Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса банк карточкине ҫухатни пирки пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑнах унӑн карточки ҫинчен 2500 тенкӗ ытларах ҫухалнӑ.
Полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫав кун лавккара тавар туяннӑ, киле кайнӑ чухне карточкӑна ҫухатса хӑварнӑ. Вӑл ӑна киоск умӗнче ӳкернӗ. Шӑпах ҫав киоскра карточка ҫинчен ҫухалнӑ укҫапа такам таваршӑн тӳленӗ.
Карточкӑна унти сутуҫӑ тупнӑ иккен. Вӑл хӑйӗн киоскӗнче унпа усӑ курса апат-ҫимӗҫ туяннӑ. 38 ҫулти хӗрарӑма йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ.
Банкра ӗҫлекен 36 ҫулти хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл та банк ӗҫченӗ, унпа пӗрле кредит уйрӑмӗнче тӑрӑшать тесе паллаштарнӑ. Хайхисер пӗлтернӗ тӑрӑх, такам унӑн счечӗсене хапсӑнать. Ку палламан ҫынна хӑйӗн карточкин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн унӑн счечӗ ҫинчен 80 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм инвестицисемпе укҫа ӗҫлесе илес тесе ҫука юлнӑ. Вӑл ултавҫӑсене ӗненнӗ, вӗсене 1,4 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл пысӑк инвестици компанийӗн ӗҫченӗ-мӗн. Хайхискер ӑна укҫа-тенкӗ хывма сӗннӗ, ку тупӑшлӑ иккен. Авӑн уйӑхӗн 8-24-мӗшӗсенче вӑл ултавҫӑсене 1,4 миллион ытла тенкӗ куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн лешсем телефона тытма пӑрахнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 55 ҫулти арҫын вара ҫурла уйӑхӗнче ултавҫӑсене 700 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑй улталаннине авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тин ӑнланнӑ.
Шупашкарта вӑрттӑн ӗҫлекен вӑйӑ салонне тупса палӑртнӑ. Ӑна Кривов урамӗнче уҫнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ 16 система блокне туртса илнӗ.
Вӑйӑ салонне йӗрке хуралҫисем авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пырса кӗнӗ.
Салон «хӑйӗн ҫыннисем» валли ҫеҫ ӗҫленӗ. Унта видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ вӑхӑтра салонта 12 ҫын пулнӑ, вӗсем компьютерпа азартлӑ вӑйӑсем вылянӑ.
Полицейскисем 16 система блокӗ тата 42 пин ытла укҫа туртса илнӗ. Тӗпчев малалла пырать.
Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗн тӗп ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хӗрарӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл стройорганизацисенчен пӗринпе подряд килӗшӗвӗ тунӑ. Унта сӑмах вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса Кӳстерекре лартнӑ палӑк вырӑнне хӑтлӑх кӳресси пирки пынӑ. Анчах подрядчик ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламан – кирлӗ пек юсаса ҫӗнетмен, тирпейлемен. Апла пулин те ял тӑрӑхӗ документсене алӑ пусса панӑ. Унтан подрядчика 60 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫапла вара туса пӗлтермен ӗҫшӗнех хысна укҫине тӑкакланӑ.
Культурӑпа ӳнерти инновацилле хӑш-пӗр проект Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне тивӗҫӗ. Лайӑххисен шутне ҫаксем лекнӗ.
«Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑн халӑх пултарулӑхӗн центрӗ «Туй» туйӑмсен театрӗ» валли 100 пин тенкӗллӗ пулӗ; Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ – «Цифра тавралӑхӗ»: пултарулӑх тата карьера» валли – 200 пин тенкӗллӗ; Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗ – «3D «Сӑр чикки» культурӑпа вӗрентӳ проекчӗ валли 100 пин тенкӗллӗ. «Восход», «Салют» культура керменӗсем те 100-шер пин тенке Сӑр чиккине чавакансемпе ҫыхӑннӑ проекта пурнӑҫа кӗртме тӑкаклӗҫ; С.М. Максимов ячӗллӗ 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗ музыкӑпа формачӗллӗ проект хатӗрлӗ; Шупашкарти Э.М. Юрьев ячӗллӗ ӳнер шкулӗ 200 пин тенкӗлӗх арт-проекта (вӑл та Сӑр чиккине чавакансемпе ҫыхӑнӗ) хӳтӗленӗ. Асӑннӑ темӑпах «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗ хореографи фестиваль-транзичӗ пурнӑҫа кӗртме ӗмӗтленет.
Республикӑра ҫӑкӑр мӗншӗн хакланать? ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви сӑлтавне ӑнлантарма тӑрӑшнӑ.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, топливо кӑна мар, тип ҫу тата сахӑр хакӗсем е ӳсеҫҫӗ. Ку кӑна мар, кӑҫал типӗ ҫанталӑка пула тыр-пул ӑнса пулман. Ҫакӑ та хаксене витӗм кӳнӗ.
Министерство шутланӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗнче ҫӑкӑр тата булка таврашӗсен хакӗ вӑтамран 5,3 процент хӑпарнӑ. Хаксем ытла ӳссе ан кайччӑр тесе РФ Правительстви ҫӑкӑр пӗҫерекен савутсене пулӑшма палӑртнӑ. Чӑвӑш Енре ку тӗллевпе 22 млн тенкӗ ытла уйӑрнӑ, федераци шайӗнче – 6 млн тенкӗ ытла.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем республикӑра вырнаҫнӑ колонисенчен пӗринче тӑрӑшакан ҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Юсанмалли 1-мӗш колонин ӗҫе хӑнӑхмалли центрӗнче тӑрӑшакан икӗ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шанмаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен пулса иртнӗ. Маларах асӑннӑ икӗ ӗҫчен колонире айӑплав вӑхӑтне ирттерекенсене ӗҫе хӑнӑхтармалли центрта ертсе пыракан должноҫсене йышӑннӑ. Подразделенире ҫӗвӗ ӗҫӗшӗн тата хатӗр продукци пахалӑхӗшӗн яваплӑскерсем ҫӗвӗ цехӗнче ӗҫлекенсенчен пӗринчен штраф изоляторне хурса хурассипе хӑратса укҫа тапӑннӑ. «Кӗмӗле» вӗсем заказчик продукцие йышӑнмасан транспорт тӑкакӗшӗн пама ыйтнӑ.
Колонире айӑплава ирттерекен ҫын, чӑн та, хӑранӑ. Вӑл хӑйӗн пӗлӗшӗсем тата тӑванӗсем урлӑ асӑннӑ ҫынсене пурӗ 27 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсемпе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗрле пулса тупса палӑртнӑ.
Элӗк районӗнчи Ҫирӗккассинче пурӑнакан Раиса Михайлова хӑйӗн укҫипе ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатнӑ. 94 ҫулти кинемей пӗччен ӗҫлемен, ӑна ялти ҫынсем пулӑшнӑ.
Ӗҫе ҫуркунне тытӑннӑ. Раиса Михайлова ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатма шутласан ял ҫыннисем те алӑ панӑ. Укҫине вара кинемей никамран та пухман, хӑйӗнне кӑларса панӑ. Пӗрисем стройматериал илсе килнӗ, теприсем ӗҫленӗ. Кӗркунне тӗлне ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатса пӗтернӗ. Халӗ унта кӳршӗ ялсенчи ҫынсем те чӑмса тухма килеҫҫӗ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унти шыв сиплӗ. Купол 100 пин тенке кайса ларнӑ. Раиса Михайловна укҫине шеллемен, веҫех тӳленӗ. Ӑна вӑл нумай вӑхӑт пухнӑ. Кӑҫал РФ президенчӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче тыл ӗҫченӗсене панӑ 25 пин тенке те унта такакланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗре пула фитнес-студире пушар тухнӑ. 22 ҫулти пике ятарласа сиен кӳмен-ха. Пӑтӑрмах ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. Ҫунакан ҫуртана вӑл администратор стойки ҫинче хӑварнӑ.
Фитнес-студире хӗр 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫленӗ. Ҫутнӑ ҫуртапа вӑл зал тӑрӑх утнӑ, сӳнтерменскере пластик стакана ярса администратор стойки ҫине лартса хӑварнӑ. Вут-ҫулӑм пурлӑхӑн пӗр пайне тӗп тунӑ, теприне сиенленӗ.
Хӗре суд РФ Пуҫиле кодексӗн 168-мӗш статйипе айӑпланӑ. Пике айӑпа кӑштах йышӑннӑ май маларах тӑкака 250 пин тенкӗлӗх саплаштарнӑ-ха. Анчах суд тата фитнес-студи хуҫи унпах ҫырлахман. Пикене суд 6 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, тӑкака туллин саплаштармалӑх тепӗр 350 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог ҫуралнӑ. | ||
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |