Ҫанталӑк ӑшӑтать, ҫынсем чӳречесене москитлӑ сеткӑсем караҫҫӗ. Канмалли кунсенче Чӑваш Енре икӗ ҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ.
Пӗр тӗслӗхӗ ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче пулнӑ. Унта чӳречерен 3 ҫулти ача тухса ӳкнӗ. Юрать, пӗрремӗш хутран ҫеҫ персе аннӑ. Ача кӑштах аманнӑ, ӑна тӗрӗслеме пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарта 4-мӗш хутран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Вӑл чӳрече янахӗ ҫинче москитлӑ сетка ҫине чавсаланса ларнӑ. Анчах сетка чӑтайманнипе хӗрарӑм аялалла вирхӗннӗ. Реанимаци бригади вырӑна 6 минутранах ҫитнӗ. Ӑна тӳрех суранӗсене ҫыхнӑ, ыратнине чакаракан эмел панӑ, шина хунӑ. Халӗ хӗрарӑм реанимацире выртать.
Чӑваш Енре пурӑнакан, кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ тата тепӗр ҫын вилнӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ ун пеккисен йышӗ 10 ҫын тесе хыпарланӑччӗ-ха. Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӗре тата пӳре чирӗпе нушаланакан 74 ҫулти арҫын Йӗпреҫ район пульницинче пурнӑҫран уйрӑлнӑччӗ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне тата тепӗр ҫын вилнине ӗнер пӗлтернӗ. Ҫапла вара пирӗн регионта кӑшӑлвирус диагнозне ҫирӗплетнисем 11-ӗн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хальхи пациент та ҫамрӑк мар. Вӑл 81 ҫулта пулнӑ. Ӑна Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вырттарнӑ. Арҫын виҫҫӗмӗш стадири юн пусӑмӗн тата пуҫ мимин чирӗсемпе чирленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта ӑс-тӑн енчен чирлӗ арҫын килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Тӑванӗсем ӑна шырама тытӑннӑ, пулӑшу ыйтнӑ.
Вӗсем ҫухалнӑ арҫынна пульницӑсене шӑнкӑравласан тупнӑ. Тӑванӗсем ӑна илме пульницӑна кайнӑ, анчах вӗсем ҫитнӗ тӗле лешӗ каллех ҫухалнӑ. Арҫын йышӑну уйрӑмӗнчен тухса кайнӑ, ӑна никам та чарман.
Хайхискер ҫӳхе тӑхӑннӑ пулнӑ, урамра вара каҫхине 3 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑнӑ. Ӑна ҫур ҫӗр иртсен ҫеҫ тупнӑ. Вӑл Шупашкарти пӗр картишре кӗтесе йӑпшӑнса ларнӑ. Сивӗ ҫанталӑкра ҫӳхе тӑхӑннӑскер шӑнса кайнӑ, хӑй вара ӑҫталла каймаллине пӗлмен.
Шупашкарта ӗнер автобус ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку каҫхине, 19 сехет те 20 минутра, тӗп хулари ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пулнӑ. 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус салонӗнче тӗтӗм йӑсӑрланса тухнӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра салонра никам та пулман.
Автобусра ҫӑра тӗтӗме пула нимӗн те курӑнман. Лайӑх мар шӑршӑ урамра та сарӑлнӑ. Транспорт мӗншӗн ҫунма тытӑннине палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш литературин классикӗн, прозаикӑн, публицистӑн, куҫаруҫӑн Илпек Микулайӗн ҫуралнӑ кунӗ иртсе кайрӗ пулин те ун пирки асӑнма кая юлман-ха.
Вӑл 1915 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Патӑрьелти педагогика техникумӗнче, Чӑваш патшалӑх институтӗнче (халӗ – университет) вӗреннӗ. Шкулта учительте ӗҫленӗ, Радиофикаци тата ралиовещани комитетӗнче тата Чӑваш кӗнеке издательствинче аслӑ редактор пулнӑ.
Калавсемпе повеҫсем, романсемпе статьясем ҫырнӑ. Вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн «Хура ҫӑкӑр» романне кӗнеке вулама юратман ҫын та пӗлетех.
Шупашкарти Литература музейӗнче ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан экспонатсем чылай упранаҫҫӗ.
Шупашкарти «Лапсар проездне юсаса ҫӗнетес ыйту тинех вырӑнтан хускалчӗ», – тесе ҫырнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмра.
Паянхи куна илсен, ҫулӑн ҫав пайне республика харпӑрлӑхне куҫарасси юлнӑ. Ҫитес эрнере вӑл ыйту татӑлмалла. Ун хыҫҫӑн реконструкци валли проект хатӗрлӗҫ.
Лапсарти промышленность зонинче вырнаҫнӑ 40-е яхӑн предприяти-организаци проектпа смета документацийӗ валли 5 миллион тенке яхӑн пухнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ хыснаран та уйӑрма шантарнӑ. Проект экспертизине тӳлевсӗр ирттерме калаҫса татӑлнӑ.
Газ валеҫекен станцие е куҫарӗҫ, е сӳтӗҫ. Унтан газ илсе тӑракансене тепӗр магистральпе ҫыхӑнтарма пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫула юсамалли проектпа смета документацине кӑҫал, ҫула 2024-2025 ҫулсенче туса пӗтермелле.
Тӑван ҫӗршывӑн тӑватӑ ҫула пынӑ хаяр вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 75 ҫул ҫитрӗ. Унта хутшӑннисенчен хӑшӗсем вӑрҫӑ хирӗнчех «тӑкӑнса» юлнӑ, хӑшӗсем кайран, киле таврӑнсан вилнӗ. Вӑрҫа хутшӑннисен тата тыл ӗҫченӗсен йышӗ ҫулран ҫул чаксах пырать. Эпир, паянхи ӑру вӗсене асра тытма тивӗҫ. Ҫавна тӗпе хурса «Советская Чувашия» хаҫат «Этот день мы приближали, как могли» (чӑв. Ҫак куна эпир май килнӗ таран ҫывхартнӑ) викторина ирттерет.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн авторӗ тата йӗркелӳҫи — журналист, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесемпе чыслама шантарнӑ. Ыйтусене «Советская Чувашия» хаҫатӑн сайтӗнче тупма пулать. Хуравсене ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен sv-press@mail.ru электрон адреспа е «428013, Шупашкар хули, Калинин урамӗ, 66-мӗш ҫурт, 326-мӗш офис» адреспа ярса памалла.
Чӑваш Енри фотоӑстасем «Дети России-2020» (чӑв. Раҫҫей ачисем-2020) конкурса хутшӑнаҫҫӗ.
Вӗсенчен пӗри, Александр Вражкин, виҫӗ ӗҫ тӑратнӑ: «О крае Чувашском поет душа» (чӑв. Чӑваш Ен ҫинчен юрлать ман), «Мы подружки — словно куклы» (чӑв. Тусӑмсем – пукане тейӗн), «С голубого ручейка начинается река» (чӑв. Пӗчӗк шывран юханшыв пуҫланать).
Пӗринче чӑваш тумӗллӗ виҫӗ пӗчӗк хӗрача, иккӗмӗшӗнче наци музыка инструменчӗсене ӑсталакан маттур Николай Фомиряков ертсе пынипе Шупашкар районӗнчи Акатуйра ачасем шӑхлич калани, виҫҫӗмӗшӗнче Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринчи шӑпӑрлансем руна ҫырулӑхӗпе паллашни сӑнланнӑ.
Ентешӗмӗрсен фотоӗҫӗсемшӗн конкурс сайтӗнче сасӑлама пулать.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 17 сехет те 20 минутра Шупашкарта икӗ машина ҫапӑннӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада. Веста» автомобиль водителӗ Граждан урамӗнчи ҫул ҫавринче «Лада. Калина» автомобиле ҫул паман. Икӗ транспорт ҫапӑнсан «Лада. Вестӑн» 22 ҫулти водителӗ тата 24 ҫулти пассажир аманнӑ.
Дистанцие пӑхӑнманнипе те Шупашкарта инкек сиксе тухнӑ. КамАЗ тепӗр машина ҫывӑхӗнче пынипе ҫӑмӑл автомобиль самаях лапчӑннӑ. Турра шӗкӗр, ҫынсем аманман.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче вара паян ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ун тӗлӗшпе РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӗн 12.8-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ.
Ҫак эрнере пирӗн республикӑна Якут Республикинчен самолет вӗҫсе килнӗ. Унта камсем пулнине калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен Шупашкарти аэропортӑн Инстаграмри кӗске хыпарӗнче асӑнман. Ют регионтан вӗҫсе ҫитнӗ пассажирсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем тата тухтӑрсем кӗтсе илнӗ. Вӗсем пурте кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли тум тӑхӑннӑ. Вӗсем ҫеҫ мар, аэропорт ӗҫченӗсем те, экипаж та.
Самолетсем вӗҫме пуҫланӑ вӑхӑта лару-тӑру улшӑнасса шанннине пӗлтернӗ Шупашкарти аэропортра.
Аса илтерер: аэропорт хальлӗхе ӗҫлеме пуҫламан-ха. Якутирен чартер рейспа килнӗ суперджета кӗтсе илме ҫеҫ унтисем темиҫе сехетлӗхе тухнӑ. Чӑваш Енрен Мускава самолетсем ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнмалла. Каярах ҫавӑн пекех авиарейссем Питӗре, Сочине, Симферополе пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |