
Кӑҫал ҫулла, пӗтӗмӗшле илсен, сывлӑш температурипе климат нормипе килӗшӳллӗн пулӗ, ҫумӑр вара кӑшт ытларах ҫӑвӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи ӑшши утӑ уйӑхӗ пулӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ытларах ҫӑвӗ. Ҫурла уйӑхӗ те ӑшӑ килӗ-ха, ун чухне те ҫумӑр самай ҫӑвӗ, анчах аслати сахалрах авӑтӗ. Ҫӗртме уйӑхӗ сывлӑш температурипе те, ҫумӑр тӗлӗшӗнчен те климат нормипе килӗшсе тӑрӗ: анчах кашни виҫҫӗмӗш кун тенӗ пек аслати авӑтӗ. Авӑн уйӑхӗ – ҫумӑрлӑ, юпа уйӑхӗ типӗ килӗ.
Ҫу уйӑхӗ те пӗтӗмӗшле илсен климат нормипе килӗшсе тӑрӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере ӑшӑ пулӗ. Хальлӗхе, паян, ӑмӑр ҫанталӑк, ыран ирхине вара ҫумӑр та ҫӑвӗ. Анчах ҫанталӑк сивӗтмӗ, пачах тепӗр май – ӑшӑтӗ: кӑнтӑрла хыҫҫӑн термометр 12-17 градус кӑтартӗ.
Юнкун уяртӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ, ҫавна пула сивӗрех пек туйӑнӗ. Ҫӗрле вара ҫил лӑпланӗ, анчах шӑнтма пултарӗ. Кӗҫнерникун тата эрнекун та уяр пулӗ. Эрнекун пушшех те ӑшӑтӗ: термометр 15-20 градус таран кӑтартӗ. Анчах канмалли кунсенче самаях сивӗтӗ, ҫумӑр та ҫукалӗ.
Сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере те ҫанталӑк сивӗрех пулӗ.

Хӗлле сыв пуллашма васкамасть-ха. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл паян хӑйӗн пирки тепӗр хутчен аса илтерӗ
Анчах Шупашкарта пурӑнакансен кӑна хӗллехи ҫанталӑка тепӗр хутчен курма тивӗ. Сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн республикӑн кӑнтӑр-анӑҫ енче ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати те авӑтма пултарать. Ҫурҫӗр-тухӑҫ енчи округсенче вара, ҫав шутра Шупашкар хулинче те, каҫхине тата ҫӗрле йӗпе юр ҫӑвӗ.
Тунтикун хӑш-пӗр округра ҫумӑр ҫукалӗ. Ытларикунран вара ҫанталӑк 13-18 градус таран ӑшӑтма тытӑнӗ, анчах ҫиллӗ пулӗ. Ҫил ҫитес эрнен иккӗмӗш ҫурринче кӑна лӑпланӗ.

Юлашки кунсенче ҫанталӑк сивӗтрӗ. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Мӑнкунра та юр ҫума пултарӗ.
Паян ҫумӑр ҫӑвать, ҫӗрле те ҫукалӗ, тӗтра карса илме пултарӗ. Ыран та ҫанталӑк ҫумӑрлӑ пулӗ, ҫӗрле сивӗтӗ. Юнкун ирхине хӗвел тухса савӑнтарӗ, анчах каҫ енне ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, ҫӗрле те чарӑнмӗ.
Кӗҫнерникун та ҫумӑрлӑ пулӗ, каҫ енне вара йӗпе юр ӳкме тытӑнӗ. Эрнекун ир валли республикӑн ҫурҫӗр пайӗнче 5 сантиметр хулӑнӑш таран ҫитме пултарӗ. Термометр «минус» кӑтартнӑран ҫулсем пӑрлак пулӗҫ. Мӑнкунра та йӗпе юр ҫӑвӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк лайӑхланӗ, уяртӗ, 15-20 градус таран ӑшӑтӗ.

Ҫанталӑк пире малалла тӗлӗнтерӗ: паян тӗтреллӗ (вӑл ӗнертенпе сирӗлмест ӗнтӗ), шӑматкун уяртӗ, вырсарникун аслати авӑтма пултарӗ, тунтикун йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫитес эрне вӗҫнелле вара юр ҫуса лартма пултарӗ.
«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, шӑматкун, 9-14 градус таран ӑшӑтӗ, ҫӗрле ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Вырсарникун республикӑна сывлӑшӑн сивӗ фрончӗ килӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, кӑнтӑр енчи округсенче вара аслати авӑтма пултарӗ. Каҫхине республикипех юр ҫӑвӗ.
Тунтикун йӗпе юр ҫӑвӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте – вӑйлах. Ҫитес эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫанталӑк 8–10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫумӑр ҫукалӗ. Ытларикун ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Кӗҫнерникун «минус» таранах сивӗтӗ, юр ҫӑвӗ: эрнекун ир валли 5–10 сантиметр хулӑнӑш ҫуса лартӗ. Кун пек сивӗ ҫанталӑк Мӑнкунччен, акан 12-мӗшӗччен, тӑрӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере аслати авӑтма пултарать.
Сайт ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулассине палӑртнӑ. Юнкунччен уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Юнкун ку эрнери чи ӑшӑ кун пулӗ. Ун чуне термометр 11-16 градус кӑтартӗ.
Кӗҫнерникунран пуҫласа вара вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Хушӑран аслати авӑтма пултарать. Эрнекун та ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Шӑматкун ҫил вӑйланӗ. Канмалли кунсенче пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулӗ, ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Эрнен иккӗмӗш ҫурринче кӑнтӑрласерен кӑштах сивӗрех пулӗ, каҫсерен вара шӑнтмӗ, хальхинчен ӑшӑрах пулӗ. Ҫапла юр та хӑвӑртрах ирӗлме тытӑнӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт ҫитес кунсенче мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ.
Кӗҫӗр республикӑра хӑш-пӗр вырӑнта тӗтре карса илӗ, термометр «минус» кӑтартнӑ май шӑнтӗ. Шӑматкун хӗвеллӗ ҫанталӑк пулӗ. Вырсарникун каҫ енне циклон килӗ, кӑштах ҫумӑр ҫӑвӗ. Тунтикун вара каллех хӗвел тухӗ.
Ҫитес эрнере кӑнтӑрласерен 10-15 градус таран ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 3-8 градус ӑшӑ. Ытларикунран пуҫласа пӗлӗтлӗ, хушӑран уяртакан ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӑ, хӑш-пӗр вырӑнта ҫумӑр ҫукалӗ.
Хальлӗхе кустӑрма шинисене ҫуллахисемпе улӑштарма сӗнмеҫҫӗ: ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сивӗсем таврӑнӗҫ-ха. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр кунсенче йӗпе юр та ҫукалӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере те ака уйӑхӗнчи пек ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк пулӗ. Кӑнтӑрласерен термометр 5-10 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ку ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи климат нормипе килӗшсе тӑрать. Ҫӗрлесерен вара шӑнтӗ. Ҫавна май ҫулсем пӑрлак пулӗҫ, хӑш-пӗр ҫӗрте тӗтре карса илӗ. Эрне тӑршшӗпех ҫил тӳлек вӗрӗ. Кӗҫнерникун республикӑна пӗрремӗш ҫурхи ҫумӑр ҫитӗ, анчах питех вӑйлӑ ҫумӗ.
Паянхи куна илес тӗк, юр хулӑнӑшӗ 62 сантиметрпа танлашать. Ку иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, 13 сантиметр пӗчӗкрех.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурри ахаль чухнехинчен 1 градус ӑшӑрах пулнӑ. Юр майӗпен ирӗлсе пырать. Юлашки эрнере юр хулӑнӑшӗ 11 сантиметр чакнӑ.
Ҫитес кунсенче ҫанталӑк питех улшӑнмӗ. Ку эрнере те уяр, кӑштах пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Каҫсерен шӑнтӗ, ҫавна май ҫулсем пӑрлах пулӗҫ.
Эрне вӗҫӗнчен кӑна кӑштах улшӑнусем пулӗҫ. Ун чухне пӗлӗтленӗ, кӑштах сивӗтӗ. Шӑматкун ҫил вӑйланӗ.
Анчах тепӗр эрнинчен каллех антициклон ҫитӗ: ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ.

Хӑҫан ҫуркунне ҫитӗ? Юрлӑ хӗл хыҫҫӑн, ахӑртнех, ку ыйту хуравне чылайӑшӗ пӗлесшӗн.
Паян ҫӗрле шартлама сивӗ пулнӑ: Шупашкарта термометр 23 градус кӑтартнӑ. Хӑш-пӗр округра 30 градус таранах сивӗ пулнӑ. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗнче кун пек сивӗ 13 ҫул каялла кӑна пулнӑ.
Ан пӑшӑрханӑр: ҫуркунне ҫывхарать. Ыран ҫапах та хӗллехи пек ҫанталӑк пулӗ: хушӑран юр ҫӑвӗ, ирхине – вӑйлӑрах. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Каҫ енне вара ӑшӑтӗ – термометр 2-7 градус сивӗ кӑтартӗ.
Юнкун ҫуркунне пуҫланӗ! Ҫак кунран пуҫласа кӑнтӑрласерен 3-8 градус таран ӑшӑтӗ, каҫсерен 0-5 градус сивӗ пулӗ.
Эрне тӑршшӗпех юр та, ҫумӑр та ҫумӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк иккӗмӗш декада тӑршшӗпех пулӗ.
Историе кӗрсе юлнӑ тепӗр самант пирки те калар: Улатӑрта юр хулӑнашӗ 1 метра ҫитнӗ. Кун пекки пирӗн республикӑра сахалтан та 55 ҫул пулман.
