Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗн утти ҫуннӑ. Ку хыпара Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ.
Пушар утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм кӑнтӑрла тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Инкекре 17 тонна утӑ ҫунса кайнӑ. Специалистсем пушар сӑлтавне палӑртӗҫ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре пушар 932 хутчен тухнӑ. Инкекре 57 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 41 ҫын суранланнӑ. Вут-ҫулӑма пула 17 миллион тенкӗ ытлалӑх тӑкак тӳснӗ.
Олимп, Паралимп, Сурдлимп вӑййисене хутшӑнса малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ спортсменсене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Преми виҫи виҫӗ хутчен ӳснӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
Ылтӑн медальшӗн халӗ 1 млн мар, 3 млн тенкӗ параҫҫӗ. Кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ спортсменсене 1,2 млн тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Пӑхӑр медальшӗн 900 пин тенкӗ илейӗҫ. Вӗсен тренерӗсене ҫак премисен ҫуррине парӗҫ.
Аса илтерер: Японири Токио хулинче иртекен ҫуллахи Олимп вӑййисене Чӑваш Енрен Владислав Поляшов, Елена Герасимова, Сергей Козырев тата Анжелика Сидорова хутшӑнӗҫ.
Тарифсен патшалӑх служби 6 шкул автобусӗ туянас тӗллевпе аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 21 миллион 360 пин тенкӗ. Кашни автобуса 3,56 миллион тенкӗ лекӗ.
Аукцион утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ организаци килӗшӳ алӑ пуссан автобуссене респубуликӑна 20 кунра илсе ҫитермелле.
М2 категориллӗ автобус пулмалла, унта 20-25 ача вырнаҫмалла. Транспортӑн хӑвачӗ 136 лаша вӑйӗнчен сахалрах пулмалла мар.
Чӑваш Енри пульницӑсенчен пӗринче тӑрӑшнӑ тухтӑра сӗтев илнӗ тесе айӑпласшӑн. Пӑтӑрмаха Республикӑн наркологи пульницинче психиатр-наркологра тимленӗ ҫын ҫакланнӑ. Сӑмах май, халӗ вӑл унта ӗҫлемест ӗнтӗ.
38 ҫулти тухтӑр тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, водитель прависӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем психиатр-наркологӑн банк картти ҫине 1000-1500-шер тенкӗ куҫарса панӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл вӗсене автомобиль рулӗ умне ларма чару ҫук тесе справка панӑ, анализ пама та хистемен.
Тӗпчевҫӗсем нарколог пӗчӗк виҫепе сӗтев илнӗ 4 эпизода шута илнӗ. Ҫав тӗслӗхсем 2019 ҫулхи чӳк, 2020 ҫулхи кӑрлач тата пуш уйӑхӗсенче пулса иртнӗ.
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл банк карттине ҫухатнӑ.
Ӑна вара тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм тупнӑ. Хайхискер тӳрех лавккана кайнӑ, ҫын карточкипе апат-ҫимӗҫ, аялти тум туяннӑ. Ҫапла вӑл 11 пин тенкӗ тӑкакланӑ.
74 ҫулти хӗрарӑма темиҫе кунран полицие илсе ҫитернӗ. Вӑл лавккара ҫӳренине видеокамера ӳкернӗ. Шӑпах ҫакӑ ӑна тупма пулӑшнӑ та. Полици уйрӑмӗнче вӑл тӑкакланӑ укҫана тавӑрса пама шантарнӑ. Апла пулин те унӑн саккунпа килӗшӳллӗн явап тытма тивӗ.
Республикӑра паракан Амӑшӗн капиталӗпе ҫӑмӑл машина туянма ирӗк парӗҫ. Анчах ку ҫӗнӗлӗх 2022 ҫултан кӑна вӑя кӗрӗ.
Аса илтерер: ӑна виҫҫӗмӗш ачине ҫуратнӑ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене параҫҫӗ. Унӑн виҫи 150 пин тенкӗпе танлашать. Унччен 100 пин тенкӗ пулнӑ.
Ку укҫапа ҫӑмӑл машина туянма ирӗк парӗҫ. Анчах пурӑнмалли условисене лайӑхлатмалла мар пулсан ҫеҫ ҫемьесем машинӑллӑ пулайӗҫ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан учрежденин ӗҫченӗ тата пӗр врач тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗ тӗпчесе пӗтернӗ. Ҫавсем хӑш-пӗр яша хӗсметрен хӑтарма пулӑшнӑ. Ахаль мар. Укҫалла.
Кунта сӑмах министерствӑн «Сывлӑх сыхлавӗн патшалӑх учрежденийӗсене пулӑшас енӗпе ӗҫлекен центрӗ» хысна учрежденийӗн тӗрӗслевпе ревизи пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ тата Шупашкарти пульницӑсенчен пӗринче эндоскопистра ӗҫлекен, Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ ҫын пирки пырать.
Эндоскопист тухтӑр хырӑмра ятарласа суран кӳнӗ, ҫавӑ юхан-суран пек кӑтартма пулӑшнӑ.
Пулӑшупа усӑ куракансем 100 пинрен пуҫласа 200 пин тенкӗ таран сӗтев панӑ. Укҫана 11 ҫынтан илнӗ. Сӗтевӗн пӗтӗмӗшле виҫи 1,5 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ҫартан пӑрӑнма тӑрӑшнӑ тата сӗтев панӑ каччӑсем тӗлӗшпе те (10 яш пирки) тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри вӗрентекенсене професси ӑсталӑхӗн конкурсӗнче ҫӗнтернӗшӗн укҫан хавхалантарӗҫ. Педагогсен республика шайӗнчи конкурсӗ ҫакӑн пек номинацисенче иртнӗ: «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри педагог-психологӗ», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри социаллӑ педагогӗ», «Чи пултаруллӑ класс ертӳҫи», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри воспитателӗ», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри учителӗ».
Педагог-психологсенчен конкурсра Шупашкарти 65-мӗш вӑтам шкулти Ксения Яранова ҫӗнтернӗ, социаллӑ педагогсенчен — Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулти Светлана Шемякина, класс ертӳҫисенчен — Шупашкарти 1-мӗш гимназири Ксения Коллэ. Вӗсене 50-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ.
Воспитательсенчен Ҫӗмӗрлери «Рябинушка» 16-мӗш ача пахчинчи Екатерина Чимрова логопед ҫӗнтернӗ. Ӑна 100 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Учительсенчен Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулти Василиса Егорова мала тухнӑ. Ӑна 150 пин тенкӗ тивӗҫӗ.
Паян, Пӗтӗм Раҫҫейре уявлакан Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшассипе ҫыхӑннӑ хушӑва алӑ пуснӑ.
Документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫул ҫитмен сакӑр е унран та ытларах ача ӳстерекен ҫемьесене 150 лаша вӑйӗнчен пӗчӗкрех двигательлӗ автомбильшӗн транспорт налукӗ тӳлеттермӗҫ. Ку йышӑну кӑҫалтан вӑя кӗрӗ.
Республикӑра паракан амӑш капиталне ҫитес ҫултан нумай ачаллӑ ҫемьесем автотранспорт туянма усӑ курайӗҫ. Унсӑр пуҫне нумай ачаллисене шкулта апат тӳлевсӗр ҫитерессине те пӑхса хӑварнӑ.
Маларах асӑннӑ тӗллевпе республика хыснинчен 120 миллион тенкӗ ытла уйӑрӗҫ.
Чӑваш Енрен Мускава ӗҫлеме тухса кайнӑ ҫемье асӑннӑ тӑрӑхра вӑрманта пурӑнать.
Василий ятлӑ арҫын унта пурӑнма тытӑнни ултӑ ҫул ытла иккен. Малтан ҫемье хваттер тара илсе пурӑннӑ, кайран, аренда хакланса кайсан, вӑрмана тухса утнӑ. Унта арҫын ал айӗнчи хатӗр-хӗтӗртен (пӗренепе полиэтиленран) пӗчӗк хуралтӑ туса лартнӑ.
Василий ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл та, унӑн арӑмӗ те ӗҫлеҫҫӗ. Вӑрманти хуралтӑра хӗл каҫма уйрӑмах йывӑр иккен. Хӗлле ҫемье газ баллонӗпе ӑшӑнать. Ҫутӑ валли мӑшӑр генераторпа усӑ курать. Апатланма ҫурма фабрикат туянаҫҫӗ: пельмен, хутаҫри яшка, котлет. Шыв ӑсма тата ҫӑвӑнма юханшыв хӗрне анаҫҫӗ. Вӑл ҫуртран 1 километрта вырнаҫнӑ.
Чӑваш Енрен мӗншӗн тухса кайнӑ тесе кӑсӑклансан Василий: «Унта нимӗнле ӗҫ те ҫук. Пачах та», — тесе хуравланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |