К.В. Иванов ячӗлӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль хатӗрлеҫҫӗ. Алексей Островскин «Последняя жертва» пьеси (чӑвашла ӑна «Юлашки парӑм» тесе куҫарнӑ) тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫе чӑваш кураканӗ патне пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫитерӗҫ.
Пьесӑна ҫырма автор 1874 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех палӑртса хунӑ. Ятне вӑл виҫӗ хутчен ылмаштарнӑ. Пьесӑна автор 1877 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫырма тытӑнса икӗ уйӑхран ӗҫе вӗҫленӗ.
Вырӑс классикине чӑваш сцени ҫине Наталия Сергеева режиссёр кӑларӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Шурҫамка» спектакль кӑтартӗҫ. Унӑн премьери пуш уйӑхӗн 9 тата 10-мӗшӗсенче пулӗ. Кӗҫнерникун спектакль 13 сехет те 30 минутра пуҫланӗ, эрнекун — 18 сехет те 30 минутра.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра коллектив ҫӗнӗ спектакле хатӗрлесе пӗтерессипе ҫине тӑрать.
Спектакле Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев лартать. Иртнӗ сезонта вӑл «Куккук куҫҫулӗ» спектакль хатӗрленӗ.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра иртекен Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ. Концерт Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ театрӗнче нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
Гала-концерт программине Иван Яковлев ҫуранӑранпа 175 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ҫав каҫа Александр Васильевӑн «Иван Яковлев» оперинчи сыпӑк уҫӗ. Анисимас Асламас, Аверий Токарев, Федор Павлов кӗвви-ҫемми те янӑрӗ. Наци камерӑпа вокал лирикине илсен, куракансене Григорий Хирпӳ, Виктор Ходяшев тата ытти композиторӑн юррисемпе романсӗсем савӑнтарӗҫ.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ача-пӑча валли «Чувашские композиторы - детям» (чӑв. Чӑваш композиторӗсем — ачасем валли) концерт иртӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланӗ.
Программӑна ачасем валли ҫырнӑ чӑваш авторӗсемпе тата композиторӗсемпе паллаштарас, вӗсен эткерлӗхне асра тытас, тӑван тӑрӑхӑн классика тата хальхи вӑхӑтри музыки нумай енлине уҫса парас тӗллевпе хатӗрленӗ.
Сцена ҫине ача-пӑчан пултаруллӑ коллективӗсем тата профессионалсем тухӗҫ. Вӗсем Лариса Быренкова, Анита Лоцева, Геннадий Воробьев, Лолита Чекушкина, Анисим Асламас, Федор Павлов тата ыттисен хайлавӗсемпе паллаштарӗҫ.
Концерта театрӑн симфони оркестрӗ хутшӑнӗ. Дирижерӗ — Никита Удочкин. Концерт программин режиссер-постановщикӗ — Анатолий Ильин, художник-постановщикӗ — Валентин Фёдоров, концерта йӗркелекенӗ — Лолита Чекушкина, илемлӗх ертӳҫи — Андрей Попов.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисткине, чӑваш халӑх артисткине Тамара Чумаковӑна асра тытса пуҫтарӑнӗҫ.
Ҫав каҫ театр солисчӗсем, хорӗ тата симфони оркестрӗ куракансене тӗрлӗ хайлавпа савӑнтарӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче «Травиата», «Нарспи», «Кармен», «Мадам Баттерфляй», «Царская невеста», «Риголетто», «Севильский цирюльник», «Сильва», «Евгений Онегин» оперӑсенчи сыпӑксем янӑрӗҫ. Иккӗмӗш пая Герман Лебедев, Филипп Лукин, Федор Васильев, Анисим Асламас, Григорий Хирпӳ, Геннадий Максимов музыкинчен йӗркелӗҫ.
Астӑвӑм каҫне Иван Николаевпа Елена Гунина ертсе пырӗҫ. Режиссер-постановщикӗ – Анатолий Ильин.
Чӑваш Енре чӑвашла ҫыракан драматургсен конкурсне иртнӗ ҫултанпа ирттерме пуҫланине хӑй вӑхӑтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ ҫав опыта ытти регионта та сарасшӑн. Кун пирки Питӗрти Александрински театрӗн директорӗ Сергей Емельянов Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа пирӗн республикӑн Правительство ҫуртӗнче тӗл пулсан пӗтернӗ.
Вырӑс е ют ҫӗршыв классикине черетлӗ хутчен куҫариччен наци чӗлхипе ҫырнӑ хайлава сцена ҫине кӑларнине Питӗртен килнӗ хӑна питех те ырланӑ. Сергей Емельянов палӑртнӑ тӑрӑх, наци драматургине ҫавӑн пек майпа аталантарни ытти регионшӑн та тӗслӗх пулса тӑма тивӗҫ.
Культура учрежденийӗсен те укҫа-тенкӗ туса илесшӗн, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересшӗн тапаҫланма тивет. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Ҫеҫпӗл картти» проект пуҫарса янӑ.
Культура учрежденийӗн директорӗ Елена Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче театр 90 ҫул тултарать. Ҫавна май черетлӗ сезон тӗрлӗ премьерӑпа, концертпа, пултарулӑх каҫӗпе, конкурссемпе акцисемпе пуян пулӗ.
«Ҫеҫпӗл карттине» спектакль курма пынӑ 14 ҫулчченхи ачасене парӗҫ. Унпа нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗччен театрти 6 спектакле 20 процент йӳнӗрех тӳлесе курма май килӗ. Карттӑна илес тесен театра ачасемпе аслисен пӗрле пымалла.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артист-вокалистне (солистне) «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Вӑл Чӑваш патшалӑх культура ӳнер институтӗнчи Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисткин, Чӑваш Республикин халӑх артисткин, В. Смирнова профессорӑн класӗнче вӗреннӗ.
2011 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлет. Елена Сергеевна – Ҫамрӑк опера юрӑҫисен М.Д. Михайлов ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери II конкурсӗн лауреачӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Юхма Мишши ҫыравҫӑн тата тепӗр хайлавӗ тӑрӑх спектакль хатӗрлеме пуҫланӑ. Ҫавна май иртнӗ эрне вӗҫӗнче республикӑна Калмӑк Республикинчи Б. Басангов ячӗллӗ Наци драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, паллӑ режиссёр Борис Манджиев килсе ҫитнӗ. Унччен вӑл чӑваш театрӗнче Юхма Мишшин «Куккук куҫҫулӗ» романӗ тӑрӑх спектакль лартнӑ.
Ҫамрӑксен театрӗнче хальхинче «Шурҫамка» повеҫе суйласа илнӗ. Ӑна куракан патне епле илсе ҫитернине спектакле сцена ҫине кӑларсан пирӗнтен кашниех хаклама пултарӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн сумлӑ юбилейне паллӑ тӑвӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл 105 ҫулхине уявлӗ.
Шӑпах ҫав кун, шӑп та лӑп 105 ҫул каялла, Хусанта Александр Островский пьеси тӑрӑх «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» чӑвашла спектакль лартнӑ. Ҫавӑнтан пуҫланса кайнӑ та чӑваш театрӗн сулмаклӑ кун-ҫулӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче теарта юбилей ячӗпе савӑнӑҫлӑ каҫ иртӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланӗ.
Программӑра — театр историйӗпе кӗскен паллаштарни, хӑнасен саламӗ, культура учрежденийӗнче ӗҫлекенсене тӗрӗ наградӑпа чыслани, спектакльсенчи сыпӑксем, юрӑ-ташӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |