Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: айӑпланнисем

Республикӑра
minust.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minust.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ку хыпара Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официалла порталӗнчи хыпара вуласа пӗлтӗмӗр. Олег Николаев Элтепер Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипеӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийен пуҫлӑхӗпе Геннадий Шиндинпа тӗл пулнӑ. Ун вӑхӑтӗнче пенитенциар ведомстви муниципаллӑ саккассемпе ӗҫлес ыйтӑва та сӳтсе явнӑ.

Олег Николаев юсанмалли центрсен ӗҫӗн тухӑҫлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Айӑлава ҫапла ирттермелли меслете пурнӑҫа кӗртессипе Чӑваш Ен сӗршывра малта пыракан регионсенчен пӗри шутланать.

Айӑплава ҫавӑн пек палӑртнисем республикӑри предприятисенче те тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫине кура тар тӑкнине кура вӗсен ӗс укҫийӗ пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 30 процент ӳҫнӗ, вӑтамран 33 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Паянхи куна пирӗн республикӑра ӗҫлесе юсанмалли 521 вырӑн уҫнӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Промтракторта» айӑпланнӑ ҫынсем валли юсанмалли центр уҫӑлнӑ. Унта суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлеттерме янӑ айӑпланнисем вӑй хурӗҫ.

Унта 110 ҫын ӗҫлеме пултарӗ. Республикӑра унашкал центр пӗрре кӑна мар. Ку - саккӑрмӗшӗ. Унсӑр пуҫне юсанмалли центрсем «Улатӑрти ҫӑкӑр савутӗнче», «Улатӑрти механика савутӗнче», «Вӑрнарти СОМ савутра», «Полимирта», «Мега Юрмара», «Текстильмашра», «ССК-Чебоксарский» предприятире, Етӗрнери ҫӗвӗ фабрикинче пур.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре айӑпланнисем валли тепӗр юсанмалли центр хута янӑ. Вӑл Етӗрнери ҫӗвӗ хапрӑкӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ.

Хапрӑкра юсанмалли центр пек ӗҫлекен кӗтес тунӑ. Унта 60 айӑпланакан ӗҫлеме пултарать. Вӑл – хӗрарӑмсем валли. Хальлӗхе унта 30 хӗрарӑма ӗҫлеттерме вырнаҫтарнӑ. Ӗҫ вӑхӑтӗнче айӑпланнӑ хӗрарӑмсене сыхласах тӑрӗҫ.

Палӑртмалла: юсанмалли центрсем предприятисен ҫумӗнче пӗлтӗр хута кайма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 411 вырӑн хатӗрленӗ. Хальхи вӑхӑтра 320 айӑпланакана ӗҫлеттерме вырнаҫтарнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть Вӑрнарта типӗ сӗт туса кӑларакан савут ҫумӗнче айӑпланнӑ ҫынсем валли общежити туни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта вӗсем ӗҫлесе пурӑнӗҫ. Общежитире ҫывӑрмалли краватьсем, душ пӳлӗмӗ, кӗпе-йӗм ҫумалли вырӑн, кухня пур.

Айӑпланнисем валли юсанмалли центр татах уҫӑлӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, кӑҫал кашни регионта айӑпланнӑ ҫынсем валли 400 ӗҫ вырӑнӗ туса памалла. Вӗсем валли ӗҫ вырӑнӗ тума хатӗр усламҫӑсене патшалӑх бизнеса тытса пыма пулӑшӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.pg21.ru/news/77430
 

Республикӑра

Вӑрнар поселокӗнче каҫхи клубран айӑпланнисем валли пурӑнмалли общежити туса хунӑ. Унта арҫынсен тата хӗрарӑмсен ҫывӑрмалли блокӗсем пур. Ҫавӑн пекех кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗм, тӗпел, хурал посчӗ пур.

Суд приговора ӗҫлеттермелли мерӑпа улӑштарсан ҫав ҫынсене ку общежитие ярӗҫ. Вӗсем унта сӗт-ҫу савутӗнче тӑрӑшӗҫ. Айӑпланнисене официаллӑ майпах ӗҫе илеҫҫӗ. Вӗсене пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ виҫерен сахалрах укҫа памӗҫ.

Айӑпланнисем ӗҫ вырӑнӗнчен хӑйсем тӗллӗн каяймӗҫ. Ҫапах вӗсен отпуск пулӗ. Обжежитире видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ.

Сӑмах май, кунашкал юсанмалли центр Улатӑр районӗнче пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76815
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑн Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ каҫару енӗпе ӗҫлекен комисси паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ.

Аса илтерер: комисси пайташӗсем юсанмалли учрежденисенче айӑплава ирттерекенсем хӑйсене каҫарма ыйтса ҫырнисене пӑхса тухаҫҫӗ.

Паянхи лару валли ун пеккисем 15 заявлени пуҫтарӑннӑ. Комисси пайташӗсем айӑплава йӗплӗ пӑралук хыҫӗнче ирттерекенсен характеристикисене, вӗсем мӗншӗн ята кӗнине тӗплӗн тишкернӗ, анчах каҫарма сӑлтав тупман. Заявлени ҫырса панӑ 15 ҫынран пӗрне те каҫарас темен. Кун пирки Чӑваш Енӗн Юстици ӗҫӗсен патшалӑх службинче пӗлтернӗ.

 

Республикӑра

Пирӗн республикӑн Элтеперӗ ҫумӗнче каҫару енӗпе ӗҫлекен комисси пур. Вӑл юсанмалли учрежденисенче айӑплава ирттерекенсем хӑйсене каҫарма ыйтса ҫырнисене пӑхса тухать.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа комисси 78 ыйтӑва тишкернӗ, ҫав шутран 1 тӗслӗхре ҫеҫ (тӗпӗр майлӑ каласан, 1 ҫынна) ҫеҫ каҫарас тенӗ.

Комисси ларӑва уйӑхра пӗр хутчен пуҫтарӑнать. Айӑпланнисене каҫарас теменнин сӑлтавӗ темисӗ: йывӑр преступлени туни тата айӑпланнисем пирки юсанмалли колонисенчен начар характеристика (режима пӑсни, ӗҫлеме юратманни тата общество пурнӑҫне хутшӑнманни тата ытти те) килни.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче дисциплина, ӗҫе йӗркелеме пӗлни кирлӗ, васкани йӑнӑштарма пултарӗ. Чи кирли пирки кӑна шутлӑр, ак-тӗвекпе ан сапаланӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сӗнӳсем парас килӗ, анчах ҫакна асӑрханса тӑвӑр, йӑлӑхтармӑш пек ан пулӑр. Канмалли кунсене ӗҫри ыйтусенчен хӑпса ҫутҫанталӑкра ирттерсен аван.

Ака, 27

1911
115
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
108
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
76
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
48
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи