Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 18 ҫулти каччӑпа ҫар комиссарӗ пӗр чӗлхе тупаймаҫҫӗ. Кун пирки www.sova-center.ru сайтра пӗлтереҫҫӗ.
Каччӑ – Иеговы свидетель тӗнне ӗненет. Ҫавна май вӑл альтернативлӑ майпа ҫар тивӗҫне пурнӑҫласшӑн. Анчах призыв комиссийӗ ҫамрӑкскере ирӗк памасть. Комиссири пӗр ҫын РФ Аслӑ сучӗн йышӑнӑвне аса илтернӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Раҫҫейре Иеговы свидетельсен управлени центрне йӗркелеме чарнӑ. Ҫавӑнпа каччӑна ку лару-тӑрура тӗн пирки манма ыйтнӑ.
Ҫамрӑкскер патне повестка килнӗ. Унӑн ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫар комиссариатне пымалла. Анчах каччӑ ку йышӑну тӗлӗшпе ҫӑхав ҫырасшӑн.
Вӑрнар районӗнчи Хапӑсри шкулта Владимир Иванов аслӑ мичман хӑнара пулнӑ. Асӑннӑ шкулти Александра Ермошкина «Тантӑш» хаҫатӑн паянхи номерӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, унта шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем тӑтӑш килсе ҫӳреҫҫӗ, «ачасем те ҫакнашкал самантсене кӑмӑллаҫҫӗ».
Ҫак кунсенче хӑнара пулнӑ ҫар ҫынни 6-мӗш кадет класӗпе тӗл пулу ирттернӗ. Малтан вӑл хӑй ачалӑхне аса илнӗ, унтан ҫарти пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ.
Владимир Валерьевич ялти шкул хыҫҫӑн Шупашкарти техникумра вӗреннӗ. Салтак атти тӑхӑннӑ хыҫҫӑн Лӑпкӑ океан флотӗнче пограничниксен чаҫӗнче хӗсметре тӑнӑ. Кайран контракт мелӗпе ҫавӑнтах службӑра юлнӑ. Аслӑ мичманпа курса калаҫнӑ хыҫҫӑн шкулти хӑш-пӗр ача-пӑча пурнӑҫне хӗсметпе ҫыхӑнтарас ӗмӗтлине палӑртнӑ.
Шупашкарта пӗрремӗш призывниксене ҫара ӑсатнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри нацгвардире ҫар тивӗҫне пурнӑҫлӗ.
Паян ҫар комиссариачӗн пуху пунктӗнче, Пирогов урамӗнче, пулас салтаксене тӑванӗсем ӑсатнӑ. Пӗтӗмпе 14 каччӑ пынӑ унта. Вӗсем ҫар тивӗҫне Мускавра, Хусанта пурнӑҫлӗҫ.
Призывниксене ятарлӑ тумсемпе тивӗҫтернӗ. Кашнине электронлӑ картта, сим-картта панӑ. Тӑванӗсем сывпуллашмалли самант ҫитсен куҫҫульне чарайман. Ҫапах кашниех ӑнланнӑ: ҫар тивӗҫне пурнӑҫласси — кашни арҫыннӑн тивӗҫӗ.
Шупашкар каччине ҫар ҫыннисем шыраҫҫӗ. Псков облаҫӗнче контракт мелӗпе ҫарта тӑраканскер пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӑван тӑрӑхне отпуска кайнӑ. Унӑн 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче таврӑнмалла пулнӑ. Анчах вӑл чаҫа халӗ килсе курӑнман.
Никита Титов сӑлтав пуррине ӗнентерсе нимӗнле документ та тӑратман. Вӑл халӗ ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ, ҫар ҫыннисем ӑна шыраҫҫӗ.
Никитӑна дезертир тесе айӑплама пултарӗҫ. Ӑна куракансене Псков гарнизонӗн следстви уйрӑмне пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Унта ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать: 8(8112)747162 е 89118962140.
Кӑҫалхи ака-ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Енри 1334 каччӑна салтака пуҫтарса кайӗҫ. Кун пирки паян республикӑн Ҫар комиссариатӗнче пӗлтернӗ.
Ҫурхи призывпа ҫыхӑннӑ ятарлӑ пухӑва районсемпе хула администрацийӗсенчи, районсенчи ҫар ӗҫ комиссариачӗсенчи специалистсене, призыв валли тӗрӗслекен тухтӑрсене пуҫтарса калаҫнӑ. Сӑмах май каласан, вӗсене ыран та пухӗҫ.
Пуҫтарӑннисем умӗнче тухса калаҫнӑ республикӑн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пирӗн Чӑваш Енре пӗлтӗрхи призыва ӑнӑҫлӑ ирттерни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ. Кӑҫал та ҫавӑн пекех ӗҫлемеллине палӑртнӑ.
Каччӑсене ҫара ӑсатассипе пирӗн республика пӗлтӗр Тӗп ҫар округӗнче иккӗмӗш разрядлӑ ҫар комиссариачӗсем хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Мурманск тӑрӑхӗнче Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ҫуралнӑ чӑвашпа паллаштаракан пысӑк статья пичетленнӗ. 2007 ҫултанпа тухса тӑракан «Мурманская миля» информаципе аналитика журналӗн кӑҫалхи 1-мӗш (38) номерӗнче «МАГЭ берет Высокие широты» (чӑв. МАГЭ ҫӳллӗ широтана тухать) статьян виҫҫӗмӗш сыпӑкӗнче Александр Пылин ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.
«Тропический снимок при ноле градусов» (чӑв. Нуль градусри тропик сӑнӗ) статьяра «Николай Трубятчинский» ӑслӑлӑхпа тӗпчев карапӗн капитанӗ Александр Пылин пирки сӑмах пырать. Александр Альбертович 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ҫуралнӑ. Статья авторӗ Павел Вишневский пирӗн ентешпе пуҫласа 2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче паллашнине пӗлтернӗ.
Александр Пылин журналиста каланӑ тӑрӑх, Пӑртас ялӗнче унччен моряк пулман. Салтакра чухне шӑпа ӑна Архангельск облаҫӗнчи Плесецк хулинчи вӑл вӑхӑтра вӑрттӑнлӑхра шутланнӑ космодрома илсе ҫитернӗ. Дембеле каяс умӗн А. Пылин Мурманскри аслӑ инженери ҫар училищине вӗренме пухни пирки пӗлтерӳ асӑрханӑ. Вӗренме кӗмелли услови пирки училищерен ӑнлантарса ҫырса янине Вӑрнар чӑвашӗ паян та хаклӑ реликви вырӑнне упрать.
Патӑрьелти ача-пӑча вулавӑшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне тата кӑҫалхи Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне халалласа салтак альбомӗсен куравне хатӗрленӗ.
Кураври фотоальбомсенчен Николай Иголкинӑн — чи асли. Вӑл 52 ҫулта. Николай Леонидович 1962—1965 ҫулсенче Туркестанри десант ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ. Вячеслав Лукин Германире 1974—1976 ҫулсенче пулнӑ, Сергей Раськин — афганец, Александр Сейфуллин 1984—1986 ҫулсенче Туркестанра разведка батальонӗнче пулнӑ.
Курава тӑратнӑ кашни альбом хуҫипех паллашма кӑсӑклӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсене ачасем те чунтан уҫса пӑхаҫҫӗ, салтак альбомӗнчи кашни ӳкерчӗке тимлӗн тишкереҫҫӗ, пӗр-пӗринпе сӳтсе яваҫҫӗ.
Районти ача-пӑча вулавӑшӗнчи курав ҫак уйӑхӑн вӗҫӗччен ӗҫлӗ.
Мускавра Чӑвашран тухнӑ офицерсен пухӑвӗ иртнӗ. «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) офицерсен юлташлӑхӗн Мускаври организацийӗ ӗнер, нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, ирттернӗ канашлӑва Хӗҫпӑшаллӑ ҫарсенче, Шалти ӗҫсен министерствинче, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче, Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче, следстви комитетӗнче, налук полицийӗнче тата ытти вырӑнта тӑрӑшакан офицерсем пухӑннӑ. Организацие 2000 ҫулта йӗркеленӗ. Йышра — 450 ытла ҫын.
Чӑвашран тухса Чӑваш Енпе ҫыхӑну татманскерсем иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Юлташлӑхӑн пӗлтӗрхи ӗҫӗпе Владислав Ильин вице-адмирал, вӑл Мускаври организацин ертӳҫи, паллаштарнӑ. Унта Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ Юрий Акиньшин хутшӑннӑ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ҫывхарнӑ май офицерсене вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ячӗпе саламланӑ. Уйрӑмах хастаррисене республика ертӳҫин тав хутне панӑ.
22 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна салтака каясран тарса ҫӳренӗшӗн явап тыттарасшӑн. Вӑл 3 ҫул ҫурӑ ҫар комиссариатне пыман.
Ун патне повестка 8 хутчен килнӗ. Анчах каччӑ ҫакна шута илмен, ҫар комиссариатне пырса курӑнман.
Каччӑ Канаш хулинче пурӑнать. Вӑл ҫара юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗччен вӑл 8 хутчен повестка илнӗ. Хӑй кирлӗ документсене алӑ пуснӑ. Анчах каччӑ медкомиссие килмен.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Куншӑн 200 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме, 2 ҫул патшалӑхшӑн ӗҫлеттерме, ҫур ҫуллӑха арестлеме е 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енре ОБЖ (вырӑсла аббревиатурӑна чӑвашла куҫарсан пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗ тенине пӗлтерет) учителӗсен квалификацине ӳстерттересшӗн. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Владимир Васильев сӗннӗ.
Вӑл Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствин пайташӗсемпе иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта ҫарпа патриотизм воспитанийӗ парассипе тата ҫынсене ҫар службине хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Юрий Васильев пирӗн республикӑра юнармеецсен юхӑмӗсен «Зарница» тата «Орленок» вӑййисене ирттересси ҫур ӗмӗре яхӑн татӑлманнине палӑртнӑ. Республикӑри пысӑк тӳре-шара пулнӑ май вӑл Республикӑри вӗренӳ институтӗнче ОБЖ учителӗсем валли курс уҫма хушса каланӑ. «Ӗҫе кӑҫалах тытӑнмалла», — тенӗ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |