Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сасӑлавсем

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

59 ҫулти Зинаида Тепеева Пӗтӗм Раҫҫейри «Мастерс» категорири чи лайӑх спортсмен» конкурс финалисчӗ пулса тӑнӑ.

Вӑл – СССР спорчӗн тава тивӗҫлӗ мастерӗ, тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Раҫҫейӗн нумай хут чемпионки, рекордсменка. Кӑҫал Зинаида Пӗтӗм тӗнчери ветерансен вӑййисене хутшӑннӑ, чемпион ятне икӗ хутчен тивӗҫнӗ.

Зинаида Тепеева Муркаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Спортпа шкулта вӗреннӗ чухне туслашнӑ, Шупашкарта Вячеслав Ермаков тренер патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Малтан йӗлтӗрпе чупнӑ вӑл, кайран ҫӑмӑл атлетикӑпа туслашнӑ.

Ентешӗме ҫӗнтерме пулӑшас тесен ҫакӑнта сасӑлама пулать: vk.com/wall-6783586_72828.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15500
 

Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Хальхи вӑхӑтра «Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ» халӑх сасӑлавӗ пырать. Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар унта 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ, малта пыракан Нальчикран 54,2 пин сасӑ каярах пынӑ.

Унтанпа лару-тӑру вӑйлах улшӑннӑ. Халӗ Шупашкар танлаштарӑмра – 2-мӗш вырӑнта, Нальчикран 11,3 пин сасӑ кая юлса пырать. Тӗп хуламӑр кашни сехетре сасӑсем самай пухса пырать.

Шупашкара ҫӗнтерме пулӑшӑр! Сасӑлав ҫулталӑк вӗҫлениччен пырать. Тӑван хуламӑршӑн ҫак каҫӑпа сасӑлама май пур: https://город-россии.рф/.

 

Сывлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ксения Георгиева – икӗ ача амӑшӗ, клиника фармакологӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ преподавателӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пулӑшнипе йӗркеленӗ «Георгиева тухтӑрпа сывӑ пул» анлӑ сарӑлнӑ рубрикӑна ертсе пырать.

Хӑйӗн блогӗнче Ксения медицина пирки ансат чӗлхепе ӑнлантарать, медицинӑра сарӑлнӑ халапсене уҫӑмлатать.

Ксения Георгиевӑн проекчӗ Раҫҫейри чи лайӑх 30 медицина блогӗ йышне кӗнӗ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «ШУМ» ҫамрӑксен премийӗн финалисчӗ пулса тӑнӑ. Халӗ сасӑлав пырать – ҫапла чи лайӑххине суйлӗҫ. Ксенийӑна ҫӗнтерме пулӑшӑр! Сасӑлав юпан 18-мӗшӗччен пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24154
 

Раҫҫейре

Ҫӗмӗрлери Пӗрремӗш Петӗр юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» сасӑлавра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 25,5 пин ытла сасӑ пухнӑ. Пӗрремӗш вырӑнта – Ростов облаҫӗнчи «Бабушка Ива», уншӑн 37,5 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта – Крымри Суворов юманӗ.

Сӑмах май, 2023 ҫулта сасӑлавра Муркаш округӗнчи Ильинкӑри 372 ҫулти юман ҫӗнтернӗ. Пӗлтӗр вара Ҫӗмӗрлери юман тӑваттӑмӗш вырӑна тухнӑ.

 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

«Уҫӑ хула» порталта сасӑлав вӗҫленнӗ. Апла кам тивӗҫӗ-ха кӑҫал «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята?

Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн директорӗ Михаил Резников чи нумай сасӑ пухнӑ. Уншӑн респондентсен 59 проценчӗ сасӑланӑ. Пӗтӗмпе 5 пин ҫын унта хутшӑннӑ.

Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсене Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене пӑхса тухма парӗҫ. Вӗсем татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ.

 

Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрлери ватӑ юмана ҫӗнтерме пулӑшар! Вӑл «Ҫулталӑкри Раҫҫей йывӑҫӗ» конкурса хутшӑнать.

Ҫӗмӗрлери юман – 250 ҫулта. Вӑл 26,5 метр ҫӳллӗш, вуллин диаметрӗ 1,3 метр. Юман Ҫӗмӗрлери паркра ӳсет. Вырӑнти ҫынсемшӗн вӑл ахаль йывӑҫ мар, истори символӗ шутланать, ӑрусен ҫыхӑнӑвне кӑтартать.

Хальлӗхе сасӑлавра пирӗн юман 3-мӗш вырӑнта пырать. Малта – Крымри тата Белгород облаҫӗнчи йывӑҫсем.

Ҫӗмӗрле юманӗшӗн сасӑлӑр. Вӑл – 33-мӗш номерпе. Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ. Юманшӑн ҫак сайтра сасӑламалла: rosdrevo.ru/.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22229
 

Хулара
Сӑнӳкерчӗкре — Виктор Семенов.
Сӑнӳкерчӗкре — Виктор Семенов.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Хула кунӗ умӗн Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннине суйлӗҫ. Кӑҫал та унта 7 ҫын хутшӑнать. Халӗ «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав пырать. Вӑл утӑн 10-мӗшӗнче вӗҫленет.

Камсем-ха вӗсен йышӗнче? «Динамо» общество директорӗ Виктор Семенов, «ЭнЛАБ» тӗп директорӗ Михаил Шамис, Шупашкарти 40-мӗш шкул директорӗ Ираида Яшина, В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗн аслӑ теренерӗ Геннадий Иванов, «Энергия» спорт шкулӗн тренерӗ Борис Глинкин, Шупашкарти юханшыв порчӗн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Тимофеев, Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ Михаил Резников.

 

Раҫҫейре

«Ҫулталӑкри йывӑҫ. Раҫҫей» сайтра ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе ҫӗршыври тӗп йывӑҫа суйлас тӗлӗшпе онлайн-сасӑлав иртет. Аса илтерер: унта Ҫӗмӗрлери юман хутшӑнать. Вӑл 250 ҫулта.

Паянхи куна Ҫӗмӗрле юманӗ 4530 сасӑ пухса пӗрремӗш вырӑнта пырать. Иккӗмӗш вырӑнта – Ленинград облаҫӗнчи юман, виҫҫӗмӗшӗнче вара – Хакасири Сӑваплӑ кедр.

Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырать. Ҫӗмӗрле юманӗ сасӑлавра 33-мӗш номерпе.

 

Раҫҫейре

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Ҫулталӑкри йывӑҫ. Раҫҫей» сайтра ҫӗршывӑн тӗп йывӑҫӗн сасӑлавӗ пуҫланать. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ унта Ҫӗмӗрлери юман хутшӑнать.

Вӑл – 250 ҫулта. Ӑна ватӑ йывӑҫсен наци реестрне кӗртнӗ, унӑн «Йывӑҫ – чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗ» статус пур. Сасӑлавра вӑл 33-мӗш номерпе пулӗ.

Сӑмах май, сасӑлавра 2023 ҫулта Муркаш округӗнчи Ильинкӑри юман ҫӗнтернӗ.

 

Раҫҫейре
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

1 пин тенкӗллӗ банкнота ҫинче Шупашкарти Анне палӑкӗ пулма пултарассине, сасӑлав пыни пирки пӗлтернӗччӗ.

Ҫапаз Анне палӑкӗн ҫӗнӗ укҫа ҫине лекес шанчӑк пур. Вӑл 17348 сасӑ пухса чи нумай сасӑ пухнӑ 10 паллӑ вырӑн йышне кӗнӗ. Укҫа ҫине мӗн ӳкерессине Раҫҫей банкӗн тата Госзнӑкӗн ӳнӗрҫисем йышӑнӗҫ.

Сасӑлавра «Метеор» теплоход, Ҫӗр ӗҫченӗсен керменӗ, Сарӑтури Атӑл урлӑ хывнӑ автомобиль кӗперӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 18
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 30

1905
121
Мясников Александр Фёдорович, живописец, график, скульптор ҫуралнӑ.
1975
51
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри вилнӗ.
1976
50
Герасимов Василий Герасимович, гоелоги-минералоги ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
1991
35
«Хыпар» хаҫат хӑйӗн малтанхи ятне тавӑрнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та