Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -22.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара
rg.ru сайтри сӑн
rg.ru сайтри сӑн

Египета ҫитсе курма ӗмӗтленнӗ арҫынна палламан ҫынсем улталанӑ.

Вӑл Шупашкарта пурӑнать, 24 ҫулта.

Египетра канма ӗмӗтленекен арҫын интернетра суя пӗлтерӳ тӗлне лекнӗ, путевкӑна илме шутланӑ. Ҫавна май вӑл пӗр ушкӑнра хӑйӗн даннӑйӗсене хӑварнӑ. Унпа хӑйӗнпе «менеджер» тесе паллаштарнӑ ҫын ҫыхӑннӑ, килӗшӳ ярса панӑ. Арҫын 130 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах кун хыҫҫӑнах «туроператор» ҫухалнӑ. Арҫыннӑн полицие кайма тивнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/s/nikamran
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта «Пехет» агромаркет тӑвасси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Унта банкет залӗ те пулассине пӗлтереҫҫӗ.

Нумаях пулмасть объекта премьер-министрӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов ҫитсе курнӑ. Унти ӗҫсем мӗнле пулнипе кӑмӑллӑ юлнӑ вӑл, агромаркет ҫулла уҫӑлассине пӗлтернӗ.

Аса илтерер: «Пехет» агромаркет Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗн цоколӗнче пулӗ. Унта общество апатланӑвӗн 4 вырӑнӗ, 76 фермер вырӑнӗ, вырӑнти производительсем валли 12 зона пулӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
"За рулем" порталти сӑн
"За рулем" порталти сӑн

Паян ирхине 6 сехет те 40 минутра Шупашкарта «Газопровод» чарӑнура маршрутка ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм Fiat Ducato автобуса хӑвӑртах ярса илнӗ. Транспортран нимӗн те юлманпа пӗрех.

Ҫав вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем «Дорис парк» чарӑну енчен килекен транспорта унталла кайма чарнӑ, тавран янӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта мотоциклпа машина пырса ҫапӑннӑ.

Инкек ирхи 10 сехет тӗлӗнче хулари Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ. 19 ҫулти каччӑ тытса пыракан мотоцикл сулахаялла пӑрӑнакан «Фольксваген Джетта» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.

Икӗ урапаллӑ транспорт хуҫине тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Чебоксары в курсе» пабликри сӑнӳкерчӗк
«Чебоксары в курсе» пабликри сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев инкеке лекнӗ. Республика ертӳҫи ӗҫре усӑ куракан «Genesis» шурӑ «Маздӑпа» пырса ҫапӑннӑ.

Инкек Максим Горький проспектӗнче пулса иртнӗ.

Олег Николаев ҫав вӑхӑтра арӑмӗпе хыҫалти ларкӑч ҫинче ларса пынӑ. Руль умӗнче Элтеперӗн водителӗ пулнӑ. Инкекре никам та шур курман.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах пулса тухнишӗн «Мазда» рулӗ умӗнчи хӗр айӑплӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-59014018_1530790
 

Хулара

Шупашкарта халӗ кӑвакарчӑнсене ҫитермелли ятарлӑ вырӑн пур. Ӑна Афанасьев урамӗнчи чарӑнуран инҫех мар вырнаҫтарнӑ.

Кун пекки хулара – пӗрремӗш хут. Кайӑксене ҫитермелли вырӑн ҫине ҫаплах ҫырса хунӑ та.

Сӑмах май, унччен ҫынсем кӳлмекри акӑшсене ҫитерме юратнӑ. Унта катамаранпа ярӑнмалли вырӑн туса хунӑран акӑшсем хӑраса хӑмӑш хушшине пытанма, чирлеме тытӑннӑ. Халӗ вӗсем паркра пурӑнаҫҫӗ.

 

Культура
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш академи драма театрӗнче «Мӗн-ши вӑл телей?» пьеса тӑрӑх лартнӑ спектакль кӑтартӗҫ.

Асӑннӑ пьесӑна Николай Терентьев иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче ҫырнӑ. Унта вӑл колхозсем аталаннӑ тапхӑра ҫутатса панӑ.

Театр ҫӗнӗ ӗҫе ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ. Спектакльти сюжета паянхи кунпа ҫыхӑнтарнӑ.

Режиссёрӗ — Наталия Сергеева.

 

Культура
chuvdram.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк
chuvdram.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкара Адыгей Республикинчи патшалӑхӑн академи халӑх ташшин ансамблӗ концертпа килӗ. Унти артистсен пултарулӑхӗпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче паллашма май килӗ.

«Нальмэс» — халӑх ташшин академи ансамбльне 1936 ҫулта йӗркеленӗ. Вал асӑннӑ регионӑн визит карточки шутланать. Коллектива хамӑр ҫӗршывра ҫеҫ мар, тӗнчере те пӗлеҫҫӗ.

Ансамбль репертуарӗ ташӑсенчен ҫеҫ мар, тӗрлӗ трюкпа музыкӑран тӑрать. Сцена ҫине 60 ытла артист тухӗ.

Концерт 19 сехетре пуҫланӗ, 1 сехет те 30 минута пырӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvdram.ru/nalmes/
 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарта «БМВ» машинӑпа «Хендай» пырса ҫапӑннӑ. Инкек кӑнтӑрла иртсен Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче пулса иртнӗ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «БМВ» машина умра пыракан машинӑпа ытла та ҫывӑх пынӑ. Руль умӗнче хӗрарӑм пулнӑ. Хура куҫлӑх тӑхӑннӑскер сӑнпа пӑхсан ӳсӗрри сисӗннӗ. Чӑн та, унӑн юнӗнче 1 литр пуҫне 1 миллиграмм ытла эрех пулни палӑрнӑ.

Автомашинӑна хӗрарӑм инкекчен пӗр кун маларах ҫеҫ туяннӑ, ӑна вӑл регистрацилесе те ӗлкӗреймен.

 

Республикӑра

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ модине кӑтартӗҫ. Уяв программинче хальччен пулман. Ӑна пуҫараканӗ – Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен Канашӗ.

1945-1950 ҫулсенчи тумтире Республика тӳремӗнче иртекен дефилере курма май пулӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ.

Мода кӑтартакансен йышне кӗрес килет-и? Малтан регистраци тухмалла: https://cheboksary555.ru/moda_pobedy.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheboksary555.ru/moda_pobedy
 

Страницӑсем: 1 ... 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, [52], 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, ... 1080
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -21 - -23 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 23

1999
26
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть