Шупашкарта пурӑнакан 2-мӗш класс хӗрачи ашшӗ-амӑшне 1,3 миллон тенкӗсӗр тӑратса хӑварнӑ. Вӑл паллӑ мар тӗрлӗ маркетплейс ҫинче QR-кодпа 15 хутчен тӳленӗ.
Пӑтӑрмах пики йӗрке хуралҫисене 33 ҫулти хӗрарӑм пӗлтернӗ. Унӑн 9 ҫулти хӗрӗ ашшӗ-амӑшӗн телефонӗсемпе тата планшечӗпе усӑ курнӑ. Ют ҫынпа видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫнӑ чух робукс (виртуаллӑ вӑйӑ валли кирлӗ хатӗр) валеҫекен ушкӑна кӗнӗ. Парнене илес тесен темиҫе ӗҫ пурнӑҫламалла пулнӑ: ашшӗ-амӑшӗн телефон экранне ӳкерсе илсе ярса памалла, банксен приложенине кӗмелле, вкладсене хупса укҫана куҫарса памалла.
9 ҫулти хӗрача QR-кодпа 11 транзакци ирттернӗ, кашнинче — 100-шер пин тенкӗлӗх. 460 пин тенкӗ ытлалӑх кредит илнӗ, кивҫен укҫапа 200 пин тенкӗ ытла тӳлеме ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 9 ҫулти хӗрача виртуаллӑ вӑйӑ выляса ашшӗ-амӑшне 1,3 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ.
Ултавҫӑсем ӑна вӑйӑ валли кирлӗ япаласене туянмашкӑн тӗрлӗ задание пурнӑҫлама ыйтнӑ: амӑшӗн е ашшӗн блокировка туман телефонне сӑн ӳкерсе ямалла, банк приложенине кӗмелле... Ҫаксене пурнӑҫласа хӗрача 11 хутчен 100-шер тенкӗ куҫарнӑ, займ илнӗ, ку укҫапа вӑйӑ валли кирлӗ япаласем туяннӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар пуҫлӑхӗ пулнӑ Денис Спирин ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Унтанпа унӑн тивӗҫӗсене Владимир Доброхотов пурнӑҫлать. Ҫӗнӗ мэра хӑҫан суйлӗҫ?
Конкурс ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулӗ. Кандидатсенчен документсене ҫитес эрнерен йышӑнма пуҫлӗҫ. Ҫӗртмен 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Паян конкурса ирттерекен комиссин пӗрремӗш ларӑвӗ пулнӑ. Унта 12 ҫын кӗнӗ. Председателе суйланӑ. Вӑл - Чӑваш Енӗн пӗрремӗш вице-премьерӗ - финанс министрӗ Михаил Ноздряков. Комиссин иккӗмӗш ларӑвӗ ҫӗртмен 7-мӗшӗнче иртӗ.
Чӑваш Енре Америкӑри шашка пурӑнать. Ку чӗрчуна Шупашкар арҫынни асӑрханӑ. Влад Чарков хаклӑ ҫав чӗрчуна курнӑ кӑна та мар, ӑна сӑн ӳкерсе илме ӗлкӗрнӗ.
«Шашкӑ хӗвел шевлипе киленме ирех тухнӑ», — тесе ҫырнӑ Влад Чарков.
Асӑннӑ чӗрчун — Америка шашки иккен.
Чӑваш Енри Светлана Ярандайкина стюардесса чи хитре стюардессӑсен шутне лекнӗ. Хӗр «Топ стюардесс – 2024» илем конкурсӗн ҫурма финалне кӗнӗ.
Светлана 20 ҫултанпа борт проводника ӗҫлет. Унтанпа вӑл 4 пине яхӑн сехет вӗҫнӗ. Халӗ вӑл тӗнчери авиакомпанисен чи хитре те чи профессионал бортпроводникӗсен конкурсне хутшӑнать.
«Конкурса эпӗ тӑван Шупашкар хулин ячӗпе хутшӑнатӑп. Хам вара чылай ҫул ӗнтӗ Мускавра пурӑнатӑп. Тӑван тӑрӑха вӗҫнӗ чух чун хумханать, чӑвашша калаҫнине илтсен ачалӑха аса илетӗп», – тет чипер пике.
Паян 2025 ҫулта хӑтлӑх кӗртмелли территорисене суйламалли юлашки кун. Сасӑлав онлайн мелпе пырать: https://21.gorodsreda.ru/. Сасӑласа юлӑр!
Шупашкарта пурӑнакансене Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ бульварне е Максимов аллейине суйлама сӗннӗ. Хальлӗхе 51,4 пин ҫын сасӑланӑ. Хӑшӗ ҫӗнтерни паллӑ мар.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем ытларах Собор лапамне илем кӳрессишӗн сасӑланӑ.
Кӑҫал сасӑлава 55 объектпа дизайн-проекта сасӑлава тӑратнӑ.
Кӗҫех «Раҫҫей мисӗ - 2024» илем конкурсӗ иртӗ. Кам хӳтӗлӗ-ха пирӗн республика чысне?
Нумаях пулмасть регион шайӗнче иртнӗ «Чӑваш Ен мисӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта Шупашкарта пурӑнакан Алла Кадеева ҫӗнтернӗ. Вӑл - 17 ҫулта. Шӑпах вӑл Раҫҫей шайӗнче иртекен илем конкурсне пирӗн республика чысне хӳтӗлеме кайӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк Аделина Ертмакова ҫӗнӗрен ҫуралнӑ темелле. Остеопетрозпа чирлӗ ачана ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Израильти тухтӑрсем операци тунӑ, шӑмӑ мимине куҫарса ларнӑ.
Паллах, операци тӳлевсӗр. Ертмаковсене ырӑ ҫынсем пулӑшнӑ. Ҫапла операци валли 23 миллион тенкӗ пухнӑ.
«Ҫӗнӗ клеткӑсем хӑвӑрт вӑй илессе, Адель сывӑ пуласса шанапӑр. Тавах сире хавхалантарнӑшӑн, пулӑшнӑшӑн», -тенӗ Аделинӑн амӑшӗ.
Ҫак операци ачана малалла тулли пурнӑҫпа пурӑнма май парать. Халӗ малта - нумая тӑсӑлакан реабилитаци.
Шупашкарта «Йытӑсен парачӗ» иртнӗ. Хуҫисем вӗсенк регистрациленӗ те «Каскад» суту-илӳ центрӗ патне пынӑ, унтан кӳлмекри юрӑ уйӗ патне утнӑ. Унта вара концерт пулнӑ.
Пнтӗмпе 600 ытла йытӑ параа хутлӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ хуларан, тӗрлӗ ӑратлӑ пулнӑ. Йытӑсене уяв тумӗ тӑхӑнтартнӑ.
Кунашкал парад кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫӗсем вӑл ҫулсеренех пуласса шантараҫҫӗ.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисем йытӑ тапӑннӑ ачана ҫӑлнӑ. Хулара пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн упӑшки пулнӑ арҫын килне йытӑ тӑрантарма икӗ ачипе пынӑ. Чӗрчуна хӑй ҫук чухне пӑхса тӑма кил хуҫи хӑй ыйтнӑ.
Анчах йытӑ хӑнасене тапӑннӑ. Питбуль ӑратлӑ йытӑ сакӑр ҫулхи хӗрачана ҫыртнӑ. Апла пулин те хӗрачапа амӑшӗ хваттертен тухса тарма ӗлкӗрнӗ, анчах арҫын ача шалта тӑрса юлнӑ.
Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем тата кинолог пырса ҫитнӗ. Арҫын ача икӗ хутлӑ кровать ҫине хӑпарса тарма ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа ӑна йытӑ ҫыртса ӗлкӗреймен. Анчах пӗчӗкскер хытах хӑраса пӗтнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |