Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пуласлӑх

Тӗнчере
© Shutterstock/FOTODOM
© Shutterstock/FOTODOM

Хӗвелтухӑҫ Африкӑри Аслӑ рифт тӑрӑхӗ — ахаль ҫурӑк кӑна мар, 200 миллион ҫултан вӑл Гималай тӑвӗсенчен те ҫӳллӗрех тусем йӗркелеме май паракан процесӑн пуҫламӑшӗ.

Халӗ континент ҫурӑлса пырать, вӑл пайланать: манти конвекцийӗ витӗм кӳнипе ҫӗр хуппи ҫинҫелет, 10–20 миллион ҫултан вара Сомалипе Мадагаскара уйӑрса кунта океан шывӗ йышӑнма пултарать. Анчах ӗҫ-пуҫ кунпа вӗҫленмӗ, процесс малалла тӑсӑлӗ. Инди океанӗ хупӑнма пуҫласан (субдукцие пула унӑн тӗпӗ ҫухалӗ), хӗвелтухӑҫнелле куҫакан Сомали Индипе пырса ҫапӑнӗ. «Сэндвича» лекнӗ тектоника плити аялалла анма пултараймасть — унӑн ирӗксӗрех ҫӳлелле хӑпарма тивӗ.

Тусем ҫапла йӗркеленеҫҫӗ те. Гималай тӑвӗсем те 50 миллион ҫул каялла ҫавнашкалах ҫӗкленнӗ. Ҫӗнӗ ту хырҫи, енчен те чӑн та йӗркеленӗ пулсан, планетӑн чылай лаптӑкри климата, юханшывсене тата экосистемӑсене улӑштарӗ. Тектоника васкамасть, анчах ӑна чарма ҫук.

Африка пайланать, анчах хӑҫан та пулин вӑл ҫавах тепӗр хут пӗрлешӗ. Паян эпир куракан пулӑм вара — пуласлӑхри пулса иртмелли процесӑн умӗнхи пӗрремӗш тапхӑрӗ кӑна.

 

Харпӑр шухӑш Политика

Малтан калани

Ку статьяна ҫырас шухӑш ӗнер Тимӗр Акташӑн статйине вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ. Леш, хайхи, 32 ҫул каялла пулса иртнӗ ГКЧП пирки хатӗрленӗскере вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн. Кӑсӑклӑ пулса кайрӗ: ҫак кун пирки ҫурлан 19-мӗшӗнче кашни ҫулах вӑл ҫырнӑ-и? Шырарӑм та — 2015 ҫултанпа кашни ҫул тенӗ пекех ҫырать иккен. Ун чухне самай анлӑ статья вӑл хатӗрленӗ пулнӑ. 2016-мӗшӗнче те ҫырнӑ. Вӑл юрӗ-ха — ун чухне 25 ҫулхи юбилейӗ пулнӑ-ҫке. Кайран виҫӗ ҫул ГКЧП пирки сӑмах ҫук. 2020 ҫулта Беларуҫра пӑлхавсем пуҫланнӑччӗ. Вӗсем шӑп та лӑп ҫак вӑхӑта лекнӗччӗ те Тимӗр Акташ белоруссене тӗрев пама статья хатӗрленӗччӗ. Статйинче вара ҫав-ҫавах ГКЧП пирки асӑнса хӑварнӑ. 2021 ҫулта, ГКЧП пулӑмӗ хыҫҫӑн 30 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, паллах, Тимӗр Акташ статья хатӗрлемесӗр пултарайман. Вӑл та пӗчӗкех мар. 2022-мӗш ҫулта та ҫурлан 19-мӗшӗнче Акташӑн статйи пур. Ҫапла май 2017–2019 ҫулсемсӗр пуҫне Акташран кашни ҫул ГКЧП пирки статья кӗтме тиврӗ.

Сӑмахӑм ман, паллах, Тимӗр Акташ кашни ҫул ГКЧП пирки ҫырни ҫинчен мар.

Малалла...

 

Тӗнчере
Хугербитс блогӗнчи видео скринӗ
Хугербитс блогӗнчи видео скринӗ

Турцире инкек тухасси пирки малтанах пӗлтернӗ Голланди ӑсчахӗ Ф. Хугербитс хӑйӗн YouTube каналти прогнозӗнче ҫуркунне пуҫламӑшӗнче (пуш уйӑхӗн 3–4-мӗшӗ тата 6–7-мӗшӗҫӗр чӗтренӗвӗ) Раҫҫейри Инҫет Хӗвелтухӑҫне ҫӗр чӗтренӗвӗ пулма пултарни пирки пӗлтернӗ.

Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, хальхи ҫичӗ кун хушшинче 8,5 магнитудӑпа ҫӗр чӗтренме пултарать. Хугербитс шухӑшӗпе ҫӗр чӗтренес пулсан ӑна кӗтсе илме план кирлӗ. Ҫӗр чӗтренме тытӑнсан ҫынсен кил-ҫурчӗсенчен хӑвӑрт кӑна тухма май пулмалла.

Анчах та Раҫҫей ӑсчахӗсем нидерланд тӗпчевҫи тунӑ пӗтӗмлетӳсене тиркесе пӗтернӗ. Пӗрисем ӑна тиркесе малашнехи пирки каласа паракан тенӗ, теприсем вара ҫӗр чӗтренӗвӗ пулассине ҫирӗплетекен фактсем пулманни пирки пӗлтернӗ.

Кам-ха вӑл Хугербитс? МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Франк Хугербитс — Нидерландри паллӑ тӗпчевҫӗ, пулас сейсмика пулӑмӗсем тӗлӗшпе вӑл планетӑсем тата Хӗвелпе Уйӑх вырнаҫӑвне кура пӗлтерет. Пӗлӗвне ӑҫта илни пирки нимӗнле уҫӑ информаци те ҫук. Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Хугербитс хӑйӗн блогӗнче Турцире 7,5 магнитудӑпа ҫӗр чӗтренме пултарасси пирки пӗлтернӗ, инкек сиксе тухнӑ хыҫҫӑн вара вӑл систерни вируслӑ майпа сарӑлма пуҫланӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 17

1926
100
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
25
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй