Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫамрӑксем

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Хальхи вӑхӑтра Екатеринбург хулинче Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен форумӗ иртет.

Фестивале 191 ҫӗршыври вунӑ пин ытла ҫамрӑк хутшӑнать. Ҫав йышра Чӑваш Ен делегацийӗ те пур. Пирӗн регионтан унта 52 ҫын кайнӑ.

«Пӗрремӗш кунранах кунти сывлӑш тыткӑнларӗ. Пурте ырӑ кӑмӑллӑ, телейлӗ, йӑл кулаҫҫӗ. Ҫӗнни нумай пӗлтӗм, тӗрлӗ ҫӗршывра туссем тупрӑм», — палӑртнӑ Чӑваш Енрен кайнӑ Диана Хусаинова.

Форума уҫнӑ кун ҫамрӑксем Екатеринбург урамӗсем тӑрӑх чӑваш ялавне йӑтса утнӑ. Вӗсем халӗ форумра вӗренӳ тата ӗҫ мероприятийӗсене хутшӑнаҫҫӗ, Раҫҫейри проектсемпе, пуҫарусемпе, тӗрлӗ ҫӗршыв культурипе паллашаҫҫӗ, ытти ҫамрӑкпа опытсемпе пайланаҫҫӗ. Делегатсем хӑйсем те ӑсталӑх лаҫҫи ирттереҫҫӗ.

Палӑртса хӑварар: форум Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе «Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-232121545_1782
 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Чӑваш Енри следовательсем Шупашкар хулинче пулса иртнӗ тискер преступление уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӗнер каҫхине, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр ҫуртра 15 ҫулти хӗр виллине тупнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, ӑна хӑйӗнпе тантӑш ҫамрӑк пӑвса вӗлернӗ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Каччӑ хӗре зарядник пралукӗпе пӑвнӑ. Тискер преступление тусан вӑл тарнӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви органӗсем ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри хулинче шыраса тупнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ.

Следстви малалла пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/channel_chuvinform
 

Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пурӑнакан Кирилл Степанов фермер тата аслӑ шкулта вӗренет. Тӗрӗссипе каласан, Чӑваш Енӗн патшалӑх телекуравӗ Кирилл университетра вӗренет тесе 2023 ҫултах пӗлтернӗччӗ-ха.

Кирилл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкултан вӑл тата унӑн хӗрӗ Даша 2021 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Халӗ вара ҫамрӑк мӑшӑр магистратурӑра вӗренме пуҫланӑ. Магистратурӑра Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче зоотехника енӗпе пӗлӳ илӗҫ.

Кирилл Степанов ҫамрӑк фермер тесе блог йӗркелесе янӑ ҫамрӑк нумаях пулмасть Алтай тӑрӑхӗнчи Дашӑпа пурӑнма пуҫланӑ. Вӑл чӑваш ялне куҫса килни пирки тӗрле массӑллӑ информаци хатӗрӗнче пӗлтерчӗҫ, халӑх тетелӗнчи пабликсенче те ҫырчӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-213945932_91804
 

Республикӑра

Таиландра ҫухалнӑ 19 ҫулти хӗр ашшӗ-амӑшӗпе ҫыхӑннӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.

Анна Горшкова ҫывӑх ҫыннисемпе видео урлӑ ҫыхӑннӑ, унӑн йӑлтах лайӑххине, вӑл Бангкокра пулнине пӗлтернӗ, укҫа ыйтман.

Аса илтерер: Шупашкарта пурӑнакан 19 ҫулти Анна Горшкова Чулхулара вӗреннӗ, ҫу уйӑхӗнче вӑл кӗтмен ҫӗртен Раҫҫейрен тухса кайнӑ. Кун пирки никама та каламан-мӗн.

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл «Мускав-Пекин» рейспа вӗҫсе кайнӑ. Китайри Раҫҫей посольствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Таиланда вӗҫме билет туяннӑ. Унтан вӑл ӑҫта ҫул тытни паллӑ мар.

Каяс умӗн хӗр амӑшӗ патне каярах вуламашкӑн ҫыру хӑварнӑ, унта вӑл хӑй хӑрушсӑрлӑхра иккенне, ӑна никам та тытса чарманнине, пурнӑҫри хӑйӗн вырӑнне шырама тухса кайнине пӗлтернӗ. Ҫывӑх ҫыннисене хӗр шӑв-шав ҫӗклеме, полицие хыпарлама хушман.

 

Чӑвашлӑх

И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ Анастасия Анохина, Александр Кириллов тата Александра Миронова ҫӗнӗ йышши шкул дневникне хатӗрленӗ. Вӑл икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла. Унпа 1-4-мӗш класра вӗренекенсем усӑ курма пултараҫҫӗ.

Расписанипе юнашарах Чӑваш Ен историйӗ, йӑли-йӗркипе культури ҫинчен тата паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗ пирки информацисем пур. Кунсӑр пуҫне дневник ҫинчи информацие икӗ чӗлхепе ҫырнӑ.

Дневниксене «Воскресение» ыркӑмӑллӑх фончӗ Президент гранчӗсен фончӗ тата ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пулӑшнипе сарӗҫ. Халӗ 3 пин экземпляр пичетлесе кӑларнӑ ӗнтӗ. Вӗсене республикӑри шкулсене тӳлевсӗрех парӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтра илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтра илнӗ сӑнӳкерчӗк

Таиландра Шупашкарти хӗр ҫухалнӑ. 19 ҫулти Анна Горшкова Чулхулара вӗреннӗ, ҫу уйӑхӗнче вӑл кӗтмен ҫӗртен хамӑр ҫӗршывран тухса кайнӑ. Кун пирки пике никама та каламан-мӗн.

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл «Мускав-Пекин» рейспа вӗҫсе кайнӑ. Китайри Раҫҫей посольствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Таиланда билет туяннӑ. Унтан вӑл ӑҫта ҫул тытни паллӑ мар.

Каяс умӗн хӗр амӑшӗ патне каярах вуламашкӑн ҫыру янӑ, унта вӑл хӑй хӑрушсӑрлӑхра иккенне, ӑна никам та тытса чарманнине, пурнӑҫри хӑйӗн вырӑнне шырама тухса кайнине пӗлтернӗ. Ҫывӑх ҫыннисене хӗр шӑв-шав ҫӗклеме кирлӗ мар, полицие ан хыпарлӑр тесе ыйтнӑ.

Унтанпа Анна ӑҫтине никам та пӗлмест. Хӗр 170 сантиметр ҫуллӗш, 55 килограмм таять, куҫӗ симӗсрех-сарӑрах тӗслӗ иккен.

 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре «Кӗмӗл калем. Серебряное перо» конкурс иртет. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви йӗркеленӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑк авторсене палӑртмалли конкурса хутшӑнакан ӗҫсене йышӑнас вӑхӑта чӳк уйӑхӗччен тӑснӑ.

Пултарулӑх конкурсне 18-35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Заявкӑсене кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Конкурс номинацийӗсем ҫапларах:

• Илемлӗ проза (вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене уйрӑмшарӑн хаклӗҫ)

• Поэзи (вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене уйрӑмшарӑн хаклӗҫ)

• Документлӑ проза (вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене уйрӑмшарӑн хаклӗҫ)

• «Ӳкерчӗксемпе сӑнӳкерчӗксенчи истори (комикссем)» ятарлӑ номинаци.

Ӗҫсене вырӑсла тата чӑвашла йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗне 50 пин тенкӗ гран-при лекӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-211725618_3481
 

Пӑтӑрмахсем
МАХри "Первый чувашский" каналтан илнӗ сӑнӳкерчек
МАХри "Первый чувашский" каналтан илнӗ сӑнӳкерчек

Паян тӑр кӑнтӑрла Шупашкарта пӑтӑрмах пулса иртнӗ.

Хулари 48-мӗш шкул ҫывӑхӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин чӳречинчен каччӑ ӳкнӗ (кун пек пӑтӑрмах пирки урӑхла калама юраманран эпир ку хыпара асӑрханарах та суйларах пӗлтерме тӑрӑшнине вулакан сисрех-тӗр).

МАХри «Первый чувашский» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Ҫамрӑк ҫын чунӗнче мӗн пулса иртнине унӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫеҫ пӗлнӗ пуль. Тен, вӗсем те пӗлмесен те пултарнӑ. Этем тени пур чухне те чуна уҫса калаҫма юратмасть-ҫке. Тен, ӑнланакан, ал паракан, хавхалантаракан тата ҫунатлантаракан ҫын та пулман пулӗ ҫумӗнче...

Апла-и, капла-и, такам ҫемйине паян пысӑк хуйхӑ пырса шакканӑ. Каччӑн ҫывӑх ҫыннисен (вӗсем пур пулсан) ку хуйхӑна чӑтса-тӳссе ирттерме тивӗ.

 

Персона
«Муркаш сасси» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Муркаш сасси» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Раҫҫей чӑваш пики» конкурс ҫӗнтерӳҫи ята Муркаш пики Мария Кириллова тивӗҫнӗ. Конкурса нумаях пулмасть Тутарстанри Сиктӗрмери «Сӑвар» этнокомплексра ирттернӗ.

Халӑх тетелӗнчи «Муркаш сасси» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, Мария кӑҫал Муркаш шкулӗнчен кӗмӗл медальпе вӗренсе тухнӑ, вӑл учитель профессине алла илме ӗмӗтленет. Пике Муркашри ӳнер шкулӗнче вӗреннӗ май музыка инструменчӗсемпе калама вӗреннӗ, хитре ташлать тата юрлать.

Конкурс вӑхӑтӗнче Мария Муркаш тӑрӑхӗпе паллаштарнӑ, кӗскен хӑйӗн пирки сӑвӑлласа каласа панӑ. Пултарулӑх конкурсне Ҫуткӳлпе ҫыхӑнтарнӑ.

Конкурса хатӗрленме пикене Муркаш муниципалитет округӗн депутатсен пухӑвӗн председателӗ Александр Давыдов, Муркаш муниципалитет округӗн администрацийӗн культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова чылай пулӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-233953228_642
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Республикӑра шыв ҫинче каллех инкек пулнӑ. Ҫӗмӗрле округӗнче 17 ҫулти каччӑ путса вилнӗ.

Инкек ӗнер кӑнтӑрла Ҫӗмӗрле хули ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ каччӑ понтон кӗпер патӗнче Сӑр юханшывӗ урлӑ ишсе каҫма тӑнӑ. Анчах пӗри вӑйлӑ шыв юххине пула вӑйран кайнӑ та путнӑ.

Ӑна иртен-ҫӳрен ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем вырӑна ҫитсен реанимаци тунӑ, искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ, кайран пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вырӑнти тухтӑрсене пулӑшма Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем килнӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем тем пек тӑрӑшсан та ҫамрӑка ҫӑлма май килмен.

Палӑртса хӑварар: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра тӑватӑ ача путса вилнӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 123
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 23

1930
96
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ вилнӗ.
1990
36
Осокина Софья Павловна, пир ҫинче ӳкерекен ӳнерҫӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ