
Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен муниципалитет шайӗнчи IX-мӗш фестиваль-конкурс иртнӗ.
Шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва ҫичӗ вӗрентекен хутшӑннӑ. «Чӑваш чӗлхи вӑрттӑнлӑхӗ» секцире 1-мӗш вырӑна Калайкасси шкул вӗрентекенӗ Алевтина Шишкина тухнӑ, 2-мӗш вырӑна — Москакасси шкул вӗрентекенӗ Ирина Пушкина.
«Тӑван сӑмахлӑх пуянлӑхӗ» секцире Шатракасси шкулӗнче нумай ҫул ӗҫлекен Ольга Вишневӑна ҫитекен пулман. 2-мӗш вырӑнта — Муркаш шкул вӗрентекенӗ Елена Исакова, 3-мӗшӗнче — Ҫатракасси шкулӗнчи Людмила Никитина.
Ильинка шкулӗнчи Людмила Семенова «Сапӑрлӑх тӗллевӗсене тӗпе хунӑ урок» номинацире ҫӗнтернӗ, «Йӑла-йӗрке тытса пыма вӗрентекен урок» номинацире — Сыпайӗнчи Надежда Яковлева.
Мероприяти Ярапайкассин шкулӗнче ӗҫлекен Алевтина Димитриева «Петӗр Хусанкай пултарулӑхне ФГОСпа килӗшӳллӗ вӗрентмелли мелсем» темӑпа рттернӗ мастер-класпа вӗҫленнӗ.

Муркаш районӗнчи Ҫатракасси шкулӗнчи ачасене илсе ҫӳренӗ автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл гаражра тӑнӑ.
Автобус раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӗрле ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫитсен ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Автобус ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, гаражра тӑракан трактора ҫӑлса хӑварма май килнӗ.
Автобус 2015 ҫулта кӑларнӑскер пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл электрохатӗр юсавсӑр пулнипе ҫунма пуҫланӑ.

Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫатракассинче ларакан ВАЗ-2114 машина ҫухалнӑ, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи парковкӑран ҫавнашкал модельлӗ машина "ураланнӑ".
Вӑрра 4 уйӑхран тупнӑ. Вӑл - Шупашкар районӗнчи Ҫатракассинче пурӑнакан 36 ҫулти арҫын. Хайхискер йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Пӗрремӗш машинӑн запчаҫӗсене кӑларнӑ та ҫунтарса янӑ. Ун чухне вӑл ӳсӗр пулнӑ. Тепӗр машинипе арҫын Мускав облаҫне ларса тухса кайнӑ. Вӑл унта ӗҫленӗ. Ӑна йӗрке хуралҫисем ӗҫ вырӑнӗнче тытса чарнӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Кӗҫӗр Шупашкар районӗнче депутатӑн машинине кислотапа сирпӗтнӗ. Шар курнӑ автомобиль хуҫи — Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Анисимов. Депутата вӑл Ҫатракасси округӗпе суйланнӑ.
Александр Анисимов тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкар муниципалитет округне депутата суйланма Раҫҫей Федерацийӗнчи Коммунистсен партийӗн членӗ пулнӑ май кандидата тӑнӑ.
Видео тӑрӑх хакласан, машинӑна пур енчен те кислотапа сапса тухнӑ.

Шупашкар районӗн администрацине Депутатсен районти пухӑвне Ҫатракассинчи 13-мӗш суйлав округӗпе депутата суйланнӑ Александр Анисимова кӗртесшӗн пулман.
Депутат «Атӑл»-Ойкасси-Ҫӗньял» ҫула юсас, Йӑршу юханшывне таса мар шыв юхса выртнин ыйтӑвӗсемпе ҫыру ҫырнӑ иккен. Анчах ӑна пӗрремӗш хутра хуралҫӑ тытса чарнӑ. Кирлӗ ҫынсен ӗҫ пӳлӗмне кӗме депутат йӗрке хуралҫине чӗнсе илнӗ хыҫҫӑн вӑл унта пакунлӑ ҫынпа ҫеҫ кӗрейнӗ.
Депутат пӑтӑрмаха видео ӳкерсе илнӗ. Ӑна вӑл «Ютуб» видеохостингра тата тӗнче тетелӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.

Шупашкар районӗнчи Ҫатракассинчи пурӑнмалли ҫуртсенчен тухакан таса мар шыв темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫырмана юхса выртать иккен.
Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫатракасси ялӗнчи Строительсен, Май, Тӗп урамсенчи ҫуртсенчен таса мар шыв малтан ҫырмана юхса тухать-мӗн, унтан Йӑршу юппине лекет.
Кӑлтӑк пирки Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвне Ҫатракассинчи 13-мӗш суйлав округӗпе депутата суйланнӑ Александр Анисимов тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Вӑл вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе те тӗлпулнӑ, ыйтӑва татса памалли ҫинчен ҫивӗч сӑмах хускатнӑ.

Чӑваш Енри 15 ялта африка чумине пула мӗнпур сыснана вӗлереҫҫӗ. Республика Элтеперӗн йышӑнӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Сыснасене вӗлерсе, унсӑр пуҫне сысна ашне те ҫунтарса яраҫҫӗ. Карантин зонине Муркаш тата Элӗк районӗсенчи 15 ял лекнӗ. Унта хир сыснисем африка чумипе чирлине тупса палӑртнӑ.
Сысна пӗтермелли ялсен шутне Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗнчи Мӑн Шӗвӗш; Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗнчи Ҫатракасси, Очӑкасси, Ҫӗньял Хуракасси, Торинкасси, Шупуҫ, Ятман, Ҫӗньял Очӑкасси; Шетмӗпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Катӑкуй, Шетмӗпуҫ; Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗнчи Тури Панкли, Вӑрманкас, Анатри Панкли, Нӳрет, Хурӑнкасси ялӗсем лекнӗ.
1 килограмм сыснашӑн хыснаран 119 тенкӗ те 82 пус тӳлӗҫ, 1 килограмм сысна ашӗшӗн — 265 тенкӗ те 47 пус, 1 килограмм шӑмӑсӑр сысна ашшӗшӗн — 335 тенкӗ те 88 пус.

«Лада Приора» водителӗ тусӗпе эрех ӗҫнӗ. Кайран лешӗ унран ыйтмасӑрах машинӑна ларнӑ та вӗҫтернӗ. Водитель кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче полицейскисем Ҫатракасси ялне ҫул тытнӑ. Унта шӑпах ҫав ҫын, машинӑна ларса кайнӑскер, пурӑннӑ. Чӑнах та, машина унӑн килӗ умӗнче ларнӑ.
Ҫак ҫын ӳсер пулнӑ. Ҫитменнине, ӑна унччен водитель прависӗр те хӑварнӑ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатас тӗллевпе ӑна полици участокне илсе ҫитернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.

Паян Шупашкар районӗнчи Ҫатракассинче ҫурт ҫуннӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӳртре ачасем пулнӑ. Телее, никам та шар курман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем шӑрпӑкпа вылянӑ, пушар ҫавӑнтан тухма пултарнӑ. Палӑртмалла: килте арҫын ачапа хӗрача пулнӑ.
Пушар паян 14 сехет иртсен пулнӑ. Ӑна 3 пушар машини сӳнтернӗ. Ҫулӑм тӑррине сиенлетнӗ, вӑл ишӗлсе аннӑ.

Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Асамлӑ уй» кӑларӑм черетлӗ хут экран ҫине тухнӑ. Унта каллех пирӗн ентеш хутшӑннӑ. Хальхинче – Ҫатракасси ялӗнчи Валериан Григорьев.
Вӑйӑра ӑна «ключ» сектор лекнӗ, унта машина выляса илме май пур. Анчах ентеше ӑнман. Леонид Якубович Чӑваш Енре нумай хутчен пулнине, анчах Ҫатракассине ҫитменнине пӗлтернӗ. Валериан ӑна Атӑлта пӗрле пулӑ тытма шантарнӑ.
Ентеш вӑййа пушӑ алӑпа килмен. Мулкач ашӗ, юханшыв пулли, мӑйӑр тата панулми парнеленӗ. Валериан раундра ҫӗнтернӗ, анчах финалта вӑл мар, Красноярск ҫынни мала тухнӑ.
