Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан ватӑсене ӗнер пневмококран прививка тунӑ.
Асӑннӑ бактери тӗрлӗ бактери инфекцийӗсене пуҫарса ярать. Унпа чирлисем пневмонипе (ӳпке шыҫҫи), вӑтам отитпа (хӑлха шыҫҫи), менингитпа, синуситпа тата ытти чирпе аптӑраҫҫӗ.
Пневмококк пневмонийӗ пӗчӗк ачасемшӗн тата ваттисемшӗн, ҫавӑн пекех тӗрлӗ амакпа атӑракансемшӗн уйрӑмах хӑрушӑ. Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшса кинемейсемпе мучисене прививка тутарас тенӗ. «Пирӗншӗн кулянни савӑнтарать», — тенӗ ваттисем.
Патӑрьел районӗнчи Турханти психоневрологи диспансерӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене тупса палӑртнӑ. Ҫавна интернатра ӗҫлекенсене тата унта пурӑнакансене планпа килӗшӳллӗн
юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тӗрӗсленӗ чух асӑрханӑ. Чир интернатра ӗҫлекен 6 ҫынна ернӗ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, интернатра ӗҫлекен тата унта пурӑнакан мӗнпур ҫын кӑшӑлвирусран малтан вакцинациленнӗ. Ведомствӑн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ 6 ҫыннӑн чир палли пулман, вӗсем хӑйсене аванах туяҫҫӗ.
«Интернатра пурӑнакансем хӑйсене аван туяҫҫӗ, вӗсен чир палли сисӗнмест, вӗсене пӳлӗмсем тӑрӑх уйӑрса тухнӑ, столовӑйӗнче вӗсене пӗчӗкшер ушкӑнпа апатлантараҫҫӗ. Мӗнпур ӗҫчене тата интернатра пурӑнакансене учрежденири тата Патӑрьелти район пульницинчи тухтӑрсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗрен тест ирттерсен чирлисем тупӑнман», – тесе уҫӑмлатнӑ лару-тӑрӑва Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче.
Куславкка хулинче сыснасен Африка мурне тупса палӑртнӑ май карантин тесе йышӑннӑ. Документа республика ертӳҫи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен офциаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Шӑпах асӑннӑ кунран пуҫланнӑ та карантин тапхӑрӗ. Вӑл ятарлӑ йышӑну тӑвичченех тӑсӑлӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чир паллине Сарту облаҫӗнчен кӳрсе килнӗ какайра асӑрханӑ.
Африка мурӗллӗ аш Куславккари Шоссе урамӗнчи 9-мӗш ҫуртри 8-мӗш сивӗтмӗшре упраннӑ, унта выльӑх-чӗрлӗх какайне вакламалли пӳлӗмре, унти температурӑна тытса тӑракан камерӑра тытнӑ.
Чӑваш Енри 15 ялта африка чумине пула мӗнпур сыснана вӗлереҫҫӗ. Республика Элтеперӗн йышӑнӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Сыснасене вӗлерсе, унсӑр пуҫне сысна ашне те ҫунтарса яраҫҫӗ. Карантин зонине Муркаш тата Элӗк районӗсенчи 15 ял лекнӗ. Унта хир сыснисем африка чумипе чирлине тупса палӑртнӑ.
Сысна пӗтермелли ялсен шутне Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗнчи Мӑн Шӗвӗш; Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗнчи Ҫатракасси, Очӑкасси, Ҫӗньял Хуракасси, Торинкасси, Шупуҫ, Ятман, Ҫӗньял Очӑкасси; Шетмӗпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Катӑкуй, Шетмӗпуҫ; Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗнчи Тури Панкли, Вӑрманкас, Анатри Панкли, Нӳрет, Хурӑнкасси ялӗсем лекнӗ.
1 килограмм сыснашӑн хыснаран 119 тенкӗ те 82 пус тӳлӗҫ, 1 килограмм сысна ашӗшӗн — 265 тенкӗ те 47 пус, 1 килограмм шӑмӑсӑр сысна ашшӗшӗн — 335 тенкӗ те 88 пус.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев (вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ те пулнӑччӗ) кӑшӑлвирус ҫакланни пирки Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл унта ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, «канма, пурнӑҫ пирки шухӑшлама, хӑйӗнпе хӑй пулма» сӑлтав тупӑннӑ.
Валерий Шигашев пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен больница хучӗпе нихӑҫан та ларман. Хальхи пирки вӑл «сиплев вӑхӑтӗнчен ытла ҫынран уйрӑм пулни» тесе хаклать.
Тӳре-шара хӑйне япӑхрах туйнӑран (ӳт температури 37,5 градуса ҫитнӗ, сунас ернӗ, шӑрша туйми пулнӑ) кӑшӑлвирусран ПЦР-тест тутарнӑ. COVID лекнине пӗлсен хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ питӗ тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен ҫирӗп иммунитет тата вакцинаци тутарни вирусран хӳтӗлессе шаннӑ.
Валерий Шигашев шухӑшланӑ тӑрӑх, психика енчен ывӑнни, ревакцинаци курсне вӗҫлеменни вируса организмра тӗпленме май панӑ. Ҫапах та прививка тутарнӑшӑн ӳкӗнмест, хӑйне аван туйнӑран (ахаль чухне пулсан чир пирки шухӑшламан та пулӑттӑм тесе палӑртнӑ) вакцинацие пула организм вируспа кӗрешме хатӗртен чире ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттерессе шанать.
Чӑваш тухтӑрӗсем пневмоние пула сывлӑш пӳлӗннипе нушаланакан ҫынна тӗрӗслесшӗн мар, мӗншӗн тесен вӑл пысӑк, тухтӑрсем оборудование перекетлеҫҫӗ. Ҫапларах ҫырса хунӑ Юрий Шакеев ятлӑ ҫын Фейсбукра.
Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти Юрий ӳсӗрме тытӑннӑ, юн пусӑмӗ ӳссе кайнӑ, сывлӑш пӳлӗннӗ. Ун валли васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ, бригада капельница лартнӑ, кислородпа сывлаттарнӑ. Кӗҫех арҫынна каллех япӑх пула кайнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарти 1-мӗш хула пульницинче кӑшӑлвирусран ПЦР-тест тунӑ. Вирус ҫирӗпленменрен кардиологи пульницине чӗре чирӗпе вырттарнӑ, ҫирӗпленмен пневмони тесе ҫырса хунӑ.
Ӳпке шыҫнине палӑртас тесен компьютер томографийӗ тумалла. Юрий 160 килограмм таять, врачсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын хӑйӗн виҫипе томографа ватма пултарать. Юрий тӑванӗсем Чӑваш Енри патшалӑх тата уйрӑм ҫын клиникисене ҫитнӗ, анчах тивӗҫлӗ аппарат тупӑнман. Ӑна е Хусана, е Мускава илсе кайса тӗрӗслеме сӗннӗ. Кӑшӑлвирус ҫирӗпленмерен ӑна ҫав инфекцирен сиплемеҫҫӗ. Арҫын вара япӑхсах пырать, ӑна интенсивлӑ терапи палатине куҫарнӑ...
Республикӑн кардиологи диспансерӗнче уйӑхӑн кашни виҫҫӗмӗш шӑматкунӗнче Уҫа алӑксен кунӗ иртет. Сиплев учрежденийӗн регистратурин телефон номерӗ ҫапларах: 8 (8352) 70-95-90.
Уҫӑ алӑксен черетлӗ кунӗ утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ. Ҫав кун пациентсене пурӗ тӑватӑ тухтӑр: кардиолог тата чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗ — йышӑннӑ. Республикӑн кардиодиспансерне консультацие Шупашкарти ҫынсем ҫеҫ мар, районсенчисемпе ют регионтисем те пыраҫҫӗ. Иртнӗ шӑматкун 45 ҫынна йышӑннӑ. Вӗсенчен 35-шӗн чӗрине электрокардиографи тӗпчевӗ туса тӗрӗсленӗ. Йышӑнӑва пынисенчен 23-шӗ ишеми чирӗпе аптӑрани палӑрнӑ, 12-шӗ — чӗрен гипертони чирӗпе.
Чӑваш Енре пурӑнакан кашни 40-мӗш ҫын психиатрсемпе психиатерапевтсем патӗнче тӗрӗсленсе тӑрать.
2020 ҫул вӗҫленнӗ вӑхӑтра пирӗн тӑрӑхри 29 пин те 592 ҫын психиатрсемпе психотерапевтсем патӗнче тӗрӗсленсе тӑнӑ. Ҫак цифрӑна «О состоянии здоровья населения Чувашии в 2020 году» (чӑв. Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем сывлӑхӗн ҫинчен) патшалӑх докладӗнче республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин цифрисене тӗпе хурса асӑнса хӑварнӑ.
Маларах асӑннӑ 30 пине яхӑн ҫын республикӑра пурӑнакан мӗнпур халӑхӑн 2,5 проценчӗ пулать. Психиатрсемпе психотерапевтсем патӗнче учетра тӑракансен хисепӗ ҫулталӑкра 861 ҫын чакнӑ.
15 263 ҫынна психиатри пулӑшӑвне амбулаторире кӳнӗ. Тухтӑр патне вӗсем хӑйсен кӑмӑлӗпе пынӑ.
Психика чирӗсемпе аптӑракансен йышӗ ҫулталӑкра 4 процент чакнӑ.
Сӑмах май каласан, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пӗрер психиатри бригади дежурствӑра тӑрать. Вӗсем кунне 8-12 хутчен тухса кӗреҫҫӗ.
Ӗнер Шупашкарта Чӑваш Енри паллӑ журналистпа, педагогпа, Раҫсей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Сергей Карягинпа сывпуллашнӑ.
Унӑн ҫывӑх тӑванӗ Марина Карягина тележурналист, драматург, поэт Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, сумлӑ ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Сергей Афанасьевич Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре 1932 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Канашри учительсем хатӗрлекен институтран, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн чӑваш уйрӑмӗнчен, каярах унти вырӑс уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шкулта та ӗҫленӗ, колхозра партком, райком секретарӗ пулнӑ, 1976–2000 ҫулсенче «Коммунизм ялавӗ» («Хыпар») хаҫатра корреспондентра, пай заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.
Республикӑри «Астӑвӑм» кӗнекене кӑларас, Патӑрьел районӗн энциклопедине пухса йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Шупашкарти ветерансен «Шанчӑк» халӑх хорне юрлама ҫӳренӗ.
Владимир Филиппов киноооператор инсульта пула реанимацие лекнӗ. Ку хыпара Фейсбукра Татьяна Ильина (ӑна вӑл хӑй вӑхӑтӗнче тележурналист пулнӑран чылайӑшӗ паллать пулӗ) пӗлтернӗ.
Владимир Филиппов 1950 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи истори факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӗп хулари 30, 38, 39-мӗш шкулсенче истори тата музыка предмечӗсене вӗрентнӗ. 1980-1998 ҫулсенче вӑл «Чӑваш Ен» ПТРКра киноооператорта ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |