫ. 10-15 градус таран сивӗтӗ.

Кӗҫнерникун тата эрнекун хӗвеллӗ, тӳлек ҫанталӑк тӑрӗ. Термометр 1-6 градус сивӗ кӑтартӗ.

Канмалли кунсенче типӗ, сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Ку нарӑсӑн пӗрремӗш декади вӗҫӗчченех тӑсӑлӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш декадӑра юр ҫӑвӗ, 20 градус таран сивӗтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пире ку эрнере пуш уйӑхӗнчи ҫанталӑка кӗтмеллине пӗлтерчӗҫ те… ака уйӑхӗ килчӗ. Паян кӑҫалхи хӗллен чи ӑшӑ кунӗ – климат норминчен 11-12 градус ӑшӑрах.

Малтан – нарӑс. Шӑматкун ашӑ пулӗ-ха. Каҫ енне кӑна йӗпе юр ҫума тытӑнӗ. Вырсарникун кӑнтӑрла вӑйлӑрах ҫӑвӗ. Ҫӗрле 0-рен сивӗрех пулӗ. Тунтикун вара хӗвел те тухӗ. Ытларикун типӗ юр ӳкӗ.

Ҫитес эрне варринче пӗлӗтсем сирӗлӗҫ. Ҫӗрлесерен 10-15 градус таран сивӗтӗ. Кӑнтӑрласерен 5 градус сивӗ пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш декадӑра сивӗтет пулсан та ҫанталӑк климат норминчен 5-6 градус ӑшӑрах пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паянхи пек кун хӗл варришӗн – рекорд. Ӗнер терсометр 2,8 градус ӑшӑ кӑтартнӑ. Ахаль те сахал бр ирӗлсех пырать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхне хура ҫӗрпе кӗме пултаратпӑр.

Нарӑс мӗнле килӗ? Ытти чухнехинчен ӑшӑрах. Малтанхи кунсенче сивӗ фрончӗ юр илсе килӗ. Кайран антициклон ҫитӗ. Уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурринче хӗвеллӗ те сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ: климат нормипе килӗшсе тӑрӗ – вӑтамран 10 градус сивӗ.

Уйӑх варринче ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ. Нарӑс уяр ҫанталӑкпа вӗҫленӗ, кӑнтӑрла хӗвел сывлӑша самаях ӑшӑтӗ: 5 градус таран ӑшӑтма пултарӗ. Нарӑсра кун пек ӑшӑ 90 ҫул пулман.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑрлач уйӑхӗн юлашки эрненче мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнен пӗрремӗш ҫурринче тӗтре тӑрӗ, йӗпе юр е ҫумӑр ҫӑвӗ. Сывлӑш температури 1 градус сивӗрен пуҫласа 4 градус таран ӑшӑ пулӗ.

Ытларикун, ахӑртнех, 2002 ҫулхи рекорд ҫӗнелӗ: 1,2 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫавна май юр хулӑнӑшӗ чакӗ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта вӑл 11 сантиметр хулӑнӑш.

Телее, йӑлтах ирӗлсе пӗтмӗ. Канмалли кунсенче юр ҫӑвӗ. Ун хыҫҫӑн ҫитес эрнере арктика сывлӑшӗ килӗ. Эппин, хӗлле таврӑнӗ-ха.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 109
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 11

1913
112
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ.
1919
106
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
1920
105
Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ
1937
88
Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи