Шупашкартан авиапассажирсене Крыма турттарма палӑртнӑ «Nordwind» авиакомпани самолётсене Симферополе вӗҫтермӗ. Ҫакӑ Росавиаци асӑннӑ хулана самолётсене ҫӳретме вӑхӑтлӑха чарнипе ҫыхӑнма пултарнӑ.
Авиакомпани Чӑваш Ен ҫыннисене Крым вырӑнне Краснодар тӑрӑхне, Сочи хулине, турттарма тытӑнӗ. Авиакомпани сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, билетсене ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗ валли туянма май пур.
Шупашкартан Сочине ҫитме пӗр ҫынна 4 пин тенке кайса ларӗ. Самолётсем кӑнтӑрти ҫав хулана пирӗ тӑрӑхран ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата шӑматкунсерен турттарӗҫ.
Сӑмах май каласан, «Nordwind» авиакомпанин тӗп аэропорчӗсем Шереметьевӑра, Пулковӑра, Сочинче тата Калининградра вырнаҫнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнччен Краснодара тата ытти хӑш-пӗр хулана вӗҫме чарнӑ. Росавиаци ку чарӑва нарӑсӑн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ.
Вӑхӑтлӑха Анапӑна, Белгорода, Брянска, Воронежа, Геленджике, Краснодара, Курска, Липецка, Дон ҫинчи Ростова, Симферополе, Элистӑна вӗҫме юрамӗ.
Раҫҫейри авиакомпани пассажирсене урӑх маршрутпа илсе ҫӳреме сӗнет. Ку тӗлӗшпе Сочи, Волгоград, Минераллӑ Шывсем, Ставрополь, Мускав аэропорчӗсемпе усӑ курма юрать. Ыттисем штатпа килӗшӳллӗн ӗҫлеҫҫӗ.
Турци влаҫӗсем Southwind ҫӗнӗ авиакомпанине хута ярассипе ӗҫлеҫҫӗ, вырӑнти AirportHaber информаци портал пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл Антальере никӗсленсе тӑрӗ, Раҫҫейрен туристсене турттарассипе тӑрмашӗ. Ӗҫе ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче пуҫӑнма палӑртаҫҫӗ.
Ҫакнашкал компани йӗркелеме ыйтнине тивӗҫтерме Турцин гражданла авиацийӗн Тӗп управленийӗ йышӑннӑ. Пӗрремӗш тапхӑрта Southwind пилӗк Airbus самолётпа — виҫӗ сарлака фюзеляжлипе тата икӗ ансӑр фюзеляжлипе — усӑ курӗ тесе планлаҫҫӗ.
Маларах Турци влаҫӗсем туризм секторне пулӑшмалли виҫӗ тапхӑрлӑ плана сӳтсе явни пирки пӗлтернӗччӗ. Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Sabah хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, туроператорсене, сӑмахран, Раҫҫейрен Турцие туристсене турттарса килекен Anex, Pegas тата Coral йышшисене кредит тӗлӗшпе, пӗтӗмпе $300 миллионлӑх, пулӑшма пултарӗҫ. Пулӑшу мелӗсем пирки ҫу уйӑхӗнче пӗлтерӗҫ. Ҫак майсемпе Турци влаҫӗсем Раҫҫейрен туристсене 2 млн таран явӑҫтарма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ӗнер каҫхине Мускавран вӗҫекен самолет Шупашкарта анса ларайман, ҫавна май унӑн Чӗмпӗре кайма тивнӗ. Мӗн пулнӑ-ха?
«Победа» авикомпани самолечӗ аэропорта тӗтреллӗ ҫанталӑка пула анса ларайман. Чӗмпӗре вӑл 23 сехет хыҫҫӑн ҫитнӗ, пассажирсене ҫур сехетрен ҫеҫ кӑларнӑ. Унтан автобус Шупашкара ирхи 5 сехетре ҫеҫ кайнине пӗлтернӗ.
Анчах чылайӑшӗн ӗҫе каймалла-ҫке-ха. Ҫавӑнпа такси чӗнме, куншӑн 6 пин тенкӗ тӳлеме тивнӗ.
Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта каҫхи 8 сехет ҫурӑран пуҫласа ирхи 5-чен тӗтре тӑнӑ, 100 метр аякри ҫеҫ курӑннӑ.
Airbus A380 самолет ҫӗнӗ йышши топливӑна тӗрӗслеме хутшӑннӑ, сывлӑшра вӑл 3 сехет ирттернӗ: Тулузӑри Бланьякран вӗҫсе тухнӑ та Ниццӑра анса ларнӑ. Самолет моделӗ — чи пысӑк пассажир авиалайнерӗ.
Топливӑна усӑ курнӑ ӳсентӑран ҫӑвӗ ҫумне ҫу хушнипе хатӗрленӗ. Ҫакна та палӑртмалла: унпа двигательсенчен пӗринче ҫеҫ усӑ курнӑ. Тепринче авиакраҫҫын пулнӑ.
Авиалайнерсен вӗҫевӗнче 100% биотопливӑпа усӑ курни хальлӗхе пулса иртмен-ха, ҫапах та ҫакна 2020-мӗш ҫулсен вӗҫнелле пурнӑҫлама май пулӗ. 2035 ҫул тӗлне вара Airbus халӑха углеродлӑ топливӑпа пач усӑ курман лайнер кӑтартасшӑн.
Тепӗр тесен, специалистсем хальлӗхе ӳсентӑран ҫӑвӗнчен тунӑ топливӑн сиенлӗхне туллин тӗпчемен-ха, ҫавӑн пекех биотопливӑн ытти тӗсӗсем пирки те нимӗн те калаймаҫҫӗ.
Шупашкартан Краснодар крайне хӑҫан вӗҫме май пулӗ? Росавиаци улттӑмӗш хут ӗнтӗ Раҫҫей тӗп пайне тата кӑнтӑра вӗҫме чарать. Хальхинче ку чарӑва ака уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑснӑ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗччен Анапа, Белгород, Брянск, Воронеж, Геленджик, Краснодар, Курск, Липецк, Дон ҫинчи Ростов, Симферополь, Элиста аэропорчӗсене вӗҫме май пулмӗ.
Авиакомпани пассажирсене урӑх маршрутсемпе – Сочи, Волгоград, Минеральные Воды, Ставрополь, Мускав аэропорчӗсемпе усӑ курса – илсе ҫӳреме сӗннӗ. Аса илтерер: ҫак маршрутсемпе нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӗҫме чарнӑ.
Кӑҫал ҫулла Геленджике, Сочие тата Симферополе Шупашкартан самолет вӗҫме тытӑнӗ. Аэропорт расписание хатӗрленӗ ӗнтӗ.
Ҫӗртмен 4-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 24-мӗшӗччен шӑматкунсерен Геленджике самолет вӗҫӗ, рейс - 20 сехет ҫурӑра. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗччен пуҫласа юпан 30-мӗшӗччен «Победа» авиакомпани самолечӗпе тунтикунсерен, юнкунсерен, эрнекунсерен, вырсарникунсерен Сочие ҫитме пулӗ. Рейс – 20 сехет те 25 минутра.
Симферополе ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 29-мӗшӗччен ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен, шӑматкунсерен 13 сехет те 5 минутра вӗҫме май пулӗ.
Раҫҫейре, ҫав шутра Чӑваш Енре те, хӑш-пӗр самолета вӗҫме чарни пирки пӗлтернӗччӗ. Чару пушӑн 2-мӗшӗччен пулмаллаччӗ.
Шупашкартан Краснодара вӗҫме чарнӑ. Хальлӗхе – пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗччен. Аса илтерер: эрнекунсерен Шупашкартан Краснодара «ИрАэро» самолет вӗҫетчӗ. Рейс ҫине илнӗ билет укҫине каялла тавӑрса парӗҫ е самолет вӗҫме тытӑнсанах унпа усӑ курма пулать.
Сӑмах май, Анапӑна, Белгорода, Брянска, Воронежа, Геленджика, Краснодара, Курска, Липецка, Дон ҫинчи Ростова, Симферополе, Элистӑна самолетсем вӑхӑтлӑх вӗҫмеҫҫӗ.
Пирӗн ҫӗршыв урлӑ 36 ҫӗршыв самолёчӗсене вӗҫсе иртме чарнӑ. Ҫакӑ — Раҫҫейри авиакомпанисен самолёчӗсене хӑйсен территорийӗ урлӑ вӗҫтерме Европӑри тата тӗрлӗ вырӑнти хӑш-пӗр ҫӗршыв чарнӑран тунӑ йышӑну.
Раҫҫей урлӑ вӗҫсе каҫма Австрири, Албанири, Ангильяри, Бельгири, Болгаринчи, Британири Виргинский утравӗсене, Великобританири, Венгрири, Германири, Гибралтарти, Грецири, Данири (ҫав шутра — Гренланди, Фарер утравӗсем, Территори тинӗсӗ), Джерсинчи, Ирландири, Исландири, Испанири, Италири, Канадӑри, Кипрти, Латвирии, Литвари, Люксембургри, Мальтӑри, Нидерландри, Норвегири, Польшӑри, Португалири, Румынири, Словакири, Словенири, Финляндири, Францири, Хорватири, Чехири, Швецири, Эстонири авиакомпанисене чарнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫӗршывӑмӑрӑн кӑнтӑр енчи хулисенче пассажирсене туттаракан авиарейссене вӑхӑтлӑха чарса хунӑ. Ҫав йышӑну Шупашкартан Краснодара каякан самолёта та пырса тивнӗ.
Росавиаци пӗлтернӗ тӑрӑх, чару паян ирхи 3 сехет те 45 минутран пуҫласа пуш уйӑшӗн 2-мӗшӗнчи 3 сехет те 45 ммнутчен пырӗ.
Ҫапла вара Ростоври (Платов), Краснодарти (Пашковский), Анапӑри (Витязево), Геленджикри, Элистари, Ставропольти, Белгородри, Брянскри, Орелти, Курски, Воронежри, Симферопольти аэропортсем вӑхӑтлӑха ӗҫлемеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |