Шупашкарта маршрутка ҫине ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 270-мӗш маршрутпа хутлакан общество транспорчӗпе «Шкода Октавия» автомобиль пырса ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑна 32 ҫулти водитель тытса пынӑ.
Микроавтобусри икӗ пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Инкек ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, каҫхи пилӗк сехет хыҫҫӑн Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче 108-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Шупашкарти Лукин урамӗнчи ҫуртра велосипед ҫухалнӑ. Вӑл тамбурта тӑнӑ. Хуҫисем урама тухса ӑна шыранӑ, анчах тупайман. Ирӗксӗрех полицие кайма тивнӗ.
20 пин тенкӗ тӑракан велосипеда шырама полици прапорщикӗ Иван Сурнаев служба йыттипе, нимӗҫ овчаркипе Зверьпе ҫитнӗ. Йытӑ вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Ун тӑрӑх кайса вӑл велосипепеда лартса хӑварнӑ вырӑна илсе ҫитернӗ. Икӗ кустӑрмаллӑ транспорта хуҫине тавӑрса панӑ.
Шупашкар хулинче 9 ҫулти ача хӑйӗн ашшӗ ячӗпе микрозайм илнӗ, ӑна вӑл ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Виҫҫӗмӗш класра вӗренекен арҫын ача онлайн-вӑйӑ валли виртуаллӑ валюта туянас тенӗ. Интернет-платформӑсенчен пӗринче вӑл видео пӑхнӑ, ун айӗнче ҫамрӑк вӑйӑҫа илӗртмелле каҫӑ пулнӑ. Ҫавӑнта кӗрсе кайса ача мессенджерсенчен пӗринчи чата лекнӗ.
Унта ӑна вӑйӑ валюти туянма сӗннӗ. Каланине итлесе ача хӑйӗн ашшӗ ячӗпе кивҫен укҫа илсе 54 пин тенке ют счет ҫине куҫарса панӑ.
Шупашкар хулинчи 1-мӗш клиника пульницинче йышӑнупа диагностика уйрӑмне юсаса пӗтернӗ. Сывлӑх сиплев учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ уйрӑм халӗ самана ыйтнине тивӗҫтерет.
Чирлисене васкавлӑ пулӑшу кӳме «врач пациент патне» ҫӗнӗ меле ӗҫлеттерсе янӑ. Ун пеккипе усӑ курнин тухӑҫлӑхне тӗп медицина центрӗсенче ҫирӗплетсе панӑ ӗнтӗ.
Йышӑну уйрӑмӗ талӑкӗпех ӗҫлет. Кунсерен унта 250-300 ҫынна илсе пыраҫҫӗ. Вӗсем — терапи, хирурги, травматологи енӗпе чирлисем. Йышӑну уйрӑмӗнче тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ, унтан вӑл е ку ҫынна ӑҫта вырттарассине палӑртаҫҫӗ.
Андрей Власов тӗп врач пӗлтернӗ тӑрӑх, чире кура пациентсем валли «хӗрлӗ», «сарӑ», «симӗс» коридорсем пӑхса хӑварнӑ. Чирлисене васкавлӑ тата планпа пынине шута илсе ҫеҫ мар, чир профилӗпе те — терапи тата хирурги — уйӑраҫҫӗ.
Йышӑну уйрӑмӗнче администратор должноҫне ҫирӗплетнӗ. Шӑпах вӑл пациентсене ӑҫта ямаллине йӗркелесе тӑрать те.
Шупашкар хули кӑҫал 555 ҫул тултарассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: паллӑ куна хатӗрленсе кӗтсе илессипе ӗҫлекен ятарлӑ ушкӑн та туса хунӑ.
Кӑҫал хулара 65 объект уҫма палӑртнӑ. Ҫав шутра «Хӗвеллӗ», «Садовӑй», «Университетский-2» микрорайонсенче шкулсем хута ямалла, «Берёзка» уйлӑхра — ҫӗнӗ корпус, Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче — йӗлтӗр роллер трасси, футбол енӗпе ӗҫлекен спортшкулта — футбол манежӗ тата футбол уйӗ, Ҫӗнӗ хулара — искусствӑлла пӑртан каток, «Труд» стадион тата ытти те.
Паян республикӑра «Йӗлтер йӗрӗ» старт иртнӗ. Шупашкарта йӗлтӗр сырса чупма юратакансем Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулне пухӑннӑ.
Шупашкарта старта 1700 ытла спортсмен тухнӑ. Сивӗ ҫанталӑк та хӑратман вӗсене.
Палӑртмалла: «Йӗлтӗр йӗрӗ» спорт уявӗ кӑҫалхипе 42-мӗш хут иртнӗ. Паян республикӑри мӗнпур муниципаллӑ округра йӗлтӗр сырса старта тухнӑ.
«Патшалӑх знакӗ» Шупашкар 555 ҫул тултарнӑ тӗле сувенир банкнотине кӑларӗ. Тираж нумаях пулмӗ.
Кам тивӗҫӗ-ха ӑна? Сувенирлӑ укҫана Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ ҫӗре пысӑк тӳпе хывакансем илейӗҫ. Ҫавӑн пекех хула конкурсӗнче ҫӗнтернисем, хӑнасем тивӗҫӗҫ. Ӑна хулан юбилейлӑ ҫулӗнче ҫуралнӑ ачасене те, ҫемье чӑмӑртанӑ мӑшӑрсене те парӗҫ. Банкнота ҫине вырӑнти паллӑ вырӑнсене сӑнлӗҫ.
Аса илтерер: Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне ҫурла уйӑхӗнче паллӑ тӑвать.
Чӑваш наци музейӗнче тӗлӗнмелле курав уҫӑлнӑ. Республикӑра кӑҫал ирттерме йышӑннӑ Экологи культурин ҫулталӑкне халалланӑскер усӑ курнӑ япаларан ҫӗнӗ япаласем ӑсталама май пуррипе паллаштарать.
«Шупашкарти пӗр предприятире усӑ курнӑ полиэтилен хутаҫпа пластик савӑт-сапаран картлашкасем кӑларма пуҫланӑ. Продукцие ытти регионсенче те туянаҫҫӗ. Чӑваш Енри кун пек предприятисем пӗр тытӑма пӗрлешнӗ. Вӗсем ӑпӑр-тапӑртан мӗн тума пултарассине те тӗпчеҫҫӗ. Сӑмахран, розетка корпусӗсенчен чавсапа чӗркуҫҫине хӳтӗлекен хатӗр ӑсталаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пластик палассем, шӑвармалли шлангсем, калча ӳстермелли савӑтсем тата ытти нумай усӑллӑ япала туса кӑлараҫҫӗ», — хыпарлать музйери куравпа паллашнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ.
Куравра Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Кванториумсенче» вӗренекенсем шутласа кӑларнӑ япаласене те курма пулать иккен. Сӑмахран, ҫӗр улми хуппинчен хатӗрленӗ чашӑк-тирӗке тата пултӑранран ӑсталанӑ музыка инструменчӗсене.
Чӑваш Енӗн тӗп хули кӑҫал 555 ҫулхине уявлӗ.
Паллӑ датӑна республика сумлӑн уявласшӑн. Ӑна хатӗрленсе ирттерме ӗҫлӗ ушкӑн туса та хунӑ ӗнтӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Ӗҫлӗ ушкӑна Павел Данилов вице-премьер ертсе пырӗ.
Сочире Хӗллехи Олимп вӑййисем иртнӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа «Раҫҫейри шкул ачисен спартакиади» иртнӗ. Спортмсенсем фристайл енӗпе иртнӗ.
Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Дмитрий Салмин биг-эйр дисциплинӑра мала тухнӑ. 15 ҫулти Дима Шупашкарта пурӑнать. Вӑл ылтӑн медальсӗр пуҫне чи вӑйлисен спартакиадине кайма путевка ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Миассе хулинче нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пуҫланӗ. Унта Лана Пусаковӑпа Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑсем те хушӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |