Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи ватӑсем пӗрле пуҫтарӑнса Йошкар-Олана кайнӑ. Ватӑсене пӗрле пухаканни — халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр. Унта «Социаллӑ туризм» проект пурнӑҫа кӗнӗ май ватӑсене хамӑр республика тӑрӑх илсе ҫӳреҫҫӗ ҫеҫ мар, кӳршӗллӗ регионсене те илсе кайса кӑтартаҫҫӗ.

Учрежденире ӗҫлекен Валентина Ильина специалист пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑсене Мари Эл тӗп хули питех те килӗшнӗ. «Экскурссовод пулӑшнипе эпир кӳршӗллӗ республикӑмӑрӑн историйӗпе паллашарӑмӑр, Йошкар Ола тӑрӑх киленсе те савӑнса ҫӳрерӗмӗр», — каласа кӑтартнӑ вӑл центрӑн пресс-службине.

 

Персона
Ольга Упман архивӗнчи сӑнӳкерчӗк.
Ольга Упман архивӗнчи сӑнӳкерчӗк.

Шупашкарта пурӑнакан Ольга Упман «Раҫҫей наци супермоделӗ» онлайн конкурса хутшӑнать.

Вӑл 46 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсен хушшинче тупӑшать.

Ҫӗнтерӳҫе кӗҫех, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, палӑртӗҫ. Мала тухнӑ чиперкке диадемӑна, диплома тата Мускаври илем конкурсне хутшӑнма май паракан сертификата тивӗҫӗ. Ку кӑҫа мар, ҫӗнтерӳҫӗн сӑнӳкерчӗкне «Раҫҫей наци илемӗ» журналта пичетлесе кӑларӗҫ.

Пирӗн ентеш тӗлӗнмелле хӗрарӑм. Вӑл пӗр ҫулта 26 илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫапла Раҫҫейри рекордсен кӗнекине кӗнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Чӑваш чӗлхи

Максим Кузнецовӑн «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп. Чувашский язык с нуля: самоучитель для начинающих» ятла кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ӑна Тутар кӗнеке издательстви кӑларнӑ, хальлӗхе унта кӑна сутӑнать.

Максим – Раҫҫей ӑслӑлӑхӗсен академийӗн Хусанти ӑслӑлӑх центрӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, ҫамрӑк ӑсчах-лингвист, полиглот, куҫаруҫӑ, журналист, поэт. Унӑн унччен те кӗнекесем тухнӑ: «Русские черты в вепсском синтаксисе» (2018), «Коренные народы Ленинградской области и их современные праздники» (2021), «Татарский язык с нуля: самоучитель для начинающих» (2022), «Elo» (веп чӗлхипе ҫырнӑ сӑвӑсен пуххи, 2023).

Максим чӑвашла 2023 ҫулхи ака уйӑхӗнче кӑна вӗренме пуҫланӑ. Унччен вӑл чӑвашла пӗр сӑмах та пӗлмен. Икӗ уйӑхра Максим грамматикӑна вӗреннӗ. Чӑвашла вӗренме пулӑшакан кӗнекене вӑл 2023 ҫулхи ҫӗртмерен пуҫласа 2024 ҫулхи ака уйӑхӗччен хатӗрленӗ. Ҫав тапхӑрта вӑл чӑвашла пач пӗлменнисем валли кирлӗ чӑваш грамматики пирки пысӑк ӗҫ ҫырнӑ. Калӑпӑшӗ пысӑк пулнӑран кӗнеке евӗр пӗр пайне кӑна кӑларма йышӑннӑ.

Максим пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗркунне Хусанта, Шупашкарта, Ӗпхӳре тата Санкт-Петербургра кӗнеке хӑтлавне ирттерме палӑртнӑ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищин «Янтал» фольклор ансамблӗ пӗтӗм тӗнчери «Ясна Музыка 2025» этнофестивале хутшӑнса Чӑваш Енпе культурипе паллаштарнӑ. Ку коллектив чӑваш халӑхӗн культурине упраса хӑварас, унпа куракана паллаштарас тесе самай ӗҫ туса ирттерет.

«Ясна Музыка» этнофестиваль кӑҫал тӑваттӑмӗш хут иртет. Суйлав тапхӑрне ҫӗршывӑн 34 регионӗнчи тата 6 ют ҫӗршыври 100 музыкант хутшӑннӑ, ҫӑвсен йышӗнче Узбекистан, Иран, Шри-Ланка, Индонези, Конго тата Ямайка артсичӗсем те пулнӑ.

Этнофестивальте «Янтал» ансамбль ларуеат ятне тивӗҫнӗ.

 

Политика
Константин Степанов телеграм-каналӗнчи сӑн
Константин Степанов телеграм-каналӗнчи сӑн

«Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ЛДПР партирен Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне Константин Степанов хайӗн кандидатурине тӑратать.

Константин Степанов Шупашкарта 1986 ҫулта ҫуралнӑ. Ӗҫ биографине автомеханикрен пуҫнӑ, кайран тӗрлӗ профессире тӑрӑшнӑ, усламҫӑ та пулнӑ. 2018 ҫулта Тӗнче цивилизацийӗсен институтне пӗтернӗ, 2025 ҫулта – Раҫҫей коопераци университечӗн магистратурине (иккӗшӗ те юриспруденци енӗпе).

Вӑл 2020 ҫулта та Элтепер суйлавне хутшӑннӑ, ун чухне виҫҫӗмӗш вырӑнта пулнӑ.

 

Культура
Лилия Яковлева архивӗнчи сӑн
Лилия Яковлева архивӗнчи сӑн

Шупашкарти Лилия Яковлева граффити ӳкерсе ҫӗнтернӗ.

Халӗ унӑн ӳкерчӗкӗ Чулхулари Кремле илемлетет. Пӗтӗм Раҫҫейри граффити фестивалӗ шӑпах унта иртнӗ.

Лилия Шупашкар гербӗ ҫинчи пилӗк кӑвакала ӳкернӗ. Вӑл «Этника стилӗ» номинацире палӑрса мала тухнӑ.

Сӑмах май, Лилия – ЧР Патшалӑх Канашӗн Ҫамрӑксен палатин членӗ, регионти «Динамо» аэробика уйрӑмӗн ертӳҫи. Кунсӑр пуҫне вӑл Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнче вӗрентет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13631
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан арҫын ултавҫӑсене ӗненсе машинине сутса янӑ та ҫав укҫана вӗсене куҫарса панӑ.

Арҫын патне ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче такамсем шӑнкӑравласа курьер илсе килне япалана илме код ыйтнӑ. Арсын нимле курьера та кӗтмен пулин те кода такамсене йӑпӑр-япӑр каланӑ. Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталне кӗмелли кода ултавҫӑсем арҫынран пӗрремӗш код йӑнӑш пулчӗ тесе ыйтса пӗлнӗ. Унтан Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текен этем шӑнкӑравланӑ. Вӑл ӑна унччен ултавҫӑсемпе калаҫнине, вӗсем ун ячӗпе банкра кредит илсе тултарассине, машинине вара сутса ярассине пӗлтернӗ.

Ют ҫын сутса яриччен арҫын «Тойота Королла» автомобиле хӑй сутса ярас тенӗ, укҫана «шанчӑклӑ» вырӑна, «сейф ячейкине» куҫарма сӗннине итлесе ҫӑвӑн пек туна. Ҫапла вара вӑл 700 пин тенкӗсӗр тӑрса та юлнӑ.

Кредит илнӗ укҫана та куҫарас тенӗ те анчах банк ӗҫченӗсем ку операцие пурнӑҫлама ирӗк паман. Ҫавӑнпа вӑл укҫана алла илес тесе банка кайнӑ. Унта вӑл хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ бульварӗнчи ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче арҫын виллине тупнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-меш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Йӗрке хуралҫисем ҫын вӗлернӗ этеме тытса чарнӑ. Вӑл арҫыннӑн пӗлӗшӗ пулнӑ. Иккӗшӗн хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ та ҫӗҫӗ ярса илсе темиҫе хутчен чикнӗ. Унтан вӑл ҫав вырӑнтан пӑрӑнса кайнӑ. Алла ҫӗҫӗ ярса илни ӳсӗр пулнӑ. Шар курни йывӑр сурана пула ҫавӑнтах куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

 

Персона

Шупашкарта пурӑнакан Нина Алексеева паян 100 ҫул тултарнӑ. Етерне хулинче ҫуралнӑскер тӑван хулинчи ватам шкултан 1944 ҫулта вӗренсе тухсан вырӑнти педагогика училищине веренме кӗнӗ. Унтан нимӗҫ чӗлхипе математика учителӗнче ӗҫленӗ, каярах вара — Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче.

Нина Васильевнӑн чунне савӑнтараканни - икӗ ачи, икӗ мӑнукӗ тата мӑнукӗсен виҫӗ ачи. Паян кинемей Людмила хӗрӗпе пӗрле пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb-centr.soc.cap.ru/
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян ҫӗрле 1 сехет те 25 минутра «Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен автобус аварие лекнӗ. Унта 3 ҫын вилнӗ

Инкек Владимир облаҫӗнчи Вязники районӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ ҫӑмӑл машина, Renault минивэн тата Шупашкарти «Пегас» компани автобусӗ ҫапӑннӑ. Аварире 3 ҫын вилнӗ, 7-ӗн аманнӑ. Вӗсем пурте ҫӑмӑл машинӑсенче тата минивэнра пулнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авари пулнашӑн Шупашкарти автобус водителӗ айӑплӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, [57], 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, ... 1098
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне укҫапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен пуҫланӗ, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланасран асӑрханӑр. Ӗҫре ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултарӗҫ, анчах эрне варринелле лару-тӑру йӗркеленӗ. Харпӑр пурнӑҫра ӑнлану пулӗ.

Ака, 05

1961
65
Чӑваш Республикин ҫамрӑк строителӗсен слёчӗ (ака, 5-6) пуҫланнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй