Чӑваш Енри арҫынна Малайзирен тытса килнӗ. Ҫав этеме Интерпол урлӑ тӗнчипех шыранӑ. Вӗсен куҫӗ тӗлне вӑл ултава пула ҫакланнӑ.
Ҫамрӑк арҫын тӗрлӗ кредит организацийӗнчен кивҫен илсе тултарнӑ. Парӑма хӑй татма шухӑшламан та тесе тӗшмӗртеҫҫӗ йӗрке хуралҫисем.
Кредита арҫын суя хутсемпе усӑ курса илнӗ, вӗсене хӑй хатӗрленӗ пулать. 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗччен вӑл суя документсемпе темиҫе банкран кивҫен илнӗ. Кайран вӑл чикӗ леш енне тухсӑ тарнӑ. 28 ҫулти Артем Исаева Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви шыраттарнӑ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Малайзирен Мускава тытса килнӗ. Таркӑнти ҫамрӑк арҫын шӑпине Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисемпе суд ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ.
Иртнӗ кӗҫнерникунпа эрнекун хушшинчи каҫхине «СНЕГ» харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫтешӗсем саккуна пӑсса ӗҫлекен казиносене тӗрӗслеме тухнӑ Константин Ишутовпа Сергей Зотова хастарсене хӗненӗ. Чи малтанах хуралҫӑсем хулари Вокзалҫум урамӗнчи 1д ҫурта ҫитнӗ Сергей Зотова тытса чарнӑ. Ӑна пулӑшма Константин Ишутовпа Алексей Лапшин тухнӑ, анчах вӗсене те вӑйпа пӳлӗмре тытса хупнӑ. Хастарҫӑсем темиҫе вӑхӑт хушши йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравласа ҫитеймен. Подвалти пӳлӗмрен тухма хӑтланнӑ чухне харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫтешӗсем хастарсене вӑйпа тытса чарма хӑталаннӑ, суранлатнӑ, хаклӑ фотоаппарата ҫӗмӗрнӗ. Хастарсенчен Алексей Лапшин кӑна хӗн курман.
Саккуна пӑсса ӗҫлекен астармӑш вӑйӑ заведенийӗсемпе Константин Ишутовпа ытти хастарсем Шупашкарти пӗр суту-илӳ ҫуртӗнче казино асӑрханӑ хыҫҫӑн пуҫланӑ. Унашкал вырӑнсем хулара йышланнин сӑлтавне хастарсем Сергей Неяскинпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Вӑл республикӑн шалти ӗҫсен министрӗн вырӑнне ларнӑ хыҫҫӑн имӗш астармӑш вӑйӑ заведенийӗсем хулара йышланса кайнӑ.
Комсомольски районӗнчи йӗрке хуралҫи асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тишкереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе пуҫарнӑ, халӗ унпа малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. 27-ри йӗрке хуралҫи «Шкода Октавиа» машинӑпа пынӑ чухне ҫул-йӗр правилине пӑснӑ. Ҫанталӑк условийӗ те начар пулнӑ. Комсомольскинчен Елчӗк енне кайнӑ чухне вӑл икӗ арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан 54-ри тата 35-ри арҫынсем вилмеллех аманнӑ.
Инкеке тата пӑтӑрмаха лекнӗ йӗрке хуралҫи ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман. Тухтӑрсем вӑл руль умне ӳсӗрле ларнине палӑртман.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкекре асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ пакунлӑ ҫамрӑк этеме саккун 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.
Ӗнер Лапсар проездӗнче пуйӑс автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.
Инкек кӑнтӑрлахи 11 сехетсенче сиксе тухнӑ. Информаци ҫӑлкуҫӗсем пӗлтернӗ самантра инкек сӑлтавӗ паллӑ пулман.
Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчен иртекен чукун ҫул ҫинче пуйӑс ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ. Машина кӑштах лапчӑннӑ пулин те никам та шар курман. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Пуйӑс ҫулӗ ҫинче инкексем унччен те пулнӑччӗ.
Канаш районӗнче Шӑрттан станцийӗнче ватӑ ҫын сарӑмсӑр вилнӗччӗ.
Ватӑ хӗрарӑм пуйӑс ҫулӗ урлӑ каҫма тӑнӑ, анчах шуса кайнӑ та колеяна кӗрсе ӳкнӗ. Ватӑскер тӑрайман. Пуйӑс чарӑнайман, ӑна вилмеллех таптаса кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче п14 ҫулти ҫамрӑка 27 пин вольт ҫапнӑччӗ. Вӑл ҫавӑнтах ҫунса вилнӗччӗ.
Элӗк районӗнче тӑхӑр ҫулти арҫын ача пӗвере путса вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку инкек Анаткас ялӗ ҫывӑхӗнче утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулнӑ. Ишме пӗлмен арҫын ача пӗвере шыва кӗме шухӑшланӑ. Ҫумра аслисем пулман.
Пӗчӗкскер шывпа чыхӑнса кайса путнӑ. Унӑн виллине ҫыранран 10 метр аякра тупнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев пырать. Ача путса вилни криминалпа ҫыхӑнманни паллӑ.
Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ патӗнче паян пысӑк инкек пулнӑ. Ун вӑхӑтӗнче виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушла инкек пушарпа вӗҫленнӗ. Пушартан та ытларах ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗтӗмпе виҫӗ чун ҫут тӗнчерен уйрӑлни паллӑ.
Инкек паян кӑнтӑрла, 10 сехет те 8 минутра, пулнӑ. Инкеке асӑрханисем каланӑ тӑрӑх, Мари Эл номерӗллӗ Ford Focus хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «ВАЗ» автосавут кӑларакан 7-мӗш модельлӗ Жигулипе пырса ҫапӑннӑ. Автомобильсем хыпса илнӗ.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке курнисем шухӑшланӑ тӑрӑх, айӑплӑ водитель ӳсӗр пулма пултарнӑ. Ҫапах та капла пӗтӗмлетме иртерех: инкеке халӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем тата яваплӑ ытти специалист тӗрӗслет. Вӗсем авари сӑлтавне тӗплӗн палӑртӗҫ.
Мускав облаҫӗнчи Железнодорожный хулинче ултӑ ҫулхи арҫын ача машина урапи айне пулса вилнине ҫӗршыври чылай массӑллӑ информаци хатӗрӗ, ҫав шутрах Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ. Вӑл тӗслӗхре аслашшӗпе уҫӑлма тухнӑ Алеша вилесле ӳсӗр пулнӑ пек пулса тухнӑ. Ку вӑл — экспертиза тӑрӑх.
Ҫак экспертизӑна ирттерекенни, тата тӗрӗсрех каласан, анализа илекенни Михаил Клейменов пулнӑ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, Шупашкарта чылай ҫул ӗҫленӗ.
Тӗлӗнтермӗш тӗслӗхе Пӗрремӗш каналпа пыракан «Пусть говорят» (чӑв. Калаччӑрах) кӑларӑмра ҫак самантра сӳтсе яваҫҫӗ. Унта ултӑ ҫулхи арҫын ачан ашшӗ ывӑлӗн юнне никама пӑхӑнман экспертсене тӗрӗслеттерме Германие ярса парассине пӗлтерчӗ.
Мускав облаҫӗнчи Железнодорожный хулинче ултӑ ҫулхи арҫын ача машина урапи айне пулса вилнине ҫӗршыври мӗнпур массӑллӑ информаци хатӗрӗ пӗлтерчӗ пулӗ. Ҫул ҫинче ҫӗр тӗрлӗ инкек пулать те, ун пек кашни пӑтӑрмаха хыпарласа пӗтереймӗн. Анчах вӑл тӗслӗхре урама аслашшӗпе уҫӑлма тухнӑ Алеша вилесле ӳсӗр пулнӑ пек пулса тухнӑ. Ку вӑл — экспертиза тӑрӑх. Тӗлӗнтермӗш экспертизӑна ӗненмен ашшӗ-амӑшӗ капла пӗтӗмлетӳпе килӗшме пултарайман. Ҫав вӑхӑтрах экспертсем иккӗмӗш хут та тишкернӗ. Ун чухне те арҫын ача ӳсӗр пулнӑ пек тухнӑ.
Арҫын ача ӳсӗррине палӑртакан экспертиза ирттернӗ Михаил Клейменов Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ иккен, нумай ҫул Шупашкарта ӗҫленӗ. Вӑл хӑйӗн экспертизи тӗрӗссине. йӑнӑшма пултарайманнине телеэкрансем урлӑ темиҫе хут та каларӗ.
Ҫӗрпӳре пӗр эрнене яхӑн шыранӑ 11 ҫулти хӗрачан виллине тупнине паян ирхине сайтра пӗлтернӗччӗ. Ӑна вӗлерме пултарнӑ ҫынна та тытса чарнӑ.
Ку тискер ӗҫе ҫак хуларах пурӑнакан 23 ҫулти арҫын тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче хӑшӗ-пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл кӳршӗ ҫуртран. «Регнум» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын айӑпне йышӑннине пӗлтернӗ.
Тӳрех палӑртмалла: ҫамрӑкскер унччен те судпа айӑпланнӑ. 2011 ҫулта ӑна ҫаратнӑшӑн явап тыттарнӑ. Аса илтерер: хӗрачан виллине Ҫӗрпӳри пӗр гаражра тупнӑ. Вӑл Настя Осипова ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вылянӑ картишрен инҫех мар вырнаҫнӑ.
Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. РФ Уголовлӑ кодексӗн 105-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫул ҫитмен ачана вӗлернӗшӗн ҫынна мӗн виличчен тӗрмере тытма пултараҫҫӗ.
Ҫӗрпӳре ҫухалнӑ 11 ҫулти Настя Осипована вӗлернӗ. Ӑна ача пурӑннӑ вырӑнтан инҫех мар гаражсем патӗнче тупнӑ.
РФ Следстви комитечӗ республикӑри управленийӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана ҫине тӑрса тата мӗнпур вӑйпа шыранӑ май таврари лавккасемпе ытти организацисен видеокамерисем ӳкернӗ кадрсене те тишкернӗ. Тӗпчевҫӗсем гаражсем патӗнче шырани харама кайман — ача виллине шӑпах ҫавӑнта тупнӑ.
Аса илтерер, ача киле килменнине унӑн амӑшӗ тепӗр кунхине ҫеҫ йӗрке хуралҫисене пӗлтерни паллӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ачана вӗлернӗ пуль тесе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енри ачасене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче Ҫӗрпӳ хӗрачи килтен тухса кайни амӑшӗпе ӑнланманлӑх сиксе тухнипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе хыпарланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем ача ҫухалнинче профилактика органӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачан амӑшӗ воспитани парассипе ҫине тӑман иккен. Шкул та ҫемьене ячӗшӗн ҫеҫ тӗрӗсленӗ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |