Ҫӗртме уйӑхӗн 14-16-мӗшӗсенче Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри «Вӑхӑт машинисем» ретротехника фестивалӗ иртет. Ӑна ЧР Экономика министерстви, Шупашкар хула администрацийӗ тата «Амазония» парк йӗркелеҫҫӗ. Унта хутшӑнас кӑмӑллисенчен заявка йышӑнма тытӑннӑ.
Фестивальте иртнӗ ӗмӗрти машинӑсемпе мотоциклсене курма май пулӗ. Ҫавӑн пекех каскадерсем шоу ирттерӗҫ, чӗрӗ рок-кӗвӗ янӑрӗ.
Фестивале хутшӑнакансене пурне те диплом, грамота парӗҫ. Чи лайӑх ретротехника хуҫине вара хаклӑ парнепе хавхалантарӗҫ.