Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӑваш эстрадин артисчӗсемпе Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич вӗсене Республика кунне тата Шупашкарӑн 550 ҫулхи юбилейне уявланӑ чухне тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ. Ҫапах лӑпланмалла мар – Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленмелле.
Элтепер ҫитес уява ҫӳллӗ шайра ирттермеллине палӑртнӑ. «Пӗр команда, пӗр ҫемье пек пирӗн Чӑваш Республикине тата ҫӗклемелле», - тенӗ вӑл.
Элтепер уяв мероприятийӗсем ытти регионта та иртессине пӗлтернӗ. Тӗслӗхрен, Мускав мэрӗпе Сергей Собянинпа тӗп хулара Чӑваш Ен кунӗсене ирттерме калаҫса татӑлнӑ. Михаил Васильевичӑн тепӗр шухӑш та пур: республикӑри кашни районта ял ҫыннисем валли тӳлевсӗр концерт ирттересси.
Юрӑҫсем вара хӑйсен йывӑрлӑхӗсем пирки те каласа хӑварнӑ: концерт залӗсене тара илесси, репетицисемпе ларусем ирттерме ятарлӑ лапам ҫукки вӗсене пӑшӑрхантарать.
«Уҫӑ хула» проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарта тӳре-шара халӑхпа тӗлпулу ирттернӗ. Унта тӗрлӗ ыйту хускатнӑ. Ҫав шутра – «Садовый» микрорайонта пурӑнакансемшӗн пӗлтерӗшлисем те.
2020 ҫулта асӑннӑ микрорайонта шкул тума пуҫлӗҫ. Проект экспертиза витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Шкула «Богданкӑри» тата микрорайонти ытти урамри ачасем ҫӳрӗҫ.
Кунсӑр пуҫне микрорайонти пӗрремӗш класс ачисене хулари 12-мӗш шкула автобуспа илсе ҫӳресси пирки калаҫнӑ. Ку тӗллевпе автобус уйӑрасшӑн.
Почта тытӑмӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ ӳсӗ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин «Раҫҫей почтин» Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи макрорегионӗн ертӳҫипе Елена Зайцевӑпа тата почтӑн Чӑваш Енри филиалӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Тимофеевпа тӗл пулнӑ.
Владимир Тимофеев ӗнентернӗ тӑрӑх, шалу 2 пин ытла ҫыннӑн ӳсӗ. Ку вӑл мӗнпур ӗҫченӗн 70 ытла проценчӗ иккен. Ҫыхӑну уйрӑмӗсенче ӗҫлекенсен тупӑшӗ ҫапла майпа 20 процент нумайланӗ.
Ӗҫ укҫине ӳстерессине Раҫҫей почти калӑпӑшлӑ проект тесе шухӑшлать. Елена Зайцева палӑртнӑ тӑрӑх, предприяти ертӳҫисем шалӑва ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче тапхӑр-тапхӑрпа ӳстерсе пыма палӑртнӑ.
Тӗлпулура ялти ҫыхӑну уйрӑмӗсен ӗҫне те сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енре айӑпланнӑ ҫынене ҫӳп-ҫап полигонӗсене ӗҫе вырнаҫтарма шутлаҫҫӗ. Ку ыйтӑва Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн, ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин, «Управление отходами» тулли мар яваплӑ обществӑн элчисем тӗлпулура сӳтсе явнӑ.
Палӑртмалла: республикӑра ҫӳп-ҫапа уйӑрмалли сӑнав проекчӗ пурнӑҫланма тытӑннӑ. Унта «Управление отходами» тулли мар яваплӑ общество хутшӑнать. Шӑпах унӑн объекчӗсенче ҫӳп-ҫапа уйӑрӗҫ, ӑна тепӗр хутчен туса кӑларма ӑсатӗҫ.
Айӑпланнисене полигонсене ӗҫе вырнаҫтарас ыйтӑва ҫитес тӗлпулусенче те сӳтсе явӗҫ.
Чӑваш Енре «Плавание для всех» (чӑв. Пурин валли ишев) программӑна пурнӑҫа кӗртме шухӑшлаҫҫӗ. Ӗнер республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри ишев федерацийӗн вице-президенчӗпе Игорь Горинпа тӗл пулнӑ. Унта енсем ишме хӑнӑхтарас тӗлӗшпе ведомствӑсем хушшинче программа йышӑнасси пирки калаҫнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби ӗнентернӗ тӑрӑх, федераци шайӗнчи программа тӗрлӗ ӳсӗмрисене тата халӑхӑн тӗрлӗ социаллӑ сийне пырса тивмелле.
Программӑна йышӑнсан пуҫламӑш класа ҫӳрекен ачасене иккӗмӗш класа ҫитсен, 7-8 ҫулта, ишме вӗрентӗҫ.
Паян, сӑмах май, пирӗн республикӑра шкул ҫулне ҫитменнисен 15-е яхӑн проценчӗ ишме пӗлет, шкул ачисенчен — 60 проценчӗ, вӑтам (35-54 ҫулсенчи хӗрарӑмсемпе 30-59 ҫулсенчи арҫынсенчен) тата аслӑ ҫулхисенчен (55-79 ҫулсенчи хӗрарӑмсемпе 60-79 ҫулсенчи арҫынсенчен) — 25 проценчӗ.
«Питех те хаваслӑ Муркаш районӗ. Кунсерен тенӗ пек епле те пулин ҫӗнӗ хыпар. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ те ҫавӑн пек пулса тухрӗ. Ҫерла Тӑрри ялӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗпе, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумӗпе Александр Федотовпа тӗл пулу иртни пирки отчет турӗҫ», — хыпарланӑ Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра.
Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Борис Оньков Александр Иванович пурнӑҫ лайӑхланнине палӑртса ача-пӑча ытларах ҫуратма сӗннине пӗлтернӗ. «Камӑн ҫуратмалла? Ялта ватӑсем ҫеҫ! Ӗҫ ҫук! Йӑлари каяша турттарнишӗн мӗнле тӳлемелле?» — шавланӑ иккен вырӑнтисем. Вӗсем ялти ача пахчипе шкула мӗншӗн хупнипе тата ытти ыйтупа кӑсӑкланнӑ. Анчах чуна лӑплантармалли хурав кӗтсе илтеймен иккен.
Паян пирӗн республикӑра 2 пин тонна ытла пулӑ тирпейлеҫҫӗ иккен. Асӑннӑ отрасль пайташӗсен кӳрсе килнӗ тинӗс чӗр таварӗпе чылай чухне ӗҫлеме тивет.
Пирӗн тӑрӑхра пулӑ ӗрчетессипе, сӑмах май, 50 хуҫалӑх тимлет. Вӗсем ҫулталӑкра 300 тонна пулӑ ӳстереҫҫӗ. Производство калӑпӑшне пысӑклатма май та, кӑмӑл та пур. Аквакультурӑпа ӗҫлекенсем ҫакӑн пирки ӗнер республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗпе Денис Паспековпа иртнӗ тӗлпулура сӑмах хускатнӑ.
Юрий Афанасьев фермер каланӑ тӑрӑх, пулла вырнаҫтарма йывӑр. Ҫавна май фермерсем кооператива пӗрлешес шухӑшлӑ.
Пулӑ комбикормне вырӑнтах туса илесси, осетр йышши пулӑсене туса илесси, аквакультура отраслӗнчи ытти ҫивӗч ыйтӑва та тӗлпулура сӳтсе явнӑ.
Чӑвашран тухнӑ офицерсен «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) Мускаври пӗрлешӗвӗ чылайранпа ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пырать. Ҫак организацие Владислав Ильин вице-адмирал ертсе пырать.
Ӗнер Владислав Ильин Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Вӑл хӑйсен общество организацийӗ ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче отчетпа суйлав пухӑвӗ ирттерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Малашне пӗрлешӳ тата анлӑланӗ. Ҫакӑн пикри уставра пӑхса хӑварнӑ. «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) ушкӑнра чӑваш тымарӗллӗ ытти регион ҫыннсием те пулӗҫ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗрлешӳ Мусква шайӗнчен тухса регионсен шайне сарӑлӗ.
Владислав Ильин, сӑмах май, Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Анчах кайран унтан куҫса кайнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗсенче Парижра чӑвашсен тӗлпулӑвне йӗркелесшӗн. Кун пирки Виктор Чугаров Шупашкар режиссерӗ «Idelreal.org» сайтра пӗлтернӗ.
Ярсубай Янгаров автор режиссёр каланине тӗпе хураса хыпарланӑ тӑрӑх, Парижри тӗлпулӑва Чӑваш культурин Францири «Avan-T-garde» ассоциацийӗн ертӳҫипе Ольга Николаевӑпа йӗркелесшӗн. Виктор Чугаров унта «Чӑваш чӗлхи» фильма малалла ӳкерӗ. Ӑна Берлинта ӳкернине эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Сӑмах май каласан, кӑрлач уйӑхн вӗҫӗнче Германири чӑвашсен пӗрремӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Унта 15 ҫын пухӑннӑ. Йышра ҫӗнӗ шухӑш авторӗ Ян Шрёдер нимӗҫ журналисчӗ тата эпир маларах асӑннӑ Виктор Чугаров режиссер та пулнӑ. Ян Шрёдер И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУра нимӗҫ чӗлхи вӗрентнӗ, кунти телеканалта ӗҫленӗ, чӑваш рэпне вуланӑ.
Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Кубӑри делегаципе тӗл пулнӑ. Шупашкара Кубӑн Раҫҫейри посолӗ Херардо Пеньялвера Порталя та ҫитнӗ.
Тӗлпулура тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Куба Чӑваш Енпе пӗрле хӗвел энергетикипе ҫыхӑннӑ проекта пурнӑҫа кӗртесшӗн. Ҫавӑн пекех республика Кубӑна «Промтрактор» кӑларакан 45 бульдозера ӑсатма калаҫса татӑлнӑ. Икӗ ен сывлӑх сыхлавӗ, культура, туризм, спорт, вӗренӳ тытӑмӗсенче те ҫыхӑну йӗркелесшӗн.
Михаил Игнатьев ҫапла палӑртнӑ: гуманитари тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫленине каҫал паллӑ тӑвакан виҫӗ юбилейпе ҫыхӑнтарӗҫ: Шупашкар 550 ҫул тултарӗ, Кубӑн тӗп хули 500 ҫулхине уявлать, Кубӑн туслӑх обществи йӗркеленнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |