Паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Юлашки парӑм» спектакль кӑтартӗҫ. Ҫӗнӗ ӗҫе вырӑс драматургийӗн классикӗ Александр Островский ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Спектакле лартассипе ӗҫленӗ Чӑваш халӑх артистки Наталия Сергеева шухӑшланӑ тӑрӑх, Островскин хайлавӗсенче хӑйне евӗр чӗлхе те, пурнӑҫран илнӗ сӑнарсем те, пурнӑҫри ҫивӗч ыйтусем те пур. Спектакль — этемӗн ырӑ енӗсем хакне ҫухатни ҫинчен.
Рольсенче — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Ситова, Чӑваш халӑх артисчӗсем Сергей Иванов тата Наталия Сергеева, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Валерий Карпов, Николай Сергеев тата Ирина Верьялова, ҫавӑн пекех театрӑн ытти актерӗ.
Республикӑри «Чӗнтӗрлӗ чаршав» XXIII конкурс ҫӗнтерӳҫисем паллӑ.
«Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» – Юхма Мишшин романӗ тӑрӑх Борис Манджиев режиссёр лартнӑ «Куккук куҫҫулӗ» спектакль; «Ачасем валли хатӗрленӗ чи лайӑх спектакль» – Денис Андронов лартнӑ «Сказка о Ежике, волшебном лесе и еще кое о чем…».
Венера Пайгильдина артистка «Куккук куҫҫулӗ» спектакльти Эльза ролӗшӗн «Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ» номинацире ҫӗнтернӗ; Александр Кураков «Айӑпсӑр чун» спектакльти Кӳршӗ сӑнарӗпе «Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ» номинацие тивӗҫнӗ, «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнар» номинацие — «Братья Карамазовы» спектакльте Смердяков сӑнарне калӑпланӑ Владислав Савельев.
«Чи лайӑх сценографи» номинацире «Сӑр чикки» спектакле илемлетнӗ Елисей Шепелёва палӑртнӑ, «Спектакле музыка енчен чи лайӑх илемлетни» номинацие «Сказка о Ежике, волшебном лесе и еще кое о чем…» спектакле юрӑ-кӗвӗпе пуянлатнӑ Андрей Галкина панӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисткине Наталья Ахмеда «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Наталья Ахмед 1982 ҫулта Иркутск облаҫӗнчи Плишкино ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне вӗренме кӗнӗ. 2003 ҫулта ӑна, студент чухнех, Ҫамрӑксен театрӗн труппине илнӗ. Тепӗр икӗ ҫултан хӗр «Драма театрӗпе киновӗн актёрӗ» специальноҫа алла илнине ҫирӗплетекен дипломлӑ пулса тӑнӑ.
Юлашки ҫулсенче вӑл режиссёр ассистенчӗ пулса та ӗҫленӗ, интерактивлӑ спектакльсен режиссёрӗ те.
Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем юлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче уҫӑлӗ те ака уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ. Фестиваль яланхиллех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет тетарӗнче иртӗ.
Фестивале Анисим Асламас композиторӑн «История Нарспи» балечӗпе уҫӗҫ. Асӑннӑ хайлавӑн партитури чылай ҫул Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн архивӗнче упраннӑ. Халӗ театр ҫав балета хӑйӗн сцени ҫинче лартма йышӑннӑ.
Раҫҫейӗн балет ҫӑлтӑрӗсем те чӑваш сцени ҫине тухӗҫ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗсен пултарулӑхӗпе «Петипа-Гала» балет вӑхӑтӗнче паллашма май килӗ. Вӗсем ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи гала-концерта та хутшӑнӗҫ.
Паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Алексей Ургалкин ҫуралнӑранпа 113 ҫул ҫитрӗ. Юбилей мар пулин те сумлӑ ҫын ҫинчен аса илмеллех.
Алексей Ургалкин (17.03.1910-07.11.1981) — Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1945), Чӑваш АССР халӑх артисчӗ (1950), РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1957), РСФР халӑх артисчӗ (1968), СССР халӑх артисчӗ (1976).
Чӑваш драма театрӗнче вӑл 1936 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Пурӗ 65 ҫул ӗҫленӗ вӑл унта. Ӑна режиссёрсем те, куракансем те юратнӑ.
...«Советская Чувашия» хаҫатра пичетленнӗ Гадина Сидорован «Артист из гущи народной» статйи куҫ тӗлне лекрӗ. Унта палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, Алексей Ургалкин калӑпланӑ сӑнарсене Фаина Романова театровед тӑрӑшса тунӑ скульптура произведенийӗсемпе танлаштарнине вуласа пӗлме кӑсӑклӑ пулчӗ. Ҫӗнӗ сӑнара калӑплама тытӑниччен артист ӑна малтан хут ҫине ӳкерсе хунӑ иккен: сӑмсине, куҫне, ҫӳҫӗ-пуҫӗ епле пулнине. Кайран ҫеҫ Ургалкин ҫав сӑнар тавра ӗҫлеме тытӑннӑ иккен.
Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ умӗн (ӑна пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) пирӗн республикӑра кӑҫал та «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртӗ.
Ӑна сумлӑ специалистсем хаклӗҫ. Тӳресен йышӗнче — аякран чӗнсе илнӗ 3 театр критикӗ: искусствоведени кандидачӗ, А.П. Чехов ячӗллӗ МХАТӑн илемлӗх ертӳҫин пулӑшуҫи, МХАТ шкул-студин искусствоведени кафедрин, Сцена ӳнерӗн ӗҫченӗсен Г.Г. Дадамян ячӗллӗ аслӑ шкул-студийӗн доценчӗ Павел Руднев; музыка тата театр критикӗ, Хальхи вӑхӑтри хореографин «НА ГРАНИ» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн арти-директорӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн экспертсен канашӗн тата жюри членӗ Лариса Барыкина; театр критикӗ, театр историкӗ, Раҫҫейри театр ӳнерӗн — ГИТИСӑн ют ҫӗршыври театрсен историйӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ Анастасия Иванова.
Конкурса 6 театрӑн 10 спектаклӗ хутшӑнӗ. Вӗсене 7 номинаципе хаклӗҫ: «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль», «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль»; «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ»; «Арҫыннӑн чи лайӑх сӑнарӗ»; «Чи лайӑх сценографи»; «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнар»; «Музыка енчен чи лайӑх илемлетнӗ спектакль».
Ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм тӗнчери татр кунӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чыслӗҫ.
Ираида Петрова (Нарс) ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 14 сехетре, «Юрӑ пулса юласчӗ» литература каҫӗ иртӗ тата курав уҫӑлӗ.
Ираида Петрова 1913 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Пушкӑртстанра ҫуралнӑ. Хусанти Чӑваш педтехникумӗнче, Чӑваш академи драма театрӗн театр-студийӗнче, Мускаври Театр ӳнерӗн тӗп техникумӗнче, Ленинградри музыка училищинче вӗреннӗ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ленинградри госпитальсенче медсестрара, Ӗренпурти заводра юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫинче, Мускав облаҫӗнчи «Путь к победе» хаҫат редакцийӗнче штатра тӑман ӗҫчен пулса тӑрӑшнӑ.
Ираида Петрован хайлавӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 50-ҫулӗсенче пичетлеме пуҫланӑ.
1976 ҫулта унӑн хайлавӗ тӑрӑх Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Телейпе Илем» спектакль лартнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Шурҫамка» спектакль кӑтартрӗҫ. Асӑннӑ ӗҫпе паллашнисем спектакле тӗрлӗрен хакланӑ. Ҫакна халӑх тетелӗсенче ҫырнисем тӑрӑх пӗтӗмлетме май килет.
«Питӗ килӗшрӗ, вӑйлӑ вылярӗҫ, выйлӑ лартнӑ. Куҫҫульсӗр пӑхаймӑн. Сӑмса тутрине илмеллех. Юхма Мишши ҫыравҫӑна та залра курма тӳр килчӗ», – тесе ҫырса хунӑ Юлия Маркиянова.
Игорь Алексеев вара урӑхларах шухӑшлать. «Актерсем выляни сӑмах ҫук ҫӳллӗ шайра, анчах спектакль тӗлӗшӗ ҫукки ман кӑмӑла каймасть», — тесе пӗтӗмлетнӗ вӑл.
Паян, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Вырӑс драма театрӗн актёрӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Борис Кукин 80 ҫул тултарнӑ.
Пултарулӑхри ӗҫ-хӗлне 1964 ҫулта Чӑваш АССРӗн Радиовещани комитетӗнче диктортан пуҫланӑ. Пулас артист 1968 ҫулта Сартури И.А. Слонов ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Барнаулти Ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче 1971 ҫултанпа тӑрӑшать.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чаваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Геннадий Медведева Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Пулас артист 1961 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑранпах Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |