Шупашкарти «Правопорядок» хула общество фончӗн ертӳҫине, ЧР Общество палатин пайташне Александр Дельмана республика умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн, общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев чысласси пирки постановлени кӑларнӑ. Александр Ильича «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ.
Вӑл 1944 ҫулта Сызраньте ҫуралнӑ, отставкӑри подполковник. 1980 ҫулта салтака граната ҫурӑласран ҫӑлнӑ чухне аманнӑ, куҫ ҫивӗчлӗхӗ енӗпе пӗрремӗш ушкӑн инваличӗ тӑрса юлнӑ.
1995 ҫулта Александр Дельман «Правопорядок» общество фондне йӗркеленӗ, вӑл унта – председатель. Кунсӑр пуҫне ача ҫурчӗсене, интернатсене, общество организацийӗсене ача пахчисене, шкулсене, сусӑрсемпе ветерансене пулӑшать.
Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдуард Бахмисова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Эдурад Бахмисов Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑра ҫуралса ӳснӗ. Хусанти педагогика институтӗнче физвоспитани тата географи факультечӗсенче вӗреннӗ. 1994 ҫултанпа 15 ҫула яхӑн Чӑваш наци музейне ертсе пынӑ.
Вӑл унта тимлеме тытӑнсан курав ӗҫӗ самай анлӑланнӑ. «Чебоксары знакомые и незнакомые» (чӑв. Паллакан тата палламан Шупашкар), «Чувашские узоры» (чӑв. Чӑваш тӗррисем), «Театр, актер, костюм» (чӑв. Театр, актер, тум), «Узоры веков. Этнокультурный портрет Чувашской Республики» (чӑв. Ӗмӗрсен эрешӗсем. Чӑваш Республикин этнокультура портречӗ) тата ытти курава халӑх кӑмӑлласа йышӑннӑ. Наци музейӗ ҫумӗнчи йӑла залне уҫас тата этнографи картишне йӗркелес шухӑша та вӑл пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнче тӗпленнӗ 1о ҫемьене «Юратушӑн тата шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ.
Сумлӑ йыша Пӑрачкав районӗнчи Василий Степановичпа Римма Александровна Авраменкосем, Шупашкарти Владимир Андреевичпа Валентина Ивановна Балановсем, Красноармейски районӗнчи Юрий Егоровичпа Римма Гурьевна Дубровсем, Патӑрьел районӗнчи Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсем, Куславкка районӗнчи Виталий Васильевичпа Антонина Ивановна Майоровсем, Улатӑрти Григорий Константиновичпа Мария Гавриловна Маторкинсем, Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир Константиновичпа Александра Ивановна Кулеминсем, Ҫӗрпӳ районӗнчи Виталий Андреевичпа Елена Михайловна Павловсем, Елчӗк районӗнчи Иван Ивановичпа Зинаида Петровна Портновсем, Шупашкар районӗнчи Евгений Николаевичпа Людмила Александровна Хорасевсем лекнӗ.
Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ ҫын «Чӑваш Республики тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ.
Хальхинче ҫавӑн пек пысӑк наградӑпа республикӑн прокурорӗ пулса ӗҫленӗ Евгений Жучкова тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Владимир Семенова чыслама йышӑннӑ.
Евгений Жучков 1931 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Мордва Республикинчи Ичалки районӗнчи Ханенеевка ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. 1984-1994 ҫулсенче Чӑваш Ен прокурорӗ пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва кайсан вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн секретариачӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ.
Владимир Семенов 1949 ҫулхи ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Покровски ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри патшалӑхӑн театр, музыка тата кинематографи институтӗнче вӗреннӗ. 1972 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет. Вӑл — Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ.
WorldSkills Russia ҫӗршыври чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗсене палӑртнӑ. Ҫавсен йышне вӑл ҫӗрӗшне суйласа илнӗ.
«Молодые профессионалы (WorldSkills Russia)» (чӑв. Ҫамрӑк профессионалсем (WorldSkills Russia) юхӑмӑн 2018 ҫулхи топ-100 списокне пирӗн республикӑри икӗ организаци лекнӗ. Йышра — Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ тата Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене «Молодые профессионалы» (WorldSkillsRussia) (чӑв. Ҫамрӑк профессионалсем. (WorldSkillsRussia) VII Наци чемпионатӗнче наградӑланӑ. Дипломсене Раҫҫейӗн 32 регионӗнчи колледжсемпе техникумсем тивӗҫнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Енри вӗренӳ организацийӗсем пуррипе тивӗҫлипе мӑнаҫланма сӑлтав пур.
Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май ЧР Элтеперӗн администрацийӗ юбилей тӗлне кӑлармалли медаль эскизне хатӗрлес енӗпе конкурс ирттернине пӗлтернӗ.
Чи кирли – эскизӑн аналогсем пулмалла мар. Ӗҫсене ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫе вара ҫӑв уйӑх вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Чи лайӑх эскиз авторне 10 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Килӗшӳ алӑ пуссан тепӗр 5 пин тенкӗ парӗҫ.
Юбилейлӑ медальпе республика аталанӑвне тӳпе хывнӑ тава тивӗҫлӗ ҫынсене чыслӗҫ. Аса илтерер: Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле те медаль ҫирӗплетнӗ. Вӗсемпе чи малтан Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене наградӑланӑ.
Ӗнер пирӗн республикӑра «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» VII литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ку ӑмӑрту, Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ тата поэт Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ ҫулта пӗрре иртет. Ҫӗнтерӳҫӗсене Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне пухнӑ.
Литература конкурсне 34 автор 46 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем 10 районпа 4 хуларан: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Тӑвай районӗсенчен, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен.
Конкурс проза, поэзи, драматурги номинацисемпе иртнӗ. Хайлавсене чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. 61 проценчӗ сӑвӑсемпе конкурса хутшӑннӑ, 30% — проза номинацире, 9% — драматурги енӗпе.
Конкурса Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, Ольга Туркай, Марина Карягина, Дмитрий Суслин ҫыравҫӑсем тата ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина хакланӑ.
15-21 ҫулсенхисенчен «Проза» номинацире Йӗпреҫ районӗнчи Екатерина Кошелева «Сӗт хакӗ» хайлавпа, 22-30 ҫулсенхисенчен Вӑрнар районӗнчи
Ольга Австрийская (Иванова) «Чи ҫутӑ ӗмӗт» хайлавпа ҫӗнтернӗ. Вырӑслисенчен Шупашкарти
Дария Перевезенцева (15-21 ҫулсенчисем хушшинче) мала тухнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗнче чи лайӑх воспитательсене тата педагогсене чысланӑ. Вӗсене кубок, диплом тата хаклӑ парнесем панӑ.
Каҫал «Ҫулталӑкри воспитатель» ята Шупашкарти 130-мӗш ача пахчин воспитателӗ Ольга Лихова, 128-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансемпе ӗҫлекен Татьяна Волчкова тата 158-мӗш ача пахчинчи Елена Хураськина тивӗҫнӗ.
«Педагог-профессионал» конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ тата призер ячӗсене ҫаксем илнӗ: 106-мӗш ача пахчинчи логопед Екатерина Спиридонова, 25-мӗш ача пахчинчи вӑй-хал культурин инструкторӗ Мария Самотаева, 11-мӗш ача пахчинчи музыка ертӳҫи Светлана Сергеева.
Палӑртмалла: кӑҫал конкурса 105 ҫын хутшӑннӑ.
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра пурӑнакан мӑшӑр 60 ҫул алла-аллӑн тытӑнса пурнӑҫ ҫулӗпе утать. Йӑлтах уявран пуҫланнӑ: Равиль тата Мэриам Галеевсем Комсомольски районне праҫнике килсен паллашнӑ. Ун чухне каччӑ – 7-мӗш, хӗр -6-мӗш класра вӗреннӗ. Вӗсен туслӑхӗ майӗпен юратӑва куҫнӑ.
Галеевсем пилӗк ачан кун ҫути панӑ. Халӗ вӗсен 9 мӑнук, вӗсен 6 ачи пур. Мӑшӑрӑн нимӗнле вӑртӑнлӑх та ҫук: пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнмалла, чӑтӑмлӑрах пулмалла, уйрӑмах – хӗрарӑмӑн.
Палӑртмалла: кӑҫал Патӑрьел районӗнче 120 мӑшӑр ылтӑн, изумруд, кевер тата тимӗр туя паллӑ тӑвать. Вырӑнти администраци вӗсенчен 38-шне саламланӑ ӗнтӗ. Ыттисене ҫулла тата кӗркунне иртекен уявсенче чыслӗҫ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумай ачаллӑ ҫемьесене «Анне» паллӑпа чысласси пирки хушу пуснӑччӗ. Ҫак кунсенче ҫак наградӑна пирвайхи ҫемьесем тивӗҫнӗ.
Ҫак чыса тӑватӑ амӑшӗ илнӗ. Куславкка районӗнчи ултӑ ача амӑшне Людмила Беляевӑна, Ҫӗрпӳ районӗнчи 5 пепке амӑшне Ирина Кузьминана, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тӑхӑр шӑпӑрлана ҫуратнӑ Ирина Моисеевӑна тата Элӗк районӗнче тӗпленнӗ пилӗк ача амӑшне Любовь Павловӑна «Анне» паллӑпа наградӑланӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай ачаллӑ амӑшӗсене «Амӑшӗн мухтавӗ» паллӑпа чыслама тытӑннӑ. Ӑна пилӗк е тата ытларах ачана воспитани паракансем тивӗҫеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |