Следовательсем Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 65 ҫулти арҫын ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ.
Следовательм палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫак арҫын ӳсӗр пулнӑ, вӑл 50 ҫулти пӗлӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна уринчен пӑшалтан пенӗ. Арҫын кӗске вӑхӑтран йывӑр суранне пула вилнӗ.
Хайхискер тискер ӗҫ йӗрне пӗтерес тесе вилене кавирпе ҫавӑрнӑ та килӗ ҫывӑхӗнчи вӑрмана илсе тухнӑ. Арҫын кӗлеткине ялти пӗр ҫын ӑнсӑртран асӑрханӑ.
65 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫӑрнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл ирӗкре пулмӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарта кафе ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пушар Гагарин урамӗнче вырнаҫнӑ «Евразия» кафере пулнӑ. Ҫулӑм шалта вентиляци тытӑмӗнче тухнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче кафере 10 ҫын пулнӑ, пурте – унта ӗҫлекенсем. Вӗсене пурне те урама кӑларнӑ.
Пушарнӑйсем 3 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер Куславккара лавкка ҫуннӑ. Ҫулӑм сентре ҫинчи апат-ҫимӗҫе, касса аппаратне тӗп тунӑ. Пушар вӑхӑтӗнче лавкка хупӑ пулнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Туҫи Мӑрат ялӗнче пушар алхаснӑ. Юрать-ха, кӳршӗри ҫуртсене ҫулӑмран сыхласа хӑварма май килнӗ. Пушара 5 автоцистернӑпа сӳнтернӗ.
Ҫулӑм ача-пӑча шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 44 ҫултискер, самаях суранланнӑ. Унӑн ӳчӗн 20 проценчӗ пиҫсе кайнӑ.
Аса илтерер: ӗнер кӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫӗнӗ ҫурт ҫунса кайни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм хуралтӑсене те кӗле ҫавӑрнӑ.
Пушар ӗнер каҫхи 8 сехетре тухнӑ. Ялти ҫынсем ҫулӑма хӑйсем тӗллӗн сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Анчах ҫулӑм хӑвӑрт вӑй илсе сарӑлнӑ. Вырӑна пушарнӑйсем килнӗ. Анчах пӳрте тата хуралтӑ таврашӗсене сыхласа хӑварайман.
Ҫурт ҫӗнӗскер пулнӑ. Юрать-ха, пушарта никам та шар курман. Халӗ пушар мӗн сӑлтава пула тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра ачасем ҫӳллӗшӗнчен ӳксе вилни пирки пӗлтертӗмӗр. Паян каллех инкек пулнӑ. Хальхинче – Шупашкарти Алькеш поселокӗнче.
Ҫулталӑк ҫурӑри ача Гоголь урамӗнчи 5-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗн 8-мӗш хутӗнчен персе аннӑ. Ку паян 12 сехетсенче пулнӑ. Ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, унӑн суранӗсем ытла та йывӑр пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, килте асламӑшӗ (е кукамӑшӗ) пулнӑ. Чӳрече ҫинче москитлӑ сетка пулман.
Аса илтерер: унччен Канашра – 2 ҫулти, Шупашкарта 3 ҫулти ачасем чӳречерен ӳксе вилнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьелти Мир урамӗнче 12 ҫулти хӗрача ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машина айне лекнӗ. Суранланнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫав кунах 16 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта 9 султи арҫын ача ҫул ҫине чупса тухнӑ, ӑна «Веста» машина ҫапса кайнӑ. Тухтӑрсем ачана пулӑшнӑ хыҫҫӑн киле сипленме янӑ.
Шупашкарти Эгер бульварӗнче те 9 ҫулти арҫын ача кустӑрма айне лекнӗ. Вӑл тӗмсен хушшинчен ӑнсӑртран тухнӑ. Юрать-ха, ача вӑйлах суранланман.
Паян та 14 сехетре Эгер бульварӗнче ача машина айне лекнӗ. Хальхинче 13 ҫулти хӗрача шар курнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере ҫын путса вилнӗ. Вӑл 30 ҫулти арҫын пулнӑ.
Ҫак арҫын Шупашкар районӗнче пурӑнман, вӑл унта Етӗрне районӗнчен килнӗ. Хайхискер шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ.
Каласа хӑварар: кӑҫал Чӑваш Енре шывра 24 инкек пулнӑ. Вӗсенче 23 ҫын путса вилнӗ. Пӗр ҫынна, теллее, ҫӑлма май килнӗ.
Нумаях пулмасть Канашра 2 ҫулти ача 8-мӗш хутран ӳксе вилни пирки ҫырнӑччӗ. Паян ирхине Шупашкарта та ҫавӑн пек инкек пулнӑ. Шел те, ача вилнӗ.
Ку инкек Талвир урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. 3 ҫулти ача 9-мӗш хутран ӳкнӗ. Амӑшӗпе кукамӑшӗ те килтех пулнӑ, анчах – урӑх пӳлӗмре. Чӳрече ҫинче москитлӑ сетка пулнӑ.
Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Аслисем мӗншӗн ачана асӑрхаса ҫитереймен? Ҫакна та уҫӑмлатӗҫ.
Сӑмах май, кӑҫал 19 ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ашшӗ-амӑшӗн тимлӗх пирки манмалла мар!
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта йӗрке хуралҫине ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ирхи 7 сехет те 5 минутра Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 2-мӗш пайӗн патрульпе пост службин ӗҫченӗ урама тухма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра крыльца ҫинче ӑна ҫурӑмран ҫӗҫӗпе чикнӗ.
Пуҫтахланаканни 35 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Пакунли хӗрарӑма унччен палламан.
Суранланнӑ полицейские пульницӑна ӑсатнӑ. Унӑн сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑма та пуҫтарса кайнӑ. Ӑна та пульницӑна илсе кайнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ӑс-тӑн енчен чирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм унччен те пӑтӑрмаха пӗрре ҫеҫ мар ҫакланнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн ӑна административлӑ майпа темиҫе хут та явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби перфораторпа болгарка вӑрланӑ ҫынна шыранине пӗлтернӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри пӗр ҫуртри ҫав пурлӑх пуш уйӑхӗнчех ҫухалнӑ. Строительствӑра кирлӗ япаласем кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчех ҫӗтнӗ-ха.
Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫын япалине куҫ хывнӑ арҫын ӗҫре тахӑнмалли кӑвак ҫи-пуҫпа пулнӑ. Вӑл Чурачӑкра пӗрисем тума пуҫланӑ ҫурта кӗрсе кайнӑ. Унтан болгарка тата перфоратор йӑтса тухнӑ. Усал шухӑшпа ҫӳренӗ этеме халӗ йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ. Ӑна палласа илекенсене 8 (83545) 2-12-40 е 102 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |