Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыннӑн Тӑван Ҫӗршувӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне хӑйӗн ячӗпе тав сӑмахӗ калама май пур. «Раҫҫей почти» «Ентешсем тав туни» ятпа Пӗтӗм Раҫҫей акцине ирттерет. Кун пирки Муркаш район администрацийӗ пӗлтерет.
Тӑван Ҫӗршувӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен — вӑл шутра фронтовиксен те, тыл ӗҫченӗсен те йышӗ ҫул иртнӗҫемӗн сахалрах та сахалрах. Хальхи вӑхӑтра республикӑра кун пек 20 509 ветеран пурӑнать.
Пирӗн тивӗҫ — кун пек ҫынсене савӑнӑҫ саманчӗ парнелесси, тав сӑмахӗ ҫырса открытка ярса парасси. Сӑмахӗсем ансат: «Хисеплӗ ветеран! Ҫӗнтерӳшӗн Пысӑк тав Сире! Эпир Сирӗн паттӑрлӑха асра тытапӑр, Сирӗнпе мухтанатпӑр!» Хыҫҫӑн открыткӑна почта ещӗкне яма ан манӑр. Эсир ветеранӑн ятне те, ӑҫта пурӑннине те пӗлместӗр пулӗ. Анчах шанма пултаратӑр: «Раҫҫей почти» сирӗн салам сӑмахӗсене ветеран патне ҫитерӗ.
Ветерана эсир ҫавӑн пекех почта ҫыхӑнӑвӗн операторӗ, почтальон урлӑ та саламлама пултаратӑр, открыткӑпа пӗрле парне те туянса пама май пур. Почтальонсем сирӗн открыткӑсемпе парнесене Раҫҫей Президенчӗн саламӗпе пӗрле ветерана ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ҫитерсе парӗҫ.
КӐР | 07 |
Паян чӑваш йӑли тӑрӑх Сурхури уявне палӑртаҫҫӗ. Республикӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенче ҫамрӑксен кану каҫӗсем, каҫхи улахсем иртеҫҫӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ те сире ҫак хӗллехи уяв ячӗпе саламлать!
Сурхури уявӗ вӑрӑма тӑсӑлать, хатӗрлӗнессе те малтанах пуҫлаҫҫӗ — ачасемпе ҫамрӑксем килӗрен киле ҫӳресе Сурхури ирттерме хатӗр-хӗтӗр‚ ӗҫме-ҫиме‚ салат-хӑмла‚ кӗрпе-ҫӑнӑх пуҫтараҫҫӗ. Уяв кунӗнче юрланӑ, ташланӑ, юмӑҫ янӑ, картана кӗрсе сурӑх ури тытнӑ... Пӗрле апат ларса ҫинипе вара вӑл кун уяв вӗҫленнӗ. Тепӗр кунне ҫветке пуҫланнӑ. Эрнипех ҫӳренӗ вара. Пирӗн кунталӑкра (календарьте) ку тапхӑра Кӑшарни тесе палӑртнӑ.
Сӑмах май, тунтикун, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗ «Ҫӑлкуҫ» кафере «Сурхури» уявне палӑртӗ! Кӑҫал вӑл шучӗпе вуннӑмӗш пулӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре. Уява пырас кӑмӑллисене чӑваш тумӗсемпе килме ыйтаҫҫӗ, хӗрарӑмсен пуҫне тутӑр ҫыхмалла. Ку уява яланхи пекех тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакансем хутшӑнмалла — ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, верентекенсем тата ыттисем.
Хисеплӗ хӑнасем, чӑваш тетелӗн хастар ӗҫтешӗсем!
Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлать!
2013 ҫул пӗрисемшӗн, тен, йывӑр пулчӗ пулин те чылай ҫынна ырлӑхпа телей ытларах парнелерӗ тесе шутлатпӑр. Ҫитес ҫулта та — йывӑҫ лаша ҫулталӑкӗнче — хуйхи-суйхине чатса ирттерсе лайӑххипе ытларах киленмелле пултӑр! Эпир те хамӑр енчен сире ҫӗнӗлӗхсемпе савӑнтарма шантаратпӑр!
Кӳрӗнтернине каҫарар, усал сунар мар, ырӑ тӑвакана — мухтар та хисеп тӑвар! Япӑххине асӑнмалла ан пултӑр, ырри тупӑнсах тӑтӑр!
Ҫапла пултӑр!
Паян, юпан 10-мӗшӗнче «Чӑваш наци телевидени — Чǎваш Ен» 2 ҫул тултарнӑ. Ҫак кун ӗнтӗ, 2011 ҫулта наци телевидени хӑйӗн ӗҫне пуҫарса янӑ. Ҫак икӗ ҫул хушшинче канал республика ҫыннисемшӗн кулленхи хыпарсем ҫинчен пӗлсе тӑмалли паха ҫӑлкуҫ пулса тӑчӗ. Телевидени пурнӑҫӑн пур енне те ҫутатса парать, вӗсем шучӗнче ялти пурнӑҫ, республикӑри влаҫ органӗпе палата ӗҫӗ-хӗлӗ, халӑхсем хушшинчи туслӑх, экономика, культура тата спорт.
Иртнӗ ҫулсенче Наци телевидени самай пӗлтерӗшлӗ ӳсемсем турӗ. Икӗ ҫул хушшинче телекомпани 10 тӗрлӗ проекта пурнӑҫа кӗртрӗ, вӗсем хушшинче телепрограмма ярӑмӗсем — «Тӗплӗ калаҫу», «Туслӑх йывӑҫӗ», «Ҫӗр туртӑмӗ», «Аван-и?», «Яш чух, ҫамрӑк чух», «Эх, юррӑм янӑра», «Правительственная связь», «По существу», «Главный вопрос», «Летопись столицы», «Бухты-барахты», «Знакомые лица», «Без рецепта», «Деловая Чувашия», «Качество», «Время вкуса» тата ытти те. 2012 ҫулта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсен республика конкурсӗнче телекомпани «Ылтӑн ҫӳпҫерен» («Из золотого ларца») тата «След в истории» телепроекта пурнӑҫа кӗртме ятарлӑ грант ҫӗнсе илнӗ. Телевиденийӗн хӑйӗн кулленхи «калаҫӑвӗн» калапӑшӗ паяна ик сехет ҫурӑ (18.
Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!
Сире Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатӑп!
Ҫӗнӗ пӗлӳ илесшӗн ҫунни, професси ӑсталӑхне лайӑхлатса пыма, ӑс-хакӑл тата ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен аталанма ӑнтӑлни — ку чухнехи пурнӑҫӑн мӗн пур тытӑмӗнче ҫыншӑн ӑнӑҫӑвӑн никӗсӗ.
Чӑваш Ен вӗренӳ тытӑмӗ тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ ҫынна пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухмашкӑн пулӑшма тивӗҫлӗ. XXI ӗмӗр ыйтнипе килӗшӳллӗн мӗн пур шайри вӗренӳ учрежденийӗсенче анлӑ модернизаци пырать, пурлӑхпа техника никӗсӗ ҫирӗпленет, вӗренӳ тата лаборатори оборудованийӗ ҫӗнелет.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Чӑваш Республикинче 1000 ытла вӗренӳ заведенийӗ хӑйсен алӑкӗсене уҫать. Вӗсенче 318 пин вӗренекенпе студент, ҫав шутра пӗрремӗш класа каякан 13 пин ача, пӗлӳ илӗҫ.
Юлашки 3 ҫулта шкулсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетме 3,5 млрд ытла тенкӗ хывнӑ. Ҫак вӑхӑтра юсав кирлӗ шкулсен 50 ытла процентне ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ. Хуласенчи тата ялсенчи пысӑк шкулсен апатланмӑшӗсене модернизацилеме 210 млн тенкӗ уйӑрнӑ, ҫавна май ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисен 70 ытла проценчӗ ку чухнехи оборудовани ҫинче хатӗрленӗ паха апата ҫийӗ.
Чӑваш тӗнчи тетелӗнче тепӗр ҫӗнӗ сайт йӗркеленнӗ иккен — ятне те ӑна «Телей» панӑ.
Teley.webnode.ru адреспа вырнаҫнӑ сайтра тӗрлӗ ӳкерчӗксем вырнаҫнӑ. Ахальлисем мар паллах — чӑваш сӑмахӗсемпе илемлетнисем. Сайтӑн пуҫламӑш страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх эсир унта хӑвсамӑра килӗшекен ӳкерчӗксем тупма пултаратӑр, вӗсене халӑх тетелӗнче юлташӑрсене ярса пама май пур. Темисем те сайтра анлӑ: юрату, ваттисен сӑмахӗсем, саламсем, сӑвӑ йӗркисем. Сайт ҫӗнелсе тӑни те савӑнтарать. Ак ҫак кунсенче кӑна ҫӗнӗ пайсем йӗркеленчӗҫ: тумсем, юрӑсем, анимацисем, флеш-открыткӑсем.
Ҫитес кунсенче ҫак сайт пӗлӳ кунӗпе саламлакан ӳкерчӗксемпе пуянланасса шанас килет — «уяв» пайра курӑнмарӗҫ-ха. Йӗркелекене те ӑнӑҫу сунатпӑр — чӑвашла сайтсен йышӗ ӳссе пыни пур чӑваша та савӑнтармалли хыпар.
Чӑваш халӑхӗ яланах хӑйӗн ӗҫченлӗхӗпе, тӗллевлӗхӗпе, чӑтӑмлӑхӗпе палӑрса тӑнӑ, лартнӑ тӗллевсене вара яланах пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Пирӗн республика пысӑках мар пулин те, халӑхӗ вара пирӗн чӑннипех-ҫке маттур. Чӑваш Республики вара хӑйӗн пин-пин юрӑ, пин-пин тӗррипе кӑна мар килленме пултарать, чӑваш ҫӗрӗн халалӗпе чӑмӑртаннӑ спортсменкӑсемпе те мухтанма тивӗҫ.
Ӗнер, утӑн 18-мӗшӗнче, 14:00 сехетре правительство ҫуртӗнче Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Универсиадӑран тӑван кӗтӗсе ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ спортсменкӑсемпе тӗл пулнӑ. Йышӑннӑ йӑла тӑрӑх Михаил Васильевич спортсменкӑсене: Екатерина Красновӑна, Ирина Юманова, Кристина Савицкая, Наталья Пучковӑна, Алина Прокопьевӑна пуш аллӑн кӗтсе илмен, хӗрсене укҫа-тенкӗ енчен хавхалантарас тесе ятарлӑ сертификатпа чысланӑ. Ҫӗнтерҫӗсене саламлама физкультура, спорт тата туризм министрӗ Сергей Мельников, спортменсенкӑсен тренер-вӗрентекенӗсем килсе ҫитнӗ. Чи малтанах Михаил Игнатьев хӗрсенчен вӗсен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ, ҫӗнсе илнӗ медальсем ҫинчен те сӑмах хускатнӑ.
— Универсиадӑра хутшӑннӑ спортсменсене пысӑк ҫитӗнӗвӗсемшӗн чун-чӗререн саламлатӑп.
Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Кзыл-Чишма ялӗнче пурӑнакан Гайше Идиятулловна Садретдинова 95 ҫул тултарнӑ. Вӑл кӳршӗллӗ Елчӗк районӗнчи Сӑрьелӗнче ҫуралса ӳснӗ. 19-а ҫитсен унпа Патӑрьел районӗнче пурӑнакан Фетах ятлӑ тутар каччи паллашнӑ. Кӗҫех вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑ, икӗ хӗрпе икӗ ывӑл ҫуратнӑ. Вӑрҫӑран арҫын хӑрах алӑсӑр таврӑннӑ хыҫҫӑн ӗмӗрӗпех тӑван хуҫалӑхра хуралҫӑра ӗҫлесе пурӑннӑ. 34 ҫул каялла вӑл ҫӗре кӗнӗ. Гайше аппан халӗ ывӑлӗсем те ҫук ӗнтӗ — вӗсем куҫӗсене хупнӑ. Ватӑ ҫыннӑн хальхи савӑнӑҫӗ — 6 мӑнкуӗпе мӑнукӗсен 8 ачи. Тата ватта ял ҫыннисем хисеплени савӑнтарать.
Юбилей ячӗпе ватта Раҫҫей Президенчӗн, Чӑваш Ен Элтеперӗн тата Патӑрьле район администрацийӗн пуҫлӑхӗн саламӗсене тыттарнӑ. Ӑна саламлама Патӑрьел район тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пайташӗсем пырса ҫитнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн кашни виҫҫӗмӗш вырсарникун Ҫемӗрле районӗн медикӗсем хӑйсен професси уявӗ ячӗпе салам сӑмахӗсене илтеҫҫӗ. Пурнӑҫра пысӑк пӗлтерӗшлӗ профессинче чи хастаррисене ведомство — парнесемпе, хулапа район — хисеп хучӗсемпе, хулапа район администрациӗсем — хавхалану хучӗпе чыславнӑ. Унсӑр пуҫне Ҫӗмӗрле хулинчи тӗп медецина центрӗн грамотипе, хавхалану хучӗсемпе сахал мар ҫнна чысланӑ, укҫа-тенкӗпе те хавхалантарнӑ.
«Сывлӑхлӑ пулӑр!» — медиксене саламланӑ май Ҫемӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ С.Н. Новичков хӑй калаҫӑвне ҫак сӑмахсемпе вӗҫленӗ. Вӑл пульница ӗҫченӗсене чунтан-чӗререн уяв ячӗпе саламланӑ, малашне те ӗҫ ҫапла ӑнӑҫлӑ пырасса шаннӑ.
Унсӑр пуҫне тата тухтӑрсемпе медаппасене уявпа саламлама хулари депутатсен канашлӑвӗн депутачӗ Л.М. Егорова, Ҫемӗрле районӗн администраци пуҫлӑхӗ Л.Г. Рафинов тата ыттисемпе те килсе ҫитнӗ.
Шур халатлӑ ҫынсене юрӑ-ташӑпа вара Ҫӗмӗрлери ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем савӑнтарнӑ.
Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хаклӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем!
Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп! Ҫак уяв пирӗншӗн пуриншӗн те уйрӑмах ҫывӑх. Вӑл халӑх пӗрлӗхне, хӑюлӑхпа паттӑрлӑха тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнине сӑнарлакан ҫутӑран та ҫутӑ символ пулса тӑрать. Фашистла Германие ҫӗнтерессине ҫывхартас ӗҫе миллионшар ҫын хӑй вӑйӗ ҫитнӗ таран тӳпе хывнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗр-шывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассишӗн пурнӑҫне панӑ.
Чӑваш Ен ҫыннисем Тӑван ҫӗршыва мӗн пур фронтра паттӑррӑн хӳтӗленӗ, тылра вӑйран кайса ӗҫленӗ — ачисемпе мӑнукӗсен пуласлӑхӗшӗн паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Пирӗн хӳхӗм ҫӗрӗн 208 пин ытла харсӑр ывӑлӗпе хӗрӗ фронта тухса кайнӑ. Ҫӗнтерӗве ҫӗнсе илме пӗрре те ҫӑмӑл пулман — ҫапӑҫу хирӗнчен пурте каялла таврӑнайман. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республики арканнӑ хуласемпе ялсене юсаса ҫӗклеме пӗтӗм ҫӗр-шывпа пӗрле хастаррӑн хутшӑннӑ. Пирӗн атте-анне, асатте-асанне, кукаҫи-кукамай килес ӑрусем телейлӗ пурӑнччӑр тесе экономикӑна кӗске вӑхӑтра ура ҫине тӑратнӑ.
Кашни ҫулах Ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче эпир ҫӗршывӑмӑршӑн питех те йывӑр килнӗ ҫулсене тивӗҫлипе тӳссе ирттернӗ тата пире ҫӗнтерӳ парнеленӗ паттӑрсене чыслатпӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |