Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 200 метр ҫӗнӗ карта тытрӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.10.2011 20:29 | 2347 хут пӑхнӑ
Ямаш ялӗнчи урам
Ямаш ялӗнчи урам

Авӑнӑн 25-мӗшӗнче, кӗркуннехи лӑпка та хӗвеллӗ кун, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӑва вырӑнне карта тытма Ямаш, Эрӗмкасси, Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси тата Амачкасси ялӗсенчен халӑх пуханнӑ. Кун пирки Ямаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтерет. Асӑннӑ ялсенчи халӑх пӗр кун хушшинче 80 метр тӑршшӗ кивӗ карта пӑсса ҫӗнӗрен 200 метр ҫӗннине тытнӑ.

Кашни хутшӑнакана ятран асӑнма пулать: Александров Валентин, Яковлев Валерий, Яковлев Александр, Захарова Анна, Васильев Геннадий, Яковлев Евгений, Федотов Анатолий, Федорова Евдокия, Карпов Олег, Федотов Валентин, Федоров Николай, Андреева Валентина, Порфирьев Константин, Ефимов Владимир, Лукин Евгений, Пантелеймонов Леонид, Карпов Владимир, Федоров Александр, Тимофеева Екатерина, Васильев Лев, Евсеев Николай, Миронов Николай, Ефимова Галина, Сергеева Дина, Яковлев Альберт, Федорова Лариса, Павлов Михаил, Васильев Валерий, Александров Владимир, Григорьев Юрий, Федоров Василий, Архипов Петр, Емельянов Виталий, Иванов Сергей, Макаров Виталий тата ыттисем. Мефодьев Валерий, Демьянов Владимир вара 200-шер тенке укҫа хывнипе пулӑшу кӳнӗ.

Каласа хӑварас пулать, кӑҫал ял йышӗпе пухӑнса тӗрлӗрен кирле ӗҫ сахал мар тунӑ. Паллах, сывлӑха кура, е ытти сӑлтава пула яланах пурин те хутшӑнма май килмест. Ун пек чухне вӗсем ытларах укҫа-тенкӗпе пулӑшаҫҫӗ. Шел те, темиҫе хуҫалӑхран вара нихӑш енчен те пулӑшу пулмарӗ.

Чӑн та, тӑрӑшаҫҫӗ Ямашсем — тавралӑх илемлӗ, ҫуртсем те хӑтлӑ лараҫҫӗ.

 

//хыпара ял тӑрӑхӗнчи хыпарсен хӑминчен илнӗ.

#Ямаш, #Ямаш ял тӑрӑхӗ, #Эрӗмкасси, #Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси, #Амачкасси, #тирпейлӗх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем