Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта полицие икӗ ҫамрӑк пулӑшу ыйтма пынӑ. Иккӗшӗ те хӗрарӑмпа каҫ ирттерес тесе ултавҫӑсен тӗлне пулнӑ.
30-ти арҫын тӗнче тетелӗнче номер тупнӑ. Унпа ҫыхӑнсан ӑна пӗр ҫурт патне пыма каланӑ. 10 пин тенкӗ куҫарсан хваттер номерне пӗлтерме шантарнӑ. Анчах ку хирӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн палламан ҫын хӑй криминал авторитечӗ тесе хӑмсарма пуҫланӑ, хӑратнӑ. Арҫын киви-енчӗке 3 хутчен укҫа куҫарнӑ. Юрать, юлашкинчен банк унӑн карттине блокировка тунӑ.
18-ти каччӑ та хӗрпе киленесшӗн пулнӑ. Ӑна та 10 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та страховкӑшӑн укҫа ыйтма пуҫланӑ. Каччӑ текех куҫарман, ултавҫӑсен тӗлне лекнине ӑнланнӑ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ултавҫӑсене шыраҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын Мускава кайнӑ та ҫухалнӑ. Тӑванӗсем вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнпа полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
46 ҫулти Иванов Героньдий Георгиевич утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мускава кайнӑ. Вӑл тепӗр кун ирхине «Лермонтов проспекчӗ» метро станцине ҫитни паллӑ. Унтан унӑн Раменское хулине ӗҫе каймалла пулнӑ. Анчах арҫын ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Героньдий Георгиевич 174 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке. Ҫав кун ҫутӑ кӑвак джинс шӑлавар, тӗттӗм кӑвак тӗслӗ футболка, сӑрӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700 54 52, 112.
Паян, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча инфекци пульницинче мачча ҫине ҫыпӑҫтарнӑ плитка хӑйпӑнса ӳкнӗ. Ҫакӑ ҫумӑра пула пулнӑ имӗш. Ҫынсем пульницӑра ҫакна видео ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ.
Палӑртмалла: пульницӑн ҫак ҫӗнӗ корпусӗ икӗ ҫул каялла кӑна уҫӑлнӑ. «Юрать, никама та пуҫран лекмен. Кун пекки пӗрре кӑна мар пулнӑ. Пациентсене пӗр тухтӑр анчах йышӑнать. Ҫынсем кӑкӑр ачисемпе, 38,5 температурӑпа, 2-3 сехет кӗтсе лараҫҫӗ», — кӑмӑлсӑрланнӑ халӑх корреспонденчӗ.
Шупашкарта «Садовый» тата «Байконур» микрорайонсен хушшинче хир сысни ҫӳренине асӑрханӑ. Вӑл пӗчченех пулнӑ.
Специалистсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӑна апат-ҫимӗҫ юлашкийӗсем илӗртме пултарнӑ. Тепӗр тесен, ҫав вӑрманлӑ ҫырма тискер чӗрчунсемшӗн лайӑх вырӑн. Унта вӗсем пурӑнаяҫҫӗ. Анчах ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмаҫҫӗ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта хир качаки Мускав проспектне тухнӑ. Шел, ӑна машина ҫапса хӑварнӑ, чӗрчун вилнӗ. Хир качакисем унашкал вырӑна тухсан ҫухалса каяҫҫӗ, унталла-кунталла чупма пуҫлаҫҫӗ, стреса пула та вилме пултараҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра Шупашкарти лавккара мӗнле ҫимӗҫсем, япаласем йӳнелнӗ? Тӳре-шара хаксене кашни эрнерех тишкерсе тӑрать.
Утӑ уйӑхӗн 19-26-мӗшӗсенче лавккасенче хӑш-пӗр ҫимӗҫсем самай йӳнелнӗ. Тӗслӗхрен, аш-какай консервӗн хакӗ - 150 тенкӗ, ҫӑратнӑ сӗт - 50 тенкӗ, услам ҫу - 25 тенкӗ, шурӑ ҫӑнӑх 12 тенкӗ чакнӑ. Ҫавӑн пекех купӑста, пулӑ консервӗ, сахӑр, кишӗр, сухан кӑштах йӳнелнӗ.
Хальхи вӑхӑтра сахӑра 64-89 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Ҫӗрулмипе 27-75 тенкӗпе сутаҫҫӗ.
Шупашарта пурӑнакан 59 ҫулти хӗрарӑм такамсем ун ячӗпе кредит илеҫҫӗ тесе хӑранӑ та ултавҫӑсене 2 миллион та 130 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ.
Ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнле пулса иртнӗ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланнине пӗлтернӗ. Ҫак ҫын ӑна укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Ҫапла Шупашкар хӗрарӑмӗ тӗрлӗ телефон номерӗсемпе 2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Халӗ полици ултавҫӑсене шырать.
Ӗнер каҫхине, 21 сехетсенче, Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 73-мӗш ҫуртри 5 пӳлӗмлӗ хваттерӗн балконӗ ҫунма тытӑннӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен видео ӳкернӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 тӑваткал метр ҫинче алхасакан ҫулӑма кил хуҫи хӑйех сӳнтерме пултарнӑ. Анчах хӑй пиҫсе кайнӑ: кӗлетки, ури, алли сиенленнӗ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче те пушар пулнӑ. Унта ҫулӑм пӗр ҫурта сиенлетнӗ.
Парк, сквер е урам ятне Варнава митрополит ятне парасшӑн. Хальлӗхе хӑшне парассине палӑртман. Ҫавна май «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртет.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем патне пӗр ҫӗнӗ урама, парка е сквера Варнава митрополит ятне парасси пирки сӗнӳ килнӗ. Варнава Владыка /Кедров Владимир Викторович/ - Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ. Митрополие вӑл 1976 ҫултан пуҫласа хӑй виличчен, 2020 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗччен, ертсе пынӑ. Ҫав тапхӑрта 7 мӑнастире ҫӗнетнӗ, 210 прихут уҫӑлнӑ, Шупашкарти тӗн училищи ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Вӑл Парашютистсен кунӗ умӗн /утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ/ Шупашкарти аэропортра парашютпа сикнӗ.
Министр папашютпа сикнӗ чухне хӑранине, анчах ҫав вӑхӑтрах ӑна савӑнӑҫ, хӗпӗртӳ туйӑмӗ ярса илнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, Алена Елизарова министр тивӗҫӗсене 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе пурнӑҫлать.
Ватӑ хӗрарӑм банка пырса ҫур миллион тенкине илсе тӳрех урӑх счет ҫине куҫарасшӑн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пӗрмай такампа телефонпа калаҫнӑ. Ку банк ӗҫченне сисчӗвлентернӗ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ.
Кайран 64 ҫулти хӗрарӑм, Норильскран Шупашкара хӑнана килнӗскер, акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ.
Ун патне ирхине хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ, унӑн счечӗ ҫинчен такам укҫа вӑрлама тӑнӑ имӗш. Унтан вӑл «полицейскипе» калаҫнӑ. Лешӗ ӑна пулӑшма шантарнӑ.
Малалла яланхи схемах пулнӑ: укҫана илмелле те хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла. Анчах кун пирки банк ӗҫченӗсене каламалла мар. Вӗсем ултавҫӑсемпе пӗр ҫӑвартан имӗш.
Юрать-ха, банк ӗҫченӗ сисчӗвленнӗ. Унсӑрӑн хӗрарӑм укҫа-тенкӗсӗрех тӑрса юлӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |