Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче арҫын болгаркӑпа ӗҫленӗ те асӑрханмасӑр 2 пӳрнине татнӑ. Тепӗр виҫҫӗшӗ вӑйлах аманнӑ.
Арҫын ҫухалса кайман - арӑмне васкавлӑ медпулӑшу чӗнме хушнӑ. Хӑй вара тухтӑрсем ҫитиччен татӑлнӑ пӳрнисене шыраса тупма тӑрӑшнӑ.
Сергей Васиильев фельдшерпа Анна Павлова медсестра часах ҫитнӗ. Вӗсем арҫынна пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ. Ҫав вӑхӑтра сывлӑхне сӑнаса калаҫсах тӑнӑ. Унтан пациента Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсем аслисене те, ачасене те вакцинаци пункчӗсене йыхравлаҫҫӗ.
«Республикӑра маска йӗркине пӑрахӑҫланӑранпа икӗ уйӑх та ҫитмерӗ, халӗ каллех ҫавӑн патне таврӑнасси пирки калаҫаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре кӑшӑлвирус ернӗ 330 яхӑн тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Йывӑр аптрасран вакцинаци хӑтарма пултарать. Халӗ ҫапла майпа ачасене те хӳтӗлеҫҫӗ», — пӗлтернӗ тележурналистсем.
Республикӑра 59 вакцинаци пункчӗ ӗҫлет.
Чиртен сыхланас тесен хӑрушсӑрлӑх мерисене те пӑхӑнмалла.
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Сухайкассинче шкул ачи пӗчӗк ачана мопедпа ҫапса хӑварнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн яш инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ.
Каҫхи 8 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахра 5 ҫулти ача шар курнӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем мопедпа ҫула тухнӑ яша часах тупса палӑртнӑ. Вӑл ҫав ялти 13 ҫулти ача пулнӑ. Вӑл ашшӗн мопедне аслинчен ирӗк илмесӗр хускатса тухнӑ-мӗн.
Халӗ асӑннӑ яш тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе тӗлӗшпе ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем ӗҫлӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран пӗр ҫын та вилмен. Стопкоронавирус.рф пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра вара республикӑри 1 ҫыннӑн ҫак инфекцие пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пӗтӗмпе утӑ уйӑхӗнче 3 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ, ҫӗртмере – 13. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 4654 ҫын ҫак чирпе нушаланса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Иртнӗ талӑкра 54 ҫын сывалнӑ, 15 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Ку таранччен 82,4 пин ытла чирленӗ. Вӗсенчен 77,3 пинӗшӗ сывалнӑ. Ку 93,8 процентпа танлашать.
Санавиаци вертолечӗ кӑҫал текех вӗҫмӗ. Ҫурлан 2-мӗшӗнче вӑл юлашки пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хальхинче вертолет Чулхулана вӗҫнӗ.
Пациентӑн ӳчӗ вӑйлах пиҫсе кайнӑ. Вӗҫевре ӑна васкавлӑ медпулӑшу бригадин тухтӑрӗсем сӑнаса тӑнӑ.
Кӑҫал санавиаци 88 пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен йышӗнчен пӗри - ача. Чылайӑшӗн инфаркт пулнӑ. Кӑҫал санавиаци валли 35 миллион та 943 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шурашкар районӗнче пӗр арҫынна ӗҫ вӑхӑтӗнчех пӑван сӑхнӑ. Вӑл уҫӑ чӳречерен вӗҫсе кӗнӗ те ӑна тапӑннӑ.
Арҫынна ҫав самантрах япӑх пулса кайнӑ, вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Ӗҫтешӗ тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ҫитиччен оператор мӗн хушнине пурнӑҫланӑ: арҫынна аяк ҫине хунӑ, юн пусӑмне тата чӗре таппине виҫнӗ, кӗске ҫул кӑтартма тесе тухтӑрсене кӗтме тухнӑ.
Шурӑ халатлисем вырӑна ҫитсен пациента пулӑшнӑ. Район пульницине илсе ҫитериччен унӑн юн пусӑмӗ те хӑпарнӑ.
Муркаш районӗнче ӳсӗр ҫамрӑк арҫын икӗ йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Токшик ялӗ тӗлӗнче 29 ҫулти водитель водитель тытса пыракан машинӑна чарнӑ. Ҫавӑн чухне ҫав этем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх службин инспекторне тата патрульпе пост службин инспекторне бензинпа сапнӑ, унтан зажигалка ҫутнӑ. Пакунлисенчен пӗрин ӳчӗ 50 процент ытла пиҫсе кайнӑ. Усал шухӑшлӑ водитель вырӑнтан тапса сикнӗ.
Халӗ ҫав ҫамрӑка тӑван тӑрӑхӗнче — Мари Элта — тытса чарнӑ. Вӑл тусӗ патӗнче пулнӑ. Судпа темиҫе хутчен те явап тытнӑскер айӑпне тунман.
Чӑваш Енре шӑпарлан саккӑрмӗш хутран ӳксе чӗрӗ юлнӑ.
Инкек Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫӳллӗ хутран персе аннӑ ачана ҫийӗнчех больницӑна илсе кайнӑ.
Хӗрача 10-мӗш пиллӗкҫуллӑх урамӗнчи 5-мӗш ҫурт чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пӗчӗкскер кипкепе ҫуралнӑ тейӗн – вӑл вилмен. Анчах хытах аманнӑ. Халӗ ача реанимацире выртать.
Инкек сӑлтавне пӗлместпӗр те, анчах ҫулла пӗчӗк ачасем уҫӑ чӳречерен тухса ӳкнӗ тӗслӗхсем пулкалани вӑрттӑнлӑх мар. Ҫавӑнпа та аслисен питӗ тимлӗ пулмалла.
Иртнӗ тунтикун республикӑра пӗр талӑкра 24 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ пулсан паян – 60. Инфекциленнисен йышӗ ӳссе пырать. Ҫак ыйтӑва паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ҫакна отпускран, куртортран, таврӑнакансен йышӗ пысӑкланнипе ҫыхӑнтарать. Уйрӑмах – Краснодартан тата Крымран.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗнче кӑшӑлвирус ҫӗнӗ вӑйпа сарӑлма тытӑнас хӑрушлӑх пур. Кунсӑр пуҫне яланхи ытти инфекци чирӗсем те йӑл илӗҫ. Министр прививка тумашкӑн вакцина ҫителӗклине пӗлтернӗ. Хальлӗхе 674 доза пур. Вакцинациленекенсен йышӗ нумай пулсан татах кӳрсе килӗҫ. Ревакцинаци тума «Спутник Лайт» каять.
Сӑмах май, халӗ республикӑра коллектив иммунитечӗ 11,5 процентпа танлашать.
Ҫу пуҫланнӑранпа Республикӑн ача-пӑча клиника больницине 7 ачана ҫӗлен сӑхнӑран илсе пынӑ. Вӗсене хура ҫӗлен сӑхнӑ. Шар курнисенчен чылайӑшӗ — 10 ҫула ҫитичченхи ачасем. Вӗсене пурне те тухтӑрсем тивӗҫлӗ пулӑшу кӳнӗ.
«Хура ҫӗлен сӑхнӑ пациентсене пурне те наркӑмӑшран ятарлӑ сывортка янӑ. Ачана больницӑра мӗн чухлӗ вӑхӑт тытасси унӑн сывлӑхӗнчен килет», — ӑнлантарса панӑ йышӑну уйрӑмӗн заведующийӗ Надежда Жукова.
Сӑмах май каласан, ҫӗлене курсан ӑна пырса тӗкӗнмелле мар, шӑппӑн кӑна айккинелле пӑрӑнмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |