Паян вырӑс драма театрӗнче «Кӗтнӗ ӗмӗт» ятпа хӑй тӗллӗн вӗреннӗ актерсемпе режиссёрсен республикӑри конкурсӗ уҫӑлнӑ. Ӑна республикӑн Культура министерстви тата театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ.
Конкурс тӗллевӗ шутне ҫамрӑк актерсемпе режиссерсене пулӑшассине, пултаруллисене палӑртса хавхалантарассине кӗртеҫҫӗ. Унта хутшӑнакансем хальхи авторсемпе ют ҫӗршыв драматургӗсен пьесисен сыпӑкӗсене арисемпе оперӑсенчи сценӑсем, монологсем лартнӑ, пантомимӑсем, пӗчӗк спектакльсем кӑтартнӑ.
Паянтан пуҫласа ҫак уйӑхӗн 9-мӗшӗсенче Пушкӑртстан чӑвашӗсемшӗн чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм иртет — ҫак кунсенче унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ гастрольте пулать. Инҫе ҫула май кайма театр федераци шайӗнче хӳтӗленӗ «Халал» проект пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ӗпхӳ, Стерлӗ, Пелепей хулисенче тата Толпасӑпа Пишпӳлек салисенче «Ама кайӑк ҫулӗпе» юмахпа «Кая юлнӑ юрату» трагикомеди кӑтартӗҫ.
Аса илтеретпӗр, «Ама кайӑк ҫулӗпе» спектакль Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ. Пӗлтӗр вӑл республикӑри «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра «Чи лайӑх ача-пӑча спектаклӗ» пулса тӑнӑ. Ӑна Иосиф Дмитриев режиссёр (унӑн тава тивӗҫлӗ ячӗсене асӑнса кайма кирлех те мар-тӑр, мӗншӗн тесен ун пек паллӑ ҫынсен ятне калани те ҫителӗклӗ), Лолита Чекушкина композитор тата Ольга Ежкова художник пӗрле пулса сцена ҫине кӑларнӑ. Унта тӑвна халӑхӑмӑр ламран лама упраса пынӑ чӑнлӑхсене уҫса панӑ.
«Кая юлнӑ юрату» пьеса авторӗ — пушкӑрт драматургӗ Флорид Буляков. Ӑна театрӑн режиссёр-постановщикӗ Станислав Васильев сцена ҫине кӑларнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Шупашкарта ҫулсерен иртекен опера фестивальне хатӗрленет. Ҫапла М.Д. Максимов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивальне чӑваш сцени ҫинче 1991 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхине Максим Дормидонович ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Классика музыкине кӑмӑллакансем чунтан кӗтекен мероприяти хальхинче чӳк уйӑхӗн 22–20-мӗшӗсенче пулмалла. Фестивале Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Дж. Вердин «Риголетто» оперине кӑларма хатӗрленет. Ӑна хӑш кун лартасси те паллӑ — чӳкӗн 26-мӗшне палӑртнӑ. Тӗп артисене Мускаври Мариински театрӗн солисчӗсене Виктор Черноморцевпа Жанна Домбровскаяна шаннӑ. Екатеринбург хулинчи патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗ Владимир Чеберяк та Шупашкар кураканӗсене хӑйӗн сассипе савӑнтарӗ. Дирижёр пульчӗ умне Чулхулари А. Пушкин ячӗллӗ патшалӑх оперӑпа балет театрӑн художество ертӳҫи Ренат Жиганшин тӑрӗ.
Ӗнер театрта оперӑн фестиваль умӗнхи кӑтартӑвӗ иртнӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Ватӑ хурӑн историйӗ» премьера кӑтартнӑ. Ӑна Серби режиссёрӗ Амела Вученович лартасси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Пуканесен художникӗ те кунти художник мар — Тольяттинчен килнӗ Елена Бабкина. Композиторӗ вара хамӑр патриех — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Андрей Галкин.
«Мана сирӗн актёрсемпе тата «лартакан цехсемпе» ӗҫлеме кӑмӑллӑ пулчӗ», — тенӗ Амела Вученович. Спектакльте Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Петр Клементьев, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Алевтина Тимофеева, Юлия Мельник, Светлана Кокшина, ҫавӑн пекех Алина Каликова, Людмила Казимир, Станислав Крылов, Дмитрий Львов выляҫҫӗ.
Вырсарникун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Маргарита Финогентовӑн пултарулӑх каҫӗ иртет. Ӑна вӑл сцена ҫинче вунӑ ҫул пулнине халалланӑ.
Меццо-сопрано сасӑпа юрлаканскер 2006 ҫултанпа асӑннӑ театр солистки шутланать. Унччен вӑл Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллинче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче юрланӑ. Хӑй вӑй Улатӑр хулинчен. Тӗрӗсрех, унта ҫуралнӑ.
Ыран, юпан 26-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗ пулать. Унӑн ӗҫне 300 яхӑн делегат тата 250 яхӑн хӑна хутшӑнмалла. Съезд 11:00 сехете пуҫлать.
Кун йӗркинче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗ VII-мӗш съезд хыҫҫӑн ирттернӗ тата малашне тумалли ӗҫсене сӳтсе явӗҫ, ревизи комиссийӗн отчётне итлӗҫ. Аслӑ Пуху йышӑнмалли хӑш-пӗр документсемпе вӗсен сайтӗнче паллашма пулать.
Чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусем хушшинче ЧНК Президентне суйласси пулӗ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе халӑх ЧНК ӗҫӗнче улшӑнусем пуласса кӗтет. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисем ҫакӑнпа килӗшеҫҫӗ-килӗшмеҫҫӗ-и, анчах мӗн пытармалли пур — халӑх вӗсен ӗҫне пысӑках хакламасть. Кӑна эпир маларах ирттернӗ ыйтӑм та ҫирӗплетет. «ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗ сире тивӗҫтерет-и?» ыйту ҫине 30 ытла ҫынран 2-мӗшӗ кӑна тивӗҫтерет тесе хуравланӑ, ыттисем вара япӑх ӗҫленине тата ӗҫне лайӑхлатмалли пирки пӗлтернӗ.
Президент вырӑнне йышӑнмалли кандидатсен йышӗнче хальлӗхе тӑватӑ ҫынна палӑртнӑ: Клементьев Валерий Леонидович (юрӑҫ, усламҫӑ, хальхи вӑхӑтра ЧНК Президенчӗн ӗҫне пурнӑҫлакан); Лукианов Николай Егорович (юрист, ЧАП партине йӗркелеме хутшӑннисенчен пӗри); Портнов Константин Петрович (ЧНК ӗҫтӑвком ертӳҫи); Тимӗр Тяпкин («Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗн ертӳҫи). Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх влаҫ тытӑмӗнчи тӳре-шара ЧНК ертӳҫинче Угаслов Николай Фёдоровича курасшӑн. Чӑннипе, миҫе кандидат пулассине Аслӑ Пухара пӗлтерӗҫ пулас, ЧНК сайтӗнче кун пирки информаци ҫук.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Асамлӑ чаршав» фестиваль малалла пырать. Ял тӑрӑхӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри Культура ҫурчӗсен сцени ҫине паллӑ драматургсен хайлавӗсемпе тухаҫҫӗ. Халӑх ытларах камитсем пӑхма юратать, ҫавӑнпа артистсем ытларах чухне сцена ҫинче кулӑшла спектакльсем лартса пама кӑмӑлларах параҫҫӗ.
Штанашсем вара вӑрҫӑ теми суйласа илнӗ, куракансем умне Беларуҫ драматургӗ Алексей Кудрявцев ҫырнӑ «Тӑлӑх Марье» ятлӑ икӗ пайлӑ драмӑпа тухрӗҫ. Залра «Асамлӑ чаршав» сӑн тата кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Пьесӑри ӗҫсем вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 40 ҫул иртсен пулса иртеҫҫӗ. Тӑлӑх хӗрарӑм Марье (Надежда Егорова) ӗмӗр тӑршшӗпех хӑй пытарнӑ летчикӑн вил тӑприне пӑхса пурӑнать, ӑна асрах тытать, вӑл ӑна юратнӑ пулнӑ-ҫке, ял пуҫлӑхӗ лайӑхрах кил-ҫурта куҫма сӗнсессӗн ҫӗнӗ ҫӗре ниепле те куҫса каясшӑн мар. Вӑрҫӑ пьесӑри геройсен асӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ: Мотя хӑйӗн ачине вӗлернӗ хыҫҫӑн ӑсран тайӑлнӑ (ку сӑнара Майа Егорова чуна тивмелле сӑнласа пачӗ, сасси, хӑйне тытни, пуканене ача тесе ыталаса алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрени ытла та чуна ҫӳҫентерет.
ЮПА | 17 |
Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Анатолий Хмыт пьесипе лартнӑ «Сутӑн илнӗ чыс» ҫӗнӗ спектакль кӑтартрӗҫ. Ӑна чӑваш халӑх артисчӗ Иван Иванов лартнӑ. Сценине илемлетессишӗн чӑваш халӑх художникӗ Юрий Матросов тӑрӑшнӑ.
Пьеса авторӗ пирки каласан, вӑл Тутар Республикинче ҫуралнӑ чӑваш. Хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкарти шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш телевиденийӗнче ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫар тивӗҫне унӑн Афганистанра пурнӑҫлама тивнӗ. Тен, ҫавӑнпа та пулӗ вӑл Афганистан темине суйласа илнӗ. Пӗр енчен, ун чухнехи самана чылай хыҫа юлнине кура вӑл хальхи вӑхӑтшӑн ҫивӗч мар пек те туйӑнӗ. Пытармастӑп, спектаклӗн пӗрремӗш пайне пӑхнӑ чух ҫавӑн пек туйӑм хамӑн та хуҫаланчӗ. Иккӗмӗш пайӗ вара, ӗҫ-пуҫ хальхи чӑваш ялӗнче пулса иртнӗ вӑхӑт, чуна уйрӑмах тивет. Пьесӑн тӗп шухӑшӗ ятӗнченех паллӑ — мул мала тухса тӑнӑ самантра пурнӑҫри ытти хаклав чакни.
Спектакльте тӗрлӗ ӑрури артистсем вылярӗҫ. Ҫав шутра СССР халӑх артистки Вера Кузьмина та пулчӗ.
Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 2–4-мӗшӗсенче илем индустрийӗн «Ылтӑн коллекци» XVII уҫӑ фестивалӗ иртмелле. Ӑна республикӑн Экономика министерствипе тӗп хула администрацийӗ ырланипе йӗркелеҫҫӗ.
Фестиваль тӗллевӗн шутне ҫынсене хитре тӑвассишӗн тӑрӑшакан ҫамрӑк та пултаруллӑ специалистсене — косметологсене, визажистсене, парикмахер-стилистсене, художник-модельерсене, дизайнерсене палӑртассине кӗртеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӗҫре ҫӗнӗ технологисене анлӑрах сарасса, специалистен професси шайне ӳстерме май килессе шанаҫҫӗ иккен.
Тӗп мероприяти чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртмелле.
Ача-пӑчана савӑнма нумай та кирлӗ мар вӗт. Муркашри шӑпӑрлансемшӗн нумаях пулмасть ҫавӑн пек кӑсӑклӑ мероприяти пулса иртнӗ. Район центрӗнчи культурӑпа кану центрӗнче вӗсем валли интерактивлӑ шоу йӗркеленӗ.
Тӗрӗссипе, шоуна Санкт-Петербург хулинчи ҫӳллӗ пуканесен «Парадиз» театрӗ кӑтартнӑ. «Вовочкӑн ҫӗнӗ тӗлӗнтермӗшӗсем» ят панӑскер вӑхӑтӗнче шӑпӑрлансене мультфильмсенчи паттӑрсем стена ҫине чӗнсе кӑларса тӗрлӗ вӑйӑ выляттарнӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ. Ача-пӑча валли дартс вӑййи те ирттернӗ, батут ҫинче сикме май килнӗ. Юлашкинчен мультфильмсенчи тӗрлӗ сӑнарпа юнашар тӑрса асӑнмалӑх-савӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |