Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пулӑҫсем

Пӑтӑрмахсем
echoperm.ru сайтри сӑн
echoperm.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ районӗнче пулӑҫ сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарлать.

Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, паян, Буинск поселокӗнче пурӑннӑ 43 ҫулти арҫын пӗве пуҫне пулла кайнӑ. Анчах халӗ пӑр хулӑн мар, ҫакна шута илмен ӗнтӗ вӑл. Арҫын пӑр айне анса кайса вилнӗ.

Унӑн виллине водолазсем тупнӑ. Вӑл пӗве тӗпӗнче выртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75686
 

Персона

Ӗнер пулӑҫсем Атӑла пулӑ тытма кайнӑ та ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсен моторсӑр резина кимми юханшыв тӑрӑх ишсе кайнӑ. Пулӑҫсем ӑна ҫыран хӗрринче кӑкарма манса кайнӑ-мӗн.

Вӗсем кимӗ патне хӑйсем тӗллӗн ишме шикленнӗ, ҫавӑнпа 15 сехет те 15 минутра «Куславкка» ҫӑлав станцине шӑнкӑравланӑ.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна килсе кимме хӑваласа ҫитнӗ, ӑна тимсӗр пулӑҫсем патне илсе ҫитернӗ.

 

Республикӑра

Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 19 сехетре полицирен ҫӑлав службине шӑнкӑрав килнӗ, Атӑл варринчи пулӑҫа ҫыран хӗррине илсе тухмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ.

Унта акӑ мӗн пулса иртнӗ. Икӗ тус пулла кайма хатӗрленнӗ. Пӗри лавккана кӗнӗ, тепри кимӗре кӗтсе ларнӑ. Ӳсӗрскер ҫывӑрса кайнӑ та кимӗ шалалла та шалалла кӗнине сисмен. Атӑл варрине ҫитсен тин тӑна кӗнӗ. Вӑл тӳрех асне килнӗ номерпе – полицие – шӑнкӑравланӑ.

Ӳсӗр пулӑҫ кимӗрен тухса ӳкнӗ. Кӗҫех ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ, арҫынна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Пулӑҫ каланӑ тӑрӑх, сивӗ шывра унӑн ури ним туйми пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑҫ сарӑмсӑр вилнӗ. Пулла кайсан унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, паян, ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 42 минутра унӑн виллине ҫав тӑрӑхра пурӑнакан ҫынсем асӑрханӑ, кӗлеткене ҫыран хӗррине кӑларнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 1956 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пулла кайнӑ, пӗвене тетел карнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл тетелпе ҫыхланса ларнӑ та путнӑ.

Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Сӑмах май, шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 32 ҫын путса вилнӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре пулӑҫ кимӗ ҫинче ҫывӑрса кайнӑ та Атӑл тӑрӑх ишнӗ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ.

Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Куславкка» ҫӑлав станцине Атӑл тӑрӑх кимӗ ишни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, унта никам та ҫук.

Ҫӑлавҫӑсем кимӗ патне ишсе пынӑ, ҫыран хӗррине илсе тухма шутланӑ. Ҫитсен пӑхнӑ та – кимӗ ҫинче пулӑҫ ҫывӑрать. Вӑл ӳсӗр пулнӑ.

Ҫыран хӗрринче пулӑҫ тӑна кӗнӗ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, эрех ӗҫнӗ те тӗлӗрсе кайнӑ. Ӑна киле ӑсатнӑ.

 

Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтӗнчи сӑн
"Лиза Алерт" сайтӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Эдуард Геннадьевич Тумановран ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе сас-хура ҫук. Вӑл пулла кайнӑ та ҫухалнӑ. Ӑна виҫҫӗмӗш эрне ӗнтӗ шыраҫҫӗ.

Арҫынна Мари Элте шыраҫҫӗ. 42-рискер кӳршӗ республикӑна пулла кайнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле камуфляж куртка, ҫавӑн пекех шӑлавар, симӗс тӗслӗ атӑ пулнӑ.

Эдуард Туманов 178 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, кӗске, куҫӗ кӑвак. Пулла кайнӑ чухне сарӑ футболка, тӗттӗм кӑвак шорты, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72153
 

Республикӑра

Йӗпреҫ районӗнчи «Рассвет» шыв управӗнче пулӑсем вилнине асӑрханӑ. Кун пирки вырӑнти пулӑҫсем халӑх тетелӗсенче пӗлтернӗ. Хыпара «Рыболовный клуб Ибреси» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ.

Пулӑҫсем каланӑ тӑрӑх, вилнӗ пулӑсене вӗсем ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнчех курнӑ. Сӑнӳкерчӗк ҫинче – ҫӗр-ҫӗр вӗтӗ пулӑ. Вӗсем мӗншӗн вилни паллӑ мар.

Пулӑҫсен шухӑшӗпе, пулӑсем шыва тислӗк юхса тухнӑран вилме пултарнӑ. Вӗсем хӑйсен вӑйӗпе ҫырана тасатма тӑрӑшаҫҫӗ.

 

Республикӑра
activefisher.net сайтри сӑн
activefisher.net сайтри сӑн

Етӗрне районӗнче юханшывра тетел лартса пулӑ тытма хӑтланнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Пулӑҫа рейд ирттернӗ вӑхӑтра асӑрханӑ. Етӗрне районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын пӑр катмалли хатӗрпе, вӗренпе, пралукпа усӑ курса Вылӑ юханшывӗнче тетел карнӑ. Тетелӗ 30 метр тӑршшӗ пулнӑ.

Ҫапла майпа вӑл пулӑ тытнӑ. Арҫын патшалӑха 7 пин тенкелӗх тӑкак кӳнӗ. Браконьер ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн арҫынна 2 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
vesti-aleksin.ru сайтри сӑн
vesti-aleksin.ru сайтри сӑн

Паян, хӗллен пӗрремӗш кунӗнче, Шупашкарта иртен-ҫӳрен ҫын пӑр айне анса кайнӑ пулӑҫа ҫӑлнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ.

Арҫын Атӑл ҫинче пулӑ тытса ларнӑ. Хайхискер кӑнтӑрла, 12 сехет ҫурӑра, ӑнсӑртран пӑр айне анса кайнӑ. 70 ҫулти арҫынпа мӗн пуласси пирки шутлама та хӑрушӑ.

Пулӑҫ кӑшкӑрашнине илтсен иртсе каякан ҫын пулӑшма васканӑ. Вӑл ӑна шывран туртса кӑларма пултарнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Пӑр айне анса кайнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68327
 

Республикӑра
Ҫӑлав служби тунӑ сӑн
Ҫӑлав служби тунӑ сӑн

Иртнӗ шӑматкун икӗ арҫын пулӑран таврӑннӑ чухне пӑр ҫинче бур, алса выртнине асӑрханӑ. Инҫех мар пӑр катӑлнӑ, вӗсем унта ҫын кӗрсе ӳкнӗ тесе шутланӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ.

Ку Улатӑр хули ҫывӑхӗнче Алатырка юханшывӗнче пулнӑ. Тепӗр кунхине ҫӑлавҫӑсем вырӑна кайма тухнӑ, анчах «отбой» панӑ. ШӖМ ӗҫченӗсем ҫынсенчен ҫав бур камӑн пулнине ыйтса пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн хуҫи патне кайнӑ. Лешӗ килте чип-чиперех, чӗрех ларать. Хайхи пулӑҫ пӑр айне анса кайсан хӑй тӗллӗнех тухнӑ-мӗн, япалисене ҫавӑнтах хӑварса килелле ҫул тытнӑ.

Ку пулӑма паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 15

1910
115
Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1913
112
Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть