Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗ Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери «Науруз» театр фестивальне хутшӑнӗ. Вӑл кӑҫал 11-мӗш хут иртет. Фестивале Хусан хулинче йӗркелӗҫ.
К. Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалӑх драмӑпа камит театрӗн сцени ҫинче Чӑваш Енӗн артисчӗсем Николай Коляда пьесипе лартнӑ «Шинель пике» спектакле кӑтартӗҫ. Ӑна Наталия Сергеева лартнӑ (сӑмах май, вӑл хӑй те театр артисчӗ). Сценарине Валерий Яковлев тӗп режиссёр ҫырнӑ. Тумӗсене Галина Герасимова художник шухӑшласа кӑларнӑ.
ЧР Культура министерстви Чӑваш патшалӑх драма театрӗ кун пек пек фестивале пӗрре кӑна мар хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑни пирки аса илтерет. 1998 ҫулта Николай Сидоров пьесипе лартнӑ «Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗ» спектакле «культурӑллӑ лартнӑшӑн» Валерий Яковлев режиссёр диплома тивӗҫнӗ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Светлана Андреева «Иккӗмӗш планри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Геннадий Большаков вара актёр ӑнӑҫлӑхӗшӗн парнеллӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗпе тата Чӑваш Енӗн епархийӗпе пӗрле юсанмалли колонисенче пӗрлехи мероприятисем ирттерме шут тытнӑ. Вӗсем тӗрмере ларакан хӗрарӑмсене театр ӳнерӗ урлӑ ырра вӗрентесшӗн.
Э.-Э.Шмитт пьесипе лартнӑ «Турӑ патне ҫырнӑ 14 ҫыру» спектакле артистсем иртнӗ уйӑхра Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ хӗрарӑмсен колонийӗнче кӑтартнӑ. 10 ҫулхи вилесле чирлӗ арҫын ачан хурлӑхлӑ шӑпине сӑнарлани читлӗх леш енчисен чунне пырса тивессе шанса театр Куславккари колонире те пулнӑ. Унта, сӑмах май, артистсен те тӗлӗнмелли тупӑннӑ. Айӑплав вӑхӑтне колонире ирттерекен хӗрарӑм хатӗрленӗ «Чун йӗрет» видеофильм Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче йӗркеленӗ «Ыррин пулмаллах» IV кинофестивальте 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗне 7 пин тенкӗ премипе чысланӑ. «Кӗмӗле» хӗрарӑм чирлӗ ачана пулӑшма уйӑрма палӑртать-мӗн.
Ҫывӑх вӑхӑтра артистсем Улатӑрти колоние ҫитесшӗн.
Вырӑс драма театрӗ Иваново облаҫӗнче (Кинешмере) иртекен пӗтӗм тӗнчери вырӑс классикӑлла драматургин I «Вӗри чӗре» фестивале хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш артисчӗсем фестивальте Лев Толстойӑн «Анна Каренина» романӗпа лартнӑ спектакле кӑтартаҫҫӗ. Спектаклье пӗрремӗш хут тӑватӑ ҫул каялла вылянӑ. Анна Каренина рольне театрӑн ҫамрӑк артистки — Екатерина Мальцева вылять.
«Вӗри чӗре» фестиваль акан 21-мӗшӗччен тӑсӑлать. Пурӗ пӗрле фестивале Раҫҫейпе Литваран килсе ҫитнӗ 11 театр хутшӑнать.
Шӑматкун, акан 13-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш драма театрӗнче пӗрремӗш хут халӑх тумӗн уявӗ иртрӗ. Ку уява чӗртсе яраканӗ — Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ.
Уява хутшӑнма тулайри этнос ушкӑнӗсене те чӗнсе илнӗ. Халӑх тумӗсен хӑйевӗрлӗхне кӑтартас кӑмӑл тӑвакансем шутне: ҫармӑс, мӑкшӑ, чечен, еврей тата ытти халӑхсем кӗнӗ. Пурӗ пӗрле 65 ҫын хӑйсен тумӗсемпе паллаштарнӑ. Чӑвашсем те кая юлман: тури, анатри чӑваш тумӗсемпе, авалхи чӑваш кӗписем тата сцена валли ятарласа ҫӗлеттернӗ тумсемпе куракансене хаваспах паллаштарнӑ.
Унсӑр пуҫне уявра фольклор ташӑ ушкӑнӗсем, юрӑҫӑсем куракансене пӗчӗк пултарулӑх концерчӗпе савӑнтарнӑ.
Куракансен шучӗпе, уяв кӑсӑклӑ тата ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Кун йышши фестивальсем халӑхсем хушшинчи туслӑха самаях ҫирӗплетме пулӑшасси ҫинчен те каласа хӑвармалла.
Ӗнер пӗтӗм тӗнче театр кунне паллӑ турӗ. Канаш районӗнче те ҫак куна тивӗҫлӗ ирттерчӗҫ — районти культура ҫуртӗнче ӑсталӑх тулашӗнчи театрсен «Всегда театр» (чӑв. «Театр яланлӑха») ятлӑ фестиваль конкурсӗ иртрӗ.
Пурӗ унта районти 11 ушкӑн хутшӑнчӗ, вӗсен пултарулӑхне культура ҫурчӗн директорӗ О.С. Микушина, информаципе меслетлӗх пайӗн заведующийӗ З.С. Николаева, районти куҫса ҫӳрекен культура ҫурчӗн заведующийӗ В.В. Борисова, культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрӗн режиссёр-постановщикӗ Н.Ф. Антонова хакларӗҫ.
Профессилле мар театр ушкӑнӗсем пӗр пайлӑ пьесӑсем е спектаклӗн пӗр пайне лартса пачӗҫ. Ямашри «Ямаш ен» драма ушкӑнӗ (ертӳҫи Краснова М.В.), сӑмахран, Н. Сидоровӑн «Кукша пуҫа куршанкӑ ҫыпҫӑнмасть» спектакль кӑтартрӗҫ. Хаклавҫӑсен кӑмӑлне кайрӗ — ушкӑн «Чи лайӑх пӗр актлӑ спектакль» номинацире ҫӗнтерчӗ, Мак Макович сӑнарне вылякан Н. Павлова вара «Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ» номинаци лекрӗ.
Вӑтапуҫри «Ҫӑлкуҫ» ушкӑн та Н. Сидоровӑн хайлавне лартрӗ — ҫак спектакле (пайне ӗнтӗ) халӑх умӗнче пӗрремӗш хут кӑтартрӗҫ пулин те премьера ӑнӑҫлӑ иртрӗ — «Чи лайӑх спектакль пайӗ» номинацире мала тухрӗҫ.
Комсомольски районӗнче «Яланах — театр» ятпа драма кружокӗсен курав-конкурсӗ пырать. Ҫак тупӑшӑва Вӑрманхӗрри Чурачӑк клубӗ ҫумӗнчи Е.Степанова ертсе пыракан драма кружокӗ те хӑпартлансах хатӗрленчӗ. Курава валли Альбина Сухан драматургӑн «Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет» пьеси тӑрӑх хатӗрлерӗҫ. Чи пирвайхи курава Хырхӗрри культура ҫуртӗнче лартма шутларӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑта халӑх та пуҫтарӑнчӗ, районти ятарлӑ комисси членӗсем те килсе ҫитрӗҫ.
Шӑппӑн та пӗр тикӗссӗн чаршав икӗ еннелле уҫӑлчӗ. Ҫцена ҫинче пысӑк пуҫлӑхӑн пӳлӗмӗ, курӑмлӑ вырӑнта — президент сӑнӳкерчӗкӗ. Паллӑ пулчӗ — ӗҫ-пуҫ хальхи вӑхӑтра пулса иртет. Пуҫлӑхӗ хӑй те (ун сӑнарне Г.Бормотина питех те ӑста калӑпланӑ) сӗтел хушшинче хутсем уҫкаласа-пӑхкаласа тем шырать, куҫлӑхне шӑла-шӑла хутран-ситрен ҫыркалать, хӑйне мӑнаҫлӑн тыткалать. Чӑн та, пуҫлӑхсен пурнӑҫне пит аван пӗлсе кӑтартнӑ автор: паянхи кун хутсене вӑхӑтра тӗрӗс-тӗкел туса пырсан — эсӗ лайӑх ӗҫлетӗн, хут тума пӗлеймерӗн, е ерҫеймерӗн — начаррисен шутне кӗртсе хураҫҫӗ.
Ыран, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗренпе 70 ҫул ҫитет.
1943 ҫулта ӑна Раҫҫейри театр пӗрлешӗвӗн чӑваш уйрӑмӗ евӗр йӗркеленӗ. Чи пӗрремӗш ертӳҫи вырӑнӗнче Вырӑс драма театрӗн актёрӗ Б.И. Праудин пулнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫак ӗҫе А.Н. Васильева, Л.Н. Родионов, Г.В. Мордкович, Б.С. Марков, В.И. Родионов, М.И. Денисов, Н.И. Григорьева, И.Г. Иванов, В.Н. Яковлев йӗркелесе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра, 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа, театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне Медведев Геннадий Павлович ертсе пырать.
Паянхи кун театр ӗҫченӗсене пӗрлештерекен пӗрлӗхре 211 пайташ тата Шупашкарта вырнаҫнӑ 7 организаци шутланать.
Ӗнер, чӳкӗн 24-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче Иосиф Трер ҫырнӑ «Ама кайӑк ҫулӗпе» спектаклӗн премьери пулчӗ.
Пьесӑра чӑвашсен йӑли-йӗркипе сӑмахлӑхӗ тӗп вырӑнта. Ӗҫсем ҫимӗк умӗн пулса иртеҫҫӗ. Сӑнарсем: Ама кайӑк, усал Иййе, Хӗвел хӗрӗ Тилли. Тӗп сӑнарӑн — Кӗҫӗннин — чылай пӑтӑрмахпа инкек-синкек урлӑ тухма тивет.
Спектакль режиссёрӗ те ӑна лартаканни те — унӑн авторӗ, Иосиф Трер. Вылякансем шутӗнче: Людмила Павлова, Ольга Почалкина, Светлана Дмитриева, Дмитрий Петров, Владимир Свинцов, Ольга Мацуцына, Венера Пайгильдина, Надежда Садовникова, Ирина Архипова, Николай Тарасов.
Чӳкӗн 9-мӗшӗнче Елчӗк районӗн Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта вӗрентекенсем Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче Ф.Павлов ҫырнӑ «Ялта» спектакле кайса курчӗҫ. Пултаруллӑ ҫыравҫӑ драмӑра ӗлӗкхи чӑваш ялӗнче пулса иртекен ӗҫ-пулӑма ӗнентерӳллӗ сӑнласа кӑтартнӑ. Империализм вӑрҫине пула Елюкпа Ванюкӑн телейӗ пӗр туххӑмрах чӑл-пар саланса каять. Елюк, мӑшӑрӗ вӑҫӑра вилнӗ тесе, улталанса Ҫтаппана качча тухать. Туй вӑхӑтӗнче Ванюк хӑйӗн юратнӑ ҫыннине персе вӗлерет.
Куракансене Елюкпа Ванюкӑн телейсӗр шӑпи шухӑша ячӗ. Спектакльре ӗлӗкхи чӑваш вӑййи-ҫуйне, юрри-такмакне илемлӗн кӑтартса панине палӑртмалла. Ванюк рольне вылякан В. Карпов артист калӑпланӑ сӑнар уйрӑмах асра юлмалла пулса тухнӑ.
«Ялта» спектакль пурин кӑмӑлне те кайрӗ.
И.А. Гончаров ячӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗн драма театрӗнче юпан 16-мӗшӗнче (19:00) «Айтар» спектакль курма пулӗ, ӑна Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ лартӗ. Билетсене 41-79-61, 70-76-39 телефонсемпе туянма май пур, хакӗ: 150–300 тенкӗ. Театр адресӗ: Чӗмпӗр хули, Совет урамӗ, 12а ҫурт.
«Айтар» — Пётр Осипов ҫырнӑ 4 пайлӑ драма. Пӗрремӗш хут ӑна Хусанта 1924 ҫулта лартнӑ. 1927 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче драмӑна Чӑваш патшалах драма театрӗнче вылянӑ: Пётр Осипов режиссёр пулнӑ, Айтар сӑнарне И.И. Илларионов, Пинерпине Ф.Д. Дмитриева, Сентиере Г.В. Парне вылянӑ. 1934 ҫулта Пётр Николаевич драмӑн ҫӗнӗ вариантне — хальхи вӑхӑтра лартакан варианта — калӑпланӑ. «Айтара» вырӑсла, тутарла тата удмуртла куҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |