Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тирпейлӗх

Хулара пурӑнакансен паянхи кун та самаях ҫивӗч тӑракан ыйту вӑл — хӑйсем пурӑнакан ҫуртӑн подъезденче мӗнлерех майпа яланлӑха тасалӑхпа йӗрке тытса пырасси. Ҫӳп-ҫап пӑрахма, ӳнерҫӗ ӑсталӑхне хӳме ҫинче аталантарма юратакансем ҫуртра пурӑнакансемпе, подъезд хӑнисем хушшинче те самаях тупӑнаҫҫӗ.

Шупашкар хулинче, Короленко урамӗнчи 6-мӗш «а» адреспа вырнаҫнӑ подъездра нумай та пулмасть ҫак ыйтупа хӑйне евӗрле кӗрешме шутланӑ. Вырӑс чӗлхипе хут таткинче ҫырнӑ питлевлӗ чӗнӳ «Ҫуп-ҫап пӑрахрӑн пулсан — нӑрӑхлатма ан ман» подъездра ҫӳпӗлеме юратакансем валли хӑйне майлӑ девиз пулса тӑчӗ тейӗн. Пыльчӑк ҫинче йӑваланса выртма юратакан чӗрчун ятне илес маррисем тӳррех паллӑртнӑ ҫын йӗркисене пӑхӑнма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та 6-мӗш подъездра нӑрӑхлатакан ҫын юлманнине ӗнентереҫҫӗ.

 

Ямаш ялӗнчи урам
Ямаш ялӗнчи урам

Авӑнӑн 25-мӗшӗнче, кӗркуннехи лӑпка та хӗвеллӗ кун, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӑва вырӑнне карта тытма Ямаш, Эрӗмкасси, Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси тата Амачкасси ялӗсенчен халӑх пуханнӑ. Кун пирки Ямаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтерет. Асӑннӑ ялсенчи халӑх пӗр кун хушшинче 80 метр тӑршшӗ кивӗ карта пӑсса ҫӗнӗрен 200 метр ҫӗннине тытнӑ.

Кашни хутшӑнакана ятран асӑнма пулать: Александров Валентин, Яковлев Валерий, Яковлев Александр, Захарова Анна, Васильев Геннадий, Яковлев Евгений, Федотов Анатолий, Федорова Евдокия, Карпов Олег, Федотов Валентин, Федоров Николай, Андреева Валентина, Порфирьев Константин, Ефимов Владимир, Лукин Евгений, Пантелеймонов Леонид, Карпов Владимир, Федоров Александр, Тимофеева Екатерина, Васильев Лев, Евсеев Николай, Миронов Николай, Ефимова Галина, Сергеева Дина, Яковлев Альберт, Федорова Лариса, Павлов Михаил, Васильев Валерий, Александров Владимир, Григорьев Юрий, Федоров Василий, Архипов Петр, Емельянов Виталий, Иванов Сергей, Макаров Виталий тата ыттисем.

Малалла...

 

Етӗрнене тирпейлеҫҫӗ
Етӗрнене тирпейлеҫҫӗ

Шупашкар хули ҫеҫ мар, Етӗрне те капӑрланасшӑн! Ҫак тӗллеве пурнӑҫлама районти «Ӗҫ ялавӗ» хаҫат хула ҫыннисене тирпей кӳме чӗнсе каланӑ.

Чӑн та, тирпейсӗр вырӑнсем хулара чылай — пӗр вырӑнта ҫӳп-ҫап бакне хӑҫан пушатнине те астумаҫҫӗ пулас («Империя» суту-илӳ центрӗ патнеллерех вырнаҫнӑ), тепӗр вырӑнта — пуҫтарма та шухӑшламаҫҫӗ.

Чи малтан хулана тирпей кӗртме ӗнер хула вулавӑшӗн ӗҫченӗсем, Наумов УУ (уйрӑм усламҫӑ) тата хӑш-пӗр пурӑнмалли ҫурсен ертӳҫисем тухрӗҫ — кӗрепле тытса, кӗреҫепе юр чавса хӑйсене ҫирӗплетсе панӑ лаптӑксене самай тасатрӗҫ.

 

Вулаканӑмӑрсем! Сирӗн урам таса-и?

 

Сӑнӳкерчӗксем

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть