
Хӗрлӗ Чутай округӗнче авари пулнӑ: икӗ пӗчӗк ача шар курнӑ. Руль умӗнче вара ӳсӗр хӗрарӑм ларнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари паян, авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 14 сехет тӗлнелле Хӗрлӗ Чутай ҫывӑхӗнче «Сӑр» ҫул ҫинче пулнӑ. «Форд Фьюжн» машина ҫул ҫинчен тухса кайса кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 28 ҫулти ӳсӗр хӗрарӑм ларнӑ. Ҫитменнине, унӑн водитель прави те ҫук.
Салонра унӑн икӗ ывӑлӗ – 4-ри тата 5 ҫулти ачасем – пулнӑ. Иккӗшне те пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем кӗҫӗннин сывлӑхӗ йывӑр пулнине палӑртнӑ.
Хӗрарӑмӑн – виҫӗ ача. Вӑл тунман: руль умне лариччен эрех ӗҫнӗ. Медосвидетельствовани юнри алкоголь 0,325 мг/л-пе танлашнине палӑртнӑ.
Халӗ полици ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Тӗрӗслев малалла пырать.

Чӑваш Енре вӑрмана кӑмпана кайсан ҫухалнӑ арҫынна овчарка тупма пулӑшнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 57-ри арҫын Улатӑр районӗнчи вӑрмана, хӑй пачах пӗлмен вырӑна, кӑмпана кайнӑ. Ҫухалнине пӗлсен ӑна тӑванӗсем хӑйсем тӗллӗн тупайман, полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
Йӗрке хуралҫисем Кобра ятлӑ Бельги овчарккипе ҫула тухнӑ. Йытӑ йӗр шӑршине тупса ун тӑрӑх кӑмпа тултарнӑ хутаҫ патне илсе ҫитернӗ. Арҫынна вара ирхине тупнӑ. Вӑл Улатӑр округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнчен каякан ҫул ҫинче пулнӑ.
Полици асӑрхаттарать: вӑрмана кайнӑ чух кун пирки ҫывӑх ҫыннӑрсене пӗлтермелле, тулли заряд тунӑ телефон илмелле. Кун пирки уйрӑмах ватӑ ҫынсене ӑнлантармалла.

Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 45 ҫулти арҫыннӑн хваттерӗнче кантӑр тата марихуана тупнӑ. Вӑл ӑна ҫавӑнтах ӳстернӗ.
Полицейскисене ҫак арҫын наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхланма пултарни пирки пӗлтернӗ. Ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ, хваттерне ухтарнӑ та кантӑр тӗммине, ӳсен-тӑран чӗркенӗ хутсене тата 70 грамм ытла марихуана тупнӑ.
Тытса чарнӑ чухне арҫын ӳсӗр пек курӑннӑ. Анчах вӑл медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен, ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Унччен ҫак арҫын полици куҫӗ тӗлне лекменни паллӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарти полици уйрӑмне хулари пӗр каҫхи клубра Айфон вӑрлани пирки пӗлтернӗ. Телефон йӳнех пулман – 110 пин тенкӗ тӑнӑ.
Телефона кам вӑрлама пултарни пирки те систернӗ пакунлисене. Уголовлӑ шырав тата патрульпе пост службин ӗҫченӗсем каланӑ адреспа ҫийӗнчех ҫитнӗ те Мускав хулинче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑма тытса чарнӑ.
Ҫак хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд хальлӗхе ӑна полици уйрӑмне пырса ятне паллӑ туса каймалла тунӑ. Хӗрарӑм тытса чарсан хаклӑ телефона хуҫине тавӑрса панӑ.

Таиландра ҫухалнӑ 19 ҫулти хӗр ашшӗ-амӑшӗпе ҫыхӑннӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Анна Горшкова ҫывӑх ҫыннисемпе видео урлӑ ҫыхӑннӑ, унӑн йӑлтах лайӑххине, вӑл Бангкокра пулнине пӗлтернӗ, укҫа ыйтман.
Аса илтерер: Шупашкарта пурӑнакан 19 ҫулти Анна Горшкова Чулхулара вӗреннӗ, ҫу уйӑхӗнче вӑл кӗтмен ҫӗртен Раҫҫейрен тухса кайнӑ. Кун пирки никама та каламан-мӗн.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл «Мускав-Пекин» рейспа вӗҫсе кайнӑ. Китайри Раҫҫей посольствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Таиланда вӗҫме билет туяннӑ. Унтан вӑл ӑҫта ҫул тытни паллӑ мар.
Каяс умӗн хӗр амӑшӗ патне каярах вуламашкӑн ҫыру хӑварнӑ, унта вӑл хӑй хӑрушсӑрлӑхра иккенне, ӑна никам та тытса чарманнине, пурнӑҫри хӑйӗн вырӑнне шырама тухса кайнине пӗлтернӗ. Ҫывӑх ҫыннисене хӗр шӑв-шав ҫӗклеме, полицие хыпарлама хушман.

Шупашкарти тирпейлӳҫӗ пуяс тенӗ пулмалла – инвестицисемпе ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ. Анчах ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ.
Ку кӑна мар-ха тӗлӗнмелли. Вӑл ултавҫӑсен аллине иккӗмӗш хут лекнӗ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хулари пӗр предприятире тирпейлӳҫӗре ӗҫлекенскер тӗнче тетелӗнче хушма тупӑш пирки пӗлтерӳ асӑрханӑ. Кӗҫех «менеджерпа» калаҫма пуҫланӑ, лешӗ ӑна телефонӗ ҫине инвестици валли тесе сарӑм вырнаҫтарма хушнӑ. Ҫапла хӗрарӑм пӗр уйӑх палламан ҫынсем каланӑ счетсем ҫине укҫа куҫарса тӑнӑ. 2,2 миллион тенкӗ таранах хывнӑ вӑл. Вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗ – кредит тата заем илнӗскерсем.
Анчах шантарнӑ тупӑш пулманнине кура хӗрарӑмӑн полицие кайса заявлени ҫырма тивнӗ.
Палӑртмалла: пӗрремӗш хутчен вӑл 2023 ҫулхи хӗлле ултавҫӑсен серепине лекнӗ. Ун чухне хӗрарӑм такам ун ячӗпе кредит илнине ӗненсе 75 пин тенкӗ «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Паллах, кайран ку укҫана курман вӑл.

Муркаш районӗнчи хӗрарӑм, падагогика тытӑмӗнче ӗҫлекенскер, прическа улӑштарма шухӑшланӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Ултавҫӑсенчен шар курнӑскер полицие заявлени ҫырма пынӑ. Акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ вӑл. Хӗрарӑм прическа улӑштарас тесе малтан хӑйне мӗнлереххи кайнине тӗрӗслеме шухӑшланӑ та телефонӗ ҫине сарӑм лартнӑ. Анчах кун хыҫҫӑнах унӑн телефонӗ сӳнсе ларнӑ. Хӗрарӑм банк сарӑмне урӑх мелпе кӗнӗ те счечӗ ҫинчен 50 пин тенкӗ ҫухалнине курнӑ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл телефонӗ ҫине лартнӑ сарӑмра вирус пулнӑ. Ултавҫӑсем укҫа вӑрлас тесе юри ҫапла хӑтланаҫҫӗ.
ШӖМ асӑрхаттарать: сарӑмсене официаллӑ ҫӑлкуҫсем урлӑ кӑна лартмалла. Сиенлӗ программӑсем анлӑ сарӑлнӑ тӳлевсӗр сарӑмсенче «пытанма» пултараҫҫӗ.

Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти хӗрарӑм инвестицисемпе ӗҫлесе илес тесе ултавҫӑсене 2,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫи хӑйӗн те пулман, кредит илнӗскер.
Вӑл пӗлтерӗвӗ халӑх тетелӗнче курнӑ та «аналитик» патне ҫырса янӑ. Лешӗ тупӑш тума май пурри пирки нумай ӑнлантарнӑ, телефон ҫине сарӑм лартма, экран демонстрацине ҫутма ӳкӗте кӗртнӗ.
Хӗрарӑм вӑл кӑтартнипе тӗрлӗ счет ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ. Сарӑмра инвестици счечӗ ҫинчи тупӑш ӳснӗ пек курӑннӑ. Ҫакна кура хӗрарӑм чӑннипех те ӗненнӗ. Тата ытларах ӗҫлесе илес тесе темиҫе кредит илнӗ, пӗтӗм укҫана куҫарнӑ. Ҫапла 2,5 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ вӑл.
Кун пирки ӑнсӑртран аппӑшӗ пӗлнӗ. Вӑл тӳрех полицие пӗлтернӗ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан 24 ҫулти арҫын тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче смарт-куҫлӑх туянас тенӗ. Анчах кирлӗ тавар вырӑнне сутуҫӑ ӑна сӗлӗ хӑрпӑкӗ ярса панӑ.
Кун хыҫҫӑн каччӑ полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑл смарт-куҫлӑх илес тесе сутуҫа 24 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Тавара постамата илсе ҫитерессе кӗтнӗ. Унта вара ӑслӑ куҫлӑх вырӑнне селӗ хӑрпӑкӗ пулнӑ.
ШӖМ тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чухне питӗ асӑрханма ыйтать. Шел те, ултавҫӑсем ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ тӗслӗхсем нумайлансах пыраҫҫӗ.

Етӗрне округӗнче Сергач кӳллинче пулӑ нумай вилнине асӑрханӑ. Мӗн пулнӑ унта? Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет.
Пулӑ Сӑр юханшывӗнче Сергач кӳлли патӗнче нумай вилнӗ. Вырӑна тӳрех район прокурорӗ, администраци пуҫлӑхӗ тата полици органӗсем ҫитнӗ. Лаборатори анализӗ тума шыв тӗслӗхне тата вилнӗ пулла илнӗ. Тишкернӗ хыҫҫӑн пулӑ мӗншӗн вилни паллӑ пулӗ.
Аса илтерер: Комсомольски округӗнче такам икӗ юман касни пирки хыпарланӑччӗ. Халӗ ку ӗҫе кам тунине шыраҫҫӗ.
