Кӑҫал Чӑваш Енпе Инди пӗр шухӑшлӑ пулса трактор туса кӑларма тытӑнӗ.
Техникӑна «Сделано в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре туса кӑларнӑ) маркӑпа пуш уйӑхӗнче конвейер ҫинчен кӑларма палӑртаҫҫӗ. Трактор производстви «Трактор завочӗсем» концернта вырнаҫӗ.
2031 ҫул тӗлне 16 пин ытла единица туса кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ. «Кӑҫалах тупӑш виҫи 1,7 млрд тенкӗрен иртмелле», — тенӗ концерн представителӗ — Атӑлҫи комбайн завочӗн гендиректорӗ Мурад Караджаев Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «International Tractors Limited» компани ӗҫченӗсемпе тӗл пулсан.
Унччен концернпа Италири концерн килӗштерсе ӗҫлеме палӑртнӑ, анчах тӗнче шайӗнчи чарусене пула вӑл хӑйӗн шухӑшне улӑштарнӑ.
Чӑваш Ен парламенчӗн депутачӗсем Раҫҫейӗн Бюджет кодексӗн 78-мӗш статйине улшӑну кӗрттересшӗн. Ҫапла тусан этил спирчӗ 0,5 процент таран сӑра туса илекенсене субсидипе пулӑшма май килӗ.
«Паянхи куна илсен Раҫҫейре хӑмла тата салат туса илекенсем рынока хӑйсен продукцийӗпе тивӗҫтерсе пыраймаҫҫӗ. Ҫӗршывра хӑмла кирлинчен 5 процентне ҫеҫ туса илеҫҫӗ. Ют ҫӗртен кӳрсе илнине саплаштарма самай вӑхӑт кирлӗ», — палӑртнӑ парламентарисем.
Хӑмла туса илессине тата унӑн пахалӑхне ӳстерме патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ҫав шутра техника тата хунав туянма та.
«Лента» предприятире производствӑна модернизацилема палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе унта 30 миллион тенкӗ укҫа хывӗҫ.
Предприяти Чӑваш Енӗн Промышленноҫа аталантаракан фончӗпе ятарлӑ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май акционерсен обществи фондран ҫулталӑкра 1 процент тӳлемелле кивҫен укҫа илет.
«Кӗмӗле» предприяти кивӗ станоксене ҫӗнӗ йышшисемпе ылмаштарма усӑ курӗ. Латекслӑ ҫурма фабрикатсем хатӗрлекен лини хута яма та палӑртса хунӑ. Ку вӑл производствӑра кирлӗ материала туянса укҫа тӑкаклассине чакарма май парасса шанаҫҫӗ.
Шупашкарти инженерсем сасӑсӑр тата ҫутҫанталӑка сиенлӗ витӗм кӳмен трактор шухӑшласа кӑларнӑ. Электричество хӑвачӗпе ҫӳрекен техникӑна Шупашкарти силовой агрегатсен заводӗнче шухӑшласа тупнӑ.
Ҫӗнӗ техника теплицӑсем, зоопарксем, ҫутҫанталӑк заповедникӗсем валли аван, мӗншӗн тесен унта дизель аналогсен сасси вырӑнлӑ мар. Трактор хускалнӑ тата ҫӳренӗ чухне сасси илтӗнмест те темелле тесе ӗнентереҫҫӗ заводра.
Техника валли кирлӗ тимӗр комплектсене йӑлтах заводра кӑлараҫҫӗ. Гидроцилиндрсемпе гидравлика — хамӑр ҫӗршыврисем. Электромоторсемпе редукторсене те заводрах туса кӑларма йышӑннӑ. Ҫавна май ҫитес ҫул вӑл трактора йӑлтах хамӑр ҫӗршыври компонентсемпе туса кӑларма тытӑнасшӑн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 1 пин ытла ӗҫ вырӑнӗлӗх ятарлӑ экономика лаптӑкӗ уҫасшӑн. Ятарлӑ экономика зонин проекчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗччен коррупцие хирӗҫ никама пӑхӑнман экспертиза витӗр тухӗ; унтан, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен, документа халӑхпа сӳтсе явӗҫ.
Ятарлӑ экономика зонин проектне РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви хатӗрленӗ.
Ятарлӑ экономика зонинче, паянхи куна илсен, 5 инвестор производствӑна укҫа хывас кӑмӑллине палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе вӗсем 3 ҫул хушшинче 13 миллиарда яхӑн тенкӗ укҫа хывӗҫ. Вӗсене пурлӑх тата транспорт налукӗнчен 20 ҫуллӑха, ҫӗр налукӗнчен 3 ҫуллӑха, тупӑш налукӗнчен 49 ҫуллӑха хӑтарӗҫ. Ҫӗнӗ производствӑсенче 1 пин ытла ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупӗ.
Инвесторсем аш-какай комбиначӗ, йывӑҫ сӳсӗнчен плита хатӗрлекен, тырӑ авӑртса тӗрлӗ продукци кӑларакан тата ытти производство уҫасшӑн.
Комсомольскинчи сӗт-ҫу комбиначӗ тӑпӑрчӑ хатӗрлемелли автоматизациленӗ ҫӗнӗ линие ӗҫлеттерсе янӑ. Производствӑпа республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паллашнӑ.
Комбинатӑн ертӳҫисемпе технологӗсем предприятин производство хӑвачӗ талӑкра 250 тонна таран сӗт тирпейлеме май парать тесе пӗлтернӗ. Ҫу хисепӗ тӗрлӗ виҫеллӗ тӑпӑрча вара талӑкне 7,5 тонна таран хатӗрлейреҫҫӗ.
«Мӗнпур оборудование эпир Беларуҫ Республикинчен туяннӑ. Йӑлтах лайӑх ӗҫлет. Кӗвелӗке те унтанах илетпӗр, пире йӑлтах тивӗҫтерет», — хӑпартланса каласа кӑтартнӑ министра комбинатӑн тӗп технологӗ Татьяна Александровна. Паянхи куна илсен, предприятире 34 тӗрлӗ продукци туса кӑлараҫҫӗ.
Сергей Артамонов вара тепӗр ырӑ ене те асӑннӑ. Ку вӑл — чӗртавара вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхсенчен туянни. Сӗте предприяти вӑтамран 28 тенкӗпе илет.
Чӑваш Енре агробиотехнопарк уҫӑлӗ. Ҫавна Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗ Викторий Абрамченко та ырланӑ.
Агробиотехнопаркра пахча-ҫимӗҫпе ҫӗрулмине, хӑмлана тарӑннӑн тирпейлеме палӑртнӑ, унтах ӑратлӑх ӗҫне та аталантарӗҫ.
Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, ген селекциллӗ лабораторисем ӗҫлеттерсе ярасшӑн.
«Агропрорыв» проекта ӗҫлеттерсе ярсан 2030 ҫул тӗлне пирӗн республикӑра ют ҫӗршывран ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗхпе ҫӗрулми туянасси 55 процент таран чакмалла, хӑмлан ҫӗнӗ сорчӗсемпе хамӑра 65 процент таран тивӗҫтермелле.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пирӗн республикӑра «ЛЕГО» конструкторӑн аналогӗ пуррине палӑртнӑ. Кун пирки вӑл «Итоги месяца» телекӑларӑм валли интревью панӑ чухне асӑнса хӑварнӑ.
«Тӗслӗхрен, «Автоматика» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗ «ЛЕГО» конструктор аналогне туса кӑлараять. Предприяти ачасене аталантарма май паракан конструктора кӑларма тытӑнма пултарать Экономикӑри лару-тӑру асӑннӑ енпе ӗҫлеме тытӑнма май парать», — тесе каланӑ журналистсене Олег Николаев.
Вӑрнарти хутӑш препартсен заводӗнче ҫумкурӑкпа кӗрешекен тата тепӗр 6 йышши препарат туса кӑларма тытӑннӑ. Сериллӗ производствӑна предприятире пӗлтӗр йӗркелесе янӑ.
Унччен завод ассортименчӗ ҫулталӑкра 5-6 препаратпа танлашнӑ, кӑҫалхи 3 уйӑхра ҫӗнӗрен 8 йышши пестицид кӑларма тытӑннӑ. Завод кӑҫал ҫӗнӗ йышши 13 препарат кӑларма тытӑнма палӑртнӑ. Вӗсене «Август» компани ӗҫченӗсем аграри секторне мӗн кирлине кура шухӑшласа кӑлараҫҫӗ.
Компани чылай препарата Вӑрнарта кӑларать. Унта опытлӑ коллектив ӗҫлет, специалистсенчен чылайӑшӗ хими производствине аван пӗлет.
Шупашкарти ликерпа водка завочӗ «Россграмм Rossgramm» тавар паллине регистрацилеттересшӗн. Ун пек заявкӑна вӑл Роспатента ҫитернӗ.
Тавара паллине йышӑнсан пулӑшу ӗҫӗсен пӗтӗм тӗнчери классификацийӗн 33-мӗш номерлӗ класӗпе регистрацилӗҫ. Вӑл йыша, тӗпрен илсен, эрех-сӑра, тӗрлӗ эссенципе экстрактсем, байцзю, сакэ, ром, виски, анис тата чие эрехӗ, ликёр, пыл эрехӗ, сидра кӗреҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, маларах Раҫҫейре «Россграм» социаллӑ сете хута ярасси пирки пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |