Вӑрнар поселокӗнче каҫхи клубран айӑпланнисем валли пурӑнмалли общежити туса хунӑ. Унта арҫынсен тата хӗрарӑмсен ҫывӑрмалли блокӗсем пур. Ҫавӑн пекех кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗм, тӗпел, хурал посчӗ пур.
Суд приговора ӗҫлеттермелли мерӑпа улӑштарсан ҫав ҫынсене ку общежитие ярӗҫ. Вӗсем унта сӗт-ҫу савутӗнче тӑрӑшӗҫ. Айӑпланнисене официаллӑ майпах ӗҫе илеҫҫӗ. Вӗсене пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ виҫерен сахалрах укҫа памӗҫ.
Айӑпланнисем ӗҫ вырӑнӗнчен хӑйсем тӗллӗн каяймӗҫ. Ҫапах вӗсен отпуск пулӗ. Обжежитире видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ.
Сӑмах май, кунашкал юсанмалли центр Улатӑр районӗнче пур.