Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.9 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк
ru.pngtree.com сайтри сӑн
ru.pngtree.com сайтри сӑн

Ҫулла мӗнле пулассине «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ. Кӑҫал типӗ ҫанталӑк шар кӑтартмӗ. Ҫумӑр утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче нумайрах ҫӑвӗ, ҫӗртме уйӑхӗнче климат нормипе килӗшӳллӗн пулӗ. Утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче тата ҫурлан иккӗмӗш ҫурринче типӗ ҫанталӑк хуҫаланӗ.

Кӑҫал ҫулла чӑтма ҫук ытлашши шӑрӑх ҫанталӑкпа тӗлӗнтермӗ. Вӑтам сывлӑш температури ҫӗртмере – 17,4, утӑ уйӑхӗнче 20 градус пулӗ. Ку климат нормин кӑтартӑвӗ. Ҫурла уйӑхӗнче вара ку кӑтарту 18,5 градуспа танлашӗ. Ку ҫуллан юлашки уйӑхӗшӗн нормӑран 1 градус пысӑкрах шутланать.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 30 градуслӑ шӑрӑх ҫӗртме варринчех килме пултарӗ. Чи ӑшӑ кунсем ҫуллан пӗрремӗш ҫурринче савӑнтарӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк
photocentra.ru сайтри сӑн
photocentra.ru сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере кашни кунах ҫумӑр ҫумӗ, хӗвеллӗ тата ӑмӑр кунсем черетленме пултарӗҫ.

Юнкунран ҫанталӑк ӑшӑтӗ, термометр 20 градусран ытларах кӑтартма тытӑнӗ. Ҫӗрлесерен те самай ӑшӑрах туйӑнӗ. Паян уяр-ха, ыран вара килтен тухнӑ чухне сунчӑк илме ан манӑр.

Сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче пляж сезонне уҫмашкӑн ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн вара республикӑна шӑрӑх ҫитӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗш декади климат норминчен 1 градус сивӗрех пулӗ. Вӑтам сывлӑш температури 16 градуспа танлашӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗ мӗнле пулӗ? «Ҫанталӑк 21» сайт прогноз хатӗрленӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, ҫуллахи пӗрремӗш уйӑх шӑрӑх пулмӗ, ҫумӑр самай ҫӑвӗ. Сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурри ҫумӑрлӑ килӗ. Пӗтӗмпе 9 кун аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать.

Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 14-16-мӗшӗсенче тата 24-25-мӗшӗсенче ҫанталӑк сивӗтӗ. 30 градуслӑ шӑрӑх пулас шанчӑк нумай мар – 60 процент кӑна.

 

Ҫутҫанталӑк
uk.pinterest.com сайтри сӑн
uk.pinterest.com сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере шӑрӑх пулмӗ, кӑштах сивӗтӗ.

Паянлӑха ӑшӑ пулӗ-ха, анчах ыран, ытларикун. вара республикӑна сивӗ фрончӗ ҫитӗ. Ҫумӑр кӗҫӗрех ҫума тытӑнӗ, ыран вара хӑш-пӗр ҫӗрте аслатиллӗ ҫумӑр пулӗ. Сывлӑш температури 13-18 градус ӑшӑ пулӗ.

Юнкун ҫумӑр кӑштах кӑна ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун вара республикӑра циклон хуҫаланӗ. Юнкунпа шӑматкунччен 13-15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен вара — 4-6 градус кӑна. Хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ. Эрнекун ҫил вӑйланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи ӑшӑ ҫитес эрне варринче таврӑнӗ. Анчах ҫӗртмен 5-мӗшӗнчен каллех вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑрсем ҫума пултарӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк
author.today сайтри сӑн
author.today сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех шӑрӑх вӗҫленӗ те ҫанталӑк сивӗтӗ.

Шӑматкун ӑшӑ пулӗ-ха. Анчах каҫ енне хушӑран ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, хӑш-пӗр вырӑнта аслатиллӗ ҫумӑр пулӗ. Кун хыҫҫӑн хӗвеллӗ пулӗ-ха. Вырсарникунпа тунтикун уяртӗ, кӑнтӑрла термометр 20-25 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

Ытларикун пӗлӗтленӗ, кӑнтӑрла 13-18 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, каҫсерен вара – 5-10 градус. Ҫимӗкре те, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, ҫумӑр ҫума пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Хыпар - Вести Чувашия» МАХри каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Хыпар - Вести Чувашия» МАХри каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре тинӗс кӑвакарчӑнӗсене асӑрханӑ. Ку хыпара «Хыпар - Вести Чувашия» МАХри каналта пӗлтернӗ.

Пирӗн республикӑра пурӑнман ҫак кайӑксене Геннадий Исаков орнитолог курнӑ иккен. Тинӗс кӑвакарчӑнне тепӗр майлӑ та калаҫҫӗ иккен — хӑшӗсем ӑна кӑнтӑр чарланӗ евӗр пӗлеҫҫӗ. Вӑл Кавказ тӑрӑхӗнче йӑва ҫавӑрать. Ҫавӑнпа Чӑваш Ене вӗҫсе ҫитни – тӗлӗнмелле пулӑм шутланать.

Сӑмах май каласан, орнитологсем кайӑксене те шута илеҫҫӗ. Ун валли вӗсен хӑйсен меслечӗ пур. Орнитологсем тата кайӑк-кӗшӗк тусӗсем пулӑшнипе вӑл е ку тӑрӑхра мӗнле кайӑк мӗн чухлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
max.ru/progorod21 видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/progorod21 видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнчи Хосантайра пурӑнакансем ялти пӗчӗк юханшыв таса марришӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Кун пирки «ПроГород» хаҫат пӗлтернӗ.

Хосантай ялӗпе юхса иртекен пӗчӗк юханшыв юлашки вӑхӑтра ҫуллӑ-хура тӗсленсе кайнӑ.

«Юханшыв иккӗмӗш кун ӗнтӗ мазутлӑ. Вӑл ялти пӗвене лекет. Ним те тумасан вӑл Ункӑ юханшывне юхса ҫитет, кайран Атӑла юхса тухать», — пӑшӑрханаҫҫӗ канӑҫсӑр чунлӑ ял ҫыннисем.

Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫри кӗске хыпарта мазут ялти юханшыва ӑҫтан лекнине каламан. Ку ыйтӑвӑн хуравне яваплӑ специалистсем ятарлӑ тӗрӗслев ирттерсен тупса палӑртма пултарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ5F4WD1GEQ
 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ.

Паян тата ыран шӑрах пулӗ, термометр 30 градус таран кӑтартӗ. Юнкун вара хӑш-пӗр вырӑнта аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Кӗҫнерникун тата эрнекун ҫанталӑк кӑшт уҫӑлтарӗ, термометр 24-26 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Шӑматкун та ҫавӑн пекех пулӗ, анчах ҫил вӑйланӗ. Вырсарникун та хушӑран вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуркуннен юлашки эрни сивӗ тата ҫумӑрлӑ килӗ. Пӗр тӑваткал метр лаптӑк ҫине 30 литр шыв ӳкме пултарӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе термометр 10-15 градус кӑна кӑтартӗ. Ҫанталӑк ҫуллахи уйӑх пуҫламӑшӗнче ӑшӑтас шанчӑк пур.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫитес эрнере ҫанталӑк ҫуллахи пек ӑшӑтӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.

Анчах паян тата вырсарникун вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ.Тунтикунран вара уяртӗ. Тунтикунран пуҫласа юнкунччен 30 градуса яхӑн ӑшӑ пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче кӑнтӑрласерен 20 градус таран ӑшӑтӗ. Унтан кӑштах сивӗтӗ. Ҫу уйӑхӗн юлашки эрнинче вара термометр каллех 23-25 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
biwork.ru сайтри сӑн
biwork.ru сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗнчи йӑлана кӗнӗ «ҫӗмӗрт сивви» хӑҫан килӗ? «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере. Анчах, телее, нумайлӑха мар. Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн тата каҫхине вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫав вӑхӑтра ҫил вӑйланӗ, хӑш-пӗр тӑрӑхра пӑр ҫума пултарӗ. Шӑматкун 12-17 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун та уяр тӑрӗ, анчах тата кӑштах сивӗтӗ.

Ҫӗрлесерен вара 2-7 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, хӑш-пӗр вырӑнта тӑм ӳкме пултарӗ. Ҫавӑнпа ӑшша юратакан пахча ҫимӗҫ калчине уҫӑ вырӑна лартма васкамалла мар. Тунтикун хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ, сывлӑш каллех 20 градус таран ӑшӑнӗ. Ытларикун тата юнкун аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ.

Ҫитес эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫанталӑк 20 градус ытла ӑшӑ тӑрӗ. Канмалли кунсенче вара, ҫу уйӑхӗн 16-17-мӗшӗсенче, 25 градус таран ӑшӑтӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 121
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Ҫурла, 01

1893
133
Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1931
95
Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та