Ача чухне вӑл ҫар летчикӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах шӑпа ӑна педагогикӑна илсе килнӗ. Иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче вӑл 60 ҫул тултарнӑ. Сӑмахӑм — Шупашкарти кооператив институчӗн проректорӗ Леонид Таймасов пирки.
Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшра ҫуралса ӳснӗскер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Тӑван ял шкулӗнче директор та пулнӑ, хӑй вӗреннӗ университетра преподавательте тӑрӑшнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Профессор. 2007 ҫултанпа кооператив институтӗнче ӑслӑлӑх енӗпе проректорта ӗҫлет.
Философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, асӑннӑ аслӑ шкулта ӗҫлекен Эрбина Никитина Чӑваш халӑх сайчӗ валли унпа хатӗрленӗ интервьюра Таймасовӑн пур енлӗ кӑмӑлне уҫса пама тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра проректор аслӑ шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентмесен те чӑваш чӗлхипе культурин пӳлӗмне упраса хӑварнине пӗлтернӗ. Тата проректор Валерий Андреев ректорпа тата ялтан килнӗ ачасемпе тӑван чӗлхепе калаҫма юратнине палӑртнӑ. Аслӑ шкул программинчен чӑваш чӗлхине кӑлӑхах кӑларса пӑрахнӑ тесе шухӑшлать Леонид Таймасов.
Чӑваш Енӗн таврапӗлӳҫисем нумаях пулмасть хӑйсен пӗтӗмлетӳллӗ ларӑвне пухӑннӑччӗ. Раштавӑн 22-мӗшӗнчи ҫав калаҫура краеведсем Сӑвар-пӑлхарсен культурин тата пуштӑ историйӗн музейне уҫасси пирки калаҫнӑ. Аваллӑх управҫин экспозицийӗн проектне те кӑтартнӑ. Унпа Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен канашӗн ертӳҫи Сергей Сорокин паллаштарнӑ. Музея хастарсем 2017 ҫулхи ҫулла уҫасшӑн. Ӑна Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнчи Таврапӗлӳпе туризм центрӗнче йӗркелесшӗн.
Таврапӗлӳҫӗсен ларӑвӗнче, аса илтерер, Антонина Андреева тата Лина Яникова мезейҫӑсем, Сергей Утриван геронтолог, Ильтимер Ефремов кинорежиссер, Роза Степанова вулавӑш ӗҫченӗ, Эдуард Ушаков, Валерий Виноградов, Валерий Ивановский халӑх академикӗсем тата ыттисем тухса калаҫнӑччӗ.
Чӑваш ахах-мерчен аваллӑхне упракан, ӑна ҫӗнӗ вӑй парса малалла тытса пыракан тесе хаклать черетлӗ статйинче Надежда Смирнова журналист Зинаида Воронована.
Зинаида Ивановна — Чӑваш Республикин халӑх ӳнер промыслин маҫтӑрӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе вӑй илнӗ, унӑн хӑвачӗпе амаланса аталаннӑ. «Вӑл ҫак ӗҫе виҫӗ енлӗн пурнӑҫласа пырать: чӑвашсен авалхи тумне хатӗрлет, мӑн-мӑн кукамайсемпе асаннесен эрешӗсене этнографи ушкӑнӗсене шута илсе ӑсталать тата пуканесене наци тумне тӑхӑнтартса «чун» парать», — паллаштарнӑ ӑстаҫӑн пултарулӑхӗпе «хыпар» хаҫат ӗҫченӗ.
Зинаида Воронова каланӑ тӑрӑх, ӑна амӑш арчи ялан кӑсӑклантарнӑ. Вӑл тӑхӑнса ҫӳренӗ ҫи-пуҫа амӑшӗ леш тӗнчене уйрӑлса кайсан пӗчӗклетсе пуканесене илемлетнӗ. Малтан тутӑр ҫыхтарнӑ, кайран пӗчӗк хушпу ӑсталанӑ.
«Манӑн аннен сӑнарӗсем» ярӑмри пӗрремӗш пукане 1991 ҫулта ҫуралнӑ. Халӗ вӗсем питӗ нумай, 550 ытла та пулӗ. Чылайӑшӗ Мускаври, Питӗрти, Ӗренпурти музейсенче упранать. АПШра — Нью-Йоркри, Сан-Францискӑри, ҫавӑн пекех Италири, Францири уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче пур.
Раштавӑн 23-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри организацийӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ. Унта пуҫтарӑннисем патне Геннадий Тафаев профессор хӑйӗн кӗнекисемпе ҫитнӗ. Вӗсене вӑл пӑлхарпа чӑваш историйӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене сӗннӗ. Анчах делегатсем кӗнекешӗн хыпса ҫунни сисӗнмен.
Профессор Александр Белов журналиста суту-илӳ япӑх пынине пӗлтернӗ. Кӗнеке авторӗ каланӑ тӑрӑх, «Ҫамрӑк Ермолаев (сӑмах Чӑваш Енри паллӑ усламҫӑн Владимир Ермолаевӑн ывӑлӗ Кирилл пирки пырать. Вӑл Лапсарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне ертсе пырать. — Авт.) 2,5 пин тенкӗлӗх кӗнеке туяннӑ, тата тепӗр депутат — 600 тенкӗлӗх».
Геннадий Тафаев шухӑшланӑ тӑрӑх, наци шухӑшлавӗпе ҫыхӑннӑ тема урӑх никама та кӑсӑклантарман, апла пулсан чӑваш халӑхӗ ҫухалса пынинчен тӗлӗнме кирлех мар. Хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетме профессор пӗр ҫыравран тепӗр ҫыравччен 500 пин ҫын ҫухалнине илсе кӑтартнӑ.
Пӗрремӗш каналпа эрнекунсерен кӑтартакан, халӑхӑн юратнӑ кӑларӑмӗ пулса тӑнӑ «В поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑмне чӑвашсем сахал мар хутшӑнчӗҫ. Паллӑ ҫынсем те унта ҫитмен мар. Сӑмахран, Чӑваш Республикин халӑх артистки Августа Уляндина телекӑларӑмӑн кӑҫалхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнчи эфирне хӑйӗн ансамблӗпе тухнӑччӗ. Унта вӑл Шупашкар ҫынни, Иван Дмитриев, чӗннипе кайнӑччӗ.
Халӗ тата кӑларӑма Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексри чӑваш Хӗл Мучийӗпе Юр Пики хутшӑннӑ. Телеэфирта вӗсем Ҫӗнӗ ҫулпа чӑвашла саламлӗҫ, тӑван халӑхӑмӑрӑн наци инструменчӗсемпе вылӗҫ, Сурхури валли хатӗрленӗ наци ҫимӗҫӗпе паллаштарӗҫ. Чӑваш Хӗл Мучийӗ хутшӑннӑ кӑларӑм телеэфира раштавӑн 30-мӗшӗнче тухӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствин Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ Шупашкар хулинчи вӗренӗве мониторинглакан тата аталантаракан центрпа пӗрле паян Чӑваш елки ирттернӗ. Ӑна республикӑри шкулсенче кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем валли йӗркеленӗ. Ҫавна май ачасем «Тӗлӗнтермӗш Юр Пике» конкурсра та хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Елкӑри вӑйӑ-конкурс йӑлтах чӑвашла пулнӑ. Маттур та пултаруллӑскерсене Хӗл Мучипе Юр Пике мухтанӑ, парнине те шеллемен. «Юр Пике—2017» ята Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырмари Арина Филимонова тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, хӑйӗн ҫурчӗллӗ пулнӑ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те Чӑваш елкине йыхравлать. Аса илтеретпӗр, ӑна вӑл ҫӗнӗ ҫӗрте, унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫуртра, ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче ирттерӗ.
Трак енри Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2016 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2016 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.
Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.
Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ.
Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш наци культурин «Сувар» фончӗпе пӗрле ҫитес ҫул валли ҫӗнӗ кунталӑк (календарь) кӑларчӗ.
Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан пысӑк уйрӑмлӑхсем ҫук — календарьте эсир чӑваш халӑх уявӗсен кунӗсемпе, чӑваш халӑхӗпе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе паллашма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех официаллӑ уяв кунӗсене те палӑртнӑ. Сӑмах май, Республика кунӗ кӑҫал шӑматкуна лекнӗрен, ӑна хӑш кун ҫине куҫарнине калакан саккуна тупайманран канмалли кун пек ҫӗртмен 23-мӗшне палӑртрӑмӑр.
Улшӑнусенчен: уйӑх ячӗсене чӑвашлисӗр пуҫне вырӑсла тата акӑлчанла ҫырнӑ. Шупкарах, тӳрех ан курӑнччӑр тесе тӑрӑшрӑмӑр пулин те типографирен тухнӑ хыҫҫӑн ятсем чиперех вуланни курӑнчӗ. Чӑвашла ятсенчен вырӑслисем ҫине куҫма пуҫланӑ тесе ан шухӑшлӑр.
Яланхи пекех календаре «СУМ» лавккара туянма пулать, хакӗ 20 тенкӗ. Кӑҫал укҫа-тенкӗ сахалтарах пулнипе тиражне пысӑккӑн кӑлармарӑмӑр — 100 штук кӑна.
Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин хастарӗсем Крымра пурӑнакан халӑхсен кухнисен III фестивальне хутшӑннӑ. Мероприяти кӑҫал раштавӑн 18-мӗшӗнче иртнӗ. Уява «Лукоморье» паркра ирттернӗ.
Фестивале пирӗн чӑвашсем те кӑмӑлпах пырса ҫитнӗ. Вӗсем наци кухнин вӑрттӑнлӑхӗпе хаваспах паллаштарнӑ. Унчченхи ҫулсенче те ун пек мероприятие хутшӑннисем ытти ҫул курнӑҫнисемпе тепӗр хутчен калаҫнӑ, тӗрлӗ нацин культурин вӑрттӑнлӑхӗсене сӳтсе явнӑ, пӗр-пӗрин ӑсталӑхне ӑша хывнӑ. Уява пынисем чунтан савӑннӑ, калаҫнӑ, шӳтленӗ. Ун пек мероприятисем Крымри тӗрлӗ наци ҫыннисене, ҫав вӑхӑтра вӑл тӑрӑхра тӗпленнӗ чӑвашсене те, тем пек кирлине палӑртса ҫитес ҫулхи фестивальчен ырӑ кӑмӑлпа сывпуллашнӑ.
Чӑвашлӑх анлӑхӗнче вӑй хуракансем паянхи куна кашни ҫул асра тытаҫҫӗ — Митта Ваҫлейӗн асӑну хӑми ҫине чечек хураҫҫӗ. Кӑҫал та, чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ ачине тытса кайнӑ кунхине, вӗсем Карл Маркс урамӗнчи 24-мӗш ҫурт умне пухӑнчӗҫ.
Асӑну хӑми умне чечек хума Чӑваш наци конгресӗн Президиум пайташӗ Николай Егоров, чӑвашсен паллӑ ваккачӗ Николай Столбов, «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн пайташӗсем Дмитрий Степановпа Юлия Романова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Николай Енилин, Митта Ваҫлейӗн ячӗллӗ преми фончӗн ертӳҫи Илле Иванов тата чӑваш ҫыравҫи Юрий Сан хутшӑнчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |