Нумаях пулмасть Вӑрнарта типӗ сӗт туса кӑларакан савут ҫумӗнче айӑпланнӑ ҫынсем валли общежити туни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта вӗсем ӗҫлесе пурӑнӗҫ. Общежитире ҫывӑрмалли краватьсем, душ пӳлӗмӗ, кӗпе-йӗм ҫумалли вырӑн, кухня пур.
Айӑпланнисем валли юсанмалли центр татах уҫӑлӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, кӑҫал кашни регионта айӑпланнӑ ҫынсем валли 400 ӗҫ вырӑнӗ туса памалла. Вӗсем валли ӗҫ вырӑнӗ тума хатӗр усламҫӑсене патшалӑх бизнеса тытса пыма пулӑшӗ.