Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сар ҫулҫӑ» поэзипе кӗвӗ уявӗ иртнӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 01.10.2018 18:39 | 372 хут пӑхнӑ
Культура

Юпа уйӑхӗн 1-мӗш кунӗнчи уява паллӑ туса Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «ВӖЛТӖРТЕТСЕ ВӖҪЕТ САР ҪУЛҪӐ» поэзипе кӗвӗ уявӗ иртнӗ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта поэзие юратакансем пухӑннӑ.

«Кӗмӗлленнӗ» ӑрури ҫынсем чунӗсемпе яланах ҫамрӑк: сӑвӑ-юрӑ калама та, итлеме те питӗ ӑста. Лидия Сарине, Зоя Сывлӑмпи тата Нина Пӑрчӑкан ҫӗнӗ сӑвӑсем вуласа савӑнтарчӗҫ. Тивӗҫлӗ канӑва кӑҫал ҫеҫ кайнӑ Лидия Кузьмина вӗрентекен пурне те хӑй ҫырнӑ сӑввисене вуласа тӗлӗнтерчӗ.

Савӑҫсене тав туса «Нарспи» ансамбль юрӑҫи Николай Фролов илемлӗ чӑваш юррисене шӑрантарса саламларӗ. Чӑваш поэчӗсен пурин сӑввисене те пӑхмасӑр пӗлекен Лидия Ильдеркова вӗсене илемлӗ вуласа кӗрхи куна ҫурхи хӗвел пек илемлетсе ӑшӑтрӗ. Сарӑ ҫулҫӑсем вӗлтӗртетсе вӗҫнӗнех сӑвӑ-юрӑ икӗ сехет хушши пӗр чарӑнми юхрӗ те юхрӗ», — пӗлтернӗ музей пуҫлӑхӗ Антонина Андреева.

#культура, #ваттисем, #саламсем, #уявсем, #ҫыравҫӑсем, #музейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Сӗнтӗрпуҫӗнче Ҫӑварни иртнӗ
2018, 02, 22
Ҫеҫпӗл Мишшин сӑвӑ реформине халалланӑ уяв иртӗ
2018, 03, 17
Николай Естафьева халалласа — астӑвӑм каҫӗ
2018, 04, 11
Чӗмпӗрсем шупашкарсене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ
2018, 04, 11
Ҫеҫпӗл скульптурин авторне палӑртасшӑн
2018, 04, 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org