Шӑп та лӑп талӑк каялла, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 5 минутра Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче (учреждени ҫав хулари Совет урамӗнчи 81-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) хуралҫӑ виллине асӑрханӑ. Инкек хурал пӳлӗмӗнче пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра арҫын талӑклӑх дежурствӑра тӑнӑ.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ку фактпа тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Асӑннӑ службӑн официаллӑ сайтӗнче изолятор пирки хыпарлакан хыпарта палӑртнӑ тӑрӑх, учреждени ертӳҫи — Антон Федоров. Унта 312 ҫынна тытма май пур.
Маларах эпир Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Валерий Балан Лапсарта тӑвакан следстви изоляторӗнче пулнине, унта харӑсах пӗр 500 ҫын вырнаҫаяссине пӗлтернӗччӗ.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн юсанмалли 4-мӗш инспекцийӗнче айӑплава ирттерекенсем Пӗтӗм тӗнчери дистанци олимпиадине хутшӑннӑ.
Унта колонин вӗренӳпе консультаци пунктӗнче вӗренекенсем хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑйсен ӑс-тӑнне тӗрӗс ӑслӑлӑхсенче тӗрӗсленӗ.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ колонири вӗренӳпе консультаци пунктӗнче вӗренекенсем предмет конкурсӗсене: олимпиадӑсене, викторинӑсене — ҫулсерен хутшӑнаҫҫӗ.
Ӗнер математикӑпа тата физикӑпа олимпиада иртнӗ. Ӑна «Инфоурок» пӗтӗм тӗнчери дистанци олимпиадине йӗркеленӗ май пуҫарнӑ. Кӑҫалхи проекта 7-12-мӗш классенче вӗренекен 12 ҫын хутшӑннӑ.
Ҫынсен прависене хӳтӗлекен Европа сучӗ Раҫҫейри 9 ҫынна юсанмалли колонисенчи условисем тивӗҫтерменнишӗн 90 пин евро памалла тунӑ. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Енрен.
Европа судне Чӑваш Енри, Карелири, Ростов, Липецк, Свердловск, Томск, Тверь, Архангельск облаҫӗсенчи колонисенче ларакансем ҫӑхав ҫырнӑ. Пур тӗслӗхре те суд Раҫҫей влаҫӗ саккуна пӑснине палӑртнӑ.
Юсанмалли колонисенче ларакансене мӗн тивӗҫтермен-ха? Ҫӑхавсенче палӑртнӑ тӑрӑх, колонире вентиляци, пушӑ вырӑн сахал пулнӑ. Ҫавӑн пекех раковина, туалет ҫителӗксӗр-мӗн. Ҫӑхавпа тухнӑ ҫынсене 5 пин евроран пуҫласа 15,5 евро таран памалла тунӑ.
Чӑваш Енри тӗрмесенче культурӑпа ҫыхӑннӑ мероприятисем те ирттереҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫулпа Сурхурине халалласа вӗсенче стена хаҫачӗсен ӑмӑртӑвне ирттернӗ. Ку конкурс Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсем умӗн пулнине те палӑртмалла. Халӗ ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.
Юсанмалли учрежденисенчен эксперт комиссине отрядсен 30 ытла хаҫачӗ ҫитнӗ. Вӗсене икӗ номинацире: «Новогодняя газета» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул хаҫачӗ) тата «Сурхури хаҫачӗ» — хакланӑ. Тӳресем ӗҫсем содержани, графика тӗлӗшпе, илемлӗхе туйнипе палӑрнине асӑрханӑ. Хаҫатсене хатӗрленӗ чух тӗрлӗ тӗслӗ хутпа, фольгапа, пусмапа, сӑнӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ.
Ҫӗнӗ ҫула халалланӑ кӑларӑмсенчен комиссие сипленсе юсанмалли 7-мӗш учреждени тата юсанмалли 2-мӗш колони, Сурхури хаҫачӗсенчен маларах асӑннӑ икӗ учрежденире тата юсанмалли 5-мӗш колонире хатӗрленисем уйрӑмах килӗшнӗ.
Шупашкарта иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ ҫак пӑтӑрмах пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗр хута киле таврӑнакан 26 ҫулти хӗр подъезд умӗнче ҫамрӑк ҫын ҫывӑрнине асӑрханӑ. Ҫулла мар, шӑнса пӑсӑласси те часах тесе пике арҫынна вӑратнӑ.
Лешӗ хӗре тав тӑвас вырӑнне янахӗнчен туртса панӑ. Пике хӑйӗн подъездне кӗрсе тарнӑ. Анчах лешӗ хӑваласа ҫитсе а куҫӗнчен тӑхӑнтартса панӑ. Унтан арҫын вӗлерессипе хӑратса пусмӑрланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пике хӑй хваттерне кӗрсе тарма ӗлкӗрнӗ. Кайран та арҫын лӑпланман. Хӗре шыраса хваттерсенчен пӗрин алӑкне тӳнлеттерме тытӑннӑ. Шар курнӑ пике йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Алӑк танлаттарса тӑраканскер пакунлисен аллине ҫакланнӑ.
Пусмӑрҫӑ арҫынна суд ҫирӗп режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Шупашкарти 4-мӗш юсанмалли колонире (вӑл пӗтӗмӗшле режимлӑ учреждени шутланать) ларакан 21 ҫулхи каччӑна тӗрме йӗркине пӑсма хӑтланнӑшӑн айӑплама пултараҫҫӗ.
РФ Следстви управленийӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл унта ӗҫлекен ҫынна хӗнесе тӑкнӑ. Халӗ асӑннӑ управленин Шупашкарти Ленин районӗнчи пайӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 321-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ирӗке хӑтарнӑ вырӑнта ӗҫлекен тӗлӗшпе ҫамрӑк штраф изоляторӗнче ларнӑ чух алӑ ҫӗкленӗ. Пакунлине вӑл пуҫран тата кӗлтекен ытти пайӗнчен тапса пӗтернӗ.
21 ҫулхи ҫамрӑка суд кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ирӗкрен хӑтарнӑ. Ӑна ун чух вӑрӑ-хурахла тапӑннӑшӑн айӑпласа ирӗкрен виҫӗ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ.
Ирӗкрен хӑтарнисене тытса усракан учрежденисенче этем правине епле пӑхӑннине тӗрӗслекен Халӑхӑн сӑнав комиссийӗ унччен те пулнӑ-ха. Пирӗн республикӑра халӗ унӑн ҫӗнӗ йышне ҫирӗплетнӗ.
Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, комиссие Раҫҫей Федерацийӗн Общество палатин канашӗ регионсем валли палӑртать.
Пирӗн республикӑри Халӑхӑн сӑнав комиссине «Ирӗклӗх» чӑваш нацийӗпе культура обществин учредителӗсенчен пӗри — Илья Алексеев та кӗрет. Ҫӗнӗ тиев пирки тӑван чӗлхемӗр хӳтӗлевҫи ҫапларах каланӑ: «Манӑн юридици пӗлӗвӗ ҫук, анчах комиссире тӗрлӗ профессипе тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсем кирлӗ. Комисси пайташӗ пулнӑ май ирӗкрен хӑтарнисен учрежденийӗсенче этем правине хӳтӗлес ыйтӑва епле тытса пынипе ҫине тӑрӑп».
Тӗрмере хӗнени пирки калаҫҫӗ-ха, анчах унта ӗҫлекенсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине йӑпӑр-япӑр илтеймӗн. Юсанмалли 1-мӗш колонире ӗҫлекен 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе вара хальхи вӑхӑтра тӗпчев пырать. Ҫав ҫынна кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче тӗрмере ларакана хӗненӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. «Патак ҫиекеннине» вӑрланишӗн тата наркотикшӑн ҫулталӑк каялла айӑпланӑ. Ӑна 3 ҫул та 7 уйӑх хупса усрамалла тунӑ.
Тӗрмере ӗҫлекенпе ларакан хушшинче мӗне пула пӑтӑрмах сиксе тухнине РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ каламан.
Колонире ӗҫлекенӗн айӑпне следстви тата суд ҫирӗплетсе парсан ҫавскере ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн, алӑ ҫӗкленӗшӗн 3 ҫултан пуҫласа 10 ҫул таран ним мар хупма пултараҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе прокуратура органӗсем тӑратнӑ материал тӑрӑх пуҫарнӑ.
Паян кӳкеҫсем Лапсарти юсанмалли 1-мӗш колонире ларнӑ арҫынна юлашки ҫула ӑсатнӑ. Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртесспе ӗҫлекен службин республикӑри управленийӗн пресс-службин ертӳҫи Сергей Герасимов «ПроГород» хаҫата ӗнентернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах тӗлӗшпе халӗ тӗпчев пырать.
Икӗ пӗчӗк ача ашшӗ 36 ҫулта пулнӑ. Унӑн виллине авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче асӑрханӑ. Хальлӗхе пӗлтернӗ официаллӑ верси тӑрӑх, арҫын хӑй ҫине алӑ хунипе леш тӗнчене вӑхӑтсӑр ӑсаннӑ. Анчах унӑн тӑванӗсем вӑл хӑй ҫине алӑ хума пултарнине ӗненесшӗн мар иккен.
Лапсарта вырнаҫнӑ юсанмалли 1-мӗш колонире кӑҫал ҫуркунне те ҫын хӑй ҫине алӑ хунӑ тӗслӗх пулнӑ. Ун чухне те пӑтӑрмах пирки тӗрӗслев ирттерессине, материалсене РФ Следстви комитечӗн следстви управленине панине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре Вологда облаҫӗнчи преступнике тытса чарнӑ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн пайташӗ пек ҫӳренӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Арҫын пирӗн республикӑра пулнӑ чухне хӑйне уголовлӑ-исполнительнӑй тытӑмӑн органӗсене тӗрӗслесе тӑракан общество организацийӗн пайташӗ вырӑнне хунӑ. Ҫакӑнпа усӑ курса вӑл юлташне яваплӑхран ҫӑлма тӑрӑшнӑ. Лешӗ вырӑнти усламҫӑн 50 миллион тенкине йӑкӑртнӑ-мӗн.
Анчах ултав ҫиеле тухнӑ. Арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ вӑл хӑй те йӗплӗ пралук леш енне ӑсанма пултарать. Арҫынна Вологда облаҫӗнчи йӗрке хуралҫисен аллине панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |