Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.8 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӲре-шара

Персона
forum.na-svyazi.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн промышленность министрӗ пулса ӗҫленӗ Сергей Лекарев Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульницинче тӗп врачӑн администраципе хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшать.

Сергей Лекарев эпир маларах асӑннӑ ведомствӑра 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе министр ҫумӗ пулса тимленӗ, унтан тепӗр уйӑхран, министр тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ. Тепӗр пилӗк уйӑхран каллех министр ҫумӗ пулса тӑнӑ. 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна министрӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑ, тепӗр икӗ уйӑхран министр тилхепине тыттарнӑ. 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл ӗҫрен кайнӑ. Ун чухнехи ҫав хушура «урӑх ӗҫе куҫнӑран» тесе палӑртнӑ.

Хальхи вӑхӑтра экс-министр Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче тӑрӑшать. Тӗп врач пулса асӑннӑ учреждение Николай Уруков ертсе пырать.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Муркаш округне ертсе пыма ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Малашне пуҫлӑх пуканне Александр Иванов йышӑнӗ.

Ку должноҫе икӗ претендент пулнӑ: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Александр Иванов тата «Муркаш» территори уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Кириллов.

Депутатсем Александр Ивановшӑн сасӑланӑ. Палӑртмалла: вӑл пуш уйӑхӗнченпе Муркаш округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ.

Аса илтерер: унчченхи пуҫлӑх Александр Матросова тӗлӗшпе Мӑн Сӗнтӗрте тӑлӑхсем валли япӑх ҫурт-йӗр туяннӑшӑн явап тыттарма тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл должноҫрен кайнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмне малашне ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Ку должноҫе Сергей Артамонов йышӑннӑ.

Паян Шупашкарта Трактор тӑвакансен культура керменӗнче партин конференцийӗ иртнӗ. Унта депутатсем пӑхса тухнӑ тӗп ыйту парти уйрӑмӗн секретарьне суйласси пулнӑ. Депутатсем пӗр саслӑн ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗшӗн Сергей Артамоновшӑн сасӑланӑ.

Аса илтерер: унччен «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ Леонид Черкесов пулнӑ. Пушӑн 31-мӗшӗнче Дмитрий Медведев Сергей Артамоновӑн кандидатурине ырланӑ.

 

Чӑвашлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал чӑвашсен Акатуйӗ Санкт-Петербургра та иртӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тӳрӗ линире пӗлтернӗ. Аса илтерер: вӑл паян иртнӗ, 11:00 сехетре пуҫланнӑ.

Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче эфира Санкт-Петербургри Евгений Емельянов шӑнкӑравласа ҫитнӗ. Вӑл Питӗрте те, Мускаври пекех, чӑваш уявӗсене ирттерме пулмасть-и тесе кӑсӑкланнӑ.

Олег Николаев ҫапла хуравланӑ: нумаях пулмасть Чӑваш Ен правительствин председателӗ Сергей Артамонов тата культура министрӗ Светлана Каликова Санкт-Петербургра пулнӑ, Нева хӗрринчи хулара Акатуй ирттерме калаҫса татӑлнӑ. Программа интереслӗ пуласса шанаҫҫӗ, наци юрри-ташшипе пуян пулӗ вӑл.

 

Республикӑра
admerts.gosuslugi.ru сайтри сӑн
admerts.gosuslugi.ru сайтри сӑн

Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Сосновский пултӑранӗпе Америка вӗренине «хура списока» кӗртме йышӑннӑ.

Чӑваш Ен правительстви хӑрушӑ инвазивлӑ ӳсен-тӑранӑн переченӗ пирки постановлени проектне ҫирӗплетнӗ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем регион тата вырӑнти уйрӑмах сыхлакан ҫутҫанталӑк территорийӗсенче унашкал ӳсен-тӑрана тупса палӑртса тӗп тӑвас енӗпе ӗҫлӗҫ.

«Хура списока» Сосновский пултӑранӗпе Америка вӗрени кӗрӗҫ. Унччен кунашкал йышӑнӑва Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекепе ӗҫлекен правительство комиссийӗ тунӑ.

Палӑртса хӑварар: Чӑваш Енре – ӳсен-тӑранӑн 160 ытла инвазивлӑ тӗсӗ. Раҫҫей экологи обществин Чӑваш Енри уйрӑмӗ вӗсем мӗнле сарӑлнине 40 ҫул ытла тӗпчет. Экспертсем сиенлӗ ӳсен-тӑранпа кӗрешмелли программа хатӗрленӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн финанс министрӗ Михаил Ноздряков хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ эрне вӗҫӗнче хыпарланӑччӗ-ха. Аса илтерер: Михаил Ноздряков патшалӑх органӗсенче 15 ҫул ытла ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл банксенче, Севастопольти финанс департаментӗнче вӑй хунӑ.

Паянтан министр тивӗҫне Ольга Метелева пурнӑҫлӗ. Кун пек йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев эрнекун алӑ пуснӑ, 172-мӗш номерлӗ документа паян республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» (чӑв. Саккунсем) ярӑмра вырнаҫтарнӑ.

Ольга Владимировна асӑннӑ министерствӑра ӗҫлекен ҫынах, вӑл республикӑн финанс министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Халӗ вӑл министр тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫласа пырӗ.

 

Политика

ЧР финанс министрӗ Михаил Ноздряков хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ. Кун пирки республика Правительстви телеграм-каналта пӗлтернӗ.

Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ЧР Министрсен Кабинечӗн пӗрремӗш председателӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ

Палӑртса хӑварар: Михаил Ноздряков патшалӑх органӗсенче 15 ҫул ытла ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл банксенче, Севастопольти финанс департаментӗнче вӑй хунӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР спорт министрӗн ҫумне Ольга Смирновӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Паян ку хушӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Андрей Макушев алӑ пуснӑ.

Ольга Смирнова ку дожноҫре 4 ҫул ҫурӑ ӗҫленӗ. Спорт министерствине вӑл 2020 ҫулта ӗҫлеме килнӗ. Малтан финанс тата экономика пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна министр ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ.

Палӑртса хӑварар, халӗ спорт министрӗн Василий Петровӑн икӗ ҫум юлнӑ: Татьяна Рябинина (пӗрремӗш ҫум) тата Александр Степанов.

 

Республикӑра
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарта Чӑваш Енри Общество палатин пайташӗсем «Час с министром» (чӑв. Министрпа пӗр сехетлӗх тӗлпулу) тӗлпулӑва хутшӑннӑ.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, тӗлпулӑва республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Максим Петров хутшӑннӑ.

Министр асӑннӑ отралсьте пӗлтӗр туса ирттернӗ ӗҫ-пуҫ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, кӑҫал мӗн тума планланипе паллаштарнӑ.

Министрпа тӗлпулӑва пуҫтарӑннисем ҫул-йӗре юсасси тата ӑна сарасси, ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курасси, пассажирсене общество транспорчӗпе турттарассин пахалӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑ.

Общество палатин пайташӗсем министра ыйтусем те самай панӑ.

 

Политика
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн Станислав Трофимовӑн МАХри каналӗ ҫухалнӑ. Кун пирки вӑл... Телеграмра пӗлтернӗ.

Станислав Трофимов паян ирхине хыпарланӑ тӑрӑх, унӑн МАХри каналӗ «техника сӑлтавне» пула ҫухалнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра хыпарланӑ. Унтисем шухӑшланӑ тӑрӑх, пысӑк пуҫлӑха МАХӑн техника енчен пулӑшакан специалисчӗсем те... пулӑшайман.

Телеграмран пире ҫине тӑрсах пистерме тӑрӑшаҫҫӗ, унта халӗ виҫӗ саспаллирен тӑракан пулӑшупа усӑ курмасӑр кӗрейместӗн. Ҫав вӑхӑтрах хамӑр ҫӗршыври мессенджер паян кун та комментарисем ҫырма май туса паман, историсем те унта вырнаҫтараймастӑн, текста урӑх ҫӗртен илсе лартсан унӑн формачӗ те пӑсӑлса каять. Ку ҫеҫ ҫитмен — «Ҫыхӑнура» форумри хыпара ӗненсен, МАХри канал та ним те мар «техника сӑлтавне» пула ҫухалма пултарать иккен.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 296
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та