Ҫу уйӑхӗнче кӑшӑлвирусран 30 ҫын вилнӗ, ҫӗртмере вара - 13. Юлашки вӑхӑтра ҫак каварлӑ чирпе аптӑракансен йышӗ сахаллансах пырать.
Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра чирленӗ кашни 17-18-мӗш ҫын вилнӗ. Анчах ку статистикӑна ӳпке шыҫҫинчен тата ковида пула аталаннӑ чирсенчен вилнисем кӗмеҫҫӗ.
Юлашки талӑкра 32 ҫын чирленине тупса палӑртнӑ. 25 ҫын сывалнӑ, 29 пациента пульницӑна вырттарнӑ. Иртнӗ талӑкра кӑшӑлвирусран вилнисем пулман.
Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 434 ҫын сипленет.
Шупашкар районӗн тӗп пульницин поликлиники ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. Ку ӗҫе пӗлтӗр раштав уйӑхӗнчех вӗҫлемелле пулнӑ-ха, анчах УФАСа ҫӑхав ҫитнипе срока каярах куҫарма тивнӗ.
Поликлиника тӑррине, фасадне улӑштарнӑ, электросете, вентиляци тытӑмне ҫӗнетнӗ. Шалта та улшӑнусем пулнӑ: кашни уйрӑма урӑхла тӗспе илемлетнӗ. Сӗтел-пукана та йӑлтах улӑштарнӑ. Поликлиникӑна хӑтлӑх кӗртес тесе ытти ӗҫе те пурнӑҫланӑ.
Ку ӗҫсене «Стройремсервис» тулли мар яваплӑ общество 98 миллион тенкӗпе тунӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 71 ҫулти ватта сӑвӑс сӑхнӑ. Васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ҫитнӗ ҫӗре арҫын аптӑраса ӳкнӗ.
Хайхи мӑн сӑпса ватӑ ҫынна уҫӑлма тухсан, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, пуҫӗнчен сӑхнӑ. Сӑвӑс сӑхни сывлӑха сиен кӳме пултарнине пӗлнӗрен арҫыннӑн арӑмӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ.
Вырӑна фельдшерсем ҫитнӗ ҫӗре пациент хӑйне япӑх туйнӑ. Сывлӑш ҫулӗсем шыҫса ларнӑран вӑл сывлӑш ҫитменнипе, пуҫ ҫаврӑннипе, ӑш пӑтраннипе, вӑй ҫуккипе нушаланнӑ. Арҫыннӑн анафилактика шокӗ пуҫланнӑ.
Фельдшерсем вырӑна реанимаци бригадине васкавлӑн чӗнсе илнӗ, хӑйсем вара пирвайхи пулӑшу кӳнӗ.
Шупашкарти Совхоз урамӗнче (вӑл Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче) пушар тухнӑ. Инкекре 62 ҫулти арҫыннӑн тата унӑн 37 ҫулти хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Совхоз урамӗнчи 25-мӗш ҫуртри виҫҫӗмӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Кил хуҫисемсӗр пуҫне тата виҫӗ ҫын шар курнӑ. Вӗсем — асӑннӑ хваттертен ҫӳллӗрех хутсенче пурӑнакансем. Пиллӗк хутлӑ ҫуртри тата 3 ҫынна ҫӑлавҫӑсем хулари Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницин токсикологи уйрӑмне ӑсатнӑ.
Пушара сӳнтерме 3 машина пырса ҫитнӗ. «Хӗрлӗ автана» вӗсем ҫур сехетре лӑплантарнӑ.
Инкек сӑлтавне сӑнавлӑ пушар лабораторийӗн эксперчӗсем палӑртӗҫ.
Шупашкар районӗнче пӗр арҫын плотинари шлюза кӗрсе ӳкнӗ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Общество канашӗ) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнин ури шуҫса кайнӑ та вӑл шлюза персе аннӑ. Аманмасӑр пулманах-тӑр. Инкек вырӑнӗнче полицейскисен тата васкавлӑ пулӑшу машинисем ларнине ӳкерсе илнӗ.
Пост авторӗ шлюза мӗншӗн хупламаҫҫӗ тесе ҫырнӑ та, теприсем мӗншӗн унта хӑпарса каймалла тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пӑтӑрмах Кӳкеҫри Колхоз урамӗ патӗнчи пӗвере пулса иртнӗ. Пӗлтӗр шлюза хӑма ҫапса хупланӑ имӗш, анчах шыв хӗрне канма пухӑнакансем ӑна сӳтсе шашлӑк пӗҫерме усӑ курнӑ-мӗн.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакнӑ пулин те вакцинӑлас ӗҫе пӗтермен-ха. Хӗрлӗ Чутай район пульници пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен куҫса ҫӳрекен пункчӗ ҫитес вӑхӑтра тӗрлӗ ялсене ҫитсе килӗ.
Сӑмахран, ҫӗртмен 27-мӗшӗнче мобильлӗ пункт Турхан ялӗнче пулӗ. Тепӗр кун вӑл Хӗрлӗ Чутайра ӗҫлӗ. Юнкун, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, ҫак куҫса ҫӳрекен пункт ҫынсене вакцинӑлама Кивӗ Атикассине ҫитӗ. Тепӗр кунхине вара Виҫенерте ӗҫлӗ. Мобильлӗ пункт ял хӑлӑхне 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗ, 12:00-13:00 — апатлану вӑхӑчӗ пулӗ.
Унсӑр пуҫне вакцинӑланас тесен район пульницине те ҫитме пулать. Прививка тутарас тесен тухтӑр патӗнче те, «Госуслуги» сайт урлӑ та ҫырӑнма пулать. Ҫавӑн пекех 122 тата 8-987-576-49-84 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма май пур.
Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем 5 ҫулти Даниилӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл самокатпа ӳксе суранланнӑ.
Ача мороженӑй илме самокатпа кайнӑ та ӳкнӗ, пуҫӗпе ҫапӑннӑ. Килте унӑн темӗн ыратма пуҫланӑ. Анчах амӑшне мӗн ыратнине ӑнлантарайман.
Амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫав вӑхӑталла ача хӑсма пуҫланӑ. Пульницӑра снимок тусан медсестрасене ачана часрах шакла хырма хушнӑ. Унӑн пуҫ мимине юн кайма пуҫланӑ иккен. Данила часрах операци тунӑ. Нейрохирургсем ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Медицина ӗҫченӗсен кунӗнче Чӑваш Енре Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрне видеоконференци мелӗпе уҫнӑ. Унта РФ Президенчӗ Владимир Путин тата РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Мурашко хутшӑннӑ.
Центра 2020 ҫулта пуш уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Пӗлтӗр унти хӑна ҫуртне уҫнӑ. Ҫӗнӗ корпусра стационар мелӗпе сипленмешкӗн 42 койка, медицина реабилитацийӗн амбулатори уйрӑмӗ пур.
Центрӑн ҫӗнӗ корпусне пӗрремӗш пациентсем килнӗ ӗнтӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-19-мӗшӗсенче Шупашкарта сусӑрсем ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвне пуҫтарӑннӑ. Параспортсменсем Чӑваш Енӗн тӗп хулинче йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ.
Кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем «Россия» хӑна ҫуртне картлашкапа нушаланса хӑпарнӑ. Пандуспа улӑхас — вӑл ытла та чӑнкӑ иккен.
Асӑннӑ пӑтӑрмах тӗлӗшпе Чӑваш Ен прокуратури тӗрӗслев ирттерӗ. Надзор органӗ хӑна ҫуртӗнче персонала чӗнсе илмелли кнопка пуррипе ҫуккине те тӗрӗслӗ.
Хӑна ҫуртӗнче ятарлӑ кнопка тата персонал пур имӗш. Ҫывӑх вӑхӑтра хӑна ҫуртне юсаса ҫӗнетмелле-мӗн. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен ӗҫне ҫутатса тӑракан МИХсенчен пӗри гостиницӑра пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Спортсменсем вара кӑмӑлсӑрланман имӗш. Хӑна ҫуртӗнчи условисем пирки гостиница менеджерӗ вӗсене малтанах асӑрхаттарнӑ-мӗн.
Шупашкарти тухтӑрсем 14 ҫулти хӗрачан самай пысӑкланнӑ шыҫҫине касса кӑларнӑ. Операци вӑхӑтӗнче Мускаври специалистсем те пулнӑ.
Шыҫӑ 6 ытла килограмм тайнӑ. Ҫамрӑк пациентка операцие аванах чӑтса ирттернӗ. Халӗ вӑл больницӑра вӑй пухать.
Сӑмах май, Мускаври ача-пӑча хирургӗсем Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ. Тӑватӑ кунра хирургсем опытпа ылмашӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |