Ҫӗрпӳ районӗнчи Метикасси ялӗнче ферма уҫӑлнӑ. Унта 500 ӗне вырнаҫать. Ферма тумашкӑн 200 миллион тенке яхӑн тӑкакланнӑ.
Фермӑна тӳре-шара та ҫитсе курнӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, аграрисем тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма пултараҫҫӗ, РФ Ял хуҫалӑх министерствин конкурсне хутшӑнмалла ҫеҫ. Комисси витӗр тухнисем федераци хыснинчен – тӑкакӑн 25 процентне, регион хыснинчен 16 процентне илме пултараҫҫӗ. Конкурс суйлавӗ витӗр тухманнисен регион хыснинчен тӑкакӑн 30 процентне саплаштарас шанчӑк пур.
Аса илтерер: Ҫӗрпӳ районӗнче тислӗкпе пӗрле пӑру виллисене уя кӑларса ывӑтни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Пысӑк Улхаш ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем «Сычуань-Чӑваш Ен» проектпа килӗшӳллӗн ферма тума пуҫланӑ. Анчах вӗсен лицензине каялла туртса илнӗ.
Промышленноҫ аталанӑвӗн фончӗн ертӳҫи Александр Спиридонов каланӑ тӑрӑх, Китай ҫыннисем хӑйсен тивӗҫӗсене кирлӗ пек пурнӑҫламан. Строительство саккуна пӑсса пурнӑҫланса пынӑ. Инвестор пӗтӗм комплекса мар, сооруженине ҫеҫ тума ирӗк илнӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсем фермӑн проектпа смета документцине кӑтартайман.
Халӗ фонд ку лару-тӑрӑва тишкерет. Китай енчисем саккуна пӑсса ӗҫлесен строительствӑна чарса лартӗҫ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Алексей Фадеев 17 ҫул ӗнтӗ ӗнесем тытать. Унӑн – ферма.
Алексей патшалӑх программине хутшӑнса 10 миллион тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах май, вӑл унта пӗрре мар хутшӑннӑ. Условисемпе килӗшӳллӗн, патшалӑх проект суммин 60 прцентне финанс тӗлӗшӗнчен пулӑшать.
«Ферма хута ямашкӑн патшалӑх 8 миллион тенке яхӑн памалла. Ытти – хамӑрӑн. Пӗтӗмпе ферма 14 миллион тенке яхӑн кайса ларӗ. Резин матсем, ҫутӑ, вентиляци пулӗ», - каласа кӑтартнӑ фермер.
Кунсӑр пуҫне Алексей Фадеевӑн хуҫалӑхӗнче 100 ӗне вырнаҫмалӑх ферма хута каять ӗнтӗ. Ӗҫсене вӗҫленӗпе пӗрех, кирлӗ оборудование туяннӑ палӑртмалла: фермер патшалӑх пулӑшнипе сӗт нумай паракан 15 ҫамрӑк ӗне туяннӑ. Ку кӑна мар, вӑл выльӑх шутне ӳстересшӗн, пӑрусем валли тепӗр корпус тӑвасшӑн.
24 ҫулти Денис Авакумов Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренет. Ҫамрӑк-ха, анчах вӑл Вӑрнар районӗнче хӑйӗн фермине ертсе пырать.
Денис пӗлтӗр ЧР Ял хуҫалӑх министерствин грантне – 3 миллион тенкӗ – ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫапа студент ӗне ферми ҫӗкленӗ, выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланма пуҫланӑ. Халӗ каччӑ беснес-плана пӑхӑнса ӗҫлет: ферма тунӑ, трактор туяннӑ, икӗ ентешне официаллӑ мелпе ӗҫе илнӗ. Чылай ӗҫе хӑйӗн тума тивет, анчах ака вӑхӑтӗнче ҫамрӑк фермер тепӗр икӗ пулӑшуҫа илесшӗн.
Халӗ Денисӑн ферминче 50 пуҫ ӗне, вӗсенчен 26-шӗ – сумалли. Икӗ кунра 1 тонна сӗт параҫҫӗ. Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар студент – ӗне шутне ӳстересшӗн.
Денис Авакумов ашшӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ тесен те йӑнӑш мар. Ашшӗ ҫамрӑк чухне кунашкал услам пирки шутланӑ. Шӑпах вӑл ывӑлне ҫемье ферми уҫма, грант илме документсем тӑратма сӗннӗ.
Элӗк районӗнчи пӗр фермӑра хӗрарӑма ӗне тӗкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Каҫхи 10 сехетре ӗҫ вӑхӑтӗнче 38 ҫулти хӗрарӑма ӗне сӗкнӗ. Суранланнӑскере ҫав каҫах пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ.
Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче те кунашкал пӑтӑрмах пулнӑччӗ. Ун чухне 39 ҫулти арҫынна ӗне темиҫе хутчен те тӗкнӗ. Унӑн кӑкӑр шӑмми суранланнӑ, темиҫе аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем «Шупашкар – Сурски» автоҫул ҫинче, Красноармейски районӗнче, «Лада Приорӑна» чарнӑ. Машинӑн номерӗ юрпа хупланнӑ пулнӑ. Водительсӗр пуҫне салонра пассажир ларнӑ. Хайхискерсен багажникӗнче пакунлисем икӗ сурӑх тупнӑ. Выльӑх багажникре мӗншӗн выртнине тӳрех ӑнлантарайман вӗсем.
Икӗ арҫын сурӑхсене ҫав каҫ Танӑшри харпӑр фермӑран вӑрланӑ-мӗн. 29 ҫулти – ҫав ялтанах, вӑл фермӑна пӗрремар кӗрсе курнӑ, ӑҫта мӗн пулнине лайӑх тӗшмӗртнӗ. Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫынна вара республикӑран тухса ҫӳреме чарнӑ.
Икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сурӑхсене вара хуҫисене тавӑрса панӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ир-ирех, 5 сехет те 15 минутра, Шупашкар районӗнчи Уйкас ялӗнче харпӑр ҫыннӑн чӑх-чӗп ферми ҫунма пуҫланӑ. Пушар ампара тӗп тунӑ, чӑх-чӗп те ҫунса кайнӑ. Юрать, ҫынсем шар курман.
Пушара ирхи 8 сехет тӗлне кӑна сӳнтернӗ. Ҫулӑма сӳнтернӗ ҫӗре РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗн 5 ятарлӑ техника, 15 ҫӑлавҫӑ хутшӑннӑ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнчи фермӑра пушар алхаснӑ. 19 сехет ҫурӑра сӗт упрамалли вырӑнта ҫулӑм тухнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар шыв ӑшӑтмалли хатӗр хӗрсе кайнӑран тухнӑ. Тӑрӑ йӑлтах ҫунса кайнӑ, здани кӑштах сиенленнӗ. Фермӑри ытти хуралтӑ, телее, ҫунман. Пушарнӑйсем киличчен фермӑри ӗнесене, 100 ытла пуҫа, урама кӑларнӑ.
Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пасар ҫуннӑ, пулӑ павильонӗ сиенленнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 467 пушар тухнӑ. Ҫулӑмра 38 ҫын вилнӗ, 46-ӑн суранланнӑ. 236 ҫынна пушартан ҫӑлнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче «Исток» агрофирма ҫӗнӗ вите уҫнӑ. Ку Ҫӗнӗ ҫул умӗн парне пекех пулнӑ. Ял ҫыннисене ҫак ятпа саламлама ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ.
«Исток» - малалла талпӑнакан хуҫалӑх. Вӑл техникӑна, фермӑсене ҫӗнетсех тӑрать, акмалли ҫӗрсен лаптӑкне ӳстерет. 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче агрофирма выльӑх-чӗрлӗх комплексне тума пуҫланӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 200 пуҫ ӗне валли вите тата сумалли зал хута янӑ. Халӗ ав тепӗр вите туса пӗтернӗ.
Патшалӑх ферма тӑвакансене пулӑшма тӑрӑшать. Усӑ курнӑ укҫан 30 процентне хуҫалӑха тавӑрса параҫҫӗ. Ҫӗнӗ вите вара агрофирма ӗҫченӗсене савӑнтарать: унта ӑшӑ, ҫутӑ та таса.
Сӑмах май, агрофирмӑра – сумалли 350 ӗне. Хуҫалӑх ку йыша тата пысӑклатасшӑн. Кӑҫал ӑратлӑ 44 пушмак пӑру туяннӑ.
Чӑваш Енре сыснасен Африка мурӗ пуҫланасран хӑраҫҫӗ. Кун пирки чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче калаҫнӑ.
Республикӑра «ҫул-йӗр карттине» хатӗрлесшӗн. Унпа килӗшӳллӗн, сысна ӗрчетекен хуҫалӑхсене альтернатива – урӑх выльӑх самӑртма – сӗнесшӗн.
Чӑваш Енре 41 хуҫалӑх сысна ӗрчетет. Вӗсенчен 25-шӗн биологи хӳтӗлевӗ пӗчӗк. Эппин, вӗсенче сыснасен Африка мурӗ сарӑлма пултарас хӑрушлӑх пур. Унашкал ан пултӑр тесе ЧР Патшалӑх ветеринари служби «ҫул-йӗр карттине» хатӗрлеме сӗннӗ. Унпа килӗшӳллӗн, фермӑсенче биологи хӳтӗлевне лайӑхлатӗҫ е хуҫалӑхсене урӑх выльӑх ӗрчеттерӗҫ. Ку ыйтӑва раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе иртекен канашлура татса парӗҫ.
Палӑртмалла: сысна ӗрчетекен 4 хуҫалӑх, 5 хресчен фермер хуҫалӑхӗ тата 1594 харпӑр хуҫалӑх урӑх выльӑх усрама тытӑннӑ ӗнтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |