Шупашкар районӗнчи Толик Хураскинче вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колонире ӗҫленӗ арҫынна суд тунӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе (сӗтев илнӗшӗн — 2 тӗслӗх) тата 286-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн) явап тыттарма йышӑннӑ.
Колонире ӗҫленӗ арҫын айӑпланнисене карас телефонӗсемпе тивӗҫтернӗ. 2019 ҫулхи авӑн-юпа уйӑхӗсенче вӑл 42 пин тенкӗ сӗтевле 14 телефон кӗртсе пама калаҫса татӑлнӑ. Малтанласа 4 телефон илсе кӗртнӗ-ха. Ыттисемпе право хуралҫисен аллине ҫакланнӑ.
Йӗркене пӑснӑ ҫынна суд Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен тытӑмӗнче ӗҫлеме 3 ҫуллӑха чарнӑ, тӗрмене хупса усрамасӑр 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ, ҫийӗнчен 200 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
«Спорта ҫывӑх – ГТОна ҫывӑх» спорт фестивалӗпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Енри юсанмалли колонисенче ларакан айӑпланнӑ 30 ҫын ГТО нормативне пурнӑҫланӑ. Фестиваль иртнӗ ҫул вӗҫӗнче юсанмалли колонисенче иртнӗ.
Унта 85 ҫын хутшаннӑ, вӗсенчен 30-шӗ ГТО нормативне пурнӑҫланӑ. Айӑпланнисем хусканусем мӗнле тунине профессионал тӳресем сӑнанӑ. Айӑпланакансем 30, 2000, 3000 метр чупнӑ, ытти хӑнӑхтарӑва пурнӑҫланӑ.
Колони ертӳлӗхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, фестиваль айӑпланнӑ ҫынсене спортпа ҫывӑхлатнӑ. Унашкал мероприятисем малашне татах иртӗҫ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене тӗрмесемпе следстви изоляторӗсенче те паллӑ тунӑ.
Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тытӑмри учрежденисенче палӑк та уҫнӑ, пултарулӑх конкурсӗ те ирттернӗ.
Юсанмалли 3-мӗш колонире (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ) савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура монумент уҫӑлнӑ. Унта учрежденин ертӳҫисемпе ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салатксене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечек хунӑ. Учреждени пуҫлӑхӗ Олег Федоров патриотизмпа ҫыхӑннӑ мероприятисене малашне палӑк умӗнче йркелессине палӑртнӑ.
Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Изолятора лекнисем ҫар тематикипе ҫыхӑннӑ япаласем ӑсталанӑ.
Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службӑн Чӑваш Енри управленийӗ хӑйӗн учрежденийӗсенче кӑшӑлвирусран сыхланас енӗпе мерӑсем йышӑннине пӗлтернӗччӗ-ха. Анчах халӗ ҫак тытӑма та ҫав амак ҫитнӗ.
Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче пӗр хӗрарӑмӑнне кӑшӑлвирус тупса палӑртнӑ. Кӑшӑлвируспа кӗрешме пирӗн республикӑра йӗркеленӗ оперативлӑ штабра ӗнентернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн чир палли пулман. Анализа планпа килӗшӳллӗн илнӗ.
Следстви изоляторӗнче халӗ йӗркене ҫирӗплетнӗ. Чирлӗ хӗрарӑмпа хутшӑннисене урӑх ҫӗре куҫарнӑ, вӗсенне анализ илнӗ.
Кӑшӑлвирус лекнӗ тепӗр ҫын вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май каласан, анализ илнисен 65 проценчӗн чир ниепле те палӑрман.
Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗн учрежденийӗсенче медицина маскисем ҫӗлеме тытӑнӗҫ. Кун пирки асӑннӑ управлени пуҫлӑхӗ Александр Робота пӗлтернӗ. Вӑл республикӑн Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа тӗл пулнӑ. Унта енсем управленин производстви пирки калаҫнӑ. Ведомствӑна пӑхӑнакан учрежденисенче ҫӗвӗ производстви, тимӗр-тӑмӑртан япала туса кӑларасси, йывӑҫ-чус тирпейлесси тата ял хуҫалӑхӗ вӑйлӑ аталаннӑ.
«Пирӗн 2500 гектар ытла ҫӗр пур. Пахчаҫимӗҫпе, сысна ашӗпе, сӗтпе эпир хамӑра тивӗҫтеретпӗр. Ҫӗрулмие тата ытти пахчаҫимӗҫе кӑҫал Мари Эла та ӑсатрӑмӑр», – каласа кӑтартнӑ Александр Робота.
«Раҫҫей Правительстви хушнипе пирӗн тытӑм медицина маскисем хатӗрлеме тытӑнчӗ. Эпир те унта хутшӑнӑпӑр», — тенӗ Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ.
Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ юсанмалли 9-мӗш колонире аш-пӑш тирпейлемелли цех уҫӑлнӑ. Ҫакӑ унта ларакансене е ӗҫлекенсене тутлӑ ҫитерес тенипе ҫыхӑнман. Айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑплава колонире ирттерекенсене ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерни паха. Ӗҫлесе илнӗ укҫа айӑплисен тавӑҫпа килешӳллӗн тӳлемелли парӑмсене саплаштарма кайӗ.
Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, аш-пӑш тирпейлемелли цеха колонире хӗрлӗ хӑю карсах уҫнӑ. Ӑна касма асӑннӑ тытӑмра ӗҫлекенсене шаннӑ.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, цехра санитари правилисене туллин пӑхӑнаҫҫӗ. Производствӑра колонире туса илекен чӗр таварпа та усӑ кураҫҫӗ, аякран та туянаҫҫӗ. Хатӗр ҫимӗҫе тӗрмере ларакансене апатлантарма усӑ курӗҫ тата лавккасенче сутӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш Республикинчи Следстви комитечӗн следстви органӗсем юсанмалли колони ӗҫченӗсем сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан колони ӗҫченӗсем Шупашкарта ӗҫлеҫҫӗ. Юсанмалли 1-мӗш колонире.
Тӗрмере ӗҫлекен икӗ ҫынна сӗтев илнӗ тесе Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн.
2019 ҫулхи ҫулла вӗсем колонире ларакана карас телефонӗсем тата пӗр заряд хатӗрӗ кӗртсе панӑ. Малтан калаҫса татӑлнипе. Уншӑн вӗсене 20 пин тата 50 пин тенкӗ укҫа панӑ. Тав тумалла.
Колонире ӗҫлекенсем саккуна пӑснине Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен службӑн регионти управленийӗн шалти хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗсем тата РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисемпе палӑртнӑ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ юсанмалли 4-мӗш колонире айӑплава ирттерекен тӑватӑ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. «Юратӑвӑн чикки ҫук», — теҫҫӗ ку пулӑм пирки Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче. Йӗплӗ пӑралук хыҫӗнчисем те юратаҫҫӗ, лайӑххине шанаҫҫӗ. Хӑйсен юратӑвне тепӗр чух ҫыру урлӑ тупаҫҫӗ. Килӗшнӗ ҫынна пӗрлешме сӗнеҫҫӗ.
Шупашкарти колонире нумаях пулмасть тӑватӑ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем патне хӗрӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе ҫитнӗ. Ҫемье ҫавӑрни ҫинчен калакан регистрацие загс ӗҫченӗ ирттернӗ. Пӗр ҫемьене тӗвӗленме шухӑшланисене тӗрме ӗҫченӗсем те саламланӑ. Вӗсем тата загс ӗҫченӗ ҫӗнӗ мӑшӑрсене телей суннӑ, савӑнса та килӗштерсе пурӑнма ырӑ суннӑ.
Чӑваш Енри юсанмалли колонисенчен пӗринче айӑплава ирттерекен ҫын унта ӗҫлекене кӳрентернӗ.
Шупашкар районӗнчи Толик Хураскинчи 6-мӗш колонире ларакан ҫын усаллӑн перкелешнине унта ӗҫлекен ҫын йывӑра илсе йышӑннӑ. Пӑтӑрмах 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ. Ҫавӑншӑн арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗрмере айӑплава ирттерекене РФ Пуҫиле кодексӗн 3019-мӗш статйипе айӑплама йышӑннӑ. Вӑл статьяпа влаҫ представителӗсене ӗҫ вырӑнӗнче кӳрентерекенсене явап тыттараҫҫӗ.
Черетлӗ ӗҫе суд тишкернӗ тӗле арҫын колонирен ирӗке тухса ӗлкӗрнӗ. Ӑна хальхинче 8 уйӑх юсанмалла ӗҫлеттерӗҫ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ укҫин 10 процентне патшалӑх тытса юлӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын тӗрмерен тухнӑ та унӑн пурӑнмалли кӗтес ҫуккине ӑнланнӑ. Унччен унӑн хваттерте пай пулнӑ. Анчах вӑл тӗрмере ларнӑ чухне ӑна тӑван мар ашшӗ сутса янӑ-мӗн.
72 ҫулти арҫын тӑван мар ывӑлӗ вилнӗ тесе свидетельство тунӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл хваттерти унӑн пайне сутса янӑ. Ҫапла майпа вӑл тӑван мар ывӑлне 600 пин тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ.
Хайхи арҫын тӑван мар ывӑлне хваттерти пайне ӑна пама пӗрре мар ыйтнӑ пулнӑ иккен. Анчах лешӗ килӗшмен. Халӗ ватӑ арҫынна ют пурлӑх тӗлӗшпе суя мелпе права илнӗшӗн айӑпалсшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |