Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗр ӗмӗрхи юбилейне уявлать. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ театр сцени ҫинче артистсене саламланӑ. Сумлӑ йышра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Любовь Федорова та пур.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑскер 1972 ҫулта Ленинградри театр институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫавӑнтанпа уншӑн Чӑваш академи драма театрӗ тӑван пулса тӑнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл вун-вун сӑнара ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ, халӑхӑн юратнӑ артисчӗ пулса тӑнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Любовь Федоровӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысласси ҫинчен хушӑва алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енре полковника «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ю.Н. Тульчева строительствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн ҫапла хавхалантарма йышӑннӑ.
Шалти ӗҫсен службин полковникӗ Юрий Николаевич Тульчев — Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин капиталлӑ строительство йӗркелессипе ӗҫлекен уйрӑм пуҫлӑхӗ.
Полковника хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян хушу кӑларнӑ.
5-мӗш номерлӗ ӗҫлӗ хута паянах Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Законодательство» (чӑв. саккунсем) ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, полковник пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 50 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Тольяттинчи ҫар училищинче вӗреннӗ.
Питӗрте раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче унти Национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш ачисен елки пулассине эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 2014 ҫулта пуҫласа йӗркеленӗ уява юлашки вӑхӑтра тата ҫине тӑрсарах та кӑсӑклӑрах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.
Питӗрте инженер-конструкторта ӗҫлесе пурӑнакан, ашшӗ-амӑшӗ Канаш районӗнче ҫуралнӑ Ольга Павлова (унӑн мӑшӑрӗ — Ҫӗрпӳ районӗнчен) йӗркелӳ комитетӗнче 15-е яхӑн ҫын тесе пӗлтернӗччӗ. Питӗрти ӳркенмен ентешӗмӗрсем ытти чух та тӑван халӑхӑмӑр культурипе паллаштарассипе ҫине тӑраҫҫӗ, шкулсене тухса ҫӳреҫҫӗ, ачасене чӑваш юмахӗсем каласа кӑтартаҫҫӗ.
Питӗрте иртнӗ Сурхуринче Ольга Павлова хастара хулари чӑвашсен пӗрлешӗвӗ Хисеп грамотипе чысланӑ.
Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче ӗнер Раҫҫей тата Чӑваш Республикин пичет кунне уявларӗҫ. Сумлӑ журналистсене премисемпе чысланӑ май темиҫе ҫынна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ятпа наградӑларӗҫ. Вӗсен йышне «СВ-Пресс» издательство ушкӑнӗн директорӗ Александр Вражкин, «Советская Чувашия» хаҫат тишкерӳҫи Алена Ткач, «Чебоксарские новости» хаҫат тишкерӳҫи Вера Фомулина пулчӗҫ. Александр Вражкина илес пулсан вӑл чӑвашлӑхшӑн сахал мар ӗҫ тунине пӗлетпӗр, ҫавна май Чӑваш халӑх сайчӗ ӑна чун-чӗререн саламлать!
Вражкин Александр Николаевич Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ирҫел ялӗнче 1962 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1980 ҫулта Вӑта Тимӗрҫен ялӗнчи вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университетне ҫул тытнӑ. 1985 ҫулта аслӑ пӗлӳ илсен «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫатра журналистра тӑрмашнӑ. 1991–1995 ҫулсенче «Чебоксарские новости» хаҫатра ӗҫленӗ: культура тата воспитанипе вӗрентӳ пай редакторӗнче, редакцин яваплӑ секретарӗнче. Вӑл вӑхӑтрах чӑвашла тухакан «Шупашкар» хула хаҫатне редакциленӗ.
Паян Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче Чӑваш Енри пичет ӗҫченӗсем професси уявне иртетерессине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, вӑл уяв паян кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре пуҫланмалла. Раҫҫей пичет кунӗ кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче пулчӗ те, журналистсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ун чухнех саламланӑччӗ. Вырӑна ҫитсе, коллективсемпе курнӑҫса мар. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑччӗ. Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский те ырӑ суннӑччӗ.
Журналистсен 2017 ҫулхи премине тивӗҫнисен ячӗсем халех паллӑ. Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн информаци пайӗн редакторӗ Алина Герасимова, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатӑн информаци пайӗн редакторӗ Ирина Павлова Ҫемен Элкер премине тивӗҫӗҫ. «Халӑх шкулӗ» журнал редакторӗ Олег Кульев тата Чӑваш Енӗн Наци музейӗн ӗҫченӗ Наталия Захарова-Кульева Николай Никольский премине илӗҫ. Чӑваш радиора корреспондентра ӗҫлекен Ирина Паргеевӑна Леонид Ильин премийӗпе хавхалантарӗҫ.
Иртнӗ эрнекун Чӑваш Енре республикӑри культура ӗҫченӗсене чысланӑ. Ҫак отрасльте тӑрӑшакансене республика Элтеперӗ ячӗпе ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов саламланӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн пурнӑҫ никӗсӗ — культура. Вӑл истори астӑвӑмне тата халӑхӑн ӑс-хакӑл хӑватне пӗр ҫӗре пухать. Ӳнер ӗҫченӗсем ҫынсене хайсен пултарулӑхне тата ӑсталӑхне панине те палӑртнӑ спикер.
Хӑйӗн сӑмахӗнче Валерий Филимонов Варнавӑна, Шупашкарӑн тата Чӑваш Енӗн митрополитне, ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев Варнавӑна ведомствӑн «За достижения в культуре» (чӑв. Культурӑри ҫитӗнӳшӗн) кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа хисеп тунӑ. Унпа ҫавӑн пекех СССР халӑх артисткине Вера Кузьминана тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫине Валерий Яковлева хавхалантарнӑ.
Шупашкарти Роман Ефимов Ухӑран перессипе иртнӗ хӗллехи Раҫҫей кубокӗнче «кӗмӗл» медаль ҫӗнсе илнӗ. Унта 30 ытла регионти 73 спортсмен хутшӑннӑ.
17-ри маттур каччи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӑмӑртӑвӑн паянхи кунӗнче лайӑх пенипе палӑрнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Романӑн Ухӑҫӑсен пӗтӗм тӗнчери турнирне хутшӑнма тивӗ. Тепӗр виҫӗ кунтан Раҫҫейӗн чемпионачӗпе первенстви иртӗ. Унта вӑл каясси хальлӗхе паллӑ мар, мӗншӗн тесен республикӑн Спорт министерстви кун пирки пӗлтермен.
Роман Ефимов Ирина Солдатова ячӗллӗ сӗтелҫи теннис тата ухӑран перессипе ӑсталӑха туптаттаракан олимп резервӗн шкулӗнче вӗренет. Унӑн тренерӗ — Максим Яриков.
Роман Ефимов – ухӑран перессипе Раҫҫей спорт мастерӗ.
Раштав уйӑхӗн 19-мӗшенче РФ Федераци канашӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Семья и город – растем вместе» (чӑв. Ҫемье тата хула — пӗрле аталанатпӑр) VIII конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ӑмӑртӑва Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд Раҫейри пӗчӗк тата вӑтам хуласен ассоциацийӗпе йӗркеленӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ Галина Карелова саламланӑ. «Конкурс ачасене пулӑшакансене ҫӗнӗ социаллӑ технологисене тата опыта сарма пулӑшать», – тенӗ Федераци Канашӗн вице-спикерӗ.
Конкурса 293 ял-хула хутшӑннӑ. Кӑҫал ял тӑрӑхӗсене те ӑмӑртӑва явӑҫтарнӑ.
100 пин ҫынтан ытларах ҫын пурӑнакансем хушшинче пирӗн республикӑри Ҫӗнӗ Шупашкар иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗрремӗшӗнче — Ростов облаҫӗнчи Батайск, виҫҫӗмӗшӗнче – Ханты-Манси округӗнчи Сургут.
Ӗнер Раҫҫейӗн театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ «Ылтӑн маска» преми лауреачӗсен ячӗсен списокне пӗлтернӗ. Ҫӗршыври сумлӑ премие Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ултӑ теҫетке ҫул ӗҫлекен СССР халӑх артистки, Тӑвай районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ, ГИТИСра вӗреннӗ Вера Кузьмина тивӗҫнӗ.
Вера Кузьмина пултарулӑхӗ иксӗлми, унӑн кашни ролӗ ӗнентерӳллӗ те чуна пырса тивекен пулса тухнине чӑваш театрне юратакансен тахҫанах пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Хамӑр чӑваш авторӗсен произведенийӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакль-и е ют ҫӗршыври тата вырӑс классикӗсен хайлавӗ тӑрӑх калӑпланӑскер-и — юратнӑ артистӑн яланах чӗрӗ сӑнар «пиҫет».
2015 ҫулта «Ылтӑн маска» премие Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи,СССР халӑх артсичӗ Валерий Яковлев тивӗҫнӗччӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, республикӑри чи пуян ҫынсенчен пӗри Елена Бадаева Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ пулса тӑнӑ. Кун пирки регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ.
Ҫапла майпа Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗ республика умӗнче тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата общество ӗҫӗпе ырӑ кӑмӑллӑх юхӑмне хастар хутшӑннӑшӑн чи пысӑк наградӑна илнӗ.
Аса илтерер, унччен сумлӑ ҫак ята Андриян Николаев космонавт, Вера Кузьмина артистка, Геннадий Волков академик, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава, «Ленинская искра» колхоз председателӗ Аркадий Айдак тата «Акконд» фабрикӑн тӗп директорӗ Валерий Павлов тивӗҫнӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |