Ҫак кунсенче кӑшӑлвирус саманинче пурӑнатпӑр та, ку хыпар та ҫав чирпе ҫыхӑннӑскерех. Килтен тухмасӑр ларсан амакран асӑрханма пулать тесе ӗнентернипе ватти-вӗтти урама тухма шикленет. Влаҫрисем йӗркене ҫирӗплететпӗр тесе саккунсене хытарчӗҫ. Карантин йӗркине пӑсакансене тата кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ суя хыпар саракансене ҫирӗп явап тыттарма йышӑнчӗҫ.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Мы из Чувашии» (чӑв. Эпир Чӑваш Енрен) пӗрлӗхре «Ырантан хулана кӗртме тата унтан тухма чарӗҫ... Ятарлӑ ирӗк кирлӗ пулӗ. Протоколсем ҫырӗҫ… Штраф виҫи 40-70 пин тенкӗ…», – тесе ҫырнине прокуратура асӑрханӑ. Шупашкар хула администрацийӗнче ҫавӑн пек чаруллӑ хушу пулман. Апла пулсан тӗнче тетелӗнчи ҫӳлерех асӑннӑ хыпар суя шутланать.
Патӑрьел районӗнчи пӗр пуҫлӑха ӗҫри машинӑпа хӑйӗн тӗллевӗпе ярӑнма юратнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, надзор органӗ вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем коррупципе кӗрешмелли саккуна епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Пӑлапуҫ Пашьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн машина пулнӑ. Унпа вӑл кӑмалтан усӑ курнӑ. Ӗҫ тума кайнӑ чухне ҫеҫ мар. Канмалли кунсенче те, уявра та. Ун чухне вӑл ӗҫри машинӑпа хӑйӗн тӗллевӗпе усӑ курнӑ.
Ӗҫри машинӑпа тӗллевсӗр хутланӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе прокуратура РФ Административлӑ кодексӗн 19.1 статйипе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Пӑлапуҫ Пашьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе пӑхса тухса суд административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Тепӗр майлӑ каласан, штрафланӑ.
Тӑвай районӗнче типӗ курӑк ҫунтарнине пула чутах ял хыпса илмен. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Тӑвай районӗнчи Ҫӑлпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунтарнӑ. Анчах ҫулӑма тытса чарайман – вӑл ял патне ҫывхарнӑ. Вырӑна пушар машинисем ҫитнӗ.
Ҫулӑм икӗ масар патне ҫитнӗ, унти типӗ курӑк та ҫуннӑ. Ял ҫывӑхне ҫывхарнӑҫемӗн-ҫывхарнӑ. 10 метр кӑна юлнӑ. Юрать, ҫав вӑхӑталла ҫӗре сухалама ӗлкӗрнӗ.
Сӑмах май, паян Атӑл леш енче те ҫуннӑ тӗслӗх пулнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри ҫемьесем пӗри хыҫҫӑн тепри федераци каналне лекеҫҫӗ. Шел те, мухтанмалли-савӑнмалли сӑлтавпа мар. Ҫемьесенчи пӑтӑрмахлӑ историе пула ҫакланаҫҫӗ вӗсем.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи Людмила Степанова пулчӗ. Кӑларӑм пуҫламӑшӗнче вӑл хӑйӗн ачисене тавӑрса пама тата хӑйӗн ҫемйинчен хӑпма ыйтрӗ.
Ӗнерхи кӑларӑмра кӑтартнӑ ҫичӗ ача амӑшӗн тӗпренчӗкӗсенчен пӗри ҫеҫ, сакӑр уйӑхри пепке, хӑйӗнпе иккен. Ыттисем тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ. Тӗрӗсрех каласан, е реабилитаци центрӗнче, е ҫынсем ӳстереҫҫӗ. Кам — Крымра, кам — Улатӑрта. Хӗрарӑм амӑш укҫипе Сӗнтӗрвӑрри районӗнче икӗ пӳлӗмлӗ хӑтсӑр хваттер туяннӑ. Анчах ӑна юсама халӗ те пуҫӑнман. Ҫемье ӑҫта кирлӗ, пурӑнмалли кӗтес унта тара илсе пурӑнать. Опекӑпа попечительство органӗсем ҫемье ҫинчен пӗр ырӑ сӑмах та калаймаҫҫӗ.
Таксистсем улталанни пирӗн тӑрӑхра унччен те пулкаланӑ-ха. Хальхинче Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти таксиста шӑнман пӑрпа лартса янӑ. 30 пин тенкӗлӗх. Тата пӗр курупкӑ канихветпа коньяклӑх. Юлашкинчен асӑннине хӑй те ӗҫсе ҫиейӗ-ха. Ӑна вӑл ют ҫынна тыттарса ӗлкӗрмен.
Такси чӗнсе шӑнкӑравланӑ ҫын Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗ патне пыма ыйтнӑ. Ҫула май канихветпа коньяк туянма сӗннӗ. Аэропорта, самолет ҫине, васканине ӗнентернӗ. Инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ ҫын унсӑр пуҫне телефон номерӗ ҫине 30 пин тенкӗ укҫа хурса пама ыйтнӑ. Таксист итленӗ. Пылак ҫимӗҫпе хаяррине туяннӑ. Укҫана телефон номерӗ ҫине куҫарнӑ. Лешӗ ҫине-ҫинех шӑнкӑравланӑ. Васкатанҫи тунӑ.
Палӑртнӑ вырӑна таксист ҫитет те хӑйне никам та кӗтсе тӑманнине ӑнланса илет. Телефона та тытакан тупӑнман.
Вырсарникун каҫхине Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Лучше всех» телекӑларӑмра Чӑваш Енри маттур та ӑслӑ йӗкӗрешсемпе паллаштарчӗҫ. 11 ҫулти Адель тата Радель Фаизовсем — Куславккаран. Вӗсем тем те пӗлеҫҫӗ: куҫ мӗншӗн шӑннине те, вулкан сирпӗннин сӑлтавне те. Пӗртӑвансем хӑйсен ӑс-тӑнне тупӑшса тенӗ пек кӑтартрӗҫ.
Пӗрремӗш каналпа Чӑваш Енри ҫемьесем пирки ҫак кунсенче ҫине-ҫинех илтме тивнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Шел те, ыррипе мар. «Мужское/Женское» кӑларӑмра Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт салинчи ӗҫекен хӗрарӑма тата унпа нушаланса пурӑнакан 17-ри хӗре кӑтартнӑччӗ. Ӗнер вара — Етӗрне районӗнчи Тури Ирҫери тепӗр ҫемьене. Унта хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ, икӗ ывӑлӗпе пӗр хӗрне ашшӗпе пӑрахса хӑварнӑ терӗҫ. Ик тӗслӗхӗнче те опекӑпа асӑрхав органӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни сисӗнчӗ.
Чӑваш Енри тата тепӗр ҫемьене Пӗрремӗш каналпа пыракан «Мужское/Женское» телекӑларӑмра кӑтартнӑ. «Терпила» ят панӑ кӑларӑм паян эфира тухнӑ.
Пӗрремӗш канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне районӗнчи Тури Ирҫери 39 ҫулти Матлюба Юнусова тӑхӑр уйӑх каялла килтен тухса кайнӑ. Килӗнче вӑл ҫул ҫитмен виҫӗ ачана пӑрахса хӑварнӑ. Унтанпа 15 ҫулти Костя, 11 ҫулти Никита тата саккӑрти Валерия ашшӗпе, Сергей Барановпа, пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем амӑшӗнчен вӑтанаҫҫӗ, унпа тӗл пуласшӑн мар. Вӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, амӑшӗ ачисене хӗненӗ. Хӑйне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен килӗшӳсӗр тытнӑ. Тарса ҫӳрекен мӑшӑрне Сергей тавӑрма пӑхнӑ, вӑл килтен тухса кайсан та йышӑнас тенӗ. Халӗ арҫын хӗрарӑма амӑш прависӗр хӑварасшӑн. Матлюба кун пек каланипе килӗшесшӗн мар.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт Салинче пурӑнакан хӗр Дарья Сорокина Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское / Женское» программӑран пулӑшу ыйтнӑ.
17-ри пике ӗнентернӗ тӑрӑх, унӑн амӑшӗ эрех ӗҫет, хӗрарӑмӑн урӑ кунӗ сахал. Эрне ӗҫмесӗр пурӑнать те сиенлӗ ҫав йӑлапа каллех туслашать. Хӗр халӗ Ҫӗрпӳре общежитире пурӑнать. Килте амӑшӗпе, Людмила Григорьевнӑпа, пурӑнма май ҫук. Ашшӗ те ӗҫсе тарӑхтарнӑ.
Людмила Сорокина хӑйне лайӑх амӑшӗ тесе шухӑшлать. Хӗрӗ ҫамрӑклах эрех-сӑрапа туслашнине пӗлтерет. Каччӑсене ылмаштарать тесе ҫӗршыв илтмелле тӑван хӗрне ӳпкелет. Амӑшӗн чӗри кулянать, ҫавна май алли эрех черкки патне туртӑнать имӗш. Хӗр, чӑн та, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулкаланӑ иккен. Ӗнер эфира тухнӑ кӑларӑмра ҫемьери пӑтӑрмаха тишкерчӗҫ.
Паян, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Шупашкарта харпӑр ҫуртра пушар тухнӑ. Шел те, унта ҫынсем шар курнӑ, инкексӗр пулман.
Пушар Иккӗмӗш Путепровод урамӗнчи ҫуртра алхаснӑ. Ҫав самантра килте кинемей икӗ мӑнукӗпе пулнӑ. Ачасем – 2-ре тата 4 ҫулта. Ҫулӑм алхасма тытӑнсан ҫӑлавҫӑсем, тухтӑрсем ҫитнӗ. Шел те, кинемейпе мӑнукӗсене ҫӑлма май килмен.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ ҫынпа ачасем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ пушар ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Вилнӗ ҫынсен тӑванӗсемпе психологсем ӗҫлеҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 17 сехет те 20 минутра «Сӗнтӗрвӑрри» ҫӑлав станцине пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑл леш енче, Мари Республикинче, виҫӗ арҫын пулӑ тытнӑ. Вӗсенчен пӗри пӑр айне анса кайнӑ.
«Сӗнтӗрвӑрри» ҫӑлав станцин пуҫлӑхӗ Атӑлӑн леш ҫыранне часах ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтра тусӗсем арҫынна хӑйсем кӑларма хӑтланнӑ. Шел те, пулӑшу ҫитиччен арҫын сивӗ шывра шӑннипе вилсе кайнӑ.
Ҫӑлавҫӑпа пулӑҫсем вилнӗ арҫынна кӑларнӑ, ҫирӗпех мар пар тӑрӑх ӑна кимӗ таран илсе ҫитернӗ. Вӗсем вилене полицие тата васкавлӑ медпулӑшӑва панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |