Нумай хутлӑ ҫуртран каллех ача ӳксе шар курнӑ. Ашшӗ-амӑшне шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сетка пур чухне тимлӗхе самантлӑха та ҫухатмалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Анчах ҫакна хӑшӗ-пӗри хӑлхана чикмест.
Хальхинче те инкек шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сеткӑна пула сиксе тухнӑ. Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртӑн улттӑмӗш хутӗнчен арҫын ача тухса ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра хваттерте амӑшӗ те пулнӑ. Ача чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сетка ҫине таяннӑ. Лешӗ чӑтайман, пӗчӗкскер аялалла ӳкнӗ.
Юрать, ача чӗрӗ юлнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ тухтӑрсем ӑна пӑхса тӑраҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пушар тухнӑ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт аҫа ҫапнине пула ҫунма тытӑннӑ. Кил хуҫисем темӗн шартлатнипе вӑранса кайнӑ. 62 ҫулти арҫын картише тухнӑ та ҫурт тӑрри ҫуннине асӑрханӑ. Пушарпа кӗрешекенсем киличчен вӗсем ҫулӑма шлангран сирпӗтсе сӳнтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем пушара 10 минутран тӗп тунӑ. Телее, ҫурта сыхласа хӑварма май килнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче пурӑнакан 71 ҫулти кинемейӗн сарайне те аҫа ҫапнӑ. Вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехетре ҫунма тытӑннӑ. Юрать, пушарпа кӗрешекенсем икӗ метрта ларакан ҫурта сыхласа хӑварайнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Канаш районӗсенче те пушар тухнӑ.
Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын унчченхи савнине ниепле те манайман курӑнать. Пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм патне вӑл алӑка ватса виҫӗ хутчен пырса кӗнӗ. Ҫавна пула РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи пайӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Унччен пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм патне упӑшка пулса пӗтереймен арҫын ака уйӑхӗн 17 тата 18-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пырса кӗнӗ. Ӳсӗрле те кӗнӗ вӑл, урӑлла та. Савни пулнӑ хӗрарӑм кӗртменрен арҫын хваттер алӑкне ватнӑ.
Ҫын килне ирӗксӗр талпӑнакан этеме РФ Пуҫиле кодексӗн 139-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплӗҫ. Арҫын саккуна пӑснине хӗрарӑм та ҫирӗплетнӗ, алӑк ватнине асӑрхакансем те пулнӑ, ҫавна ӗнентерекен ытти факт та ҫителӗклӗ теҫҫӗ тӗпчевҫӗсем.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Самаркина килте арестлесе усрама йышӑннӑ. Маларах суд Каҫал тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ирӗклӗн тухса ҫӳреме чарнӑччӗ. Каҫал пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗс пуҫарнӑччӗ.
Комсомольски район администрацине ертсе пыракан Алексей Самаркинпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ хыпара кӑларӑма хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтернӗ. Самаркин кӳнтеленсене витӗм кӳнӗ пулать, ҫавна май унӑн килте ларма тивӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе ҫапла мера йышӑнма тӗпчевҫӗсем йышӑннӑ. Вӗсемех суда тавӑҫпа тухнӑ. Унтисем пакунлисен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Ҫемҫе пукан йышӑнакан ҫынна тӗпчев вӑхӑтӗнче килте арестлесе усрама йышӑннӑ.
Шӑрӑх кунсенче ҫынсем шыва кӗме васкаҫҫӗ. Шел те, хӑш чухне тимсӗрлӗхе пула шывра чӑмпӑлтатни инкекпе вӗҫленет.
Ҫӗрпӳ районӗнче шыва кӗнӗ чухне 36 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Ҫав вӑхӑтра юлташӗ ҫыран хӗрринче пулнӑ, тусӗ унӑн куҫӗ умӗнчех путса вилнӗ.
Арҫын путни пирки РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленине утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 18 сехет те 45 минутра пӗлтернӗ. Вӗсем вырӑна ҫитсен арҫыннӑн виллине ҫыран хӗррине кӑларнӑ.
Арҫын шыва кӗнӗ чухне ӳсӗр пулнӑ-и е ҫук-и – хальлӗхе паллӑ мар. Вӑл пӗве урлӑ ишсе каҫма тытӑннӑ. Анчах варрине ҫитсен куҫран ҫухалнӑ.
Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ Олег Ялугин текех «халӑх тарҫи» мар. Улттӑмӗш созыври депутатсен йышӗнчен тухма вӑл хӑй аллипе заявлени ҫырса панӑ. Маларах вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти йышӗнчен тухнӑ. Ҫакна «Правда ПФО» интернет-хаҫат хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем хыпарлани тӑрӑх ӗнер пӗлтернӗ.
Олег Ялугин парти тивӗҫтерменрен, шухӑшлавӗ улшӑннӑран ҫак утӑмсене тунӑ теме май ҫук. Маларах депутат тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл хӑй ертсе пыракан организацин налукне пытарма тӑрӑшнӑ. Хыснана вӑл самай пысӑк сумма куҫарман. Тата ӑна тӗпчевҫӗсем улталама хӑтланнӑ фактсем пулнӑ тесе те шухӑшлаҫҫӗ.
Олег Ялугин тӗлӗшпе хальлӗхе суд пулманнине кура ӑна айӑплӑ тесе те ҫирӗплетме май ҫук.
Шупашкарта ҫӳллӗ хутран хӗр ӳкнӗ. Юрать, 18 ҫулти пике вилмеллех аманман.
Ҫакскер селфи тума шухӑшланӑ та балкона тухнӑ. Ку Граждан урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Пике 5-мӗш хутран ӳксе асамлӑ майпа чӗрӗ юлнӑ. Инкек вырӑнне васкавлӑ медпулӑшу тата полици килнӗ.
Йывӑр суранланнӑ хӗре пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ ӑна сиплеҫҫӗ.
МЧС асӑрханулӑх пирки аса илтерет: ҫӳллӗ хутран селфи тума юрамасть. Кадр туса пурнӑҫпа сывпуллашасси те инҫех мар.
Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине лекнӗ Николай Маловӑн парламентри ӗҫ вырӑнне шыв йӗпетнӗ. Унпах пӗрлех ытти хӑш-пӗр депутатӑн та ҫемҫе пуканӗ нӳрелнӗ.
Мускаври вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, РФ Патшалӑх Думин пленарлӑ ларӑвне вӑхӑтлӑха чарма тивнӗ. Ҫакна «Правда ПФО» интернет-хаҫат Мари Элтан депутата суйланнӑ Сергей Казанков Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. «Ҫумӑр ларусен залнех аннӑ, Парламент ӗҫне чарма тиврӗ», — тесе ҫырнӑ иккен Сергей Казанков. «Ҫутҫанталӑк душӗн эпицентрне Чӑваш Енри ҫӗнӗ депутат, пӗр эрне кӑна ӗҫленӗ Малов лекрӗ. Кӑшарнипе, Николай Владимирович!» — тенӗ Мари Элти депутат Фейсбукра.
Парламентӑн ларусен залне шыв епле анма пултарнине палӑртас тесе Сергей Казанков РФ Патшалӑх думин Аппарачӗн ертӳҫи ячӗпе ыйту хатӗрленӗ.
Комсомольски районӗнчи йӗрке хуралҫи асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшланине, ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тишкернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. 27-ри йӗрке хуралҫи «Шкода Октавиа» машинӑпа пынӑ чухне ҫул-йӗр правилине пӑснӑ. Ҫанталӑк условийӗ те начар пулнӑ. Комсомольскинчен Елчӗк енне кайнӑ чухне вӑл Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан 54-ри тата 35-ри арҫынсене вырӑнтах вилмеллех амантнӑ.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ пакунлӑ ҫынна Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ӗҫрен хӑтарнине пӗлтерет.
Унсӑр пуҫне ШӖМӗн Комсомольскинчи районсем хушшинчи пайне ертсе пынӑ ҫынна та должноҫрен кӑларнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, яваплӑ должноҫри ытти ҫынна та ҫирӗп явап тыттарнӑ.
Шупашкарти Мускав район прокуратури тӳлев илнӗ чух улталанӑ ӗҫе тӗпчессине тӗрӗслесе тӑрассине пӗлтерет.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сусӑрсен обществисенчен пӗрне ертсе пынӑ пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса 15 миллион ытла тенкӗ субсиди илнӗ.Пӑтӑрмах 2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 25—30-мӗшӗсенче пулнӑ.
Федераци хыснинчен килнӗ «кӗмӗл» предприятире 66 сусӑр валли ӗҫ вырӑнӗ туса пама тата 22 инвалида урӑх профессие алла илтерме каймалла пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗ — укҫи те, ӗҫ вырӑнӗ те пулман.
Федераци хыснине 15 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Ӑна вӗҫне ҫитерсен суда ярса парӗҫ. Прокуратура, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, сусӑрсене ултаанӑ тагта хыснана тӑкак кӳнӗ пуҫлӑх ӗҫне тӗрӗслесе тӑрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |