Вӑрмар районӗнчи ял арҫыннисем укҫа ҫухатнӑ. Вӗсенчен пӗри йӗрке хуралҫисене 2 пин тенкӗ ҫӗтнине евитленӗ. Хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, ун патӗнче 45 ҫулти хӗрарӑм ҫеҫ пулнӑ. Унпа иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ. Кайран арҫыннӑн укҫи ҫӗтнӗ. Пурӗ 6 пин тенкӗ.
Шанчӑксӑр хӗрарӑма шыранӑ вӑхӑтра тепӗр ялти арҫын укҫа ҫухални пирки пакунлисене пӗлтернӗ. Вӑл та маларах асӑннӑ хӗрарӑм хӑйӗн патӗнче пулнине пӗлтернӗ. «Кӗмӗл» ҫипуҫ кӗсйинчен ҫӗтнӗ иккен.
Пакунлисем хӗрарӑма тытса чарсан хайхи тек тунман – укҫа вӑрланине йышӑннӑ. Укҫан пӗр пайне вӑл эрех ӗҫсе пӗтерме ӗлкернӗ.
Унччен те судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Калайкасси ялӗ патӗнче микроавтобус КамАЗпа ҫапӑнса иртсе кайнӑ. Никам та шар курман. Апла пулин те пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
«Форд Транзит» микроавтобус водителӗн права та пулман, машини те хӑйӗн мар иккен. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем.
27 ҫулти ҫамрӑк Шупашкарта хӑналаннӑ, ир енне килне кайма тухнӑ. Ҫула май вӑл хӑй унччен ӗҫленӗ автосервиса кӗнӗ, унта ларакан микроавтобуса хускатса ҫула тухнӑ.
Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле пӗр ӗҫ, административлӑ виҫӗ ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, пурӑнакансене пыл хурчӗсем тапӑннӑ.
Пӑтӑрмаха хулари Университет тата Граждан урамӗсенче пурӑнакансем ҫакланнӑ. Аптӑранипе вӗсем Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Специалистсем вырӑна пырса ҫитнӗ. Хӳтлӗх тумӗ тӑхӑннӑскерсем пыл хурчӗсен ҫемйине пуҫтарнӑ, вӑрмана илсе кайса янӑ.
Специалистсем пыл хурчӗсен ушкӑнне курсан ҫывӑха пымалла мар тесе ҫирӗп асӑрхаттараҫҫӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет ҫурӑра Шупашкарти Ишлей тӑкӑрлӑкӗнче пушар пулнӑ. Унта "Аврора" тулли мар яваплӑ обществӑн склачӗ ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
Складра упраннӑ эрех-сӑра ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм ҫавӑн пекех шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Хальлӗхе тӑкак мӗн чухлӗ пулнине шутламан.
Сӑмах май, иртнӗ талӑкра республикӑра 9 пушар пулнӑ.
Паян ҫур ҫӗр иртсен Сӗнтӗрвӑрри хулинче 58 ҫулти хӗрарӑм хуҫалӑхӗнче пушар тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫитиччен ҫулӑм ҫурта, сарая ярса илнӗ.
Пушарпа 1 сехет ытла кӗрешнӗ. Шел, ҫурта, сарая упраса хӑварма май килмен - вӗсем ҫунса кӗлленнӗ.
Кил хуҫи хӗрарӑмӗн 15 ҫулти мӑнукӗн хулпуҫҫи кӑштах пиҫсе кайнӑ. Пульницӑна илсе кайма сӗнсен вӑл килӗшмен.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 810 пушар пулнӑ. Вӗсенче 39 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкар хулинче водитель ӳсӗр водителе тытса чарнӑ.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун каҫхи тӑхӑр сехетре Богдан Хмельницкий урамӗнче «Lada Xray» тата «ВАЗ-2109» автомобиль ҫапӑннӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «тӑххӑрмӗшӗн» водителӗ ҫул паман, унтан вӑл пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тапса сикнӗ.
Кӑштахран ҫав автомобиле Улатӑр шосси ҫинче куракан пулнӑ. Фарӑсене ҫутатса пыракан машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине туха-туха кайнӑ. Ҫавна асӑрхасан пӗр арҫын йӗрке хуралҫисене систернӗ, хӑй вара ҫав машина хыҫҫӑн йӗрлесе пынӑ. Лешӗ чарӑнса ларсан автомобиле чӗртмелли уҫҫа чупса пырса туртса илнӗ. 43 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. 29 ҫулти ҫамрӑк вара ӑна тытса чарма пулӑшнӑ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать. Ҫак кунсенче путса вилекенсем те нумайланнӑ. Канмалли кунсенче 3 инкек пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Янӑшкассинче 1980 ҫулта ҫуралнӑ арҫын путса вилнӗ. Тепӗр кун республикӑра икӗ ҫын шыва путнӑ. Ирхи 4 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ районӗнчи Березовкӑра 23-ри каччӑн пурнӑҫӗ шывра татӑлнӑ. Кӑнтӑрла Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл Муркаш районӗнчи Катӑкуй ялне килнӗ пулнӑ. Арҫын уҫӑлас тесе пӗвене шыва кӗме кайнӑ та таврӑнман.
Палӑртмалла: ку таранччен республикӑра 21 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ - ачасем.
____Муркаш районӗнчи Куҫкин ялӗнче пурӑнакан 56 ҫулти арҫын 53-ри шӑллӗне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каҫхи 7 сехетре вӑл шӑллӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ. Хайхискер ӑна пуҫӗнчен чӑмӑрӗпе 5 хутран кая мар ҫапнӑ. Лешӗ тепӗр кунхине вилнӗ.
Пиччӗшне вара тытса чарнӑ. Ҫын сывлӑхне сиен кӳрсе асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн унӑн судра явап тытма тивӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем пӗр каҫхине велосипедлӑ ҫынна асӑрханӑ. Пакунлисенчен пӗри ҫав этем унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ этем пулнине уйӑрса илнӗ. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 2 сехетре пулнӑ.
Арҫынна полицейскисем ШӖМӗн вырӑнти пайне илсе кайнӑ. Сӗм ҫӗрле велосипедпа ярӑнаканӑн ҫумӗнче тимӗр касмалли хатӗр, пассатиж тата хуҫалӑх перчетки пулнӑ.
34 ҫулти арҫын хулари Винокуров урамӗнчи ҫуртсенчен пӗринчи картлашка лапамӗ ҫине лартса хӑварнӑ, 8 пин тенкӗ тӑракан велосипеда вӑрласа тухнӑ иккен.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 36 ҫулти арҫын пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче хӗр-тусӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ. Вӑрах шухӑшласа тӑман вӑл – тӗнче тетелӗнче хӗрпе паллашнӑ.
Ҫӗнӗ тус хӑйӗнпе Оля тесе паллаштарнӑ. Хайхискер виҫҫӗмӗш кунхине арҫынтан 2,5 пин тенкӗ укҫа кивҫен ыйтнӑ. Сӗнтӗрвӑрри ҫынни куҫарса панӑ. Тепӗр кун иртсен хӗрарӑм тата укҫа ыйтнӑ. Хальхинче ӑна «кӗмӗл» хӗрӗ валли хаклӑ эмел туянма кирлӗ пулса тухнине ӗнентернӗ. 50 пине яхӑн тенке арҫын киви-енчӗке куҫарса панӑ. Кӑштах вӑхӑт иртсен «Оля» Шупашкарта тара илсе пурӑнакан хваттершӗн тӳлеме укҫа кирлине пӗлтернӗ. Арҫын каллех итленӗ.
Хӗрарӑм вара ҫӗнӗ тусӗпе тӗл пулма килӗшмен. Арҫын хӑй улталаннине ӑнланса илсен йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем «Оля» текенни Кабарда-Балкар Республикинчи 29 ҫулти арҫын пулнине тупса палӑртнӑ. Вӑл укҫан пӗр пайне саплаштарнӑ. Тӗпчев малалла пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |