Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Иван Ксенофонтовӑн асаилӗвӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Валерий Алексин 21.11.2016 05:58 | 7202 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Культура

Ҫак йӗркесене ҫырас шухӑшпа аппалана пуҫласан чӑвашсен паллӑ артистки Тани Юн ҫырнӑ асаилӳ кӗнеки алла лекрӗ. Уҫкаларӑм та шартах сикрӗм: пӗр сыпӑкне «Аса илес килменнисем» тесе ят панӑ. Ҫакӑ мана тарӑн шухӑша ячӗ, чылай вӑхӑт канӑҫ памарӗ. Тем те пулать пурнӑҫра, мӗн тӳснине аса илсен йывӑр шухӑшсем капланса килсе ҫын чӗрине пусарса асаплантараҫҫӗ.

Аллӑ ҫул ытла театрта ӗҫлерӗм, иртнӗ вӑхӑтри пурӑнӑҫ сыпӑн-сыпӑкӑн кинори пек куҫ умӗнчен вӗлтлете-вӗлтлете иртме пуҫларӗ. Анчах та ман пурнӑҫра аса илес килменни пулман та тейӗн, пулнӑ пулсан та аса килмеҫҫӗ вӗсем. Пурнӑҫри лайӑх пулӑмсем, телейлӗ самантсем пуҫра явӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫинчен каласа парас килет. Ҫавӑнпа кӗнеке ятне (паллах, пиҫсе ҫитсе ҫут тӗнче курма пултарсан) аса илӳсем мар, аса килнисем тесе калас килет.

Ачалӑхпа ҫамрӑклӑх

1930 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ялти шкула тӑхӑр ҫул тултарнӑ ачасене ҫеҫ илнӗ. Эпӗ вара ҫичӗ ҫултах вӗренме пуҫланӑ. Ку ҫапларах пулса тухрӗ. Манӑн аттен шӑллӗн ывӑлӗ, манран тӑватӑ ҫул аслӑрах Петӗр пичче, пӗррехинче мана хӑйӗнпе шкула илсе кайрӗ. Ҫуркуннеччӗ ун чух, ҫанталӑк ҫав тери илемлӗччӗ, пусма картлашкисем ҫине шыв тухнӑччӗ ӗнтӗ. Эпӗ кӑҫатӑ тӑхӑннӑччӗ, ҫав шыв лупашкисене кӗрсе кайса сиккелени халӗ те куҫ умӗнчех. Шӑнкӑрав янраса кайрӗ. Пичче мана класа илсе кӗрсе парта хушшине юнашар лартрӗ. Урок пӗтсен учитель мана учительсен пӳлӗмне илсе кӗчӗ.

— Эсӗ мана паллатӑн-и. – ыйтрӗ вӑл.

— Паллатӑп, – тетӗп хӑюллӑн.

— Мӗнле чӗнеҫҫӗ, пӗлетӗн-и?

— Пӗлетӗп. Макар Семенович Кушков, — тетӗп.

— Маттур! Акӑ сана «Букварь», тетрадьпе кӑранташ. Килте вулама, ҫырма вӗрен. Кайран шкула ҫӳреме пуҫлӑн.

Ку 1933 ҫулхи ҫуркунне пулса иртрӗ. Ҫак ҫулах сентябрӗн 1-мӗшӗнче эпӗ шкула ҫӳреме пуҫларӑм. Пӗчӗкскер пулнӑ. Ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑксенче уроксем пӗтнӗ ҫӗре атте ҫунашкапа илме пыратчӗ. Тулли мар шкула (ун чухне пирӗн ял Элӗк районне кӗнӗ) «Мухтав грамотипе» пӗтерсе 1939-40 ҫулхи вӗренӳ ҫулне Етӗрнери педагогика техникумӗнче пуҫларӑм. Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, педтехникумсене училище теме пуҫларӗҫ. Манӑн атте-анне пур, пурӑнасса та ҫителӗклӗ пурӑнаттӑмӑр, ҫавӑнпа общежитире вырӑн памарӗҫ. Октябрьски урамӗнчи Долбилов хушаматлӑ вырӑс ҫынни патне вырнаҫрӑм, хваттер хуҫисене шутласан пӗтӗмпе саккӑрӑн пӗр килте кӗшӗлтететтӗмӗр. Анчах хамӑр ҫав тери килӗштерсе, туслӑ пурӑнаттӑмӑр. Тепӗр ҫул хамӑр ял хӗрачи вӗренсе тухса кайсан, мана хӑй пурӑннӑ хваттере куҫма тимлесех канаш пачӗ, ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ, лайӑх ҫынсем терӗ. Вара кӗркунне унта пурӑнма куҫрӑм. Чӑнах та, калама ҫук ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсемччӗ хваттер хуҫисем. Федор Михайлович Винокуров педучилище директорӗн Леонид Михайловичӑн аслӑ пиччӗшӗ пулнӑ иккен. Вӗсен пӗр ывӑл кӑначчӗ (халӗ Юрий Федорович Винокуров – Етӗрне хулин хисеплӗ гражданинӗ). Волчья Долина ялӗнчи Николай Рабановпа иккӗн хваттерте пурӑнаттӑмӑр.

Ун чухне Сӑр шывӗ урлӑ кӗпер пулман, ҫуркунне ею лӑпланиччен паромпа каҫаратчӗҫ, ӑна моторлӑ кимӗ туртатчӗ. Сӑр шывӗ хухсан тин кӗпер тӑватчӗҫ, пӑрахутсене ирттерсе яма варринчен уҫӑлакан кӗперччӗ вӑл.

1940 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче хӑрушӑ инкек пулса тухрӗ. Пирӗн училищӗре, тӗпрен илсен, Сӑр шывӗн ку енчисем вӗренетчӗҫ. Стадионта митнга хутшӑннӑ хыҫҫӑн эпир килсене васкарӑмӑр. Пристане ҫав тери нумай ҫын пухӑннӑччӗ. Малалла кайма ҫук, парома туртакан буксир ҫӗмӗрӗлсе ларнӑ та анаталла юхса кайнӑ иккен. Аптӑранипе ватӑ бакенщик хӑйӗн пысӑк киммипе (ырӑ тӑвас тесе ӗнтӗ) пире каҫарса яма килӗшрӗ. Кӗсменсене Элӗк районӗнчи Григорьев Андрей тытнӑччӗ. Эпӗ ларма ӗлкӗртӗм, анчах Мӗтри, ман ҫывӑх юлташ, хамӑр ялсемех, лараймарӗ. «Йӑван, тархасшӑн ан васка, пӗрле кайӑпӑр», — тесе макӑрас пекех ӳкӗтлерӗ вӑл мана. Чӑтаймарӑм, кимӗрен сиксе анса юлтӑм. Ҫак кимӗ Ямоз патне те ҫитеймен, ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пирӗн училищӗре вӗренекен 13 ача шыва путса вилчӗҫ. Вӗсем хушшинче пирӗн класри Григорьев Илья, Тури Мучар ачи те, пулчӗ. Тепӗр икӗ эрнерен вилесем ҫиеле туха пуҫларӗҫ, вӗсене палласа илме те ҫукчӗ. Эпӗ Григорьева хӗрлӗ калушӗнчен палласа илтӗм, вӑл вӑхӑтра ботинка ҫине калуш тӑхӑнса ҫӳресси йӑлараччӗ.

...Ҫак кун яла каясси пулмарӗ. Тепӗр кун ир-ирех Мӗтрипе пристане ҫитрӗмӗр. Ун чухне хальхи пек сумкӑсем пулман, карҫынккапа ҫӳреттӗмӗр. Манӑн кӑштах айккине пӑрӑнмалла пулса тухрӗ, ҫав хушӑра паром тапранса кайрӗ, эпӗ пӗчченех тӑрса юлтӑм. Юлташа каҫнӑ-каҫман пӗр грузовик, Советскине каяканскер, лартса кайнӑ. Ман вара ҫуранах танккама тиврӗ. Манӑн анне шӑпах ӗҫе кайма тухнӑ пулнӑ (вӑл ун чухне пахчаҫимӗҫ бригадирӗччӗ), Арҫынкка мучисен ҫумӗнчи уй хапхинчен Мӗтри вашлаттарса кӗнине курах кайнӑ. Аллинче – ман карҫынкка. Вӑл хӑранипе тӳрех тӗшӗрӗлсе аннӑ: «Йӑван шыва кайнӑ, карҫинккине Мӗтри илсе килет!»

Ҫывӑхарах ҫитсен Мӗтри йӑл кулса: «Ҫук, вилмен вӑл, сывах», – тесе лӑплантарнӑ, мӗн пулса тухнине йӗркипе каласа панӑ. Атте ӑна ӗненмен пулмалла, хӑвӑртрах кӗтӳрен икӗ лаша тытса килнӗ, пӗрин ҫине хӑй утланнӑ, теприне юнашар ман валли кӑкарнӑ.

Эпӗ Вырӑс Чурашран тухакан ҫулпа ҫур ҫухрӑм пек утнӑччӗ, пӑхатӑп, атте мана хирӗҫ икӗ лашапа килет. Мӗн тери савӑнӑҫ: 12 ҫухрӑм ытла утнипе ывӑнсах ҫитнӗччӗ-ҫке. Лаша ҫине утланса ларсан, атте хӗвӗнчен ӑшӑ икерчӗ кӑларса тыттарчӗ. Вӑт мӗнле тӑрӑшнӑ ачисене вӗрентес тесе! Вӑл вӑхӑтра ялта учитель пысӑк хисепре пулнӑ. Ҫавӑнпа мана учителе вӗрентсе кӑларас ӗмӗтпе пурӑнатчӗҫ аттепе анне. Ялта хисеплӗ ватӑ пурччӗ, Илле Якӑльчӑ тетчӗҫ ӑна. Ун чухне ялти халӑх укҫа тытса курман. Панулми ӑнса пулнӑ ҫул Чулхулана кайса сутса кӑна пӑртак укҫа тунӑ. Хайхи Илле Якӑльчӑ мана, учителе тухас тесе тапаҫланакан ачана, хӗрхенчӗ курӑнать, каракуль ҫухаллӑ лайӑх пальто илсе пачӗ. Хӑшӗсем эп ҫак пальтопа пынине курсан: «Кур-ха, учитель пекех пулса кайнӑ», – тесе юлатчӗҫ, ку мана ҫав тери хӗпӗртеттеретчӗ.

Чаплӑ ят – вӗрентекен

Иккӗмӗш курсра вӗреннӗ чух вӑрҫӑ пуҫланчӗ. Халӑха Сӑр хӗррине тем тарӑнӑш шӑтӑксем чавма хӑвалатчӗҫ. Пире училище пӗтермесӗрех вӑрҫа кайнӑ учительсем вырӑнне шкула ячӗҫ. Ҫапла эпӗ Купӑрляра (Н.В.Никольский ялӗнче) 4-мӗш класс ачисене вӗрентме тытӑнтӑм. Вӗренӳ ҫулӗ пӗтнӗ хыҫҫӑн экстерн майӗпе экзамен тытса педучилище пӗтерни ҫинчен аттестат илтӗм.

Кӗркунне Чемейри тулли мар вӑтам шкула арифметика, алгебра, геометри тата физикӑна вӗрентме ячӗҫ. Эрнере 26 урок таран ирттерме тиветчӗ.

1942 ҫулта шкул программине «Воинское дело» предмет кӗртрӗҫ. Ӑна пур классенче те (1-мӗш класран пуҫласа 10-мӗш таранах) вӗрентмеллеччӗ. Чемей шкулӗнче арҫын учитель эпӗ пӗчченех пулнӑ май ку предмета пӗтӗмпех ман ҫине тиерӗҫ. Кашни кунах пилӗкшер урок ирттермеллеччӗ, канмалли кун умӗн кӑна тӑватшар урокчӗ. Военруксене кашни вунӑ кунтах район центрне пухса инструкци ирттеретчӗҫ. Ку ӗҫе районти военкоматра ятарласа уҫнӑ уйрӑм йӗркелесе пыратчӗ. Советскинче ҫав ӗҫе Кузнецов лейтенант аллине панӑччӗ. Ҫав вӑтам шкулта фронтран аманса таврӑннӑ Н.Кузьмин ӗҫлетчӗ, вӑрҫӑччен вӑл Етӗрнери виҫҫӗмӗш колхоз театрӗнче ӗҫленӗ.

Пирӗн ялтан Чемее ҫитме 18 ҫухрӑмччӗ. Ӗҫе ҫулла велосипедпа ҫӳреттӗм, хӗлле – йӗлтӗрпе. Ҫӑмӑл марччӗ ҫӳреме. Кузьмин пулӑшнипе манӑн тӑван яла куҫма май тупӑнчӗ. Чемее госпитальтен сывалса тухнӑ кӗҫӗн сержант таврӑнни те маншӑн меллӗ пулчӗ. Вӑл хаваспах военрук ӗҫне тытӑнчӗ.

Н.Кузьминпа иксӗмӗр туслашсах кайрӑмӑр. Хӗлле «Воинское дело» урокӗсенче тӗлпулусем ирттереттӗмӗр. Ҫав тӗлпулусене курма пӗтӗм ял халӑхӗ пухӑнатчӗ. Ҫар урокӗсем ирттерме Хыҫалкас вӗҫӗнче ятарласа полигон тунӑччӗ, унта чӑрмавлӑ лаптӑксем, салтак кӗлеткисем пурччӗ. Класпа класс тупӑшатчӗҫ. Шкулта ҫар кабинечӗ йӗркелерӗмӗр. Унта винтовка макечӗсем тата урокра кирлӗ ытти япаласем упранатчӗҫ. Кабинет умӗнче ҫӗр каҫипех часовойсем тӑратчӗҫ, хурал ӗҫне ҫиччӗмӗш класра вӗренекен Климов Иван чӑн-чӑн салтак пек туса пыратчӗ. Кайран ҫак ача хӑй пурнӑҫне пӗтӗмпех ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ тетчӗҫ. Ҫапла 1942 ҫул иртсе кайрӗ.

«Артиста вӗренме кай...»

1943-мӗш ҫулта Чӑваш академи театрӗ Советскинче Н.Айзман ҫырнӑ «Лиза Короткова» спектакль кӑтартрӗ. И. Максимов-Кошкинский унта фашист рольне вылярӗ. Коллективпа пӗрле спектакль режиссерӗ Л.Родионов та килнӗччӗ, хӑйпе мӑшӑрне тата виҫӗ ҫулхи Валерик ывӑлне илсе тухнӑччӗ. Н.Кузьмин ҫак режиссера тахҫанах пӗлет иккен, мана унпа паллаштарчӗ. Леонид Никонорович тӳрех сӗнӳ пачӗ: «Сан артиста вӗренес пулать, халӗ Шупашкарта Саратоври консерватори ҫумӗнчи опера студине вӗренме ҫамрӑксене суйлаҫҫӗ. Кайса пӑх-ха ҫавӑнта».

Аслӑ юлташ калани мана хавхалантарса ячӗ. Ним шухӑшласа тӑмасӑрах вӗҫтертӗм Шупашкара. Музыка училищинче (халь унта арҫынсен мӑнастирӗ) студие вӗренме каяс текенсене тӗрӗслеҫҫӗ. Эпӗ те ҫавсен хушшинче тӑратӑп. Черет ҫитрӗ те чӗнсе кӗртрӗҫ. Рояль умӗнче пӗр хӗрарӑм ларать (О.Агакова пулнӑ иккен). Вӑл пӳрнисемпе шаклаттарчӗ, уйрӑм сасӑсене тӑсса калаттарчӗ. Унтан «халӗ мӗн те пулин юрласа пар-ха», — терӗ. Вӑл вӑхӑтра «Истребители» кинофильм кӑтартатчӗҫ. Унта Марк Бернес «Любимый город» юрра чӗрене пырса тивмелле юрлатчӗ. Ҫавна юрласа парас-ха терӗм. Бернес евӗрлӗрех юрлама тӑрӑшнӑ ӗнтӗ. Олимпиада Яковлевнӑна ку килӗшмерӗ: «Пӑрах-ха эс Бернес юррисене, пире ялти пек юрласа кӑтарт». Вара тӑсса ятӑм: «Пирӗн урам анаталла, шуса анать пӗр ҫуна...» «Ҫитет, ҫитет, ҫитет! Халӗ каях, ыран ирхине кил», — тесе ӑсатса ячӗ. Тепӗр кунне ир-ирех тӑрса Атӑл хӗррине кайса куртӑм. Тӑхӑр сехетре училищӑна ҫитрӗм. Кил хушшинче ҫамрӑксем кӗшӗлтетеҫҫӗ. Эпӗ те вӗсен патне пырса тӑтӑм. Алӑк уҫӑлчӗ те пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм: «Ксенофтонтов! Савушкина! Кунта кӗрӗр-ха», — тесе йыхӑрчӗ. Эпир кӗтӗмӗр. «Вӑт сире иксӗре те Саратоври консерватори ҫумӗнчи опера студине вӗренме ярас терӗмӗр. Халӗ килӗрсене таврӑнӑр та августӑн 8-мӗшӗнче Саратова каймаллах хатӗрленсе килӗр. Сире пӑрахутпа ӑсатса яратпӑр»,— терӗ. Ҫапла вӗҫленчӗ опера студине вӗренме кӗресси, хумханни. Эпӗ Саратоври консерватори студенчӗ пулса яла таврӑнтӑм.

Августӑн 8-мӗшӗнче Саратова пӑрахутпа кайма хатӗрленсе килтӗмӗр. Анне мана ҫул ҫинче ҫиме шӑрттан пӗҫерсе пачӗ, анчах вӑл кирлӗ пек типсех ҫитмен, пӗр-икӗ хут ҫеҫ кӑмакара ларнӑ. Пӑрахут ҫинче шӑрттан пирки ман шухӑш та пулман, унта арбуз тата ытти кӑнтӑрти ҫимӗҫсем. Саратова ҫитме пилӗк кун каймаллаччӗ. Пристане ҫитеспе япаласене пуҫтарма тытӑнтӑм. Пӑхатӑп та, ман шӑрттан вырта парать, тинех анне сӑмахӗсем аса килчӗҫ. Ӑна сӗтел ҫине кӑларса хутӑм та – вӑл унталла-кунталла пӑркаланать. Касса пӗчӗк шӑтӑк турӑм, пӑхатӑп – ай тур-тур, тулли хурт йӑшӑлтатать. Сирпӗнтертӗм ӑна Атӑла. Кун ҫинчен аннене каласа кулянтарас темерӗм. Тӗрӗссипе, пӗр така шыва пӑрахнӑ-ҫке. Салтакран таврӑнсан тин, 1947 ҫулта, ҫакӑн ҫинчен каласа патӑм.

Саратовра лайӑх кӗтсе илчӗҫ. Пурӑнма консерватори ҫуртӗнчех вырнаҫтарчӗҫ. Пиллӗкӗн пурӑнаттӑмӑр. Виктор Тарасов – трубач, кайран гобой ҫине куҫнӑ. Гриша – сӗрмекупӑсҫӑ, Стугицкий – пианист, Швецов – хор дирижерӗ. Эпӗ Виктор Тарасовпа питӗ туслӑччӗ. Вӑл тӑлӑх пулнӑ, вӑрҫӑран хӑрах урасӑр таврӑннӑ, сылтӑм урине чӗркуҫҫирен кӑшт аяларах татнӑччӗ. Протез лартса парсан пӗрремӗш хут костыльсӗр «Пионер» кинотеатр патне ҫитсе килсен вӑл мӗнле савӑннине курасчӗ! Кайран ташлама та пуҫларӗ. Консерваторире гобой классне пӗтерчӗ. Чӑвашсемпе туслашса, вӗсене хисеплесе Шупашкарти симфони оркестрне ӗҫлеме килчӗ, музыка училищинче вӗрентме тытӑнчӗ. Ун вӗренекенӗ – тӗнчипе паллӑ гобоист Анатолий Любимов, пирӗн ентеш.

Вӑрҫа пула Мускаври консерваторине Саратова куҫарса килнӗччӗ. Ик консерватори пӗр ҫуртрах ӗҫлетчӗҫ. Ф.Лукин композиторпа хор дирижерӗсен факультетне вӗренсе пӗтернӗ А. Швецов пирӗнпе ҫак пӳлӗмре пурӑнатчӗҫ. Украина радио хорӗ те Саратовраччӗ. Швецов ҫак хора ертсе пыратчӗ.

Туслӑн пурӑнаттӑмӑр ҫак ачасемпе. Пӗтӗм калаҫу та пирӗн – искусство ҫинчен. Тӗлӗнмелле телейлӗ вӑхӑт пулнӑ, хаяр вӑрҫӑ кӗрленӗ пулин те.

Киеври тӗлпулу

Вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн пирӗн дивизи Германирен хамӑр ҫӗршыва чугун ҫулпа килме тухнӑччӗ. Киева ҫитсен поезд пӗр сехетлӗхе кунта чарӑнса тӑчӗ те эпир хула курма тухрӑмӑр. Сасартӑк: «Ваня! Ваня Ксенофонтов!» — тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ. Тӗлӗнсе хытса кайрӑм, Киевра мана паллакан кам пулма пултартӑр-ха. А.В.Швецов чупса пырса мана ыталаса илчӗ. Ишӗлнӗ ҫурт подвалӗнче ӑна пурӑнма пӗчӗк пӳлӗм панӑ иккен, ҫавӑнта илсе кӗрсе мана хӑналарӗ. Кӗленчепе эрех кӑларса лартрӗ, ӑшӗнче пӗчӗк хӗрлӗ пӑрӑҫ хутаҫҫи ярӑнса ҫӳрет. Кун пек эрех ӗҫсе пӑхма мар, куҫпа та курман. Пӗр 15 минут калаҫса лартӑмӑр, Саратова аса илтӗмӗр. Филипп Лукин ҫинчен каласа кӑтартрӗ. «Вӑл сирӗн чаплӑ ҫын, юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫи», — тет. Ҫаксене илтни маншӑн мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ пулчӗ! Ку тӗлпулӑва тӗлӗкре те курас ҫук. Поезд тапранса кайсан курӑнми пуличченех алӑ сулса тӑрса юлчӗ А.Швецов, ун саламне Филипп Лукин патне 1947 ҫулта тин ҫитертӗм.

«Демобилизаци» — чуна ӑшӑтакан сӑмах

Вӑрҫӑ чарӑнсан Германири чылай вырӑнсенче пулма тӳр килчӗ. Чи асра юлнисем Любхтен тата Грайсфальд. Юлашки хулара чылаях тӑма тиврӗ. Кунта Паулюс генерал хӑйӗн 6-мӗш ҫарне Сталинград патӗнче ҫапӑҫма хатӗрленӗ. Пире нимӗҫ салтакӗсем пурӑннӑ казармӑсене вырнаҫтарчӗҫ. 1946 ҫулхи январӗн 17-мӗшӗнче Тӑван Ҫӗршыва каякан поезд ҫурҫӗр иртни виҫӗ сехетре тапранса кайрӗ. Февралӗн 8-мӗшӗнче эпир Днепропетровск хулине ҫитрӗмӗр. Пире «Федосеевские казармы» текен ҫуртсене вырнаҫтарчӗҫ. Кунти пӳлӗмсем пуш-пушахчӗ. Таҫтан улӑм тиесе килчӗҫ те урайне сарса ҫывӑртӑмӑр. Ир ҫинче суйлава, хамӑрӑн 2-мӗш ударлӑ ҫарӑн командующийӗ Федюнинский генералшӑн сасӑлама илсе кайрӗҫ, вӑл СССР Верховнӑй Совет депутачӗ пулса тӑчӗ.

1945 ҫулхи сентябрӗн 25-мӗшӗнче СССР Верховный Совет Президиумӗ демобилизацин иккӗмӗш черетне ирттересси ҫинчен Указ кӑларчӗ. Унпа килӗшӳллӗн 1920 ҫултан каярах ҫуралнисене, аслӑ шкулсенче иккӗмӗш тата аслӑрах курссен студенчӗсем пулнисене тата шкулсенче пуҫламӑш классен учителӗ пулнисене киле яраҫҫӗ. Ҫак указ мана та пырса тивет. Нумай шутласа тӑмарӑм, Советскинчи районо пуҫлӑхӗ патне ҫыру ҫыртӑм. Часах справка ярса пачӗҫ. Дичков капитан приказа алӑ пусса ҫирӗплетрӗ те красноармеец кӗнеки ҫине ҫырса хучӗҫ (кӗнеки халӗ те упранать-ха). Вара майӑн 29-мӗшӗнче Днепропетровскран Чӑваш ҫӗршывне килме хамӑн ентешпе, Сӗнтӗр районӗнчи Варфоломей Яндушкинпа тухрӑмӑр.

Кӑштах юлташӑм ҫинчен аса илем-ха. 1945 ҫулта демобилизацин пӗрремӗш черетне ирттернӗ хыҫҫӑн пирӗн дивизионра 20 ҫын ҫитми пулчӗ, анчах ҫавӑнтах йыша хушмалли май тупӑнчӗ. Штербург хулинче американецсем тыткӑнтра асапланнӑ совет салтакӗсене лагерсенчен ирӗке кӑларчӗҫ. Мана, вӑрттӑн пайра ӗҫлекенскере, ҫаксен хушшинчен 20 ҫын суйласа илме хушрӗҫ. Паллах, артиллерире пулнисене хамӑр рете илмеллеччӗ. Акӑ алӑра «2-Ур» форма, журнал тӑрӑх хушаматсене ҫырса илмелле. Ак тамаша, ҫак журналта «Яндушкин Варфоломей Федотович, чӑваш, Юнкӑпуҫ ялӗнче 1919 ҫулта ҫуралнӑ» тесе ҫырнӑ. Артиллерист пулмасан та ку чӑваша хамӑр пата илсе каясах терӗм.

Ҫак списокпа пуҫтарӑннисене чӗнсе кӗртсе кашнинпе уйрӑм калаҫмаллаччӗ. Хайхи Яндушкин хӑюсӑррӑн кӗрсе тӑчӗ, тыткӑнри салтаксене нимӗҫсем пуҫа усса хӑрах ура ҫинче тӑма вӗрентнӗ. Питӗ тӗреклӗ илемлӗ пит-куҫлӑ арҫын пулчӗ ҫак салтак. Ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таран пӑхса илнӗ хыҫҫӑн: «Чӑвашла калаҫма манман-и?» _ тесе хутӑм. Хайхи куҫҫулӗпех макӑрса ячӗ. Эп ӑна повара вырнаҫтартӑм, хамӑр патран ниҫта та ямалла мар турӑм. Демобилизаци указӗ тухсан, салтаксене ҫуллахи лагерсене тата ытти ҫӗре ярса пӗтерчӗҫ. Яндушкина вара хамран уйӑрмарӑм. Демобилизаци ҫинчен ҫырнӑ приказра иксӗмӗрӗн хушаматсем ҫеҫ пулчӗҫ.

Ҫапла вара 1946 ҫулхи июнӗн 2-мӗшӗнче Шупашкара ҫитрӗмӗр. Яндушкинӑн Андрей пиччӗшӗ, аш-какай комбинатӗнче ӗҫлекенскер, Кировски поселокра хӑйӗн ҫуртӗнче пурӑнатчӗ. Ун чух хулара автобуссем пулман. Вокзалтан пире 532 завод грузовикӗ илсе ҫитерчӗ. Ҫӑвӑнса тасалса сухалсене хырса якатсан Андрей сӗтел ҫине сӗркӗчленӗ «Пшеничная» кӗленче кӑларса лартрӗ. Пӗрер черкке пушатрӑмӑр кӑна, кил хуҫин мӑшӑрӗ, Даша аппа, тем аса илсех кайрӗ: «Ай-уй, эпир кунта мӗн туса ларатпӑр! Паян Шупашкарта, Етӗрне ҫулӗ ҫинчи уҫланкӑра, «массовое гуляние» пырать вӗт». Эпир хӑвӑрт пуҫтарӑнтӑмӑр та, кӗленчене кушеле чиксе, апат-ҫимӗҫ илсе вӑрман уҫланкине ҫитсе пӗр шӗшкӗ айне вырнаҫса латтӑмӑр. Черккесем тултарса ҫӗкленӗччӗ кӑна, пирӗн умран тӗрленӗ чӑваш кӗписем тӑхӑннӑ, муркаллӑ пиҫиххисем ҫыхнӑ Леонид Родионов режиссерпа Игнатий Молодов артист иртсе пыраҫҫӗ. Леонид Никонорович мана палласа илчӗ: «Ваня! Эсӗ таврӑнтӑн-и?!» — тесе ыталаса илчӗ. «Вӑт ҫапла хӑрушӑ вӑрҫа ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗ хыҫҫӑн хамрӑн юратнӑ Чӑваш ҫӗршывне ҫаврӑнса ҫитрӗмӗр», _ тетӗп хавхаланса кайнӑскер.

Пӗрле калаҫкаласа хӑналаннӑ хыҫҫӑн Леонид Никонорович мана: «Пирӗн пата кайӑпӑр, — терӗ. — Сан юлташусен хӑйсен калаҫу, пирӗн ытларах театр ҫинчен, искусство ҫинчен сӑмах пулӗ». Юлташ хирӗҫ пулмарӗ. Вара театрӑн полуторка машинипе хулана таврӑнтӑмӑр. Кузов туллиех ҫамрӑксемччӗ: вӗсем театр ҫумӗнчи студире вӗренекенсем пулнӑ — Георгий Ефимов, Светлана Бубнова, Андрей Мосин, Леня Фадеев, Николай Андреев тата ыттисем.

Тепӗр кун Леонид Никонорович сӗнӳ пачӗ: «Пирӗн студентсем вокалпа экзамен параҫҫӗ, кайса итлер-ха». Ҫул ҫинче вӑл пӗр самантлӑха писательсен союзне кӗрсе тухасшӑн пулчӗ, мана Крупская паркӗнчи тенкел ҫине лартса хӑварчӗ.

Ӑна-кӑна сӑнаса ларнӑ хушӑра радио СССР Верховнӑй Совет Президиумӗн председателӗ М.И. Калинин вилсе кайни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫӗршыв «старостӑсӑр» тӑрса юлчӗ.

Июнӗн 4-мӗшӗнче Варфоломейпа облвоенкоматра калаҫса татӑлнӑ вӑхӑтра тӗл пултӑмӑр. Ун чухне салтакран таврӑнакансене пухса грузовиксемпе районсене ӑсатса яратчӗҫ. Пире те, Етӗрне еннелле каякансене, пӗр полуторка тупса пачӗҫ.

Ҫул ҫинче пӑрлӑ ҫумӑр ҫитсе ҫапрӗ. Пӑр катӑкӗсем машинӑн малти кантӑкне аркатсах пӑрахрӗҫ. Шофер машинине каялла ҫавӑрса лартрӗ. Эпир юлташпа лесник ҫуртне чупса ҫитсе ҫумӑртан пытантӑмӑр.

Ҫил-тӑвӑл часах иртсе кайрӗ, ҫанталӑк уяртса ячӗ, ҫав тери илемлӗ пулса кайрӗ. Эпир ҫул хӗррине тухрӑмӑр ҫеҫ, пӗр полуторка пирӗн тӗле ҫитсе чарӑнчӗ. Шофер алӑкне уҫрӗ те савӑнса: «Айтӑр, ларӑр! Ҫил пек вӗҫтерсе ҫитерӗп», — тет. Эпир йӑпӑр-япӑр улӑхса лартӑмӑр. Ун чухне салтак ҫав тери пысӑк хисепреччӗ, пӗр шофер та чарӑнмасӑр иртсе каймастчӗ. Нумай та каяймарӑмӑр, ларса пыракансенчен пӗри: «Ай-яй! Эсӗ Ҫтахвин Йӑванӗ вӗт!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Хамӑр ялсемех, Смородин Иванӗ, пулчӗ. Юнкӑпуҫне ҫитсен эпир юлташ патне анса юлтӑмӑр.

Хайхи Смородинов Советскине ҫитсен тӳрех пирӗн пата ҫул тытнӑ. Атте аннене савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерме васканӑ ӗнтӗ. Уйранах кӑшкӑрса кӗчӗ тет: «Сирӗн Йӑван чип-чипер ҫитнӗ, пӗрле килнӗ юлташӗ патне Юнкӑпуҫ ялне анса юлчӗ».

Юлташ патӗнче хӑналанкаланӑ хыҫҫӑн Юнкӑпуҫ ялне кайса килтӗмӗр, каҫхине урама тухса лартӑмӑр. Унта Етӗрнере пӗрле вӗреннӗ хӗрачасем те пурччӗ.

Хитрен шӑкӑлтатса лараттӑмӑр. Уй хапхи патӗнче арҫын сасси илтӗнсе кайрӗ: «Паян салтакран таврӑннисем хӑш килте?». Эпӗ яштах сиксе тӑтӑм. Часах атте пирӗн тӗле ҫитсе те тӑчӗ.

Пӳрте кӗрсе паллаштарса кӑштах хӑналанкаланӑ хыҫҫӑн атте калать: «Ывӑлӑм, хуллен каймалла пулӗ, килте аннӳ ҫав тери хытӑ кӗтет. Урапа ҫинче ҫывӑрса пырӑн, выртмаллине хатӗрлесех парса ячӗ». Ҫапла сывпуллашса, юлташпа Питрав ярмӑрккинче (вӑл Турай ялӗнче июлӗн 12-мӗшӗнче пулать) тӗл пулма калаҫса татӑлтӑмӑр.

Юнкӑпуҫӗнчен пирӗн яла ҫитме 25 ҫухрӑм патнеллеччӗ. Ҫапла вара 1946 ҫулхи июнӗн 5-мӗшӗнче ирпе ирех, кӗтӳ янӑ вӑхӑтра, тӗнче вӑрҫине ҫӗнтерӳпе вӗҫлесе тӑван киле ҫаврӑнса ҫитрӗм.

Тепӗр кун ҫартан саккунлӑ киле таврӑнни ҫинчен евитлеме райвоенкомата кайса учета тӑтӑм. Парти райкомне те ҫав сӑлтавпах кӗтӗм. Райкомӑн пӗрремӗш секретарӗ Калистрат Никитич Кудряшов хӑйӗн кабинене илсе кӗртрӗ те унпа чылай калаҫса лартӑмӑр. «Ну, Ксенофонтов юлташ, август уйӑхӗччен лайӑх кан, ку канӑва тивӗҫӗ эсӗ. Август пуҫламӑшӗнче тӳрех ман пата кил. Сана Прашкулӗнчи пуҫламӑш шкул заведующийӗн ӗҫӗсене туса пыма хушасшӑн, хӑвна валли 1-мӗш класа ҫичӗ ҫулхи ачасене пуҫтар. Ку шкула виҫӗ ял ачисем вӗренме ҫӳреҫҫӗ», — терӗ секретарь уйрӑлас умӗн. Августӑн 8-мӗшӗнче кун пирки районо приказӗ тухрӗ, тепӗр кунне Прашкулне кайса (вӑл тӑван ялтан 5-6 ҫухрӑмра кӑначчӗ) шкула йышӑнтӑм.Ҫапла вара каллех вӗрентӳ ӗҫне кӳлентӗм.

Учительтен — артиста

Вулакана, паллах, эпӗ театрпа епле ҫыхӑнса кайни интереслентерет. Етӗрнере вӗреннӗ вӑхӑтра педучилище сцени ҫинче 3-мӗш колхоз театрӗн артисчӗсем «Садсем чечекленеҫҫӗ» спектакль кӑтартрӗҫ. Пьеса авторне халь астумастӑп, Карп Карпович рольне Михаил Уфимцев вылянине ҫав тери килӗштерсе пӑрахрӑм. Художникӗ Марков хушаматлӑ лутра арҫынччӗ, ҫавӑнпа паллашса кайрӑм. Афишӑсем те ҫыпӑҫтарса параттӑм ӑна, щитсене те ҫуса тасататтӑм.

Салтакран килсен пӗррехнче юнашар яла колхоз театрӗ В. Кривоносовӑн «Хаваслӑх» музыкӑллӑ комедине кӑтартма пынӑччӗ. Ҫавна курма кайсан артистсемпе калаҫса кайрӑм. Вӗсен директорӗ Н.Г. Кузьмин ҫинчен ыйтса пӗлтӗм. Ҫакӑн хыҫҫӑн директор ман пата питӗ ӑшӑ ҫыру ҫырса ячӗ, хӑй патне ӗҫлеме чӗнчӗ. Кайран кашни эрнерех телефонпа шӑнкӑравласа тӑчӗ.

Эп ӗҫлекен шкул икӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑччӗ, икӗ сменӑпа вӗрентеттӗмӗр. Хӗл ҫывхарса килнӗ май вӑрмана кайса вутӑ хатӗрлеттертӗм. Ӑна лашасемпе турттарса килмеллеччӗ. Колхозӑн пӗтӗмпе те виҫӗ лаша кӑначчӗ, вӗсем кӗҫӗпе чирлетчӗҫ. Хатӗрленӗ вутта илсе килсе памарӗҫ, ӑна вӑрмантах вӑрласа пӗтерчӗҫ. Хӗллехи сивӗ вӑхӑтра шкула темиҫе куна хупмалла та пулса тухрӗ. Аптранипе колхоз йӗтемӗ ҫинче ларакан ампара пӑсса ҫунтарса яма тиврӗ. Ҫапла нушаланса хӗл каҫрӑм. Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленсен района отчет патӑм, вӗренме каяп тесе ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени ҫыртӑм, вара велосипед ҫине ларса тӳрех Калинин ялне вӗҫтертӗм.

Колхоз театрӗ ун чухне Нурӑсра вырнаҫнӑччӗ. Анчах Н.Г. Кузьмин унта ҫукчӗ, гастроле кайнӑ иккен. Мана валли вӑл хут ҫырса хӑварнӑ: «Заявлени ҫыр та августра ӗҫлеме кил, ку тӗле бригадӑсем те гастрольтен таврӑнаҫҫӗ».

Нурӑсра ӗҫлеме тытӑнсан каллех парти райкомне учета тӑма кайрӑм. Ак хайхи, мана каллех Калистрат Никитич кӗтсе илчӗ. Идеологи енӗпе ӗҫлекен секретарь Ашмарин юлташчӗ, ун ятне-шывне астумастӑп. Агитаципе пропаганда пайне Илья Павлович Прокопьев ертсе пыратчӗ. Ашмарин пенсие кайрӗ те, Прокопьев райком секретарӗ пулса тӑчӗ, М. Нестерова заведующи пулма уйӑрса лартрӗҫ.

Часах Калинин районне пӗтерсе хучӗҫ, И. Прокопьева С. Ислюков Шупашкара илсе килчӗ. Халӗ те ман тантӑш сывах-ха, сайра хутра унпа тӗл пулатпӑр.

Район хупӑнсан куҫса ҫӳрекен колхоз театрне те Вӑрнара куҫарчӗҫ. Унта улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Театрӑн ертӳҫи пулма Мускаври театр институтӗнчен вӗренсе килнӗ Иван Краснова тата Леонид Римовпа Валентин Николаев артистсене ярса пачӗҫ. Коллектив ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнчӗ. Н. Кузьмин хӑйӗн юлашки спектакльне – Александр Кӑлканӑн «Кӳршӗсем» комедине лартрӗ. Ку спектакльте эпӗ Мышкин рольне вылярӑм. Мухтаннӑ пек пулать те, ҫапах та каласах килет: эпӗ калӑпланӑ сӑнара автор питӗ килӗштернӗччӗ. Темиҫе ҫул иртсен те тӗл пулсан тӳрех «мӗнле чупать-ха Мышкин?» — тетчӗ.

Вӑрнарта эпир КПСС Центральнӑй комитечӗн «Звездапа» «Ленинград» журналсем ҫинчен» постановленийӗ тухиччен ӗҫлерӗмӗр. Кунта эпир П. Осиповӑн «Айтар» драмине тата Н. Айзманӑн «Звеньевая» комедине лартрӑмӑр. Пирӗнпе пӗр вӑхӑтра Йӗпреҫри иккӗмӗш колхоз театрӗ И. Максимов-Кошкинскин «Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан» музыкӑллӑ комедине (музыки Н.Ч ернышов-Шетмӗн) тата Ф. Шиллерӑн «Хаярлӑхпа юрату» трагедине лартнӑ. Ку спектакльсенче Академи драма театр ҫумӗнчи студине пӗтернӗ ҫамрӑксем вылятчӗҫ: Мосин, Фадеев, Сергеев, Андреев, Иванов (Семенов), Пущина, Голубева, Сергеева тата ыттисем те.

Асӑннӑ Постановлени тухнӑ хыҫҫӑн театрсене дотаци пама пӑрахрӗҫ. Театрӑн тӑкакӗсем ҫаплипех юлчӗҫ: ӗҫ укҫине вӑхӑтра памалла, налук тӳлемелле, хуҫалӑхри ытти тӑкаксене шутласа та пӗтерес ҫук.

Колхоз театрӗн урапи ҫинче

Чӑваш АССРӗн Министрсен Совечӗн искусство ӗҫӗсене йӗркелесе пыракан Управлени пуҫлӑхӗ ун чух В. Ржановчӗ. Вӑл пуҫарнипе 1949 ҫулхи январӗн 12-мӗшӗнче икӗ колхоз театрне пӗрлештерсе Республикӑри куҫса ҫӳрекен колхоз театрӗ туса хуни ҫинчен Постановлени тухрӗ. Ҫӗнӗ театрта ӗҫлеме артистсене суйласа илекен ятарлӑ комисси туса хунӑччӗ. Ҫав комисси йышӑнӑвӗпе илнисен шутӗнче манӑн хушамат та пурччӗ.

Василий Тимофеевич театра епле те пулин упраса хӑварас тесе хытӑ ӑшталанчӗ. Вӑл хӑйӗн тӑван Сӗнтӗр район пуҫлӑхӗсемпе тата Катикасси ялӗнчи «Колос» колхоз председателӗпе И. Ефремовпа пӗр чӗлхе тупса, театра ялта пушӑ ларакан икӗ хутлӑ йывӑҫ клуба пӗр тӳлевсӗр вырнаҫтарма калаҫса татӑлчӗ.

Вӑл вӑхӑтра карточка системине пӑрахӑҫламанччӗ-ха. Ялта ку йӗрке, паллах, кирлӗ пулман. В. Ржанов председательпе калаҫса татӑлса кашни артиста уйрӑм ҫын патӗнче хваттер тупса вырнаҫтарчӗ, ҫын пуҫне пӗрер пӑт ыраш ҫӑнӑхӗ леҫсех панӑччӗ. Тӑватӑ ҫул ӗҫлерӗмӗр Катикассинче, пӗр тӑвансем пек килӗштерсе пурӑнтӑмӑр. Эпӗ ялти хисеплӗ ҫын Федор Максимович патне вырнаҫрӑм, вӗсен тӑванӗ пекех пулса кайрӑм. Халӗ те ҫыхӑну ҫухатман-ха Катикассисемпе. Кил хуҫин ывӑлӗ Геннадий Федорович нумай пулмасть колхоз театрне аса илсе фотовыставка ирттерни ҫинчен каласа пачӗ, чылай сӑнӳкерчӗк парнелерӗ.

Пурнӑҫри тепӗр ӑнӑҫлӑ саманта аса илмесӗр ирттерес марччӗ. Василий Тимофеевич хӑйӗн ӗҫне ҫине тӑрса тунӑ пирки калас килет. Пӗр вӑхӑтра паллӑ ҫарпуҫӗ тата патшалӑх деятелӗ К.Ворошилов культурӑпа искусство ыйтӑвӗсене те татса панӑ. Колхоз театрӗ валли кӑштах та пулин укҫа тупас тесе Василий Тимофеевич Мускава ҫитнӗ, эпир ялта мӗнле пурӑнни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа панӑ. Килиментий Ефремович тимлӗн итлесе ларчӗ тет те, «Да-а-а! Колхозный театр в колхозе! Дать им 100 тысяч рублей», — тесе хушу пачӗ тет. Пирӗн, ҫур ҫул ытла шалу илменскерсен, укҫа ниҫта чикмелле мар пулса тухрӗ. Хӑшӗсем аптрасах ӳкрӗҫ. Маруся Сусликова, ҫамрӑк хӗрача-парикмахер, сӑмахран, укҫисене урайне сарса хунӑ тет те (ҫӗр тенкӗлӗххисем ун чух ҫав тери пысӑк хут укҫасемччӗ) сиккелесе ташлать тет.

Укҫа илнӗ кун Ишлейри культура керменӗнче спектакль кӑтартмаллаччӗ (ун чухне ку ял район центрӗччӗ). ҫитрӗмӗр те раймаг умӗнче К-125 маркӑллӑ мотоцикл ларать, ...3 тенкӗ тӑрать иккен. Тавай илес – укҫа нумай. Магазин директорӗ Гариков хушаматлӑччӗ, халӗ те астӑватӑп. Илсе тухрӑмӑр хайхи. Бензин ятӑмӑр, кӑшт тӗртрӗмӗр те мотоцикл кӗрлесе кайрӗ. В.Сорокин ун чухне райпо пуҫлӑхӗччӗ. Йӑпӑр-япӑр ларкӑч ҫине улӑхса ларчӗ те яра пачӗ площадь тавра, ҫаврӑнса килчӗ те «лайӑх чупать» терӗ. Мотоцикла хамран малтан вӑл ҫӗнетрӗ. Вара 1961 ҫулчченех, авланса ача-пӑчаллӑ пуличчен, мотоциклсӑр пӗр кун та ирттермен, мӗншӗн тесен гастроле тухсан эпӗ яланах администратор ӗҫне пурнӑҫланӑ. Вырӑна малтан ҫитсе договорсем тума кут айӗнчи транспорт ҫав тери меллӗччӗ. Ир-ирех артистсем ҫывӑрса тӑриччен тухса каяттӑм та колхозсемпе 5-6 кунлӑх договорсем туса килеттӗм. Колхоз председателӗсене, уйрӑмах ҫураки вӑхӑтӗнче, ирхине наряд панӑ хыҫҫӑн ҫеҫ тӗл пулма май килетчӗ.

В. Ржанов колхоз театрӗн ӗҫне пысӑка хурса хакланине танлаштарса пӑхма тӗслӗх илсе кӑтартам-ха. Пӗр вӑхӑт искусство ӗҫӗсен Управлени пуҫлӑхӗнче А. Эсхель ларчӗ. Нумаях ӗҫлеймерӗ, урӑх вырӑна куҫмалла пулса тухрӗ унӑн. «Эх, ку ӗҫрен кайиччен ҫав колхоз театрне хупаймарӑм», — тесе питӗ кулянчӗ тет. Ржанов вара ҫав театра епле те пулин упраса хӑварас тесе Мускава Ворошилов патне ҫитнӗ! Эсхель мӗншӗн коллектива ҫав тери курайман? Паянхи кун та ҫавна ӑнланаймастӑп.

Ҫапла вара Катикасси ялӗнче тӑватӑ ҫул пурӑнтӑмӑр. Театрӑн ертӳҫи те улшӑнчӗ, Леонид Римов артиста директора уйӑрса лартрӗҫ. Кайран Шупашкара куҫса килтӗмӗр. Пирӗн хуҫа культура министерстви пулса тӑчӗ. Бухгалтери Короленко урамӗнче арендӑна илнӗ уйрӑм ҫын пӳртӗнче вырнаҫнӑччӗ. Репетицисене ӑҫта май килнӗ ҫавӑнта ирттереттӗмӗр, типографи путвалӗнче клуб пекки пурччӗ, ҫавӑнта та ирттернӗ. Нефтебаза (14-мӗш номерлӗ почта ещӗкӗ тетчӗҫ) клубӗнче те тӑрмашнӑ. Артистсем Гремячево, Аникеево ялӗсенче пурӑнатчӗҫ. Юлашкинчен колхоз театрне Канаша куҫарас терӗҫ. ҫак тӗллевпе Куславккари ҫурт тӑвакан комбинатран хӑма пӳрт илсе пачӗҫ, унта репетици ирттермелли зал тата артистсене пурӑнмалли пӳлӗмсем тума палӑртнӑ. Кӗтмен ҫӗртен Леонид Римов директор йывӑр чирлесе ӳкрӗ, ӑна чылайлӑха туберкулез диспансерне вырттарчӗҫ. Директор ӗҫӗсене туса пыма мана уйӑрса лартрӗҫ. Театрӑн икӗ машина пурччӗ. Пӗри полуторкӑ, тепри ҫартан списать тунӑ «Форд». Пӗтӗм пурлӑха пӗр рейспах куҫарса каяс шухӑшпа Чӑваш академи театрӗнчен тепӗр машина ыйтса илтӗм. Театр директорӗ ун чухне Н. Эллеччӗ. Вӑл манран Академи театрне ӗҫлеме куҫас шухӑш ҫук-и тесе ыйтрӗ, кӑмӑл пулсан илме шантарчӗ.

Ҫапла колхоз театрне Канаша куҫарса кайрӑмӑр. Колллектив хӑйӗн ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут ҫурт-йӗрлӗ пулса тӑчӗ. ҫурта пуҫтарнӑ вӑхӑтра прораб ӗҫӗсене ҫамрӑк баянист Илья Шайдуков туса пычӗ. Артистсем хӑйсен пӳлӗмӗсене обойсем ҫыпӑҫтарса йӗркене кӗртрӗҫ. Репетицисем ирттермелли зала та хатӗрлесе ҫитертӗмӗр. Н.Айзман режиссер пулса ҫӗнӗ спектакль лартма килӗшрӗ, А.Архипов пьеса ҫырса пачӗ. Репетицисем йӗркеллех ирттерме тытӑнтӑмӑр.

Кӗҫех Леонид Римов сывалса таврӑнчӗ те вӑл директор ӗҫне пуҫӑнни ҫинчен приказ ҫыртӑмӑр. Эпӗ ҫав каҫах Шупашкара тухса килтӗм.

Ҫӗнӗ шайри ӗҫре

1958 ҫулта эпӗ Чӑваш Академи драма театрӗн штатра тӑман администраторӗ пулса тӑтӑм. Ку ӗҫе ҫӗнӗ сезон пуҫланиччен туса пытӑм, унтан актерсен йышне куҫарчӗҫ.

Ун чухне чӑвашпа вырӑс театрӗсен пӗр дирекциччӗ. Икӗ театр питӗ килӗштерсе ӗҫлетчӗҫ. Ф. Васильев композитор ҫав тапхӑрта «Шывармань» опера ҫырса пӗтерчӗ. Б. Марков артист музыка театрӗн режиссерӗсен факультетӗнче вӗренме тытӑнчӗ. Музыкӑпа драма театрӗ тӑвас шухӑш ҫуралчӗ.

Ун чухне штата Мускав ҫирӗплететчӗ, кашни единицӑшӑн тӗп хулапа «ҫапӑҫмаллаччӗ». Тӑрӑшсан майне тупма пулатчӗ. ҫамрӑксем валли вырӑс театрӗ пурччӗ, ун ҫумӗнче чӑваш труппи те ӗҫлетчӗ, пукане театрӗ вырӑсла та, чӑвашла та спектакльсем лартатчӗ. Музыкӑпа драма театрӗ тума штат нумай кирлӗ пулнипе Вырӑс драма театрне Чӑваш академи театрӗнчен уйӑрса ҫамрӑксен театрӗ туса хучӗҫ, ТЮЗӑн чӑваш труппине Канашри колхоз театрӗпе пӗрлештерчӗҫ, вӗсен ҫумне пукане театрӗн труппине хушса пӗр дирекцине пӑхӑнмалла турӗҫ. ҫапла майпа ҫӗнӗ коллектив — Ачасемпе ҫамрӑксен театрӗ ҫуралчӗ. ҫамрӑксен театрӗн режиссерӗ З.Ярдыкова, пукане театрӗн – Г.Морев.

1961 ҫулта музыкӑпа драма театрӗн ҫуртне куҫрӑмӑр, эпӗ директор пулса ӗҫлеттӗм. 1964 ҫулта филармони питӗ япӑхса кайрӗ, нумай парӑма кӗрсе пӗтрӗ. «Чувашия» хӑна ҫуртне кӑна 59 пин тенкӗ тӳлемеллеччӗ. Ун чухне Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ филармони дирекцине пӑхӑннӑ. Ансамбле патшалӑх дотаци парать, филармонин нимле пулӑшу та ҫук. Вара правительство филармонипе ансамбле уйӑрчӗ. Хӑйӗн ентешӗ, Министрсен Совечӗн председателӗн ҫумӗ Н.Егоров пулӑшнипе, А.Сергеев филармони директорӗ пулса тӑчӗ. П.Ванюшкина директор ӗҫӗнчен хӑтарчӗҫ, вӑл ӗҫсӗр тӑрса юлчӗ.

1964 ҫулхи февраль уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче культура министерстви мана филармони директорӗ пулма ӳкӗте кӗртрӗ-кӗртрех. Пӗчӗккӗн парӑмсенчен татӑлса пӗтме май килчӗ.

ҫак вӑхӑтра Муздрамтеатр директорӗ Н.Элле хытӑ чирлесе ӳкрӗ. Сывалаймасть пулӗ тетчӗҫ. П.Осипов ҫине тӑрса сипленипе Николай Алексеевича ура ҫине тӑратрӗҫ. Эпӗ ку хушӑра директор ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. «Иван Ксенофонтович, эсӗ ҫамрӑк, вӑйпитти, тавай ҫапла калаҫса татӑлӑпӑр, эпӗ ҫӑмӑлрах ӗҫе, ачасемпе ҫамрӑксен театрне каятӑп, эсӗ кунтах юл», — терӗ Н.Элле ӗҫе тухсан. Ман А.Марковпа отношени тени лайӑхах пулман. Анатолий Семенович ун чухне обком, Совмин тата ытти ҫӳлти органсенче ҫав тери пысӑк хисепреччӗ. ҫыхӑну пӑсӑлса каясси ҫапла пулса тухрӗ. «Сильва» оперетта лартнӑ хыҫҫӑн хаҫатра ҫав тери мухтса рецензи тухрӗ, аяла Калисеевич тесе алӑ пуснӑччӗ. Таҫтан-таҫтан режиссер тивӗҫсӗр мухтава юратни паллӑ пулчӗ. Вӑл хӑйӗн диплом спектакльне Свердловскри оперетта театрӗнче лартнӑ пулнӑ. Хаҫатри рецензи пӗтӗмпех ҫав спектакль пирки. ҫакӑ литературӑпа искусство ҫыннисен куҫӗ умне тухрӗ.

Вӑхӑт хӑйӗннех тӑвать. Ачасемпе ҫамрӑксен театрӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗне лайӑх пӗлсе ҫитрӗм. Калас пулать, тӗрлӗ спецификӑллӑ коллективсемпе ӗҫлеме меллех мар. Кашнин тилхепи пӗр ҫын аллинче пулни лайӑхрах. Мӗнле уйӑрмалла ку театрсене? ҫав вӑхӑтра Ленинградран ятарласа пукане театрӗн режиссерӗсем пулма вӗренсе тухнӑ Татьяна Моревӑпа унӑн мӑшӑрӗ Георгий Амирханян килчӗҫ. Вара театрсене уйӑрас шухӑш пиҫсе ҫитрӗ. Ун чухне культура министрӗ Иван Маркеловчӗ. Вӑл та манӑн шухӑша ырларӗ. Эпӗ ҫак тапхӑрта штат пирки РСФСР культура министерствинчен тухма пӗлмен. Ыйтӑва татса паракансене пӗлменни-палламанни ҫукчӗ.

Иван Алексеевича пирки сӑмах пуҫарсан (тӑпри ҫӑмӑл пултӑр), пӗр самант ялан аса килет. Темле пысӑк уяв умӗн республикӑри артистсене хисеплӗ ятсем парса чысларӗҫ (халӗ те пур ун пек йӗрке). Ирхине Указ тухни ҫинчен радиопа пӗлтерчӗҫ. Ак тамаша! Театрсене пурне те палӑртнӑ, анчах ачасемпе ҫамрӑксен театрӗнчен пӗр хушамат та ҫук. Лайӑх мар ку! Сакӑр сехетрех министр патне кайса лартӑм.

И.Маркелов мана курсан, «Эсӗ мӗн, ыйхӑсӑр аптратӑн-им?» — тесе йӗкӗлтерӗ. Вӑл хӑй те ӗҫе ирех пыратчӗ. «Каккуй ҫывӑрма, пире мӗншӗн ҫав териех кӳрентертӗр?», — тетӗп хаҫатра тухнӑ Указа кӑтартса. Иван Алексеевич тӳрех пуҫне ярса тытрӗ, «Мӗнле капла пулса тухрӗ-ха?». Чылай вӑхӑт шухӑша кайса ларчӗ. Унтан, «Мускавра Указ тухман, ӗлкӗрес пулать, – тесе хучӗ. – Ксенофонтов, акӑ мӗн, ку ӗҫе сансӑр пуҫне никам та тӑваяс ҫук. Мускава кайма хатӗрлен, кирлӗ хутсене хӑвӑртрах хатӗрлеме хушатӑп».

Ун чух Мускава каякан поезд хальхинчен иртерех тапранса каятчӗ, Канаша тӑватӑ сехетрен ҫитетчӗ. Билет илсе хатӗрлерӗм те поезда Канашра машинӑпа хӑваласа ҫитсе ларса кайрӑм. Тепӗр пилӗк кунтан РСФСР Верховнӑй Совет Президиумӗн Указӗ тухрӗ. ҫав Указпа Пукане театрӗнчи Михаил Алексеева, ҫамрӑксен театрӗнчи Вера Голубевӑна «РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят пачӗҫ, хамӑр республикӑн хисеплӗ ячӗсене сиктерсех. Кун пирки эпӗ Вера Ивановнӑна паян кунччен те пӗр сӑмах каламан, Михаил Алексеевича вара каланӑ. Вӑл хамӑн ентешчӗ те, ҫавӑнпа пытарса тӑман.

Вара майӗпен икӗ театр туса хутӑмӑр — пукане театрӗн директорне Г. Амирханяна лартрӗҫ, режиссерне — Татьяна Моревӑна, эпӗ ҫамрӑксен театрӗн директорӗ пулса юлтӑм.

Ун чух ҫамрӑксен театрӗ вырӑсла та, чӑвашла та спектакльсем лартатчӗ. Алексей Васильев артист чӑваш труппинче тӑратчӗ, ҫавӑн ӗҫӗсем мана питӗ килӗшетчӗҫ. Кайран вӑл Ленинградри театрпа кино институтӗнчен, Черкасов патӗнчен, вӗренсе тухса режисер пулса таврӑнчӗ. Манӑн ӑна тӗп режиссера лартас килетчӗ. Анчах театр штатӗнче режиссер пӗрре кӑначчӗ, ку вырӑнта Зоя Ярдыкова ӗҫлетчӗ. Мӗн тумалла? Ӑна халӑх театрне куҫарас шухӑш та ҫуралчӗ. Ку тапхӑрта Зоя Дмитриевнӑпа Мария Ухсай туслӑ ӗҫлесе пурӑнатчӗҫ. Пирӗн шухӑш ҫинчен З. Ярдыкова М. Ухсая каласа панӑ. Ун чухне Министрсен Совечӗн председателӗнче М. Зайцев ларатчӗ. Вӑл М. Ухсайӑн вӗренекенӗ пулнӑ иккен. ҫапла майпа З. Ярдыковӑна килӗшмен шухӑша ҫӳлтисем патне ҫитереҫҫӗ. М. Зайцев тепӗр кунне Культура министрне хӑй патне чӗнсех пӗҫерккӗ панӑ тетчӗҫ.

Шӑпах ҫак вӑхӑтра филармони каллех директорсӑр тӑрса юлчӗ. Мана каллех ҫав вырӑна куҫарчӗҫ, З. Ярдыковӑна вара ҫамрӑксен театрӗн директорне лартрӗҫ. Вӑл пенсие кайичченех унта ӗҫлерӗ.

1964-мӗш ҫулта Ярославльпе Горький облаҫӗсенче ирттернӗ гастрольсем хыҫҫӑн Вырӑс драма театрӗн директорӗ Г. Юшков отпускран таврӑнмарӗ. Октябрь уйӑхӗ те иртсе кайрӗ — ҫаплах ҫук! Ноябрӗн 18-мӗшӗнче мана Вырӑс драма театрӗн директорне куҫарас пирки приказ тухрӗ.

1970 ҫулта Вырӑс драма театрӗн ҫуллахи гастролӗсене Тюмень тата Ишим хулинче ирттермелле пулса тухрӗ. Ун чухне газ кӑлармалли вырӑнсене тин ҫеҫ шыраса тупса палӑртнӑччӗ. ҫӗнӗ хуласем ӳсме тытӑннӑччӗ — Самотлор, Сургут. Газ шыракан специалистсем пурӑнакан икӗ хутлӑ ҫурт театрпа юнашарахчӗ. Июнь уйӑхӗнче Чӑваш республикин кунне Тюмень хулинче паллӑ туни халӗ те куҫ умӗнче. Кунта чӑвашсем нумайӑн пурӑнаҫҫӗ, ссылкӑна янисем таранах пуҫтарӑннӑ. Июнӗн 24-мӗшӗнче Яков Ухсайӑн «Тутимӗр» трагедине выляма палӑртса хутӑмӑр. Кун ҫинчен Тюмень облаҫ радиовӗн ятарлӑ кӑларӑмӗсене хутшӑнса чӑвашсене республика ячӗпе ырлӑх-сывлӑх сунса темиҫе хутчен чӑвашла калаҫрӑм. Тӑрӑшни сая каймарӗ, халӑх ҫав тери нумай пухӑнчӗ. Спектакль пуҫланас умӗн чаршав умне тухса чӑвашла калаҫрӑм. Пире республика кунӗпе саламласа парти окомӗн секретарӗ И.П.Прокопьев ӑшӑ телеграмма янӑччӗ, ӑна та куракансене вуласа патӑм. Залра мӗн пулса иртнине курасчӗ! Эпӗ ун пеккине нихӑҫан та курман, курас та ҫук. Питӗ шел ӗнтӗ, спектаклӗ чӑвашла мар. Куншӑн каҫару ыйтрӑм. Чаршав хупӑннӑ хыҫҫӑн тепӗр сехет ытла пухӑннӑ чӑвашсем килӗсене саланмасӑр юрласа-ташласа, пӗр-пӗринпе калаҫса савӑнчӗҫ. Ишим хулинче те ҫакӑн пекех кӗтсе илчӗҫ.

Тепӗр сезон пуҫланиччен Атӑл хӗрринче ларакан театр ҫуртне комисси тӗрӗслесе спектакль кӑтартма чарчӗ. Ҫҫта кайса кӗмелле? Пӗр уйӑх Улатӑрта пурӑнтӑмӑр. Тата ӑҫта каймалла? Республикӑра гастроль ирттерме вырӑн ҫук. Вара Керчь хулине ҫул тытмалла пулчӗ. Кунти театрӑн пин ҫын ытла вырнаҫмалӑх зал та пур. Анчах хӗлле халӑх сахал, канма килекенсем ҫук. Юнашар хуласене тухса пӗр уйӑх ирттертӗмӗр. Украина республикин культура министерстви пире Глухов, Шостка тата Кокотом хулисенче гастрольсем ирттерме ирӗк пачӗ. Киле таврӑнсан артистсене отпуска ятӑмӑр. Театр ҫуртне юсаса пӗтерейменччӗ-ха. Аран-аран ҫак ӗҫе вӗҫлекелерӗм те чирлесе ӳкрӗм. 1972 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче театр ӗҫӗнчен яланлӑхах тесех уйрӑлтӑм.

Кун хыҫҫӑн пӗр хушӑ «Сокол» кинотеатр директорӗ пулса ӗҫлерӗм, унтан сарлака форматлӑ «Родина» кинотеатра куҫарчӗҫ. Ку кинотеатр хула хӗррине тӑрса юлсан халӑх унта ҫӳреме пӑрахрӗ, куракансене ҫӗнӗрен хута янӑ «ҫеҫпӗл» хӑйӗн патне турта пуҫларӗ. «Родина» хупӑнсан «ҫеҫпӗлте» пӗр-икӗ уйӑх ӗҫлерӗм те кинофикаци ӗҫӗпе сывпуллашрӑм.

Шупашкарти машинӑсем тӑвакан завод ӑсасӑр пир тӗртекен станоксем туса кӑларма пуҫласан республикӑра чи малта пыракан предприяти пулса тӑчӗ. Коллектив Хӗрлӗ Ялав тата Чехословаки орденӗсене тивӗҫ пулчӗ. Астӑватӑп-ха, ҫав «СТБ» станока уҫӑ машина ҫинче 1-мӗш майри демонстрацие те илсе тухнӑччӗ.

Машзаводӑн пысӑк пухусем ирттерме, пултарулӑх коллективӗсен концерчӗсене курма клуб пекки е пӗр-пӗр зал пулман. ҫавӑнпа вечерсене музыкӑпа драма театрӗнче ирттерчӗҫ. 1977 ҫулхи майӑн 1-мӗшне халалласа ирттернӗ вечерта профком председателӗпе В.Гаврилинпа паллашма тӗр килчӗ. Калаҫса кайрӑмӑр та, профком завод музейне уҫас тӗллев тытнине пӗлтӗм. ҫак ӗҫре пулӑшма ыйтса профсоюз организацин ертӳҫи манна завода вырнаҫма чӗнчӗ. Эпӗ килӗшрӗм. Майӑн 22-мӗшӗнче инструментсем туса кӑларакан 16-мӗш цех штатне илчӗҫ. Парткабинетра ӗҫлесе лараттӑм. Музей валли экспонатсем пуҫтарма тытӑнтӑм. Кӑларма пӑрахнӑ япаласене шыраса тупаттӑм. Сӑмахран, кунта темиҫе ҫул каялла атӑ-пушмак тасатакан автомат туса кӑларнӑ. Музей валли ҫак автомата ҫӗнӗ типографи ҫуртӗнче тупрӑм, списать туса илсе килтӗм. ҫӗнӗ детальсем улӑштарса ӑна халӑха кӑтартма лартрӑмӑр. ҫапла хуллен экспонатсем пухӑна пуҫларӗҫ. Пӗррехинче ҫӗнӗ Конституци йышӑннӑ кун митинг ирттермеллеччӗ. Директорӑн ҫавӑнта тухса калаҫмалла, сӑмахӑн кӗске текстне ҫырса пама мана ыйтрӗҫ. Хушнине чиперех пурнӑҫларӑм. «Кӑна кам ҫырчӗ?», — тесе ыйтрӗ тет Н.С.Седов директор панӑ хута вуласа тухсан. «Пулас музей директорӗ», — хуравланӑ партком секретарӗ. ҫакӑн хыҫҫӑн мана директор уйрӑмах хисеплеме пуҫларӗ. Тепӗр чухне ирхине ирттерекен планеркӑсене ятарласа чӗнетчӗ.

Владимир Сергеевпа, Музыка театрӗн директорӗпе, вӑл Чӑваш театрӗн директорӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ чух паллашнӑччӗ. «Ниушлӗ санӑн сцена искусстви ҫывӑхне таврӑнас кӑмӑл ҫук?» — терӗ те Владимир Иванович манӑн ӑшӑм-чиккӗме тепӗр майлӑ ҫавӑрса лартрӗ. Каллех куҫ умне театр, гастрольсем, спектакльсем, урӑх хуласем тухса тӑчӗҫ. Вара таврӑнтӑм театра. 1979 ҫулхи октябрӗн 19-мӗшӗнчен тытӑнса театрӑн главнӑй администраторӗ пулса ӗҫлеме тытӑнтӑм. ҫак вырӑнтанах 1986 ҫулхи мартӑн 18-мӗшӗнче пенсие тухрӑм. Анчах штатра тӑман уполномоченнӑй пулса тепӗр вунӑ ҫул ытла ӗҫлерӗм. Чӑвашла музыкӑллӑ комедисенче юрлакан сӑнарсене вылямасӑр пӗр гастроль те иртмен.

Халӗ ҫак асаилӗве ҫырнӑ вӑхӑтра театрта 50 ҫул ытла ӗҫлесе ирттернӗ вӑхӑта тепӗр хут пурӑнса ирттертӗм.

 

2011 ҫ.

Пичете В.Алексин хатӗрленӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#асаилӳсем, #театрсем, #культура, #Шупашкар, #Катикасси, #Юнкӑпуҫ, #Етӗрне районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем